Çамрăксен хаçачĕ 8 (6458) № 02.03.2023
«Влаç пĕр ыйтăва та хăйĕн еккипе ямасть»
Журналистсем валли ирттернĕ пысăк пресс-конференцире ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. 2 сехет те 20 минута тăсăлнă калаçура вăл тăватă теçеткене яхăн ыйтăва хуравларĕ.
Чи пысăк çитĕнӳ «Хыпар» хаçат ыйтăвĕ пирвайхи пулмарĕ пулин те пресс-конференци çинчен каласа парассине шăпах унран пуçлани вырăнлă пек туйăнать. Олег Николаев республика ертӳçин должноçĕнче виçĕ çул ĕçленине кура чăваш халăх хаçачĕн корреспонденчĕ çак тапхăрти чи пысăк çитĕнĕве асăнма ыйтрĕ. Тата — хăш енĕпе ĕçлесе çитерейменни пирки... Олег Алексеевич тĕп çитĕнĕве хăй влаçа килнĕренпе унăн команди обществăна пĕрлештерме пултарнинче курать. Çакă вара малалла ĕçлемелли çирĕп никĕс пулса тăрать. Сăмах çав шутра патшалăх, муниципалитет шайĕнчи управление çĕнĕлле йĕркелени пирки те пырать — «çакă çынсене патшалăх тĕллевĕсене пурнăçлас ĕçе явăçтарассине тивĕçтерме май парать», «Чăваш Енре влаç уçă, кашни йышăну татăклă кăтартупа çынсем патне çитет». Çав вăхăтрах, йышăнчĕ регион ертӳçи, чылай ĕçе хăвăртрах тăвас килет. Паллах, пытармарĕ вăл, ĕçре çитменлĕх те — пурнăçлайман ĕç — çук мар. Анчах çивĕч ыйтусăр пурнăç пулма пултараймасть. Пурне те татса парсан çĕннисем татах тупăнĕç. Çапах, иккĕленмест вăл, ЧР Правительствин команди пĕр ыйтăва та хăй еккипе яман: «Ĕç пырать — çакă чи кирли». Пĕрремĕш ыйту вара «сухаллăскер», Шупашкар ГЭСĕ пирки, пулчĕ. Унăн шыв управне 68 метр шайне хăпартасси çинчен ыйтнине хуравланă май Олег Николаев Мускав ку енĕпе тивĕçлĕ йышăну тунине аса илтерчĕ: 63 метр шайĕнче юлатпăр — малалли ĕçе çакна тĕпе хурса йĕркелемелле. Ку чи малтанах «Аслă Атăл çулĕ» проекта пурнăçлассине пырса тивет. Вăл вара экологипе те, Атăл тăрăх карапсем çӳрессине тивĕçтермелли условисене лайăхлатассипе те çыхăннă. Тата, паллах, туризмпа. Çак отрасле аталантармашкăн Чăваш Енĕн пĕтĕмпех пур. Ку енĕпе ĕç пырать ĕнтĕ. Калăпăр, Атăл тăрăх «Валдай» катерсем çӳреме пуçлани. Сĕнтĕрвăрринче, Куславккара причал стенисене тума пуçланă — çак хуласенче те туристсен йышĕ палăрмаллах ӳсмелле. Çар операцийĕ Ятарлă çар операцийĕ пуçлăннăранпа çулталăк çитнине кура журналистсене çак тема та хумхантарчĕ. Олег Николаев, паллах, çапăçусем хăçан вĕçленесси пирки калама пултараймасть, анчах «ятарлă операцие хăвăртрах тата пирĕн çĕнтерӳпе вĕçлес килнине» татăклăн çирĕплетрĕ. Çавна май республика хамăрăн салтаксемпе офицерсене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕлĕшпе малашне те тимлĕ пулĕ. Владимир Путин Президент ятарлă операцие хутшăнакансене, вĕсен çемйисене пулăшма патшалăх фондне туса хурасси çинчен пĕлтерни, Олег Николаев шучĕпе, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăну. Çакă хайхи пулăшупа пурне те пĕрешкел тивĕçтерме май парĕ. Чăваш Ен ку енĕпе комплекслă ĕçлет. Çĕнĕ фонд хальччен пулнă тытăмсем çинче никĕсленместтĕр — вĕсем çийĕн тăракан çĕнĕ тытăм пулĕ. Вăл тĕрлĕ вăхăтри вăрçă-çапăçăва хутшăннисене пулăшассине хăйĕн çине илĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«1-мĕш класа кайсан хавхалану парта хушшине ларичченех пĕтрĕ»
«О-о-о, Мария Зиновьевна!» — теççĕ ăна çынсем курсанах. Чылай шкул ачишĕн вăл амăшĕ вырăнĕнчех пулнă. Ун патĕнче ăс пухнă нумай шăпăрлан учитель, журналист профессине суйланă. Вăл вĕрентнĕ ачасем Чăваш Республикинче çеç мар, Мускавра та ĕçлесе пурăнаççĕ. Уявсенче Мария Зиновьевна яланах салам нумай йышăнать. Маншăн та тĕслĕх илмелли çын вăл. Ăна аппа вырăнне хурса хисеплетĕп. Унпа 33 çул ĕçлерĕмĕр. Çак тапхăрта пĕр-пĕрне сивĕ сăмахпа кӳрентерсе, кĕвĕçсе курман.
Открыткăшăн савăннă та…
«Чи хитре, тухăçлă та тупăшлă, телейлĕ вырăнта – Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче — çуралнă эпĕ. Икĕ ĕмĕрте пурăнса куратăп ав. Шкулта вĕрентĕм, университет пĕтертĕм, çемье çавăртăм, Тури Туçа шкулĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм, ачасене мăшăрлантарса пăянам, асанне пултăм. Малалла мăнуксен ачисене курас шухăшпа хавхаланса пурăнатăп. 1964 çулта Тури Туçа шкулне пĕрремĕш хут хавхаланса, вĕренес туртăмпа кайрăм. Хавхаланăвĕ вара парта хушшине кĕрсе ларичченех пăчланчĕ. Атте-анне ĕçлĕ çынсем пулнă, 5 ачана ӳстерме çăмăлах килмен вĕсене. Çавăнпа эпĕ 1-мĕш класа шурă тĕслĕ сарă чечеклĕ кĕпепе, кĕске çӳçпе /шакла тесен те юрать/, тетен костюмĕпе кайрăм. Хĕрача- çке эпĕ, пуçа марльăпа çавăрса çыхса варрине хăю лартнăччĕ. Савăнăçлă линейкăна тăтăмăр. 11-мĕш класрисем пире саламлама васкаса пычĕç, чышăнса тенĕ пек открыткăсем пама пуçларĕç. Мана та пĕр хĕр хитре открытка тыттарчĕ. Эх, савăнтăм! «Ку хĕрачи хитре тумланман тесе тăмарĕ вĕт», — çапла шутларăм ăшра. Алăра — открытка! Пуçа çĕклесе çав хĕр çине телейпе çиçекен куçпа пăхрăм. Эх, анчах… Çав самантра тем пулчĕ, хĕр манăн алăри открыткăна карт! туртса илчĕ те тепĕр çĕрелле утса кайрĕ. Куçран куççуль тумламĕ йăр! юхса анчĕ... Çук, çын асăрхамалла йĕмерĕм, чун хурланса макăрчĕ. Унтанпа 59 çул иртрĕ. Çав хĕрарăма паянхи кун та куратăп, пирĕн умран ирткелесе каять. Сывлăх сунатăп, ачисем çинчен ыйтса пĕлетĕп /унăн ачисене пурне те тенĕ пекех чăваш чĕлхине вĕрентрĕм/. Çук, кӳренӳ юлман, суранĕ çеç… Шкулта ачасем манран «шакла пуç» тесе кулма тытăнчĕç, хресна анне панă тутăра туртса çурчĕç. Çапах никампа та çапăçмарăм, лайăх вĕренесчĕ тесе тăрăшрăм. Октябренока кĕнĕ чухне значокне кантăклине /начар вĕренекенсене ахальлине тыттаратчĕç/ пачĕç. Вĕренӳ çулĕ вĕçĕнче хисеп хучĕпе чысларĕç. 3-4-мĕш классенче Ксения Челякова-Коннова ачасен тетрачĕсене тĕрĕслеме ирĕк паратчĕ. Аван чупаттăм, йĕлтĕрпе ярăнса класс чысне хӳтĕлеттĕм, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаттăм. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн мана ачасем хисеплеме пуçларĕç. Шкул çулĕсем нихăçан та асран тухмĕç. 9-мĕш класс хыççăн пĕр уйăх практика пулчĕ. Эпир ăна ял варринче мăнаçлă палăк тунă çĕрте ĕçлесе ирттертĕмĕр: çĕр чаврăмăр, кирпĕч хутăмăр, бетон çăртăмăр… Чиркӳ вырăнĕ пулнăран тупăксем, тĕрлĕ укçа тухатчĕç. 8 сехетрен пуçласа каçхи 5 сехетчен пĕр пуссăр /укçа çинчен шутлама та пултарайман/ ĕçлерĕмĕр. 1974 çулта шкултан вĕренсе тухрăм, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Университетри 5 çул 5 кун пек хăвăрт иртсе кайрĕ. Аса илӳ питĕ нумай: Тутарстанри Тăхăрьяла фольклор экспедицине çитни, Муркаш тăрăхне диалектологи экспедицине кайни, Куславкка районĕнче пĕр уйăха яхăн çĕр улми пуçтарни, Пушкăртстанра Нарспипе Сетнер вырăнĕсенче пулни… Унта кайсан пире Виталий Станьял тул çутăлсанах вăрататчĕ те çырмаран сăрт çине чул сĕтĕрттеретчĕ. Сăрт çине кĕреçепе чавса «Кашлатăр Иванов вăрманĕ» тесе çыртăмăр. Сас паллисем таçтанах курăнччăр тесе чулсене тăмпа шуратрăмăр. 25 çултан çав вырăнсенче тепре пулса курма тӳр килчĕ. Экскурсоводран ыйтрăм та, вăл мана: «Куратăн-и çав пĕчĕк вăрмана, «Иванов вăрманĕ» çавă вăл», — терĕ. Чун савăнчĕ, ырă ĕç тунă-çке! 1-мĕш курсра общежитире пурăннăшăн 17 тенкĕ тӳленĕ квитанцие тата комсомол билетне çухатрăм. Кайран тупăнчĕç: киле кайса хунă кĕнеке ăшĕнче пулнă иккен. Анчах вĕсене тупиччен нуша куртăм: общежитие кĕртменнипе тăвансем патĕнче çĕр каçрăм, пĕр каç Шупашкарти пекарньăра çывăртăм. Вĕренме пăрахса Çĕрпӳри культура училищине каяс терĕм — килтисем чарчĕç. Анне тӳрех: «Ялта вĕренейменнипе кăларса янă тейĕç. Кĕнĕ тĕк вĕренех» , — терĕ. Комсомол билечĕшĕн вара хамăр ушкăн умĕнче намăслантарчĕç. «Вăрçăра салтаксем комсомол билетне кăкăр умĕнчи кĕсьене чиксе çапăçăва кĕнĕ, эсĕ вара çак хаклă хута мирлĕ вăхăтра та упрайман», — терĕç. Факультет ларăвĕнче панă ыйтусенчен пĕрне те хуравлаймарăм: куçран куççуль юхрĕ, пырта йӳçĕ чăмакка ларчĕ. Пĕр сас та тухмасть, хăть йăванса кай. Юрать, пĕр студентка /украинкăччĕ вăл, хушамачĕ халĕ те асрах – Бойко/ тăчĕ те: «Вы что, не видите: у нее ком в горле», — терĕ. Мана университетри комсомол ларăвне килмелле тесе кăларса ячĕç. «Ком в горле» мĕн тенине çавăн чухне ăнлантăм. Университет ларăвĕнче комсомолтан кăларатчĕçех ĕнтĕ мана. Ун чухне ку тем пысăкăш айăплав пулнă, анчах йăмăк Лена билета тупни çинчен пĕлтерсе килтен çыру ячĕ. Савăннипе йĕрсех ятăм. Университетăн тĕп корпусне çил пек вĕçтертĕм… <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Музыка яланах чуна çывăх пулнă»
Чăваш патшалăх академи симфони капеллин артисчĕсем, мусăкçисем халăха тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ. Унти кашни çын коллективăн пултарулăх ĕçĕ-хĕлне хăйĕн тӳпине хывать. Капеллăпа çывăхрах паллашас тĕллевпе унăн ертӳçипе Людмила НИКОЛАЕВĂПА чуна уçса калаçрăм.
10-ра амăшĕсĕр юлнă
— Людмила Николаевна, эсир манпа килĕшетĕрех пулĕ: çак коллективра музыка енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕ çын çеç мусăкçăсен кăмăлне шалтан туйса вăй хума пултарать.
— Тĕрĕс шухăшлатăр. Хам пирки калас тăк, эпĕ музыкăна мĕн пĕчĕкрен юратнă. Эпĕ Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил ялĕнче кун çути курнă. 3-мĕш класра чухне музыкăна юратма пуçларăм. Çамрăк учитель Василий Филиппов, тин çеç И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн музыка факультетĕнче диплом илнĕскер, пирĕн тăрăха направленипе ĕçлеме килнĕччĕ. Вăл пирĕн ялта Тăвайри искусство шкулĕн филиалне уçрĕ. Унта вĕренес текен нумайччĕ. Василий Егорович 7 ачана суйларĕ, вĕсен шутĕнче эпĕ те пултăм. Тăрăшсах фортепьяно калама вĕрентĕм. Виçĕ çултан пире Елена Петрова вĕрентме пуçларĕ. Ун чухне баяна алла илтĕм.
— Ача чухне ӳпкепе чирлесен сире тухтăр музыкăпа туслашни сывлăха упраса хăварма пулăшать тесе хавхалантарнă…
— Пĕр хушă питĕ вăйлă чирлерĕм. Ăста хирург Станислав Николаев ӳпкене операци туса çăлса хăварчĕ. Çавăн хыççăн тухтăр мана канаш пачĕ: «Санăн юрă-кĕвĕпе çыхăннă професси суйламалла. Ӳпкӳ сывă пултăр тесен нумай юрламалла». 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕрес тĕллевпе аппапа Татьянăпа хулана килтĕмĕр. Конкурс пысăкчĕ: пĕр вырăна 17 çынччĕ. Комисси членĕсене манăн сасă килĕшрĕ. Студентсене хатĕрлекен уйрăма йышăнчĕç. 1993 çулта дирижерпа хор уйрăмĕнче пĕлӳ илме пуçларăм. Малтан пултаруллă дирижер Петр Федоров /вăл манăн ентеш/ патне лекрĕм. Унтан ăсталăха Ольга Мишина дирижер патĕнче туптарăм.
— Ял хĕрне хулана хăнăхма çăмăлах пулмарĕ-тĕр.
— Çăмăллăнах хăнăхрăм. Ача чухнех нимĕнрен те хăрамастăм. Йышлă çемьере ӳсрĕм. Ĕç тĕлне пĕлеттĕм. Эпĕ 10 çулта чухне анне пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Тепре авланиччен атте ĕçе кайиччен вĕри апат пĕçерсе, килте тирпейлесе хăваратчĕ. Ирсерен шаркку шăршипе вăранса каяттăмăр. Вăл халĕ 79-та, ялта пире ура çине тăратма пулăшнă тăван мар аннепе 35 çул пурăнать. Ольга Васильевнăна пире лайăх пăхса ӳстернĕшĕн тавах. Вăл пире, аттен 5 ачине, хăйĕн виçĕ ачинчен нихăçан та уйăрман, сасă хăпартса курман. Эпир, пысăк та туслă çемьере ӳснĕскерсем, халĕ те пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăр. Тăван пичче те тĕп хуларах тĕпленчĕ. Аппа та Шупашкартах. Тĕрек пулнăран эпĕ те çак хуланах суйларăм.
— Ял ачи пысăк çемьере ĕçчен çитĕннинчен тĕлĕнмĕп…
— Манăн питĕ вĕренес килетчĕ. Анчах ача чухне эпĕ питĕ вăтанчăкчĕ. Училищĕре манран икĕ çул аслăрах ăс пухнă Наталья Яклашкина /халĕ капелла дирижерĕ/ мана лайăх астăвать. «Малтанхипе хальхи Людмила пачах урăх çынсем», — тет. Пурнăç çынна улăштарать. Атте мана пурнăçа чылай вĕрентрĕ. Училищĕре вĕренме çăмăл марччĕ. Преподавательсем вăхăтра ăнланни, вĕренӳре пулăшни диплом илме май пачĕ.
— Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ пĕрремĕш юрату пекех асра юлать-тĕр.
— Направленипе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялне ĕçлеме кайрăм. Унта юрăпа ташă халăх ансамблĕн хормейстерĕ пулса тăтăм. Ун чухне эпĕ — ниçта та ĕçлесе курман 20 çулти хĕр. Ансамбльпе паллашнă кун асрах. 60 çултан çамрăкраххисем çукчĕ унта. Пурте опытлă: тухтăрсемпе вĕрентекенсем, ăста специалистсем… Вĕсем мана нумай япалана вĕрентрĕç. Унта халĕ те манăн наставниксем Тереховсем палăрса тăраççĕ. Пытармастăп: манăн яланах ачасемпе ĕçлес, вĕсене музыка пĕлĕвне парас килетчĕ. Ансамбль ыйтăвĕсемпе училищĕне тăтăшах кайма тиветчĕ. Кăштахран педагогсем мана виçĕ искусство шкулĕнче ваканси пуррине пĕлтерчĕç. Етĕрнене суйларăм. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Ватăрах арçынсем те татуировка тутараççĕ
Çĕмрĕк аппарат тыттарнă
«Эпĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ӳнер енĕпе ăсталăха аталантартăм. Пĕлӳ çуртĕнче уроксем хыççăн хушма занятисем иртетчĕç, пире ӳкерме вĕрентетчĕç. 5-мĕш класра манăн ку енĕпе лайăх пулса пыни палăрчĕ те ача-пăча ӳнер шкулне çӳреме тытăнтăм. Илемлĕ ӳкересси мана аттерен куçнă-тăр. Вăл — тĕп хулари пĕр паллă кондитерскинче ĕçлет, торт пĕçерсе ăна илемлетет. Манăн асатте те хитре ӳкерет. Атте енчи чылай тăванăн ку ăсталăх пур, хăшĕпĕри çак енĕпе ятарлă пĕлӳ те илнĕ. Ача чухне хăш профессие алла илмелли пирки чылай шутлаттăм, пĕрмай иккĕленеттĕм. Е парикмахер, е интерьер дизайнерĕ пулас килетчĕ. 9-мĕш класс хыççăн крановщика вĕренме каятăп теттĕм. Çак специалистсен шалăвĕ пысăккине илтнĕччĕ. Куçăм тапхăрĕнче тату мастерĕ те пулас килетчĕ. Çапах ача чухнехи ĕмĕте пурнăçа кĕртме шутларăм: интерьер дизайнерĕн специальноçне алла илтĕм, колледжра 4 çул вĕрентĕм. Çитменнине, хальхи вăхăтра вăл — пысăк тупăш кӳрекен ĕç. Татуировка тăвасси мана ача чухнех кăсăклантаратчĕ. Эпĕ — питĕ вăр-вар çын. 14-ра чухнех хам валли тупăш тума тытăнтăм. Сăмахран, иртен-çӳрене листовкăсем валеçеттĕм. Çапла пухăннă укçапа тату мастерĕсем /тĕрĕсрех каласан, ку ĕçре пĕрремĕш утăмсем тăвакансем/ валли кирлĕ аппаратурăна саккас патăм. Манăн пĕр пĕлĕш те ку енĕпе ăсталăхне аталантарасшăнччĕ. Аппаратура пирки каласан унăн паллакан тату мастерĕ патне салона сĕнӳ-канаш ыйтма кайрăмăр. Хайхискер эпĕ саккас тунă аппаратурăпа çынсене татуировка тума юраманнине пĕлтерчĕ. Çапах ăна вăхăтлăха ыйтса илчĕ. Кайран каялла тавăрса пама каларăм та мана çĕмрĕккине тыттарчĕ. Паллах, кăмăл хуçăлчĕ. 17 çултанпа тĕрлĕ курс витĕр тухма тытăнтăм. Кун валли юлашки укçана та шеллеместĕм. Çапла пĕр курсра малашнехи пурнăçра хама ăçта курасси, манăн мĕнле пултарулăх пурри пирки шутламаллаччĕ. Çавăн чухне хам хитре ӳкернине, унччен мана тату мастерĕн ĕçĕ кăсăклантарнине аса илтĕм. Кун хыççăн тӳрех пĕр салона çул тытрăм. Унта ĕçлекен тату мастерĕ ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Ун патне опыт пухма çӳрерĕм. Пытармасăр каласан, вăл мĕнле вĕрентни пĕртте килĕшмерĕ. Мастер мĕн тумаллине кăтартаять, анчах ăнлантарма пĕлмест. Ăсталăха интернетри видеороликсене пăхса ытларах аталантартăм тесен те йăнăш мар. <...>
Ирина КОШКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...