Комментировать

17 Фев, 2023

Хыпар 17-18 (28045-28046) №№ 17.02.2023

2022 çулхи ăнăçлă ĕç малалла аталанма пулăшĕ

Патшалăх Канашĕн кĕçнерникун иртнĕ черетлĕ 15-мĕш сессийĕн кун йĕркинче тĕп ыйту Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕçĕ çинчен калакан отчет пулчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство пĕлтĕр мĕн тунипе паллаштарчĕ, мĕн тума вăй çитерейменнине те пытармарĕ.

Хăйĕн отчетне Олег Николаев Правительство ĕçĕ чи малтан çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллеве тĕпе хунине çирĕплетнинчен пуçларĕ. Çакă наци проекчĕсене пурнăçланипе тÿррĕнех çыхăннă. Регионăн 12 нацпроекта кĕрекен пилĕк теçетке проектĕнче палăртнă ĕçсем валли пĕлтĕр 13,6 миллиард тенкĕ уйăрнă — умĕнхи çулталăкринчен 23% нумайрах. Ача сачĕсен, культура, медицина учрежденийĕсен строительстви, çулсем туни тата юсани, пурăнмалли çурт-йĕр, спорт сооруженийĕсем хăпартни тата ытти те — кашни сферăрах мăнаçланмалли пур.

Çынсене пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçармалли программăпа 6,2 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă, 378 çын çĕнĕ хваттерсене куçнă. Хальхи программăна кăçал, вăхăт çитмесĕрех, пурнăçласшăн, çакă граждансене кивелсе çитнĕ çуртсенчен куçармалли çĕнĕ программăпа маларах ĕçлеме пуçламашкăн май парĕ. Республикăн кăнтăр енчи водоводне те кăçал вĕçлес тĕллевлĕ. Строительсем 2022 çулта 54,5 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — 2021 çулхипе танлаштарсан 5,7% нумайрах. Кунта республика урлă иртекен М-12 автомагистраль тÿпи пысăк — 17 миллиард тенкĕлĕх. Тата — уйрăм çынсем нумай çурт туни.

Нацпроектсем тенĕрен, Олег Николаев Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк тимлĕх уйăракан «Ĕç тухăçлăхĕ» проект çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Чăваш Енĕн çак проекта пурнăçлама хутшăнакан предприятийĕсем ĕç тухăçлăхне вăтамран 5% лайăхлатма пултарнă. Чи лайăх кăтарту «Аквапром» компанин — вăл хайхи кăтартăва 49% ÿстернĕ.

Çав вăхăтрах строительствăпах çыхăннă çитменлĕх те пур — республика патшалăхăн «Стимул» программине туллин пурнăçлайман. Çакă чи малтанах строительство материалĕсем тăруках хакланнипе сăлтавланнă, анчах ку яваплăха сирмест. Çивĕч ыйту — медицина учрежденийĕсене кадрсемпе тивĕçтересси. Олег Алексеевич пытармарĕ: йывăрлăх пур — врачсем, ытти медперсонал çителĕксĕр. Ыйтăва татса парас тĕллевпе укçа ытларах уйăраççĕ, ытти мера йышăнаççĕ — çивĕчлĕх çывăх çулсенчех сирĕлес шанăçпа пурăнатпăр.

Отчетра экономика теми тĕп вырăнта пулчĕ темелле. Олег Алексеевич технологи суверенитетне тивĕçтересси экономикăпа çыхăннă тĕп тĕллев пулнине çирĕплетрĕ. Ун шучĕпе, санкцисем йывăрлăх çуратнипе пĕрлех шăпах хамăр аталанас тĕлĕшпе пысăк майсем уçаççĕ. Ку енĕпе республика пĕлтĕр çирĕп никĕс хывнă. Чăваш Ен портфелĕнче — икĕ СПИК 2.0 контракт, унашкал регион çĕршывра урăх çук та. Пĕри — «Химпромра» антрахинон мелĕпе водород перекиçĕ туса кăлармаллискер, тепри — трактор заводĕнче пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсен производствине йĕркелемеллискер. Ку енĕпе Инди компанийĕпе ĕçлеççĕ — трактор заводĕнче хушма 570 ĕç вырăнĕ пулĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Электричество, шыв, ăшă – пĕтĕмпех пĕр агрегатра

Шупашкарти вăй агрегачĕсен завочĕ — республикăри чи ăнăçлă ĕçлекен промышленноç предприятийĕсенчен пĕри. Кунта грейдерсемпе погрузчиксем, бульдозер техники валли мостсем, çÿрев системин пайĕсем, ытти продукци туса кăлараççĕ. Чи вăйлă аталанакан сегмент — «Силант» погрузчиксем, çак техника производстви пĕлтĕр виçĕ хут ÿснĕ. Ытларикун вара журналистсем заводра потребительсен пурнăçне тивĕçтермелли автономлă комплекса курма пултарчĕç. Унпа, хальлĕхе тĕнчери çакнашкал пĕртенпĕр комплекспа, ытларикун заводра пулса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ.

Чăн та, комплекса ЧЗСА кăна хатĕрленĕ тени тĕрĕсех мар. Вăл — республикăн машиностроени кластерĕн пĕрлехи ĕçĕн «çимĕçĕ», вăлах ăна патентланă. Аса илтерни вырăнлă: асăннă кластера пĕлтĕр кăна йĕркеленĕ, вăл тачă çыхăну тытса ĕçлес тĕллевлĕ производство, инжиниринг компанийĕсене пĕрлештернĕ. Кластер машиностроени предприятийĕсем туса кăларакан продукци тĕлĕшпе импорта хамăрăннипе туллин улăштарассине тĕпе хурать. Ăна йĕркелени проектсене пурнăçлассине хăвăртлатма пулăшмалла. Çав шутра — патшалăх пулăшăвĕпе усă курса.

Ытларикун хăнасене паллаштарнă комплекс вара чăннипех нумай енлĕскер: электричество энергийĕн генерацийĕ, ăшă, сивĕ тата вĕри шыв парса тăрасси — пĕтĕмпех пĕр агрегатра. Çийĕнчен тата сывлăшпа та тивĕçтерет — лаптăкĕ 1,7 пин тăваткал метрпа е калăпăшĕ çавăн чухлĕ кубла метрпа танлашакан çурта кирлĕ чухлĕ таса сывлăш пама пултарать.

Унпа паллашнă май Олег Николаев çак комплекс Чăваш Еншĕн кăна мар, Раççейшĕн те хăйне евĕрлине палăртрĕ. Унăн майĕсем пысăккине кура, Олег Алексеевич шучĕпе, ку агрегат «хирти» условисенче питĕ меллĕ, çавăн пекех пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсемшĕн, калăпăр, больницăсемшĕн энергин резерв çăл куçĕ вырăнне усă курма лайăх. Çут çанталăк, авă, пăтăрмахсем кÿрсех тăрать — çак условисенче кунашкал техника пурри чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Машиностроени кластерĕ, çирĕплетсех каларĕ ЧР Пуçлăхĕ, çак техникăна рынока питĕ вăхăтлă кăларать.

Потребительсен пурнăçне тивĕçтермелли комплекс пирки кластер умĕнчи тĕллевсене пурнăçлассипе çыхăннă пирвайхи çитĕнÿсенчен пĕри темелле. Регион ертÿçи çакнашкал агрегатсем паян питĕ кирли çинчен каларĕ. Ун шучĕпе, ку комплекса тĕрлĕ хăватлă туса ассортимента анлăлатни вырăнлă, ăна пухассине вара хамăрăн предприятисене кăна шанса парсан аван пулмалла. Çавна май вăл çывăх вăхăтрах ку ыйтăва вырăнти компанисемпе сÿтсе явма шантарчĕ — агрегата комплектламалли пайсен 70% таран вĕсен вăйĕпе тивĕçтермелли майсене палăртасшăн. <...>

Николай КОНОВАЛОВ 

♦   ♦   


Алла купăс тытсан вĕрентекенĕ те ташламасăр чăтайман

РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Юрий Кудаковăн килĕ музее аса илтерет. Хваттере кĕрсенех хуçа мĕнешкел тĕплĕ çын пулни курăнать. Ахальтен мар тăван тăрăхра — Çĕмĕрле округĕнчи Хутарта — Кудаковсен музейне уçас шухăшпа çунатланать композитор.

53 çул усă куракан баян

«Сĕрме купăс» сăвва 1960 çулта кĕвве хывнă вăл. Çакă — унăн чи малтанхи ĕçĕ. Авă нотисем те ал айĕнчех. Унччен те пулмарĕ, Юрий Дмитриевич аллине баян тытрĕ. Маншăн юрă-кĕвĕ тĕнчин алăкĕ уçăлчĕ.

«Çак баяна иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче туяннăччĕ. Баян хакне халĕ астумастăп ĕнтĕ. Темиçе хут юсаттарнă. Музыка инструменчĕпе Будапешта та, Ярославле те, Мускава та, Тутарстана та, Пушкăртстана та... кайнă. Чăваш Енре çитмен ял хăварман. Унпа 53 çул усă куратăп», — аса илÿ çăмхине сÿтрĕ Юрий Дмитриевич.

«Тульский» пĕрремĕш баяна Канашри педагогика училищинче ĕçленĕ вăхăтра илнĕ. Ăна туянмашкăн Мускава çитнĕ. Хусанти аслă шкулта вĕреннĕ чухне хăйĕн педагогĕнчен тепĕр баян туяннă. Маларах, 5-мĕш класра ăс пухнă вăхăтра, тусĕн Петр Власовăн пиччĕшĕ яла купăс илсе килнĕ. Килте музыка инструменчĕ пулманран ача ун патне çÿренĕ. «Хутарта купăс калакан Тимĕрç Колькки пурччĕ. Сăпасра каруççел илсе пырсан аллине купăс тытатчĕ. Манăн ăна куç илми сăнас килетчĕ. Анчах пире, ачасене, каруççел тĕкме çÿле хăпартатчĕç», — терĕ композитор.

«Шуйская» купăса пиччĕшĕ Валентин хĕсметрен отпуска килсен парнелесе хăварнă. Эх, мĕнешкел савăннă уншăн шкул ачи. Кунĕн-çĕрĕн ăна алăран яман. Пĕррехинче математика вĕрентекен Ефим Михайлов арçын ача купăс каланине пахчара итлесе тăнă. Тахăш самантра пÿрте кĕрсе ташша янă. Тепĕр кунхине çакна урокра аса илнĕ. «Халĕ Юрий Кудакова доска патĕнче ташлаттарар-ха», — тенĕ вĕренекене задача шутлама кăларса.

Тăрук ÿсме тытăннă

«Выçлăхпа хăрушлăх çынна паттăрлатать пулĕ», — терĕ композитор Канашри педагогика училищине кайнине куçĕ умне кăларса. Ун чухне укçа-тенкĕ çитменрен вокзалта сак айĕнче çĕр каçма, экзаменсем хыççăн пуйăс вакунĕнчен тытăнса тăван тăрăхне таврăнма тивнĕ.

Юрий Кудаков сакăр ачаллă çемьере çитĕннĕ. «Аппа колхоз садне курăк татма ертсе каятчĕ. Ăна яшкана яраттăмăр. Хире крахмал пуçтарма тухаттăмăр. Шăннă çĕр улмине те илсе килме чаратчĕç», — калаçăва тăсрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çуралнăскер. Шкул ÿсĕмне çитсен килти хурсене пăхма шаннă ăна. 9-мĕш класран пуçласа колхоз ĕçне хутшăннă: лашапа кĕлте турттарнă, молотилкăпа авăн çапнă. Капан тăвакансенчен сăмах та лекнĕ ăна. Ара, пысăк кĕлтене ывăтмашкăн вăй сахал кирлĕ-и? Юрий Кудаков вара тантăшĕсенчен пĕчĕкрех пулнă. «Çавăнпах капан тума пуçланă тĕле çитме тăрăшаттăм», — вăрттăнлăха уçрĕ Юрий Дмитриевич. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА 

♦   ♦   


«Чăвашла çырни уяв пек»

«Манăн юратнă сăвăç — Митта Ваçлейĕ. Юратнă кĕнеке — Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕ. Çавсен картне пăртак та пулин çитесчĕ», — тет Юрий Сан çыравçă. Çак кунсенче Юрий Петровича «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Сăвă итленипе варени çуннă

— Юрий Сан паян мĕнле пурăнать?

— Пурăнни мĕнĕ, çыратăп та çывăратăп. Çырмасан хама хисеплеме пăрахатăп. Вăхăт пур, çырма кăмăл та пур. Чăвашла çырни маншăн уяв пек. Анчах вĕсене юлашки вăхăтра кăларман. Чăваш кĕнеке издательствине пилĕк кĕнекен ал çырăвне панăччĕ. Пурте — чăвашла çырнисем. Унта сăвăсем кăна мар, проза хайлавĕсем те пур. Черет çитессе кĕтеççĕ хальлĕхе. Тĕрлĕ конкурса хутшăнас тесе вырăсла та çыратăп. Интернетра стихи.ру литература порталĕ пур. Унта тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнса вырăсла çыракан сăвăçсем хутшăнаççĕ. Асăннă порталта конкурссем йĕркелеççĕ. Ятарлă жюри комиссийĕ йĕркеленĕ. Унта мана Достоевскин, Ахматовăн, Бунинăн, Цветаевăн медалĕсене пачĕç. Эпĕ хама «Золотая строфа» йышши конкурссенче те тĕрĕслетĕп. Хăш-пĕр чухне укçа та параççĕ. «Юрий Сан выçă вилмест-и капла?» — тесе ыйтасшăн пулĕ-ха эсĕ. Конкурссене хутшăннипе йÿнеçтеркелесе пурăнатăп.

— Мĕн çинчен çыратăн? Мĕнле темăсем интереслентереççĕ?

— «Эсĕ хăв тата тĕнче çинчен çырма юрататăн», — тенĕччĕ Геннадий Уткин журналист. Пысăк çынсем пирки те çырнă. Вĕсен хушамачĕсене улăштарнăччĕ, апла пулин те мана хăшĕ-пĕри паянхи кунчченех кураймасть. Хăйсене палласа илеççĕ тата… Юрату çинчен те çыратăп. Кĕçех Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çитет. Эпĕ тĕрĕс мар вăхăтра, пушăн 6-мĕшĕнче, çуралнă. Пĕррехинче Хветĕр Агиверпа Мускава пысăк çынсемпе çуралнă куна паллă тума кайрăмăр. Икĕ михĕ çимĕç çакнăччĕ хамран. Лере çитсен хĕрарăмсем сĕтел тирпейлерĕç. Ак хайхи, икĕ тост каласанах ман çинчен манчĕç. Чиперккесемшĕн, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕшĕн черкке çĕклерĕç.

— Çырни мĕн парать? Мĕншĕн çыратăн?

— «Çынсем ĕçе каяççĕ, эпĕ ĕçлеме ларатăп», — тетчĕ пĕр классик. Мĕншĕн çырнине пĕлместĕп. Манăн нимĕнле тĕллев те çук. «Халăх валли юлтăр», — тени ытла калăплă. Çыратăп та чун савăнать. Килте Сергей Есенинăн портречĕ çакăнса тăрать. «Ăна илсе пăрах», — тесе темиçе çын та каларĕ. Эпĕ килĕшместĕп. Унпа кашни кун калаçатăп. «Салам, Серега!» — тетĕп. Çыратăп та сăвва ун умне хуратăп. Çÿретĕп-çÿретĕп те каллех çырас килсе каять. «Юрий Сан чăвашла çырмасть. Медальсемпе премисем илессишĕн вырăсла шăрçалать», — çапла каланине те илткелетĕп. Чăвашлине, «Упи каçман çырминчен» кĕнекене, 2011 çулта Чăваш Республикин патшалăх премине илме тăратнăччĕ. Çав çулхине премие никама та памарĕç. Тĕрĕссипе, вырăсла çырнăшăн аванмарланмастăп. Икĕ чĕлхепе те хайлатăп. Хăшĕ вăйлăрах-ши тесе шухăшлатăп. Чăвашли тĕлтерех килет. Чунрине çын хăйĕн тăван чĕлхипе кăна витермелле калаять. Эпĕ хамăн сăвăсемпе хайлавсене вырăсларан — чăвашла, чăвашларан вырăсла куçарнă. Куçарасси маншăн йывăр ĕç. Пĕрне куçариччен çĕннине виççĕ çырса хума хатĕр. «Куçарасси дисциплина кÿрет», — тетчĕ Анатолий Смолин поэт. <...>

Роза ВЛАСОВА 

♦   ♦   


Кадрсен резервне кĕни мĕн парать?

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ çумĕнче ертсе пыракан кадрсен резервĕнче тăракансем юнкун ĕçлĕ тĕлпулăва пуçтарăннă.

резервĕнче тăракансем юнкун ĕçлĕ тĕлпулăва пуçтарăннă. Вăл «АРТ Ровесник» инноваци клубĕнче иртнĕ. «Тĕлпулăва яланхилле мар, урăхларах форматпа йĕркелени килĕшрĕ. Культура çурчĕ те эпир курма хăнăхнă йышши мар — хальхи вăхăтри арт-лапам. Унăн директорĕн тивĕçĕсене резервистсенчен пĕри Александр Матвеев пурнăçлать. Вăй-хăвачĕ тапса тăракан, хăйĕн ĕçне юратакан çамрăк çын вăл», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина. Сăмах май, вăл та — кадрсен резервĕнче.

Тĕлпулăва пуçтарăннисем малтан артклубпа, унăн кăсăклă проекчĕсемпе паллашнă. Кайран ĕçлĕ калаçу пуçланнă. Резервистсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Кадрсен политикин управленийĕн ертÿçи Татьяна Кокарева, педагог пулнăскер, уçă диалог вăхăтĕнче янăранă сĕнÿ-канаша шута илнĕ. Хăй те малашне çакăн евĕр тĕлпулусем ирттерсе тухăçлă ĕçлемелли мелсем сĕннĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА 

♦   ♦   


Ылтăн медальсемпе таврăннă

«Букет Чувашии» фирмăн продукцине форумра пысăк хак панă

Шупашкарти «Букет Чувашии» фирмăн напитокĕсем конкурссемпе куравсенче чи пысăк наградăсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Çак кунсенче предприяти Пĕтĕм тĕнчери «ПРОДЭКСПО» куравран виçĕ ылтăн медальпе тата Дипломпа таврăннă.

Раççейшĕн тата Хĕвел тухăç Европăшăн пĕлтерĕшлĕ чи пысăк форумсенчен пĕри кăçал 30-мĕш хут иртнĕ. Тĕнче шайĕнчи курав — апат-çимĕçпе ĕçме-çиме сферинчи чи сумлă пулăмсенчен пĕри, 25 çул ытла пирĕн çĕршывăн апат-çимĕç индустрийĕн аталанăвĕн çул-йĕрне палăртса пырать. Унсăр пуçне форум — хальхи партнерсемпе хутшăнăва çирĕплетмелли, Раççейре, чикĕ леш енчи çĕршывсенче çĕнĕ клиентсем шырамалли вырăн. Çапла майпа предприятисем экспорта аталантарас ĕçе хатĕр пулнине кăтартса параççĕ, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеççĕ. Компанисем куравра стендсем хатĕрлеççĕ, вĕсенче кунсерен усă куракан апат-çимĕçпе напитоксенчен тытăнса хаклă йышши деликатессем, экзотика апат-çимĕçĕ таран тăратаççĕ. Çапла майпа хăйсен продукцийĕпе, çитĕнĕвĕсемпе тата çĕнĕ технологисемпе паллаштараççĕ.

«ПРОДЭКСПО» курава «Букет Чувашии» фирма 13-мĕш çул хутшăнать. Предприяти хатĕрленĕ стендпа куракансем кăçал та кăсăклансах паллашнă. Форумăн чи асра юлакан мероприятийĕсенчен пĕри — Пĕтĕм тĕнчери «Чи лайăх продукт» конкурс çĕнтерÿçисене чыслани. Жюри «Букет Чувашии» предприятин продукцине пысăк хак панă. Курава тăратнă виçĕ продукци — «Зимний» квас тата икĕ тĕрлĕ сăра — ылтăн медале, Диплома тивĕçнĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА

♦   ♦   


Ял вăй-хăват кÿрет

Темиçе çул каялла Дмитрий Григорьев медицинăна суйласа илнĕ май шăпа ял хуçалăхне çавăрса çитересси пирки шухăшлама та пултарайман. Çамрăк фермер ÿсен-тăран çитĕнтернипе пĕрлех аквакультурăна та аталантарать.

Пĕр çемьери икĕ фермер

Диплом илсен Дмитрий Витальевич çемйипе Чулхула облаçĕнчи Арзамас хулинче тĕпленнĕ. Кил хуçи медицина учрежденийĕнче шăл техникĕнче вăй хунă, мăшăрĕ Екатерина Ивановна шкулта ачасене вĕрентнĕ. Шанчăклă ĕç, пурăнма кĕтес пур темелле. Çамрăк çемьене тата мĕн кирлĕ?

Етĕрне районĕнчи Янăмра пурăнакан амăшĕ Галина Алексеевна çамрăксен пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен «Янымский» колхозра ферма заведующийĕнче вăрах вăхăт вăй хунă вăл. Хуçалăх аркансан витесем пушаннă. Хуçасăр юлнă пурлăха кукăр алăллă çынсем самантрах куç хывнă: алăкĕсене, чÿречисене тăпăлтарнă… Ĕмĕрĕпе выльăхчĕрлĕх патĕнче тăрăшнă хĕрарăм çакна курса пăшăрханнă. Етĕрнесене чапа кăларнă ферма юхăнни унăн чунне ыраттарнă. Çывăх çыннисемпе канашланă хыççăн ăна тĕпрен аркатиччен илсе юлнă. Икĕ ывăлĕ пурри те шанăç панă.

«Пирĕн колхоз вăйлă пулнă, выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă. Самăртма хупнă выльăх талăксерен 1 килограмм ытла ÿт хушнă. Ку енĕпе эпир Пĕтĕм Союзри куçса çÿрекен вымпела та тивĕçнĕ. Шел, ертÿçĕсем улшăннă май хуçалăх саланчĕ. Çĕршывĕпех палăрнă фермăна пĕтерес килмерĕ. Чулхула облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан ывăлăма тăван тăрăха таврăнма, фермер хуçалăхĕ йĕркелеме ыйтрăм та — килĕшрĕ. Çемйипех куçса килсе ĕçе пикенчĕç», — каласа кăтартрĕ Галина Григорьева. Тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăр ывăлĕсене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать вăл. Паллах, куçман пурлăха йĕркене кĕртмешкĕн çемьен самай тăкакланма тивнĕ.

«Çемье ферми» программăпа грант илме конкурса хутшăнасшăнччĕ. Пире выльăх апачĕ хатĕрлеме техника кирлĕ. Трактор, витесем кивĕ, фермăри ĕçсене алă вĕççĕн пурнăçламалла. Анчах грантпа пĕрлех хамăрăн та 6 миллион тенкĕ хывмаллине пĕлсен тăхтарăмăр. Тин йĕркеленнĕ хуçалăха ун чухлĕ укçа тупма йывăртарах. 2017 çулта «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕмĕр. Укçапа трактор, 12 ĕне, дискатор, ытти техника туянтăмăр та — ĕç палăрмаллах çăмăлланчĕ», — пĕлтерчĕ Дмитрий Григорьев.

Фермер хуçалăхĕнче çемйипех тăрăшаççĕ. Мăшăрĕ отчетпа документсемшĕн яваплă. «Ку енĕпе ăна çитекен çук-тăр. Кашни утăма çиччĕ виçсе пĕрре тăвать. Мана та йăнăшасран час-часах асăрхаттарать. Кирлех пулсан выльăх пăхать, ĕне сăвать», — палăртрĕ фермер. Пиччĕшне кура Алексей те ял хуçалăхне туртăннă. Шăл тухтăрне вĕренсе тухнăскер кĕтмен çĕртен тенĕ пек фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăннă. Пысăк фермăра вырăн çителĕклех пулнă. Вăл та «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа грант илнĕ. Халĕ пĕртăвансем тăрăшсах ял бизнесне аталантараççĕ. Пĕри — выльăх-чĕрлĕх, тепри ÿсен-тăран отраслĕшĕн яваплă. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦    


Ĕçлеме мар, канма килеççĕ

Валерий Прокопьева ентеш.сем выльăх-ч.рл.х усраманни пăшăрхантарать

Ял пурнăçĕ, аталанăвĕ старостăран, яваплăха туйса ĕçленинчен килет. Шупашкар округĕнчи Шорчекассинчи Валерий Прокопьев çирĕм çула яхăн ĕнтĕ тăван тăрăха илемлетме, çынсен пурнăçне çăмăллатма тăрăшать.

Картишри çум курăкĕ

Çил-тăвăл çĕрĕпех алхаснăран Валерий Назарович канăçне çухатнă: «Çулсене юр хупламарĕ-ши? Çынсене утма йывăр пулмĕ-и?» Унтан чăтайман — «хурçă утне» тапратса урама васканă. Чăн та, çĕр каçа шурă мамăк çул-йĕре хупласа та хунă. Ял вăранайман-ха. Хушшăн-хушшăн йытă вĕрни кăна илтĕнет. Арçын ирхи шăплăха хускатса урама юртан тасатать. Тул çутăлнă тĕле ĕçе вĕçлет. Ĕшеннине пăхмасăр килне кĕме васкаман, урамри çутă юписене тĕрĕслет: вăйлă çил сиенлемен-ши? Йĕркеллех иккен. Ял халăхĕ такăр çулпа ĕçе, шкула васканине савăнса сăнать. Тинех кăмăлĕ тулать унăн. Урамсене техникипе тÿлевсĕр тасатса тăрсан та пăшăрханмасть вăл. «Маншăн чи кирли — çулсем таса пулни. Хамăр тăрăшмасан никам та туса памасть», — чун пăшăрханăвĕн сăлтавне ăнлантарчĕ арçын.

Шорчекасси 12 урама пĕрлештерет. Пысăк ялта — темиçе староста. Валерий Прокопьев Вăтакас, Вăрманкас, Хыçалкас урамĕсемшĕн яваплă. «Унччен Шорчекассисем Свердлов ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Пуян хуçалăхра ферма тулли выльăхчĕрлĕх тăнă, хирĕ-хирĕпе тырă сарăлса ÿснĕ, гаражра çĕнĕ машина-трактор ларнă. Çамрăксем çемье çавăрса тăван тăрăхра тĕпленнĕ. Вăтам шкул, ача сачĕ, клуб, фельдшер пункчĕ… — йĕркеллĕ пурăнма мĕн кирли йăлтах пулнă пирĕн. Шел, хуçалăх арканни ял аталанăвне тÿнтерле витĕм кÿчĕ. Пулăхлă çĕрсене йывăç-тĕм пусса илме тытăнчĕ, фермăсем хупăнчĕç. Ĕç çукран яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хулана туртăнчĕ. Шкулта вĕренекенсен йышĕ чакнăран садик кăна хăварчĕç. Юрать, хуçасăр юлнă çĕрсене пушă вырттармаççĕ, икĕ фермерпа «Атлашевский» хуçалăх сухаласа акаççĕ. Районта малта пулнă колхоз арканни пăшăрхантарать. Эпир ачаран хуçалăхра ĕçлесе ÿснĕ, малашлăха шаннă», — чун ыратăвне пытармарĕ Валерий Прокопьев. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Выльăха юратни пурнăç çулне суйлама пулăшнă

«Лашасене юратнипех пулас профессие суйларăм», — тет Элĕк округĕнчи Мăн Шĕвĕш ялĕнче пурăнакан Татьяна Гордеева. Вăл 32 çул выльăх-чĕрлĕх пăхать.

Ачаранах ĕçре пиçĕхнĕ

— Эпĕ çак тăрăхранах, Пĕчĕк Элĕк ялĕнче çуралнă. Ытти ача пекех колхоз-совхозра вăй хурса çитĕннĕ. Пире çуллахи каникулта та, ытти чухне те килте лартман. Çемьере ачасенчен асли пулнă май мана пĕр ĕçрен те хăварман. 12-рех кĕрепле тыттарса уй-хире кăларса янă. Хĕллехи каникулта пире, ачасене, уй-хире юр тытма яратчĕç. Эх, тăрăшаттăмăр, юра кĕреçепе купаласа хамăр ятсене «çыраттăмăр». Пирĕншĕн çакă вăйă вырăнĕнче кăна пулнă. Кĕркунне уй-хире тăкнă тислĕке сапалаттăмăр. Çăвĕпех утă çинче ĕçлеттĕмĕр. Хуçалăхăн лаша ферми пурччĕ, арçын ачасем утă вăхăтĕнче янаварсене кÿлетчĕç. Мĕнле юрататтăм утсене! Çитĕнсен лаша заводне ĕçлеме каяс ĕмĕтпе çунатланаттăм. Тен, çавăнпах-и, 9-мĕш класс пĕтерсен юлташ хĕрачапа калаçса татăлтăмăр та Вăрнарти совхоз-техникума çул тытрăмăр. Хамăрăн пĕр документ та алăра çук. Хайхискерсем çитрĕмĕр те — техникумра вĕренес кăмăллине пĕлтертĕмĕр. Заявлени çыртарчĕç, çакăнтах вĕренме килĕр тесе кăларса ячĕç. Юлташ хĕрачи — зоотехник, эпĕ ветеринар профессийĕсене суйларăмăр. Вĕренме айванла кайса кĕтĕм, анчах çак утăма тунăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп, — ачалăхпа çамрăклăха куç умне кăларчĕ Татьяна Николаевна.

Техникумри преподавателĕсене ырăпа аса илет вăл. Ветеринари енĕпе пĕлÿ илни ăна пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пулăшнине палăртать. Алла диплом илсе тăван тăрăхнех таврăннă Татьяна Гордеева, «Сорминский» совхозра ветеринарта ĕçлеме тытăннă. Паллах, çамрăк специалиста малтанах çăмăл килмен, пысăк опытлă ĕçтешĕсен вырăнлă сĕнĕвĕ-канашĕ професси вăрттăнлăхĕсене хăвăртах алла илме пулăшнă. Тăрăшуллăскере 2001 çулта Чăваш Сурăмри ветеринари участокне ертсе пыма шаннă. 15 ялти выльăхчĕрлĕхе пăхса тăнă вăл, чир-чĕртен сыхланмалли мероприятисем ирттернĕ, сипленĕ. Çав вăхăтрах совхозра осеменатор тивĕçĕсене те пурнăçланă. <...>

Вера ШУМИЛОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.