Тантăш 6 (4826)№ 16.02.2023
Урокра — чи пĕлтерĕшли çинчен
«Пĕлтерĕшли çинчен калаçар» — Раççей шайĕнчи проект. Ăна РФ Çут ĕç Министерстви пурнăçлать. Хăйне евĕрлĕ занятие иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа кашни тунтикун ирттереççĕ. Унăн темисем хальхи вăхăтри Раççей çыннин пурнăçĕнчи тĕп пулăмсемпе çыхăннă. Тунтикун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче пулчĕ, вĕренекенсемпе «Пĕлтерĕшли çинчен калаçар» класс тулашĕнчи заняти ирттерчĕ.
Урок умĕн Раççей тата Чăваш гимнĕсене шăрантарчĕç. Унтан вĕренекенсем республика Пуçлăхне «На службу Отечеству» музейпе паллаштарчĕç. Кунта наукăпа техника аталанăвне çеç мар, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тӳпе хывнă республикăри паллă çынсем çинчен пĕлме пулать, экспонатсем те пур. Урокăн тĕп теми «Россия в мире» пулчĕ. Унта паттăрлăх, патриотизм, хăюлăх пирки сăмах хускатрĕç. Республика ертӳçи: «Сирĕн шухăшпа, мĕн вăл патриотизм?» — тесе ыйтсан кадетсем пĕр шухăшламасăрах тăван тăрăха, çуралса ӳснĕ вырăна, çемьене, тăван чĕлхене, халăха юратнине палăртрĕç. Олег Алексеевич та хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: «Патриотизм вăл — Тăван çĕршывпа мăнаçланни». Урокра Раççей историйĕн пулăмĕсене аса илчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен, çавăн пекех Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне те палăртрĕç. Унсăр пуçне Раççей салтакĕсем ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв чысне хӳтĕлени пирки тата ытти пĕлтерĕшлĕ пулăма сӳтсе яврĕç. Кадетсем республика ертӳçине тимлĕн итлесе ларчĕç, хăйсем те ăна ыйтусем пачĕç. Паттăрлăх пирки калаçма пуçласан вĕренекенсем те шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Пирĕн хушăра та ун пек ĕçсемтума пултаракан сахал мар. Тухтăрсем, çăлавçăсем, пушар хуралĕн ĕçченĕсем хăйсене шеллемесĕр çынна инкекре хăтарнă тĕслĕх те самаях. Олег Алексеевич ырă тĕслĕх вырăнне Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта вĕренекен Даниил Порфирьева илсе кăтартрĕ. Вăл пĕлтĕр хăйĕн йăмăкне тата унăн юлташне пушартан çăлнă. Ун пирки эпир «Тантăш» хаçатра та çырса пĕлтернĕччĕ. — Ачасемпе калаçнă май, вĕсем паянхи лару-тăрăва тарăннăн ăнланни, ыранхи пурнăçра хăйсене патшалăха сыхлас ĕçе халалласси сисĕнчĕ. Çамрăк ăру пурнăçра хастаррăн утма, тĕрлĕ енлĕ, паттăрла ĕç тума хатĕррине асăрхарăмăр. Çамрăксене пушартан е шыва путакан çынсене çăлнăшăн час-часах наградăсем паратпăр. Паянхи ăру йывăр самантсенче яланах пулăшма хатĕрри кăмăла çĕклет, — терĕ республика ертӳçи. — Паттăрлăх валли вăрçăра кăна мар, кулленхи пурнăçра та вырăн пуррине ăнланни савăнтарать. Пурте пĕр шухăшлă пулсан эпир нумай ĕç тума пултаратпăр. Унсăр пуçне пĕр-пĕрне пулăшма хатĕрри пире вăйлатать. Урок вĕçленсен кадетсемпе калаç- рăмăр, вĕсен шухăшĕсене пĕлтĕмĕр. — Паянхи урок мана килĕшрĕ. Эпĕ республика ертӳçи пирки те нумай пĕлтĕм. Кадет класĕсенче вĕренекенсене, ман шухăшпа, çакăн пек уроксем кирлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем паттăрлăх туйăмне вăйлатаççĕ, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Всеволод Ефимов. Павел Кузьмин кĕçĕн класра чухнех кадет пулма ĕмĕтленнĕ. Канаш районĕнчи Ăвăспӳрт Кипеч шкулĕнче çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн вăл кунта килнĕ. Халĕ арçын ача тăххăрмĕш класра вĕренет. — Паттăр çын тесен куç умне тӳрех офицерсем, çар çыннисем тухса тăраççĕ. Çавăн пекех кунта тухтăрсене, çăлавçăсене, пушар ĕçченĕсене, йывăр самантра çынсене пулăшакансене те аса илмесĕр май çук. Чăн-чăн кадетăн вăйлă, çирĕп чунлă, Тăван çĕршыв чысне хӳтĕлеме хатĕр пулмалла. Кунтан вĕренсе тухсан хамăн пуласлăха çар ĕçĕпе çыхăнтарас тетĕп. Паянхи урок мана килĕшрĕ. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
♦ ♦ ♦
Музыка — высшее в мире искусство
Музыка – это вид искусства, с помощью которого мы можем передавать свои настроения и чувства. Основными элементами и выразительными средствами музыки являются: мелодия, ритм, темп, динамика, гармония и другие. Она может влиять на настроение человека. Каждый, наверное, хоть раз в жизни подпевал любимую песню или видел игру на инструментах. Для кого-то это – любимое дело, с которым не хочется расставаться. В нашей республике тоже есть такие таланты. Недавно учащимся детской музыкальной школы /2 им. В.П. Воробьева были вручены свидетельства о назначении именной стипендии главы администрации города. Одной из обладательниц стала юная скрипачка Мария Якимчева. Кто он – настоящий музыкант? Марии 14 лет, учится в восьмом классе. Любимый школьный предмет – биология. Мария начала увлекаться музыкой еще в раннем детстве. По дороге в садик, мама включала радио в машине, и она любила подпевать знакомым мелодиям. Приняв решение пойти в музыкальную школу, девочка записалась на прослушивание. Но Маша не сразу выбрала скрипку, сначала думала пойти на вокальное отделение. На прослушивании она вдохновилась игрой на инструментах и сменила свой выбор. Звучание скрипки понравилось ей больше всего, поэтому юная скрипачка уверена, что сделала правильный выбор. Мария занимается уже седьмой год. Не было ни дня, который девочка проводила без музыки. Ее главный вдохновитель – скрипач Василий Журкин, длительность его выступлений на инструменте поражает! Музыкант может беспрерывно играть до двух часов! Девочка принимает активное участие в конкурсах, выступает на концертах. Последний проходил в одном из училищ города Чебоксары, где она заняла первое место. Семья тоже не остается в стороне: поддерживает юного музыканта и вместе с ней радуется новым победам. В свободное время Маша любит рисовать, проводить время с друзьями или с семьей. Рисование помогает ей отвлечься от дел, собраться с мыслями. <...>
Юлия КОЛЬЦОВА.
♦ ♦ ♦
Письма дошли до адресатов
В декабре и январе школы Чебоксарского округа присоединились к Всероссийской акции «Внуки по переписке». Ребята нашей школы стали активными участниками: вместе с классными руководителями и советником директора Натальей Гавриловой, изготовили новогодние открытки своими руками, написали поздравительные письма бабушкам и дедушкам, рассказали о своих спортивных и творческих успехах, поделились радостями школьной жизни, пожелали крепкого здоровья. Ученики «вложили» в конверты теплоту сердец и веру в то, что новый год обязательно будет лучше, чем уходящий. Ребята постарались внести в будни одиноких пожилых людей атмосферу праздника и радости. Написали 34 письма в дом престарелых в деревне Курмыши и более 10 писем в Саратовский дом-интернат для престарелых. И вот недавно получили ответную реакцию на наши письма: «Спасибо вам большое! Письма еще приходят коробками»; «Писем оказалось очень много, мы все еще получаем их и разносим»; «Мы формировали письма пофамильно и относили их, у некоторых пожилых людей было удивление, когда они получали письма по 20 штук за раз»; «Они всегда рады вниманию, особенно вниманию детей»; «Надеемся на дальнейшее сотрудничество!» <...>
Екатерина ПАВЛОВА. Чебоксарский муниципальный округ. Чиршкасинская школа им. Л.В. Пучкова.
♦ ♦ ♦
Çăкалăхсем – виççĕмĕш
Республикăра хӳтĕлевпе спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пынă май нарăс уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче Шупашкарти ДОСААФ шкулĕнче çар ĕçĕн виçĕ енĕпе тупăшу иртрĕ. Унта тĕрлĕ хула-округран килнĕ çарпа патриот клубĕсем, çамрăк армеецсем, кадет класĕсем хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Кĕçĕн, вăтам тата аслă ӳсĕмри ушкăнсем хăйсен пултарулăхне тивĕçлĕн хӳтĕлессишĕн ăмăртрĕç. Йĕпреç округĕн чысне Çăкалăх шкулĕн çамрăк армеецĕсем хӳтĕлерĕç. Вăтам ӳсĕмрисен йышĕнче пирĕн шкултан икĕ команда тупăшрĕ. Пĕрремĕшĕнче — Сергей Абрашев, Денис Васильев, Галя Федорова, иккĕмĕшĕнче — Валя Ананьева, Аня Артемьева, Дима Кондратьев вăй виçрĕç. Çăкалăх ачисем вăтам ушкăнри 34 команда хушшинче ăмăртрĕç. Вĕсене тупăшăва Александр Кошелев вĕрентекен хатĕрлерĕ. Ачасем автомата салатса пуçтарассипе, унăн магазинне 30 патрон тултарассипе, хӳтĕлев костюмне тăхăнса хывассипе ăмăртрĕç. Пирĕн шкул командин 1-мĕш ушкăнĕ магазина патронпа тултарассипе – 2-мĕш, Калашников автоматне салатса пуçтарассипе – 4-мĕш, хӳтĕлев костюмне тăхăнса хывассипе 7-мĕш вырăнсене йышăнчĕ. Вăтам ӳсĕмри 34 команда хушшинче Канаш округĕнчи Янкăлч шкулĕнчи кадетсен команди 1-мĕш вырăна тухрĕ. <...>
Ирина КОШЕЛЕВА. Йĕпреç округĕ, Çăкалăх шкулĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...