Комментировать

2 Фев, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 4 (1283) № 02.02.2023

Шÿлкеме айĕнче чун упранать

Инди ăрăмçи Абигья Ананд калани шалтах тĕлĕнтерчĕ. Çамрăк каччă сăмахĕсем тăрăх, пуласлăхра, ылтăн хакĕ палăрмаллах ÿсет пулин те, ювелир япалисене туянма пăрахаççĕ-мĕн. Çакна вăл пурнăç йывăрланса кайнипе çыхăнтарать, çав лару-тăрура вĕсем кирлĕ пулмаççĕ тет. Епле-ха капла — этемлехĕн черчен пайĕ капăрлăхсăр çÿретĕр-и? Мĕн авалтан ачаранах тенĕ пек капăр япала çакса çÿренĕ те... Тен, хитрелĕхшĕн те мар пуль, управ /оберег/ пулнине ĕненнĕ ун чухне.

«Пирĕн халăх çыннисем хĕрача çуралсанах тимĕр укçа пухма пуçланă. Вĕсенчен тĕрлĕ капăрлăх хатĕрленĕ. Чухăн пурăннă теççĕ. Çапла пуль! Пуç çинче пĕр кĕтÿ выльăх йăтса çÿренĕ! Хушпу-тухьяна илем кÿрекен темиçе тенкĕпе пĕр ĕне туянма пулнă», — хăпартланса каласа парать Чăваш Енри паллă ювелир Владислав Николаев. Уçă кăмăллă та тарават арçын — хăй ĕçĕнче чăн ăста. Пирĕн тăрăхра авалхи капăрлăхсене çĕнĕрен чĕртсе тăратас енĕпе тăрмашакан ювелир шутлă кăна. Пархатарлă çак ĕçре ывăлĕ Алексей — чи шанчăклă пулăшуçи. Авалхи тата паянхи чăваш чиперккисен капăрлăхĕсем пирки вĕсемпе калаçнăçемĕн çĕнĕрен те çĕнĕрен ыйтусем сиксе тухаççĕ.

Ювелир-и е ÿнерçĕ-и?

Пĕррехинче республикăра чаплă ювелир, медальер, геральдист Владислав Николаев ывăлĕ кăранташĕсемпе киçтĕкĕсене сĕтел çине шарт! кăларса хурать. «Кураймастăп! Алла та тытмастăп урăх!» — çирĕппĕн пĕлтерет тин кăна аслă пĕлÿ илнĕ ÿнерçĕ. Ашшĕ нумай шухăшласа тăмасть: «Атя, эппин, «ювелиркăпа» ĕçле», — сĕнет. Хаваспах кÿлĕнет мĕн пĕчĕкрен вĕренсе хăнăхса пынă ĕçе Алексей. Ашшĕпе пĕрле вĕсем темиçе çул пуç çĕклемесĕр тенĕ пек авалхи сăвар-пăлхар-чăваш ювелир искусствине çĕнĕрен çĕклес енĕпе тăрăшаççĕ. Маçтăрсем пирĕн тăрăхра хальхи вăхăтра пулман тĕлĕнмелле хитре капăрлăх япалисем ылтăнтан тата кĕмĕлтен ăсталаççĕ. Çав хушăрах республика Пуçлăхĕн ятарлă паллисен, патшалăх наградисен авторĕсем тата вĕсене шăратса пурнăçлаканĕсем пек те палăраççĕ Николаевсем.

Шăпах çак тапхăрта вĕсен ушкăнĕ — Владиславпа Алексей Николаев тата Геннадий Максимов, Чăваш наци музейĕн реставраци мастерскойĕсен заведующийĕ — «Сăвар-пăлхар-чăваш ювелир искусствин чĕрĕлĕвĕ» коллекцишĕн 2013 çулта литературăпа искусство енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçеççĕ.

Ăсталăха ÿстерсе пырса курăмлă çитĕнÿсем тăвакан çамрăк киçтĕкĕсене сĕтел çине пăрахнă хыççăн 5-6 çул иртсен: «Темĕн ÿкерес килет пек…» — тесе каласса никам та кĕтмен. Анчах та ывăлĕн кăмăлне хирĕç сăмах та хушман. Нумай енлĕ пултаруллă каччă пачах та вылянчăк шухăшлă мар. Живопиçе те, ювелир ĕçне те алран яраймасть, ăслăлăх та «вĕçертмест» ăна. Çапах ăна та, кăна та пĕр вăхăтрах пурнăçлама май çук: Алексей пур ĕçе те хавхаланупа тата тĕплĕн тума хăнăхнă. Çамрăк ар чунĕнче çак туртăмсем пĕр-пĕринпе «кĕрешеççĕ» тейĕн. <...>

Надежда КУДРЯШОВА.

♦   ♦   


Ачасене — вĕрентме, аслисене аса илтерме тивет

«Ачасене тимлĕхсĕр ан хăварăр: çулталăк пуçланнăранпа вут-çулăма пула 36 пепке пурнăçĕ татăлнă», — хыпарлать Раççей МЧСĕ. Инкеклĕ çак кăтарту пĕлтĕрхинчен 30 процент пысăкрах пулни пушар хуралĕн ĕçченĕсене уйрăмах пăшăрхантарать.

Республикăри кăтартусем те вут-çулăмпа асăрхануллă пулмаллине çирĕплетеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енри çăлавçăсене «хĕрлĕ автан» ташшине сÿнтермешкĕн 100 хутчен чĕнсе илнĕ. Инкекрен 45 çынна çăлма май килнĕ пулин те 9-ăн вилнĕ, 19-ăн суранланнă. Республикăри пушар хуралĕн ĕçченĕсен те тимлĕхне вăйлатмалли сăлтавсем пур темелле. Цифрăсем ÿсни ытти çĕрте лайăх кăтарту пулсан, ку тытăмра — усал хыпар. Эппин, профилактика ĕçне вăхăт тата ытларах уйăрмалла.

Çăлавçăсен çулла та, хĕлле те канлĕх çук. Шăрăхра типĕ курăк е вăрман хыпса илесрен сехре хăпать пулсан, сивĕтсен «кăмакасен» черечĕ çитет. Чылай чухне шăпах вĕсене хутнă чухне хăрушсăрлăха пăхăнманни инкек патне илсе çитерет те. «Кăмака» тенĕ чухне вара мунчана вĕрилентерекеннине те, элекричество урлă пÿрт-çурта ăшăтмашкăн усă кураканнине те палăртмалла.

2022 çулта республикăра 1507 пушар тухнă. Вĕсенче 71 çын пурнăçĕ татăлнă, 88-ăн суранланнă. Раççей МЧСĕн республикăри управленийĕ хăйне май кăтартупа та паллаштарать: пушарта пурнăçĕ татăлнă 33 çын ĕçсĕр пулнă-мĕн. Вут-çулăм ытларах чухне кăвайтпа асăрханусăр пулнăран алхасать. Çав вăхăтрах электрохатĕрсемпе тĕрĕс мар усă курни те пысăк инкек патне илсе çитерет. Транспорт хыпса илнĕ тĕслĕхсем те пĕлтĕр 95 таранах пулнă. 93 тĕслĕхре вара «хĕрлĕ автан» ятарласа тивертнипе ташланă. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Хаçат ĕмĕрĕ вăрăм пултăр

Чăваш хĕрарăмĕн пурнăçне тĕрлĕ енлĕн çутатса пыракан хаçата иртнĕ тата çывхарса килекен уявсемпе саламлатăп. Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче юратнă кăларăм тухма пуçланăрапа 26 çул çитет вĕт!

Чăваш хĕрарăмĕ! Ĕçчен те пултаруллăскер. Асаннесемпе кукамайсем, аннесемпе аппасем, йăмăксем! Мĕн тери хаклă çынсем! Сирĕн ятпа «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат чылай çул тухса тăрать. Нумай страницăллă хаçата вулакан эрнере пĕр кун — кĕçнерни кун — чăтайми кĕтет. Шутсăр кĕтет — мĕн çырнине вуласа пĕлес килет.

Шухăшпала аваллăха путатăп. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «Ĕç хĕрарăмĕ» журнал тухса тăратчĕ. Пирĕн атте Николай Ахтимиров, çав çулсенче Шупашкарта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче обществăпа литература /ун чухне историпе филологи факультечĕ темен/ факультетĕнче вĕреннĕскер, хаçат-журнал нумай çырăнса илнĕ. Вĕсем пирĕн килте кĕлетре упраннă. Эпĕ унтан тухма та пĕлмен. «Ĕç хĕрарăмĕ» журнала Роза ятлă тантăшăмпа вулаттăмăр. Асрах-ха Çеçпĕл Мишши сăввисене вулани.

Ачăрсене вĕрентме те

Эсĕр ан ÿркенĕр.

Чăваш çĕрне юратмашкăн

Вĕсене вĕрентĕр.

Ачăрсем чăваш чĕлхишĕн

Тăма хатĕр пулччăр.

Ют халăхсем ĕлĕкхи пек

Чăвашран ан кулччăр.

Çак сăвă йĕркисене пăхмасăр калама вĕреннĕччĕ.

Вăрçă пыратчĕ таçта аякра. Çĕршывра лару-тăру йывăр пирки нумай хаçатжурнал тухма пăрахрĕ. Çав шутра «Ĕç хĕрарăмĕ» журнал та вулакан умĕнчен çухалчĕ. Хĕрарăмсем валли ятарлă хаçат-журнал тухасса кĕтрĕмĕр. Çулсем иртрĕç. Эпир кĕтни те çитрĕ. «Хыпар» хаçат çумĕнче «Чăваш хĕрарăмĕ» тухма тытăнчĕ. Хаçата вăхăтра кăларма тăрăшакансем пултаруллă. Вулакансем кăмăлларĕç хаçата, алла кăмăлпах тытса тишкереççĕ. Эпĕ те «Чăваш хĕрарăмĕ» тусăмпа калаçатăп.

Тăвай районĕнчи Тенеялта пурăнакан 72 çулти Эльвира Казакова çапла калать: «Эпĕ 25 çул Камчаткăра ĕçлесе кун кунларăм. Чăвашла вулас килетчĕ. Питĕ тунсăхлаттăм. Халĕ тăван ялта чи малтан алла «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата илетĕп. Вулама вара кулăшран — «И-хи-хикрен» — пуçлатăп. Вулатăп та кулатăп. Пурăнас килсе каять. Ăçтан тупса çитереççĕ-ши çавăн чухлĕ кулăш? Ун хыççăн ытти страницăсем çине куçатăп. Тавах çак хаçата кăларса тăракансене». <...>

Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА.

♦   ♦   


Анне пăрахсан…

Ĕç çакнашкал самантсемпе çыхăннăран йывăр шăпаллă ачасене нумай курма тивет. Час-часах шухăша путатăп: пепке кирлĕ маррине малтанах пĕлсе тăраççĕ пулсан мĕн тума çуратаççĕ-ха?! Патшалăха шанаççĕ ахăртнех. Вăл ырă та пысăк чĕреллĕ- çке, пăрахмастех… Анчах та ача çурчĕсем, тăлăхсем валли уйăрнă ятарлă кĕтессем, реабилитаци центрĕсем е çакнашкал тата ытти учреждени пулман тăк çак тĕпренчĕксене мĕн кĕтетчĕха? Ашшĕ-амăшĕ пăрахнă арçын ачасемпе хĕрачасен ăçта каймаллаччĕ?..

Çакнашкал ачасене воспитани парас ĕçе нумай хутшăнма тивнĕ. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесе сахал мар вăй хунă. Вĕрентетĕн, шкула ăсататăн, пурнăçра кирлĕ тĕрлĕ информацие май пур таран ытларах пама тăрăшатăн, музейсене, театрсене илсе çÿретĕн, вăхăта усăллă та хаваслă ирттерме май паракан тĕрлĕ киленĕç пĕр вĕçĕм шухăшласа кăларатăн, çемьере çитĕнекен ачасенчен нимĕнпе те катăк ан пулччăр тесе капăр тумлантарма тапаланатăн... Шăпах эпир — воспитательсем, няньăсем, социаллă ĕçченсем, реабилитаци центрĕн ытти хастарĕ — вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче. Тĕрлĕ ÿсĕмре, расна опытлă, анчах та пурин те пĕр тĕллев — çывăх çыннисен ăшшисĕр юлнă ывăл-хĕртен çын тăвасси. Хăйсене шанма пĕлекен, тĕллев патне çирĕппĕн утакан ырă çын пулса ÿсме пулăшасси… Анчах та вĕсен чăн ашшĕ-амăшĕ кам-ха? <...>

Ольга ПАСТУХОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.