Комментировать

27 Сен, 2014

Черет хăçан пĕтĕ?

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсем РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указне епле пурнăçланине уçăмлатма черетлĕ лару ирттерчĕ.

Унта хутшăннисем кĕçĕн ÿсĕмрисене шкул çулне çитменнисен организацийĕсенче вырăнпа ытларах тивĕçтерес, черете пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç. ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх - республика хăйĕн умĕнчи тивĕçе туллин пурнăçлать. "Ĕçлекен ача сачĕсемпе тухăçлă усă куратпăр. Кăçал çĕнĕрен тата 14 хута каймалла, малашне 12 тума палăртатпăр, - терĕ Владимир Николаевич. - Шкул çулне çитменнисен 75,2 проценчĕ ача сачĕсене çÿрет".

Кăтарту уйрăмах Çĕнĕ Шупашкар /98,9:/, Шупашкар /82,9:/, Канаш /83,5:/, Улатăр /83,4:/, Çĕмĕрле /80,1:/ хулисемпе Çĕрпÿ /72,6:/, Патăрьел /70,3:/ районĕсенче пысăк. Çав вăхăтрах Çĕмĕрле тăрăхĕнчи виçĕ шăпăрланран иккĕшĕ халĕччен те вырăн кĕтсе илеймест.

Черете вуçех пĕтересси пирки калама иртерех-ха, çапах вăл çулсерен чакса пырать. 2014 çулхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне 34 пин ачана шута илнĕ, вăл шутра 15,4 пинĕшĕ - 1,5 çулран, 1,1 пинĕшĕ виçĕ çулран аслăрах. Виççĕрен иртнисен черетне Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче пĕтернĕ. Канашпа Шупашкарта, Вăрнар, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Вăрмар, Шупашкарпа Тăвай районĕсенче лару-тăру çав-çавах йывăр.

Юлашки çулсенче кĕçĕн çулхисен учрежденийĕсене ятарлă проектпа 2 е 3 хутлă тăваççĕ. Унашкаллисене хăтлама çăмăлрах тата йÿнĕрех.

РФ Президенчĕн асăннă Указĕпе килĕшÿллĕн ача сачĕсенче черет вуçех пулмалла мар. Шăпăрлансене кашни ушкăнра палăртнă хисепрен - 25 ача - кая мар вырнаçтармалла. Хуласенче ку нормăпа килĕшсе тăрать-ха, ялсенче ачасем сахалрах. Çавăнпа пĕчĕккисене темиçе ялтан автотранспортпа илсе çÿрессине йĕркелесен аван пулмалла.

Иккĕмĕш ыйтупа ЧР культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов калаçрĕ. Раççей Президенчĕ 2 çул каялла йышăннă "Халăхсене пĕр-пĕринпе килĕшÿпе тивĕçтересси çинчен" Указĕ епле пурнăçланнине пĕлтерчĕ. 2012-2014 çулсенче республикăра патшалăх наци политикипе килĕшÿллĕн нормативлă право никĕсне çĕнетнĕ, тĕрлĕ наци хушшинче хирĕçÿллĕ лару-тăру йĕркеленесрен асăрхаттарма мерăсен комплексне çирĕплетнĕ.

Чăваш Енре тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать, вырăнти йăла-йĕркене хăнăхса çитнĕ. Çулленех 20 ытла проектпа 70 е нумайрах та мероприяти иртет. Вăл шутра - "Кĕмĕл сасă", "Арта", "Янра, Раççей инçетлĕхĕ!" Ытти уяв та кăсăклă.

Кашни кварталрах мониторинг иртет. Раççей кăтартăвĕпе танлаштарсан халăхсене пĕр-пĕринпе килĕшÿпе тивĕçтерес енĕпе пирĕн цифрăсем курăмлăрах.

В.Григорьев

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.