«Çулталăка япăх мар пуçларăмăр»
Иртнĕ эрнере округсенче информаци кунĕ пулчĕ те — тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашланă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çав тĕлпулусене тухăçлăрах йĕркелес ыйтăва çĕклерĕ.
Информаци кунĕнче министрсем, ытти специалист вырăнсенче пулаççĕ — çак майпа туллин усă курмалла. Олег Николаев шучĕпе, чи малтанах граждансене йышăнассине тĕпе хумалла. Тĕлпулусем пирки халăха малтанах пĕлтерсе хумалла — меллĕ самантпа усă курма пултарччăр. Иртнĕ информаци кунĕнче темиçе муниципалитетра ку енĕпе ĕçе кирлĕ пек йĕркелемен — йăнăшсене шута илмелли çинчен асăрхаттарчĕ.
Тепĕр тема — Чăваш Ен ятарлă çар опрацийĕ пыракан вырăна черетлĕ хут гуманитари пулăшăвĕ ăсатни. «Çак груз — чи малтанах хамăрăн унти ентешсем валли. Анчах пирĕн ентешсем унта вырăнти халăха пулăшас енĕпе те нумай ĕç тăваççĕ», — терĕ Олег Алексеевич. Груз ăсатнипе çыхăннă ĕçе йĕркеленине вăл пысăка хурса хакларĕ. Ку енĕпе пĕрлехи колонна йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ — çапла тусан колонна хăрушсăрлăхне тивĕçтересси ансатланать, пĕчĕк ушкăнсемпе ĕçлени вара пăтрашу çуратать.
Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем туянассипе, ĕçсем пурнăçлассипе çыхăннă контрактаци ĕçне хăвăртлатмалли çинчен асăрхататрчĕ. Хальлĕхе уйăрнă укçан 55% контрактсемпе çирĕплетнĕ. Çывăх вăхăтрах, икĕ эрнере, çак кăтартăва 100% çитермелле.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов кăрлачри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕ. Иртнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕнчипе танлаштарсан кăтартусем ӳсĕмлĕ — промышленноç производстви те 1,5% хушăннă. Çав вăхăтрах министр предприятисенче кадрсем çитменнине пайăррăн палăртрĕ. Дефицит паянах 1,7 пин çынпа танлашать. Экономика аталанăвĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлисен шутне кĕрекен 44 предприяти производствăна вăй панă май ĕçлекен çын ытларах кирли пирки прогноз тунă та, Дмитрий Иванович шучĕпе, хайхи кадрсен çитменлĕхĕ 2023 çул тăршшĕпех хăйĕн пирки аса илтерсе тăма пултарĕ.
Çак лару-тăрура, паллах, ĕçсĕрлĕх те пысăк мар — 0,8%. Ĕç укçин уйăхри вăтам виçи ӳссе пынине палăртма кăмăллă. Пĕлтĕрхи кăрлач-чӳк уйăхĕсенче вăл 14,7% хушăнса 40 пин тенкĕ патнеллех хăпарнă. Уйрăм муниципалитетсенче хушăм пушшех курăмлă. Калăпăр, Çĕмĕрле хулинче ӳсĕм 28% танлашнă, Канашра — 16,7%. Çĕмĕрле, Йĕпреç, Етĕрне, Улатăр, Красноармейски округĕсенче те ӳсĕм 15% пысăкрах.
Финанс министрĕ Михаил Ноздряков Чăваш Енĕн пĕрлехи тата республика бюджечĕсен тупăшĕ пысăкланнине çирĕплетрĕ: «Мĕн пур тăкака финанспа туллин тивĕçтерĕпĕр». Çавна май Олег Николаев та «республика çулталăка япăх мар пуçланине» çирĕплетрĕ.
Тăкаксем тенĕрен, вĕсем социаллă тӳлевсем ытларах кирлине те шута илеççĕ. РФ Пенси тата социаллă фончĕн республикăри управленийĕн управляющийĕ Валерий Николаев нарăс уйăхĕнче тĕрлĕ пособи-тӳлеве 1,119 коэффициентпа индексацилени çинчен пĕлтерчĕ. Ку граждансен 35 категорине, 150 пин çынна, пырса тивет. Çав шутра — федераци шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансем, производствăра суранланнисене уйăхсерен тӳлекен страховка, ачаллă граждансене паракан пособи... Амăшĕн капиталĕ те пысăкланнă — сертификатлă 49,6 пин çыннăн капиталĕ хушăннă. Индексаци валли уйăрмалли укçа виçи 455 миллион тенкĕпе танлашнă, çак мĕн пур тӳлеве тивĕçтерме çулталăк тăршшĕпе уйăракан тăкаксен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ вара 4,6 миллиард тенке çитĕ.
Инвестици стандартне ĕçе кĕртес ыйтупа та экономика аталанăвĕн министрĕ сăмах илчĕ. Хăш-пĕр регион унпа усă курать ĕнтĕ — пирĕн те хатĕрлесе çитермелле. Çакă чылай чăрмава сирмелле, инвесторсем валли лайăхрах условисем йĕркелеме пулăшмалла. Унсăрăн пысăк проектсем тĕлĕшпех чăрмавсем тухса тăраççĕ. Тĕслĕх вырăнне министр пысăк блоксенчен çуртсем тумалли завод строительствине илсе кăтартрĕ. Завода инфратытăмпа тивĕçтерес енĕпе чăрмавсем тухса тăнă. Сăмахран, Лапсар тăкăрлăкне реконструкцилес ыйтăва халĕ те татса парайман.
Инвестици стандарчĕ регионăн инвесторсен умĕнчи обязательствисене çирĕплетмелле, тавлашусене судчен татса памалли инвестици комитечĕ те ĕçлесе каймалла. Инвестици картти кирлĕ — унта пĕтĕмпех сăнланмалла: производство йĕркелемелли пушă лаптăксенчен тытăнса инфратытăм об±екчĕсем таранах. Чăн та, промышленноç министрĕ Александр Кондратьев «пĕтĕмпех кăтартассине» хирĕçлерĕ. Сăмахран, электричествро подстанцийĕсем — паянхи условисенче вĕсен вырнаçăвне сăнлани хăрушсăрлăха хавшатасси те часах. Олег Николаев та ку асăрхаттарăва шута илмеллине палăртрĕ, çавна май карттăра подстанцисене хăйсене кăтартмасăр вăл е ку территорири электричество хăвачĕсене палăртнипех çырлахас терĕç.
Канашлу иртнĕ кану кунĕсенчи спорт ăмăртăвĕсене пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Чиновниксем влаç органĕсен ĕçченĕсен спартакиадине хутшăннă: йĕлтĕр сырса эстафетăра тупăшнă — пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ. Ăмăртура хăйсен ушкăнĕсенче Ял хуçалăх министерствин, Йĕпреç округĕн тата Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕн командисем мала тухнă. Красноармейски округĕнче вара 10-мĕш хутчен Хĕллехи ял спорт вăййисем иртнĕ. Унта 21 муниципалитетран пухăннă 400 яхăн спортсмен вăй виçнĕ. Çичĕ енĕпе тупăшса командăсен пĕрлехи зачетĕнче Шупашкар округĕн команди çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Вăрнарсем, виççĕмĕшĕнче — Йĕпреçсем. Спорт министрĕ Василий Петров пĕлтернĕ тăрăх, чи маттур спортсменсенчен республикăн пĕрлехи командине йĕркелĕç, вĕсем пуш уйăхĕн 16-20-мĕшĕсенче Вологда облаçĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри Хĕллехи ял спорт вăййисенче Чăваш Ен чысне хӳтĕлĕç.