Комментировать

10 Фев, 2023

Хыпар 14-15 (28042-28043)№№ 10.02.2023

Тарифăн услама мар, шанчăклăха тĕпе хумалла

Раштавра пăрлă çумăр çунă май электролинисемпе çыхăннă аварисене пула республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче потребительсем темиçе кунлăхах электричествăсăр юлчĕç — ĕç-пуç хăш-пĕр муниципалитетра чрезвычайлă лару-тăру режимне вăя кĕртни таранах çивĕчленчĕ. Кăрлачра та, сивĕсен вăхăтĕнче, электроэнерги парса тăрас тĕлĕшпе пăтăрмахсăр пулмарĕ. Сăлтавĕсене, паллах, тивĕçлĕ тытăмсен тĕплĕ тишкермелле.

Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлусенчен пĕринче ку ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та çĕкленĕччĕ, электросеть хуçалăхĕнчи ĕç-пуçа пăхса тухмаллине, электролинисене тытса тăракан компанисем тариф укçипе мĕнле усă курнине хакламаллине палăртнăччĕ. Хăшĕ-пĕрин юрăхсăр ĕçне хакламашкăн право хуралĕн органĕсене явăçтарни вырăнли пирки те каланăччĕ. Хушнă тăк — тишкереççех ĕнтĕ, тивĕçлĕ ĕç пырать пулĕ — вĕсен пĕтĕмлетĕвне кăшт кĕтме тивет-тĕр. Эпир вара кĕтес темерĕмĕр — ĕç-пуçпа кăсăкланса «Россети» компанин «Чăвашэнерго» филиалĕпе çыхăнтăмăр.

Унăн Улатăр, Çурçĕр тата Кăнтăр производство уйрăмĕсем республикăри тĕрлĕ напряжениллĕ 22 пин ытла километр тăршшĕ электролинисене тытса тăраççĕ. Тата — 35/110 кВ хăватлă 101 подстанци, 6-10/35- 0,4 кВ хăватлă 5,38 пин ытла трансформатор подстанцийĕ. Питĕ пысăк хуçалăх, çавна май электричествăпа çыхăннă пăтăрмах пулсан çынсем тÿрех «Чăвашэнерго» çине «чалăшшăн» пăхнине ăнланмалла. Раштавра тата кăрлачра аварисем пулнă май шăпах унта нумай шăнкăрав пулни те çакăнпа сăлтавланнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Чăваш пулнине пĕлтерме мĕншĕн вăтанатпăр?

«Вунă çулта чăвашсен йышĕ 368733 çын чакнă. Чăваш вилсе пĕтет-и? Çук. Хăйне çыравра вырăс тесе çыртарать-и? Ăхă», — çапла çырнă «Чăваш ТВ» ушкăна тытса пыракан, чăвашлăхшăн çунакан Константин Доброхотов блогер. Росстат пĕтĕмлетсе çырни, чăнах та, пăшăрхантарать: чăваш халăхĕн шучĕ 350 пин ытла çын чакнă.

Йышĕ ÿснисенчен тĕслĕх илмелле

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чÿкĕн 14-мĕшĕччен иртрĕ. Маларахрисемпе танлаштарсан, ку çыравра цифра технологийĕсемпе анлăн усă курнă. Тепĕр çĕнĕлĕх — çĕршывра пурăнакансем хăйсем тĕллĕнех Патшалăх пулăшăвĕсен порталне кĕрсе анкетăри ыйтусене хуравлама пултарнă. Раççейре пурăнакансен йышĕ 4,3 миллион çын ÿсни савăнтарать, анчах пăшăрхантараканни те пур. Çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, чăвашсен çеç мар, кÿршĕллĕ пурăнакан халăхсен — тутарсен, ирçесен, çармăссен, удмуртсен — йышĕ те самаях чакнă. Пушкăртсем те 12 пин çын сахалланнă. Çав вăхăтрах чеченсем йышланнă.

«Чăваш халăхĕн йышĕ чакнă. Çав вăхăтрах республикăра пурăнакан 110 пин çын хăйĕн нацине кăтартман. Вĕсен йышĕнче чăваш нумаййи пирки иккĕленместпĕр, — палăртнă халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕ пирки ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов. — Росстат палăртнă рейтингра чăвашсем пиллĕкмĕш вырăна сыхласа хăварма пултарнă. Çав вăхăтрах кÿршĕ регионсем, шел те, шкаларан чылай аннă: çармăссем 14-мĕшĕнчен — 20-мĕшне, удмуртсем 13-мĕшĕнчен — 21-мĕшне, мăкшă-ирçесем 9-мĕшĕнчен — 16-мĕшне».

Константин Доброхотовăн йĕркисем те шухăшлаттараççĕ: чăвашсем мĕншĕн хăйсене чăваш тесе кăтартасшăн мар-ха? «Шел паллах, чăваш йышĕ чакни — япăх пулăм. Кашнин мĕн те пулсан тумаллах. Хăш-пĕр халăх йышĕ чакман, ÿснĕ те, вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Ÿснин сăлтавне тĕпчемелле, унпа пирĕн те усă курмалла. Влаçа айăпласа, саккун кĕтсе лармалла мар. Веçех хамăртан килет. Чăваш тесе çыртарни хăйсене темиçе пусăм аяларах туйма хистет-ши?» — чунне уçрĕ телеграм-каналне те чăвашла тытса пыраканскер.

Тăван чĕлхепе калаçмалла

Халăх йышĕ сахалланнине Пушкăртстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçачĕн редакторĕ Юрий Михайлов мĕнле йышăнать-ши тата? «Чĕрене ыраттаракан пулăм. Шкулта тăван чĕлхене сахал вĕрентме тытăнни халăха та витĕм кÿрет. Ялта та ачасем ытларах вырăсла калаçнине илтетĕп. Чăвашсен çеç мар, ытти халăхăн та вулав культури чакать, çынсем кĕнеке, хаçат-журнал алла тытмаççĕ, ытларах интернетра «пурăнаççĕ». Этем хăйĕн историне пĕлсе хисеплеме тăрăшманни те çакăн патне илсе çитерет. Аслă ÿсĕме çывхарсан çакна ăнланса илет вăл, чăваш юррине те итлес килет, тĕррине те алла тытма кăмăл çуралать, анчах чавса çывăх та — çыртаймăн. Халăх йышне сыхласа хăварас тĕллевпе чăваш интеллигенцийĕн çитĕнекен ăрупа пĕрле чăвашла тĕлпулу ытларах йĕркелемелле. Ячĕшĕн мар, ачасем, çамрăксем çăвар карса итлеччĕр, кăсăкланса ыйту паччăр. Йĕркелекенĕн чуна парса ĕçлемелле, «мероприяти ирттерсе ятăм-ха, хут çине паллă тăвам» тесе мар. Ачасене чăваш тĕрри питĕ илĕртнине туйрăм. Асамлăх пурах унра. Нацие сыхласа хăвармашкăн тĕрĕ ăсталăхне аталантарса вĕсене чăвашлăха хисеплеме вĕрентмелле», — палăртрĕ Юрий Николаевич. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   ♦


Конкурсра çĕнтерсен ашшĕне «Жигули» туянса панă

«Ĕçе йĕркелесси, ертсе пырасси кăмăла килет», — пытармасть вăл. Сăмахăм ЧР Вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев çинчен. Асăннă института вăл пилĕк çул ертсе пырать. Юрий Николаевич паян — «Хыпар» тĕпелĕнче.

«Пачăшкă пулас мар-и?»

— Юрий Николаевич, эсир ача чухне министр, ректор пуласси пирки шухăшламан та пулĕ?

— Вĕренме, аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленнине астăватăп. Атте пачăшкăсене питĕ хисеплетчĕ, вĕсем çинчен илĕртÿллĕн каласа паратчĕ. «Атте, пачăшкă пулас мар-и?» — тени те асрах. «Эпĕ савăнăттăм», — кăмăлне пытарманччĕ вăл. Каярахпа ăнлантăм — пачăшкăн яваплăхĕ пысăк. Йывăр мисси. Халĕ те илĕртет мана ку тивĕç. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, ниме пăхмасăр çак ĕçре тăрăшакансене питĕ хисеплетĕп. Ача чухне спортпа туслăччĕ. Вĕренме кĕрес, салтака каяс шухăшпа пурăнаттăм. Ачалăха аса илтĕм тĕк çывăх çыннăмсем çинчен каласа хăвармаллах. Атте Николай Алексеевич 1943 çулта çуралнă. Анне Светлана Васильевна Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăл 8-мĕш класс хыççăн фермăна ĕçлеме кайнă. Кайран виçĕ теçетке çула яхăн пекарньăра вăй хунă. «Районти çăкăр пĕçерекен чи лайăх специалист» ята тивĕçнĕ. Анне халĕ 72-ре. Атте икĕ çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Вăл вырăнти колхозра ĕçленĕ. Унăн чунĕнче ирĕклĕх туйăмĕ вăйлă палăратчĕ. Атте пĕр вăхăт лесник те пулчĕ. Утарçăра, газовикре нумай çул вăй хучĕ. Ирĕклĕрех ĕçе кăмăллатчĕ. Мана çав туйăм аттерен куçнă пулĕ. Никама пăхăнмасăр, ирĕккĕн пурăнаймастăн паллах. Пурнăçра яланах кама та пулин пăхăнатăн. Хăшĕ-пĕри сана пăхăнать. Тепри кайран çÿлерех хăпарма пултарать. Пурнăç вылявĕ ку. Çапах кирек кам пулсан та çакна асра тытмалла: мăн кăмăллă пулмалла мар, сăмсана каçăртмалла мар.

— И.Н.Ульянов ячĕллĕ университета сире шăпа мĕнле илсе çитернĕ?

— Шкул хыççăн юлташпа Мускав патшалăх университетне кайнăччĕ. Философи факультетне суйланăччĕ. Шел, унта вĕренме кĕреймерĕмĕр. Шупашкара таврăнсан кунти университет та хапăлах пулмарĕ. Мĕн тăвас? Лифтера вырнаçрăм. 72 тенкĕ шалу илеттĕм. Общежитире койка вырăн панăччĕ. Çулталăк ĕçлесен салтак ячĕ тухрĕ. Икĕ çул стройбатра пултăм. Унта лекнĕшĕн эпĕ питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен стройбатра çĕнĕ профессисене алла илтĕм. Штукатур, маляр, плиточник пулса тăтăм. Кунне 12 тăваткал метр лаптăка штукатурка тумаллаччĕ. Прапорщиксем вăрăм линейкăсемпе виçетчĕç, путăксем пулмалла марччĕ. Çулталăкран мана нормировщика лартрĕç. Хĕсметрен раштав уйăхĕнче таврăнтăм. Вăл вăхăтра университета вĕренме кĕмешкĕн пулăшакан хатĕрленÿ курсĕ пурччĕ. Валентин Абрамов, Валерий Андреев преподавательсем тин кăна йĕркеленнĕ факультета кĕме сĕннĕччĕ. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн студенчĕ пулса тăтăм. Ăна суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Ĕмĕте пурнăçа кĕртнишĕн хĕпĕртетĕп.<...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


«Тарланă ÿт çинче кăштахран шап-шурă тăвар палăратчĕ»

«Эпĕ Афганистанра пулнине килтисем пĕлмен. Çыру çырман мар, анчах адреса урăхла кăтартаттăм. Пурнăç çапла ыйтнă. Тăван киле кĕрсен çеç хам ăçтан таврăннине каларăм та вĕсем тĕлĕнчĕç, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе Ашхабад хулинче пурнăçлать тесе шухăшланине пĕлтерчĕç. Хам шăккалат тĕслĕччĕ, тăвансем тÿрех асăрхарĕç. Çемьере икĕ пичче, аппа, тăваттăмĕшĕ эпĕ, ман хыççăн тата пиллĕкĕн çуралнă. Эпĕ пиччесене те хам Афганистанрине пĕлтермен. Атте патне çыраттăм та, ăна килте пурте вуланă», — сăмах çăмхи сÿтĕлчĕ пирĕн Афганистан вăрçин ветеранĕпе, полицин отставкăри подполковникĕпе Станислав Мордвиновпа.

СĂНЧĂРЛАНĂ ЯППУН ЛАРНĂ. Станислав Мефодьевич Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче 1960 çулта çуралнă. Амăшĕ Валентина Гавриловна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фермăра ĕçленĕ. Час-часах шăнса пăсăлнине пула чирĕ шала кайнă. Тăваттăмĕш ачине Стаса çуратнă хыççăн чир хăйĕн çинчен тепĕр хут аса илтернĕ. Ÿпке шыççипе аптăранă амăшĕн тин çуралнă пепкине кăкăр çитерме юраман. Ерекен чиртен сыхланса пепкене Улатăрти ача çуртне илсе кайнă. Виçĕ çул асапланнă амăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ Мефодий Григорьевич тепĕр хутчен авлансан Улатăртан Етĕрнери интернат шкула пĕрремĕш класа куçарнă Стаса киле илсе таврăннă. Анчах арçын ача чăвашла калаçма пĕлмен. Ăна ялти шкулта вĕренме те йывăр пулнă. Учительсем вырăс шкулĕнче ăс пухма сĕннипе ашшĕ-амăшĕ ăна вĕренме Етĕрненех янă, канмалли кунсенче киле илсе килнĕ. «Атте 18-та чухне, 1943 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Хам та Афган вăрçинче пулнăран вăл мĕнле асап-нуша тÿснине питĕ лайăх ăнланатăп. Анчах вăл пире вăрçă çинчен каласа кăтартмастчĕ. Пĕррехинче кăна, кăштах хĕрĕнкĕччĕ ун чухне, аса илчĕ. Атте тинĕс çар пехотинче пулнă. Кăнтăр Сахалина, Курил утравĕсене яппунсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Вĕсене десант унта антарса хăварсан яппунсем пеме тытăннă. Тăхлан çумăрĕ салтаксене шеллемен. Пирĕннисем тăшман пульли витĕр чулсен хыçне пытанса бункера çитнĕ. Унта урине сăнчăрланă яппун çынни пулеметран персе ларнă. Ăна тарасран çапла «кăкарнă». Атте 1946 çулта çеç киле таврăннă», — каласа кăтартрĕ ветеранăн ывăлĕ. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


«Ялта пурăнас килсе каять»

Вăл интернета малтан вырăсла видеороликсем вырнаçтарнă, ытларах килĕнчи кушаксене ÿкернĕ. Анчах вĕсене пăхакан нумаях пулман. Чăвашлисене вырнаçтарма тытăнсан подписчиксен шучĕ тÿрех ÿсме тытăннă.

40 миллион çын пăхнă

Унăн тĕрлĕ социаллă сетьри страницисене 430 пин ытла çын çырăннă. Интернет тĕнчине вăл Алекс Спартак ятпа кĕнĕ. Çак хушма ята Алексей Никифоров мĕне кура суйланăха? «Манăн ят авалхи Грецирен Алексиос ятран тухнă. Ăна кĕскетрĕм те Алекс пулчĕ. Спартак — юратнă футбол клубĕ, эпир çемйипех унăн фаначĕсем», — терĕ Вăрнар районĕнчи Çĕрпелте пурăнакан чăнкă блогер. Ăна тăван ялĕнче те çаплах чĕнеççĕ, Алексей тесен палламаççĕ те.

ТикТока халĕ çĕнĕ видеосем лартма çук пулин те унăн страницине кашни кун 1-2 пин çын çырăнать. Вĕсен йышĕ 400 пин çурра яхăн. Чи нумай пăхнă видеоролик — темиçе тонна таякан пысăк чул Эльбрус тăрринчен татăлса анса альпинистсен ушкăнĕ çине пырса кĕни. «Пăрăн, пăрăн!» — чăвашла кăшкăрать пĕри. Телее, чул никама та сиен кÿмен, вăл хăйĕн çулне улăштарнă. Ку видео авторĕ Алексейăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ — Сергей Петров. Ăна вăл хăйĕн социаллă тетелти страницине те вырнаçтарнă, анчах унта вăл питех сарăлман. Алекс патĕнчине вара 40 миллиона яхăн çын пăхнă. Кун хыççăн ун патне тĕрлĕ çĕртен журналистсем шăнкăравлама тытăннă. Ролике РенТВпа кăтартнă.

Алекс Никифоров ытларах чухне ял пурнăçне ÿкерет. Çавăнпа роликĕсем чуна çывăх. Видео ÿкерме ача чухнех юратнă вăл. Ашшĕн пиччĕшĕн видеокамера пулнă та — унран вĕреннĕ.

Пĕррехинче ферма çумĕнчен иртнĕ чухне вăл йытă уланине илтнĕ. Улăхри пăрусене сыхлама кăкарнă пулĕ-ха тесе шухăшланă малтанах. Çапах чунĕ тем япăха сиснĕ. Кайса пăхнă та — йытă тислĕкре путма пуçланине курнă. Хăма татăкĕ тупса ăна çăлма васканă. Мĕн курнине часрах телефонпа ÿкересси — уншăн хăнăхнă йăла. Анчăка навус ăшĕнчен туртса кăларнă видеона ТикТокра 28 миллион çын лайк пуснă. Ку истори халăха чылай калаçтарнă. Йытта çăлнăшăн унăн хуçи Алексее кучченеç илсе панă. Умкăна хуçи мунчара çуса тасатнă. Çура чухне ăна вăл Çĕмĕрле вокзалĕнчен тупса килнĕ. Халĕ йытă ватăлнă ĕнтĕ.

Каччă тивĕçлĕ канăва тухнă амăшĕпе, икĕ çул аслăрах пиччĕшĕпе тăван килĕнче пурăнать. Анчах вĕсем унăн блогĕ валли ÿкерĕнме юратмаççĕ. Çемье выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк нумай усрать. Икĕ ĕнене аппаратпа сăваççĕ, сĕтне сутаççĕ. Картишри, килти чĕр чунсем унăн роликĕсенче час-часах ÿкерĕнеççĕ. Сысна, кушак çурисем, чăхсем, ĕнесем пирки те тĕлĕнмелле ÿкерме пултарать вăл. Шухăшлама, аса илÿ тĕнчине путма, çут çанталăкпа киленме май пурришĕнех Алексей касăва çÿреме кăмăллать. Черет икĕ уйăхра пĕрре çитет. Ĕлĕк ялта 5 кĕтÿ пулнă, халĕ — 2. Кĕтÿрен хатĕрленĕ ролик те унăн пайтах. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


Хĕллехи Питĕре чун туртсан…

Фондейкинсем Раççейĕн культурăн тĕп хулинче темиçе çул каяллах пулса курнă. Аня унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра студентсен ушкăнĕпе çитнĕ, Александр вара аппăшĕсем патĕнче хăнара пулнă. Çуллахи Питĕр илемĕ иккĕшне те тыткăнланă. Капăр çуртсем, музейсем, кĕперсем… Çавăн чухнех çак хулана тепре çитсе курас ĕмĕт тĕвĕленнĕ. Çулла вăл мĕнлереххине курнă-ха çамрăксем, анчах хĕлле тата мĕнпе илĕртет-ши? Çапла вара иртнĕ çул вĕçĕнче çемье çавăрнă мăшăр пĕрлехи пĕрремĕш çул çÿреве тухнă.

Хĕвел пĕр сехет каярах вăранать

— Питĕре Мускавран пуйăспа кайрăмăр. Питĕ меллĕ. Каçа хирĕç çула тухатăн та палăртнă вырăна ирхине çитетĕн. Пуйăсран ансан вокзал витĕр урама тухрăмăр. Хирĕçле ларакан çурт çинче «Город-герой Ленинград» тенине асăрхарăмăр. Тĕрĕссипе, вăл хăех куçа тăрăнать, аякранах илĕртет. Çапла çырса хуни пире, курма килекенсене, ăçта çитнине ăнлантарса кăмăллăн кĕтсе илнĕ пекех пулчĕ. Çанталăк çиллĕрехчĕ, сивех марччĕ. Чăн та, унта çанталăка туясси пирĕн патринчен урăхларах. Сăмахран, 10 градус Шупашкартинчен чылай сивĕрех пек. Çакă хула Нева шывĕ çинче вырнаçнипе çыхăннă ĕнтĕ. Çурчĕсем, чăнах та, питĕ илемлĕ. Историпе çыхăнни нумай. Вĕсем хулан ĕлĕкхи пурнăçне сăнланă пекех туйăнаççĕ. Пăхса тăратăн та архитекторсем ун чухнех мĕн тери ăслă пулнинчен тĕлĕнетĕн. Вĕсен хальхи пек техника та пулман вĕт, çынсем алă вăйĕпе ытларах ĕçленĕ. Çурчĕсем кивĕ пулсан та халь-халь йăтăнса анас пек лармаççĕ, вĕсене пăхса, тирпейлесе тăни сисĕнет. Çĕнĕ çуртсем те хăйне евĕрлĕ, вырăнлă лараççĕ, модăран юлман пек курăнаççĕ, — хулана çитсенех çуралнă шухăшĕсене аса илчĕ Аня.

Кунта палăртса хăварни те вырăнлă: хĕр Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралнă, çак район каччипех çемье çавăрнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче бакалавр дипломне алла илсен пĕлĕве тарăнлатма Мускава кайнă, магистратурăран вĕренсе тухнă, хăйĕн специальноçĕпе çĕршывăмăрăн тĕп хулинче ĕçе вырнаçнă. Пысăк хула шавне хăнăхма ĕлкĕрнĕскере Питĕр хули çăтмах пекех туйăннă. Санкт-Петербурга çитсен Фондейкинсем чи малтанах Кронштадт хулине çул тытнă. Аня каланă тăрăх, вăл пысăк мар, тен, Çĕнĕ Шупашкар пекрех. Котлин утравĕ çинче вырнаçнă. 1990 çулта Кронштадта ЮНЕСКОн Пĕтĕм тĕнчери еткерлĕхĕн списокне кĕртнĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


Тĕрĕс чупма та ăсталăх кирлĕ

Александрпа Сильвия Скворцовсем — спортра пысăк ятсум çĕнсе илнĕ атлетсем. Вĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тата çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççей, Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче лайăх çитĕнÿсемпе тĕлĕнтернĕ. Мĕнле пурăнать-ха хальхи вăхăтра спортсменсен çемйи? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тесе сумлă мăшăра Пичет çуртне йыхравларăм.

Училище çывăхлатнă

Александр Геннадьевичпа Сильвия Петровна 1988 çулта Шупашкара спорт профилĕллĕ интернат шкула /халĕ — Олимп резервĕсен училищи/ вĕренме килсен паллашнă. «Эпир ун чухне питĕ çамрăкчĕ — 13-ре кăна пулнă. Пĕчĕкскерсене аттепе анне мĕнле кăларса янă-ши тесе халĕ те тĕлĕнетпĕр. Вăл вăхăтра самани те йĕркеллех марччĕ. Хула урамĕсенче вăрă-хурах нумайччĕ. Спорт тумĕсене, кроссовкăсене хывса илни çинчен те каласа кăтартатчĕç тантăшсем», — аса илĕве путрĕç Скворцовсем.

Александр Скворцов шкул çулĕсенчех спортпа туслă пулнă: кросс чупнă, футболла вылянă… Вăл районти ăмăртусене те хутшăннă. Шăп çав вăхăтра асăрханă та маттур яша Валентин Давалов тренер, ăна Шупашкара вĕренме чĕннĕ. Александр Геннадьевич çăмăл атлет кăна мар, пултаруллă ишевçĕ те. «Эпĕ çуралнă тăрăхра кÿлĕ те, шыв та пур. Ача чухнех ишме вĕреннĕ. Ăшă кунсенче шыв хĕррине анман кун та пулман пулĕ. Пĕр çыран хĕрринчен теприн патне çити ишсе тупăшаттăмăр. Шупашкара килсен бассейна çÿреме пуçланă», — каласа кăтартрĕ паллă спортсмен.

Сильвия Шемеева Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси шкулĕнче вĕреннĕ /вăл унăн тăван ялĕпе юнашарах пулнă/, çавăнпа Тутарстанри чăваш ялĕнче пурăнакан ачасем ку районта иртекен ăмăртусене çÿренĕ. Чи пултаруллисене Шупашкарти турнира йыхравланă. Вĕсен йышне Куршанкă ялĕн хĕрĕ те лекнĕ. Валентин Давалов тренер вăйлă чупакан хĕре тепĕр çул Чăваш Енĕн тĕп хулине килме сĕннĕ.

— Ун чухне спортсменсем валли лайăх услови пулнă. Училищĕрех общежити, столовăй, тренажер залĕ пурччĕ. Стадион та çумрахчĕ. Апатланмалли, тăхăнмалли пирки ыйту пулман. Эпир тренировкăна çÿренĕ, вĕреннĕ, пире ытти пăшăрхантарман, — терĕç пĕр ушкăнра вĕреннĕскерсем. 1995 çулта икĕ спортсмен çемье чăмăртанă. Çамрăксене общежитире пÿлĕм те уйăрса панă, кайран уйрăм хваттере куçнă. Училищĕре пĕрле вĕреннисенчен вĕсем иккĕн кăна профессионал спортсмен пулса тăнă. «25-ĕн вĕренме килтĕмĕр. Ытларахăшĕ ялтанччĕ. Пĕрремĕш çулах тухса каякансем те пулчĕç. Физкультура учителĕсен ачисем те чăтаймастчĕç. Спорт çăмăл мар. Вĕренÿсĕр пуçне пĕр кунра икĕ тренировка пулатчĕ. Йывăрччĕ. Çирĕпленсе çитмен организм час-час суранланатчĕ. Хĕлле кедăпа чупаттăмăр, спорт тумĕ çÿхеччĕ. Шăнаттăмăр. Халĕ тĕрлĕ сезонра çÿремелли тумсем пур, ун чухне унашкаллисем пулман», — терĕç Скворцовсем. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ 

♦   ♦   


Мĕнле вăрлăх лайăхрах?

Пуш уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарта «Çĕр улми – 2023» курав иртмелле. Пĕлтерĕшлĕ мероприятире кăçал та вун-вун сортпа паллашма май пулĕ. Çулсеренех пахчаçăсем унта вăрăм черет тăрсах вăрлăх илеççĕ. Хăшне туянсан лайăхрах-ши?

Чăнах та, суйламалăх пур. Пĕлтĕр кăна çĕр улмин 26 сортне тăратнă: «Гала», «Гулливер», «Коломба», «Метеор», «Ред Скарлетт», «Аван», «Винета», «Вымпел», «Бельмонда»… Хамăр çĕршывра кăларни те, ютран кÿрсе килни те пайтах. Юлашки вăхăтра Чăваш Енре те сортсемпе ĕçлеççĕ. Çĕрпÿри ял хуçалăхĕн сăнавпа тĕпчев институчĕ кăларнă «Аван», «Гулливер» сортсем республикăра сарăлсах пыраççĕ.

«Иртнĕ çул отрасль куравĕнче «Аван» сорт туянтăм. Вăл юлманпа пĕрехчĕ ĕнтĕ. Мероприяти вĕçленсе пынăран сентре çинчи юлашки виçĕ çĕр улмине те сутмакилĕшрĕç. Пĕри 25 тенке кайса ларчĕ. Çакна пĕлсен нумайăшĕ тĕлĕнчĕ. «Пĕри мар, 1 килограмĕ пулĕ», — тÿрлетме хăтланчĕ мана хăшĕ-пĕри. Хаклăскере пахчара хÿтĕ вырăна лартрăм. Аври çÿллĕ çитĕнчĕ, анчах колорадо нăрри тапăнмарĕ. Çăвĕпе им-çам та сапмарăм. Кĕркунне пĕр витрене яхăн кăларса пуçтартăм. Ăна вăрлăхлăх упрама хыврăм-ха. Çуркунне «Аван» валли пысăкрах лаптăк уйăрасшăн. Кăçал та курава çитесшĕн. Татах илме те хирĕç мар. Хăйĕн хакне кăларать вăл», — каласа кăтартрĕ Патăрьел округĕнчи Валентина Николаева пахчаçă. <...>

Лариса НИКИТИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.