Комментировать

28 Фев, 2023

Хыпар 21 (28049) № 28.02.2023

Олег НИКОЛАЕВ: Влаçшăн пĕлтерĕшсĕр ыйту çук

Журналистсем валли тунтикун пысăк пресс-конференци йĕркелесе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. 2 сехет те 20 минута тăсăлнă калаçура вăл тăватă теçеткене яхăн ыйтăва хуравларĕ. Тĕрлĕ темăпа — экономика аталанăвĕнчен тытăнса ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсемпе вĕсен çемйисене пулăшни таран.

Обществăна пĕрлештерни — чи пысăк çитĕнÿ

«Хыпар» хаçат ыйтăвĕ пирвайхи пулмарĕ пулин те пресс-конференци çинчен каласа парассине шăпах унран пуçлани вырăнлă пек туйăнать. Чăваш халăх хаçачĕн корреспонденчĕ Олег Николаев республика ертÿçин должноçĕнче виçĕ çул ĕçленине кура çак тапхăрти чи пысăк çитĕнĕве асăнма ыйтрĕ. Тата — хăш енĕпе ĕçлесе çитерейменни пирки... Олег Алексеевич тĕп çитĕнĕве хăй влаçа килнĕренпе унăн команди обществăна пĕрлештерме пултарнинче курать. Çакă вара малалла ĕçлемелли çирĕп никĕс пулса тăрать.

Сăмах çав шутра патшалăх, муниципалитет шайĕнчи управление çĕнĕлле йĕркелени пирки те пырать — «çакă çынсене патшалăх тĕллевĕсене пурнăçлас ĕçе явăçтарассине тивĕçтерме май парать», «Чăваш Енре влаç уçă, кашни йышăну татăклă кăтартупа çынсем патне çитет». Çав вăхăтрах, йышăнчĕ регион ертÿçи, чылай ĕçе хăвăртрах тăвас килет. Паллах, пытармарĕ вăл, ĕçре çитменлĕх те — пурнăçлайман ĕç — çук мар. Анчах çивĕч ыйтусăр пурнăç пулма пултараймасть. Пурне те татса парсан çĕннисем татах тупăнĕç. Çапах, иккĕленмест вăл, ЧР Правительствин команди пĕр ыйтăва та хăй еккипе яман: «Ĕç пырать — çакă чи кирли».

Пĕрремĕш ыйту вара «сухаллăскер», Шупашкар ГЭСĕ пирки, пулчĕ. Унăн шыв управне 68 метр шайне хăпартасси çинчен ыйтнине хуравланă май Олег Николаев Мускав ку енĕпе тивĕçлĕ йышăну тунине аса илтерчĕ: 63 метр шайĕнче юлатпăр — малалли ĕçе çакна тĕпе хурса йĕркелемелле. Ку чи малтанах «Аслă Атăл çулĕ» проекта пурнăçлассине пырса тивет. Вăл вара экологипе те, Атăл тăрăх карапсем çÿрессине тивĕçтермелли условисене лайăхлатассипе те çыхăннă. Тата, паллах, туризмпа. Çак отрасле аталантармашкăн Чăваш Енĕн пĕтĕмпех пур. Ку енĕпе ĕç пырать ĕнтĕ. Калăпăр, Атăл тăрăх «Валдай» катерсем çÿреме пуçлани. Сĕнтĕрвăрринче, Куславккара причал стенисене тума пуçланă — çак хуласенче те туристсен йышĕ палăрмаллах ÿсмелле. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   ♦


Хăй тĕллĕн ĕçлекене – субсиди, çăмăллăх кредичĕ

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем патшалăх пулăшăвĕпе, çăмăллăх кредичĕпе усă курма пултараççĕ-и? Субсиди илес тесен мĕн тумалла? Çак ыйтусене ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕпе Ольга Кудрявцевăпа Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти филиалĕн представителĕ Неля Дмитриева «Контактра» соцсетьри Чăваш Республикин ушкăнĕнче тÿрĕ эфирта хуравларĕç.

Иртнĕ çул килти хушма хуçалăх тытакан, хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленнĕ, «Професси тупăшĕшĕн илекен налук» ятарлă налук йĕркипе усă куракан граждансене патшалăх енчен курăмлă пулăшу пама тытăннă. Унпа усă курас тесен хушма хуçалăх аталантаракансен телефона «Манăн налук» приложени уçламалла, регистрациленмелле. Кун хыççăн кăтартусем налук органне тÿрех çитеççĕ. Тытса юлнă налукран 10 пин тенкĕ таран каялла тавăрма май пур. Гражданинăн отчет, деклараци тăратмалла, документсемпе çÿремелле. Продукци туянаканран приложенире чек йĕркеленет, программа çийĕнчех налук шутлать. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас тесен хушма хуçалăха 12 уйăхран кая мар тытса пымалла. «Тивĕçлĕ канăва тухнисем те, ĕçлекенсем те программăна хутшăнма пултараççĕ. Сăмахран, ял клубĕнче вăй хуракана хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленме нимĕн те чăрмантармасть, — палăртрĕ Ольга Кудрявцева. — Çакна асра тытмалла: саккунпа килĕшÿллĕн хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн çынна вăй хуртарма юрамасть, çулталăкри тупăш 2 миллион та 400 пин тенкĕрен иртмелле мар».

Хăй тĕллĕн ĕçлекене федераци тата республика бюджечĕсенчен пулăшу кÿреççĕ. Федераци программипе килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх тытакана 1 ĕне усранăшăн — 5500, 2-шĕн — 6500, 3 тата ытларах пулсан 7500 тенкĕ субсиди параççĕ. Çапах пĕр хушма хуçалăха уйăракан пулăшу виçи 50 пин тенкĕрен иртмĕ. Унсăр пуçне ашлăх ăратлă ĕнешĕн /пĕриншĕн/ 5500 тенкĕ тивет /пĕр хушма хуçалăха — 25 пин тенкĕ/. Качакапа сурăхшăн /пĕриншĕн/ 500 тенкĕ илме май пур /пĕр хушма хуçалăха 12 пин тенкĕ/. Унсăр пуçне пахча çимĕç ÿстерсе 1 тонна сутнăшăн — 2 пин, çĕр улмишĕн 3 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие уйрăм çынсене сутсан налук виçи 4% танлашать, предприяти-организацие е пайтаçа — 6%. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Качча кайиччен çурт лартса хăварнă

Таиçĕн амăшне Клавдия Ивановнăна нумай ачаллă тесе хĕрхенсе тăман — халăхпа пĕрле Хусан хÿтĕлев чиккине тума янă.

Пашалуран — ĕмкĕч

«Аттене вăрçа ăсатсан пирĕн анне тăватă ачапа юлнă, пиллĕкмĕшĕ унăн варĕнче пулнă. Чи асли, аппа, — 1931 çулхи. Эпĕ — 1935, Миша — 1937, Коля 1940 çулсенче çуралнă. Кĕçĕнни Юля 1941 çулта çут тĕнчене килнĕ. Аттене пăртак çеç астăватăп. Вăл Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче рамщикре ĕçленĕ. Вăрçăран пĕр хыпар та, çыру та килмен. Кайнă та пĕтнĕ…» — ачалăхне çак самантран аса илме пуçларĕ Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кавалта çуралса ÿснĕ Таисия Денисова.

Клавти, нумаях пулмасть çăмăлланнă хĕрарăм, пепкине аслă ачисемпе хăварса окоп чавма тухса кайнă. Аслă Чак патĕнче, чукун çул леш енче, хăйсен ялĕнчен 13 çухрăмра, ĕçленĕ вĕсем. Кăкăр ĕмĕртекенскере кашни кун лашапа килне çÿреме ирĕк панă. «Килте ватă çын пулман пирĕн. Юльăна хамах пăхса çитĕнтертĕм. Анне патне пымастчĕ те, ман çума туртăнатчĕ. Атте илсе панă майра кĕпине тăваткал татăксем туса çураттăм. Тăвар сапнă пашалăва чăмласа ĕмкĕч туса хыптараттăм. Пылак çисе курман эпир», — терĕ вăрçă ачи.

Ачасемпе пĕрле Таиç колхоз уйне çĕр улми анине çумлама кайнă. Хир чукун çул хĕрринчех пулнă. Эшелон иртсе каймассерен шăпăрлансем ĕç пăрахсах ăна курма чупнă. Вăрçă хыççăн унта салтаксем вĕçĕмех тиенсе кайнă. Вĕсене ачасем алă сулса ăсатнă. Салтаксем мĕн те пулин çимелли ывăтса хăварсан питĕ савăннă. Ăна пурте пĕрле пайласа çинĕ. Чукун çул хĕрринче консерв банки пуçтарнă тата. Вĕсене те салтаксем çинĕ хыççăн пăрахса хăварнă. Тĕпне юлнă пеккине пÿрнепе пусса çинĕ, хупăлчине çулланă. Кашнине лекмен вăл. Тавлашса та илнĕ куншăн. Çав консерв тутине 87-ри Таисия Владимировна халĕ те астăвать. Ун пек тутлине кайран тек çисе курман имĕш вăл.

«Вăрçă вăхăтĕнче кашни киле тенĕ пекех вĕренÿри салтаксене çĕр каçма яратчĕç. Пирĕн пата та парти-партипе килетчĕç. Пÿрт пысăкчĕ. Эпир, ачасем, кăмака çинче выртаттăмăр. Салтаксем улăм сарнă урайĕнче çывăратчĕç. Шинелĕсене хăйсен айне хуратчĕç. Ирпе тухса кайнă чухне аттисем кĕптĕртетнĕ сасса итлесе выртаттăмăр. Пĕррехинче лашаллă ушкăн килчĕ. Картиш тулли лаша тăчĕ. Тул çутăлнă çĕре выльăх лупас тăрринчи улăма çисе янăччĕ. Мĕскĕнсем выçă пулнă. Анне салтаксене шутсăр хĕрхенетчĕ. Эпир ĕне усранă та — сĕт, уйран пулнах. Çĕр улми те нумай лартнă эпир, 30 сотка таранах. Тăшманпа çапăçма каякансене анне çитерме тăрăшатчĕ», — каласа кăтартрĕ Таисия Денисова. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


«Хыпарпа» илемлĕ спорта мĕн çыхăнтарать?

Шупашкарти «Спартакра» иртнĕ ăмăртăва 1000 яхăн çын хутшăнчĕ

Азербайджан, Чехи, Япони, Итали, Колумби, Мексика, Кăнтăр Корея, Япони… Тĕнчен пилĕк хут, Европăн ултă хут чемпионĕ Алексей Германов пулса курнă çĕршывсен списокне малалла та тăсма пулать. Çакă пĕтĕмпех — вăл спорт аэробикинче пысăк çитĕнÿсем тунăран.

Çитĕнÿсем ахальтен пулмаççĕ

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Алексей Германов çак спортпа 5 çулта чухне туслашнă. Чи малтанах вăл карате секцине çÿресшĕн пулнă, анчах спорт аэробисчĕсен тренировкинче пулса тантăшĕсене, тренерсене сăнанă хыççăн шухăшне тĕпрен улăштарнă. Мĕнле калас та — пĕрре курсах çуралнă юрату ку. Хăй те çаплах палăртать.

— Спорт аэробики маншăн — пĕтĕм пурнăç. Акă ĕнтĕ кун-çулăмăн çирĕм тăваттăмĕш çулне ăна халаллатăп. Тĕрлĕ шайри турнирсене хутшăннипе пĕрлех спорт аэробики енĕпе пирвайхи утăмсем тăвакансене хатĕрлетĕп. Паллах, спорт аэробики, 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан, самай улшăнчĕ. Халĕ унта спорт гимнастикинчи нумай хусканăва курма пулать. Çакна спорт аэробикине Олимп вăййисен программине кĕртес тĕллевпе тăваççĕ, — палăртрĕ Чăваш Енĕн чи вăйлă спортсменĕсенчен пĕри. — Пĕтĕмĕшле илсен, спорт çынна дисциплина енчен çирĕплетет, кĕлеткене хитре тытса тăма пулăшать пулсан, спорт аэробики — куçа савăнтаракан илемлĕ спорт.

Алексей Германовăн шухăшĕпе ниепле те килĕшмесĕр тăраймăн. Спорт аэробики мĕн тери илемлĕ те илĕртÿллĕ спорт пулнине эпир те нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пирвайхи хут иртнĕ республика шайĕнчи турнирта тата регионсен хушшинче йĕркеленнĕ «Хыпар» фестивальте курса ĕнентĕмĕр. Сăмах май, Алексей унта темиçе номинацире çĕнтерчĕ.

Ирхи 10 сехетрен тытăнса каçхи 8-ччен пынă ăмăртăва 1000 яхăн çын хутшăнчĕ. Спорт аэробисчĕсем хăйсен пултарулăхне «Соло», «Трио», «Ушкăн», «Хутăш мăшăр», «Гимнастика платформи» тата «Ташă платформи» номинацисенче кăтартрĕç. Судьясен пысăк ушкăнĕ спортсменсене артист ăсталăхне, номерăн кăткăслăхне тата хусканусене тĕрĕс тунине кура хакларĕç.

— Паллах, сивĕ çанталăкра йĕлтĕрпе ярăнма, тем йывăрăш гантельсем йăтма, сехечĕ-сехечĕпе марафон чупма пулать. Анчах ăшă залра чуна хăпартлантаракан кĕвĕ янăранă май икĕ минутрах куракансен кăмăлне çĕклеме пултарнине мĕн çиттĕр? Спорт аэробикине питĕ кăмăллатăп, — Алексей Германовăн шухăшне малалла тăснăн калаçрĕ «Хыпар» турнирне курма килнĕ Ольга Кириллова. Унăн мăнукĕ спорт аэробики енĕпе 6 çултанпах хатĕрленет. Пурăна киле хĕр пĕрчи пысăк çитĕнÿсем тăвасса асламăшĕ чунран шанать. Паллах, шанмалла. Мĕншĕн тесен пĕчĕк спортсменсем «Спартака» кулленех кăнтăрла иртни 2-3 сехетре килеççĕ те каçхи 9 сехетсĕр те спортзалран тухмаççĕ.

Акă кунта Ксения Лаптевăпа Андрей Николаев та шкулти уроксем хыççăн кашни кунах хатĕрленеççĕ. «Хыпар» турнирĕнче вĕсем «Хутăш мăшăр» номинацире 11-12 çулсенчи спортсменсен йышĕнче ăмăртса 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Ксенийăн та, Андрейăн та ку — пĕрремĕш çитĕнÿ мар. Вĕсем Хусанта, Ульяновскра, Мускавра иртнĕ чемпионатсене хутшăнса палăрнă. Александра Каравановăпа Платон Михайлов çÿлерех асăннă номинацирех 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те спортăн çак тĕсĕпе 7 çултах туслашнă. Ку таранччен тĕрлĕ шайри тупăшусенче чылай наградăна тивĕçнĕ.

— Аэробика мана спортăн çăмăл тĕсĕ пулнăран килĕшет, — секцие хăй вăхăтĕнче мĕншĕн çÿреме пуçлани пирки ыйтсан хуравларĕ кĕмĕл медальпе пĕрлех «Хыпар» дипломне тивĕçнĕ Александра. <...>

Дмитрий МОИСЕЕВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.