Комментировать

15 Мар, 2023

Хресчен сасси 10 (2949) № 15.03.2023

Пуçра — ăс, алăра ĕç пултăр

Вĕренÿ çулĕ вĕçленмен пулин те Шупашкарти 5-мĕш гимназири 9-10-мĕш классенче вĕренекенсем алла професси илме пултарчĕç. 24 çамрăка Чăваш патшалăх аграри университетĕнче çакăн çинчен калакан свидетельство парса чысларĕç.

11 гимназист «Сыр тума вĕренесси», 8 çамрăк «Кондитер», 5 яш-кĕрĕм «Пекарь» çул-йĕре суйласа илнĕ. Аса илтеретпĕр: асăннă проект 5-мĕш гимнази, Чăваш патшалăх аграри университечĕ, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ. Уяв тĕлне вĕренекенсем хăйсем çăкăр-булка, торт, пылак апат-çимĕç, тĕрлĕ сыр хатĕрленĕ. Мĕн тĕрли кăна çук! «Белпер Кнолле», «Ламбер», «Академический», «Российский», «Чечил», «Качотта», «Мраморный», «Халуми», «Скаморца», «Университетский»…

«9-10-мĕш классенче вĕренекенсем малтанласа пирĕн пата «Фуднет» программăпа вĕренме килсе çÿрерĕç, — паллаштарчĕ биотехнологи тата ял хуçалăх продукцине тирпейлес енĕпе ĕçлекен кафедра профессорĕ Геннадий Ларионов. — Кунта вĕсене килĕшнĕрен рабочи профессине алла илмешкĕн вĕренÿ учрежденийĕ пирĕн пата ыйтупа тухрĕ. Çавна май эпир ятарласа программа хатĕрлерĕмĕр. Вĕренекенсем эрнере икĕ хутчен агроуниверситета тÿлевсĕрех пĕлÿ илме çÿрерĕç. «Сыр тума вĕренесси» çул-йĕре эпĕ ертсе пытăм. Ачасем тăрăшса вĕреннине палăртас килет. Паллах, вĕсене никам та хистемен, хăйсен кăмăлне кура суйласа илчĕç çул-йĕре. Уроксем хыççăн занятисем 16 сехетре пуçланатчĕç. 22 сехетчен тытăнса тăни те пулнă. Мĕншĕн тесен сыра 2-3 сехетре хатĕрлеме май çук. Апла пулин те кăсăклансах вĕренчĕç вĕсем, экзаменсем тытрĕç».

Хула ачисем рабочи профессине алла илме тăрăшни мана та тĕлĕнтерчĕ. Пирĕн калаçăва айккинче итлесе тăракан Яков Мусиряковпа сăмаха малалла тăсма шут тытрăм. Арçын ача чăвашла та аванах калаçать. «9-мĕш класс хыççăн эпĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме каясшăн, — терĕ Андрей. — Эпĕ асанне пекех ветеринар пулма ĕмĕтленетĕп. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕхе юрататăп. Каникулсенче тăвансем патне Тăвай тăрăхне каятăп. Вĕсем 11 ĕне тытаççĕ. Ялта мана питĕ килĕшет. Ахальтен мар фермер пулас ĕмĕтпе пурăнатăп. Аграри университетĕнче 3 уйăх вĕрентĕмĕр. Ку професси мана килĕшрĕ. «Качотта», «Белпер Кнолле», «Российский» сырсем кăмăла кайрĕç». Яков сăмахне Тимур Иванов та çирĕплетрĕ: «Ку ĕç мана та питĕ килĕшрĕ. Пире вĕренмешкĕн çакнашкал условисем туса панăшăн гимназие, агроуниверситета тавах. Килте те сыр хатĕрлерĕм, атте-анне кăмăлласах çирĕ». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Кану кунĕсене çемьепе ирттерер

Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви «Кану кунĕсене пĕрле ирттерер» проект пуçарнă. Унпа килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕ тата ачисем социаллă ыйтусене тивĕçтерекен центрсенче йĕркеленĕ ăсталăх класĕсене хутшăнаççĕ.

Иртнĕ эрнере Шупашкарти «Манăн çемье центрне» чылай çемье пуçтарăнчĕ. Ашшĕамăшĕпе ачисем пĕремĕке тĕрлĕ тĕслĕ глазурьпе илемлетрĕç. Ăсталăх класне Светлана Юрнова волонтер ирттерчĕ. Унта ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова хĕрĕпе Татьянăпа хутшăнчĕ. Ашшĕ-амăшĕпе ачисене вăл пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу, телей сунчĕ.

Çакнашкал мероприяти çемьесене пĕтĕçтерме, туслашма, çывăхлатма пулăшать. Унсăр пуçне ачасем ку центрсенче тус-юлташ тупма, хăйсен пултарулăхне аталантарма пултараççĕ. «Манăн çемье центрĕ» нумаях пулмасть Çĕмĕрлере ĕçлеме пуçланă. Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн унта ашшĕсемпе ывăлĕсем ăсталăх класне хутшăннă, йывăçа эрешлесе сувенирсем хатĕрленĕ. «Пылак» ăсталăх класне пĕчĕккисем те, аслăрах çулти ачасем те хутшăнчĕç. Пултарулăха кура харпăр хăйĕн пĕремĕкне тĕрлĕрен илемлетрĕç вĕсем: хăшĕ тюльпан ÿкерчĕ, тепри — салтак тÿми… <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Юратнă ĕç ырлăх кÿрет

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе кăçалхи çула республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртнă. Унăн тупсăмне пĕлес тĕллевпе Красноармейскинчи «Чебурашка» ача пахчине çул тытрăм. Мана ертÿçĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Альбина Тихонова ăшшăн кĕтсе илчĕ.

Шавлать, кĕрлет ача-пăча пахчи. «Савăнăçпа, телейпе тулнă пепкен чунĕ çапла пулмалла та, — терĕ Альбина Владимировна ĕç-хĕлпе паллаштарнă май. — Паян пирĕн пата 63 ача çÿрет. Кĕçĕн çултисем «Пчелки», «Паравозик», «Речецветик» ушкăнсене çÿреççĕ. Вĕсене 18 çын хăйсен хÿттине илнĕ. «Пурте — пĕриншĕн, пĕри — пуриншĕн» девизпа вăй хуратпăр эпир. Пирĕн пата япăхрах калаçакан ачасем те çÿреççĕ. Вĕсемпе уйрăмшарăн ĕçлетпĕр».

Альбина Тихонова мана планпа ирттернĕ мероприятисемпе те паллаштарчĕ: «Нумаях пулмасть кĕçĕн çултисем «Çарăк» юмахпа савăнтарчĕç. «Пчелки» аслă ушкăна çÿрекенсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшу кÿрес тĕллевпе «Окоп тĕпĕнчи çурта» акцие хутшăнчĕç, çуртасем хатĕрлерĕç. Ачасем çавăн пекех тĕрлĕ конкурсра палăраççĕ».

Альбина Владимировна хăйĕн ачалăхне те куç умне кăларчĕ. Вăл Красноармейски тăрăхĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче çуралса ÿснĕ. «Ачалăхăм нимĕнпе те уйрăлса тăман, — терĕ вăл. — Атте Владимир Ильич кун-çулне «Прогресс» хуçалăхра ĕçлесе ирттерчĕ. Анне Ольга Ильина Çĕньял Чуракасси хĕрĕ пулнă. Аттепе пĕрлешсен чылай вăхăт хуçалăхри сысна ферминче тăрăшнă. Çавăн пекех вăл почтальонра та ĕçленĕ. Шел, кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Пиччепе Кольăпа ачаллах ĕçлеме хăнăхрăмăр. Шкул çулне çитичченех хуçалăх ĕçĕнче тар тăкнă эпир. Каярахпа çуллахи каникул вăхăтĕнче аслисемпе пĕрле уй-хире çум курăкран тасатма, утă-улăм хатĕрлеме, хăмла татма, çĕр улми кăларма хутшăннă, йĕтем çинче тăрăшнă». <...>

Татьяна БОРИСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.