Комментировать

26 Янв, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 3 (6453) № 26.01.2023

«Социаллă ĕçчене психолог вăрттăнлăхĕсем те кирлĕ»

Шупашкарти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен социаллă реабилитаци центрĕн ĕçченĕ Ольга Иванова кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Вăл йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене кăна мар, ашшĕ-амăшне те пулăшу парать.

Стажировкăна — Тюмене Ольга Александровна — «Манăн çемье центрĕ» уйрăмăн специалисчĕ. Маларах вăл çемьепе ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăм шутланнă. Темиçе çул каялла директор заместителĕ Наталья Афанасьева хатĕрленĕ проектпа реабилитаци центрĕ гранта тивĕçнĕ. Çавăн хыççăн учреждени сăн-сăпачĕ те, ĕçлес меслечĕсем те улшăннă. — 2021 çулхи юпа уйăхĕнче çĕнĕ меслетпе ĕçлемешкĕн вĕренме Тюмене кайрăмăр. Çав хулара çĕршыври йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене тĕрев паракан фондăн стажировка лапамĕ вырнаçнă. Унта кайни питĕ усăллă пулчĕ. Ытти регионти социаллă учрежденисем ăнăçсăр çемьесемпе, «йывăр» кăмăллă çул çитмен çамрăксемпе мĕнлерех ĕçленине пĕлме кăсăклă, — палăртрĕ Ольга Александровна. «Манăн çемье центрĕнче» тăрăшакансем ăнăçсăр çемьесене, йĕркене пăснă çул çитмен çамрăксене шута илеççĕ, вĕсене куçран вĕçертмеççĕ. «Çемье центрĕ» тенинченех паллă ĕнтĕ: кунта тĕрлĕ ăрури çынсене пулăшу параççĕ. Йывăрлăха лекнĕ çемьесенче ачасене кăна мар, ашшĕ-амăшне те пулăшу кирлĕ-çке-ха. Реабилитаци центрĕ тĕрлĕ проект пурнăçа кĕртет. — Ахаль çемьесемпе танлаштарсан, йывăр ларутăрури çемьере çитĕнекен ачасен сывлăхне, аталанăвне тимлĕх уйăрасси «уксахлать». Çавăнпа пĕчĕкскерсене те пулăшу памалли меслет шыратпăр. «Шанчăк сăпки» проект пуçартăмăр. Эпĕ унăн кураторĕ пулса тăтăм. Ашшĕ-амăшĕ 1,5-3 çулсенчи шăпăрлансене пирĕн специалистсем патне илсе çӳрет. Вĕсем логопед, дефектолог пулăшнипе алă-ура, ăс-тăн ĕçне вăйлатма пулăшакан, пултарулăха витĕм кӳрекен вăйăсене хутшăнаççĕ, хăнăхтарусем тăваççĕ, — ĕçĕ халăха усă кӳрессе чунран шанса калаçрĕ Ольга Иванова. Вăл Куславкка районĕнче çуралса ӳснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне бухгалтер пулма ĕмĕтленнĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене аванах тытнă пулин те тĕрлĕ сăлтава пула унăн экономика енĕпе вĕренме кĕмешкĕн май килмен. Хĕр нумай шухăшласа тăмасăр амăшĕ вĕренекен /вăл ун чухне куçăн мар майпа 5-мĕш курсра ăс пухнă/ факультета заявлени панă. Çапла Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсен йышĕнче çемьерен харăсах иккĕн пулнă: амăшĕ тата хĕрĕ. — Анне Ирина Петровна район администрацийĕнче халăха социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлетчĕ. Эпĕ те унăн çулне суйларăм. Анчах тӳрех мар. Çамрăксен ĕмĕчĕ çунатлă вĕт — аслă шкул хыççăн Мускава ĕçлеме кайрăм. Сĕт юр-варĕ туса кăларакан пĕр пысăк компанире документсемпе ĕçлекен специалистра 5 çул тăрăшрăм. Çĕршывăн тĕп хулинче юлманни савнипе çыхăннă. Пулас мăшăрпа Русланпа университетра вĕреннĕ чухне туслашрăм. Вăл диплом илсен тăван тăрăхĕнчех ĕçе вырнаçрĕ. Вăл та — психолог, Федерацин айăплава пурнăçлакан службинче ĕçлет, — Мускавран мĕншĕн таврăннин вăрттăнлăхне уçрĕ çамрăк специалист. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


«Çĕнĕ расхутсем пулсан та халăха соцпулăшу парасси ӳсет»

Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Кăçал ăна онлайн мелпе хаклама май пулчĕ: телефон камерипе экран çинчи QRкода кăна тĕллемеллеччĕ. Çырури хăш-пĕр самантпа вулакансене паллаштарăпăр.

Паллă тата паттăр ентешсем

Олег Николаев Çырупа паллаштарма пуçласанах пĕлтĕр Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ пулнине каларĕ. Çавна май пĕлтĕр Чăваш Республикине çӳллĕ шая çĕкленĕ ентешсене аса илтĕмĕр, хамăр хушăри çынсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтăмăр. Олег Алексеевич унашкал çынсем залра та ларнине палăртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ хальхи вăхăтра çĕршыв историне çыракан ентешсене те палăртмасăр хăвармарĕ. Вĕсем — Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем. Суранланнă хыççăн тăван ене вăй пухма таврăннă салтаксенчен чылайăшĕ паттăрлăх урокĕсем ирттерет. Нумайăшĕ наградăна тивĕçнĕ. Паттăрла вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕн ятне тивĕçнисем те пур: Александр Старчков тата Дмитрий Семенов. Олег Николаев пирĕн çĕршыв пуласлăхĕшĕн пуç хунă салтаксене пĕр минут шăп тăрса асăнма ыйтрĕ.

Фестиваль ирттермелле

«Раççейĕн тĕрленĕ карттине» те асăнмасăр хăварма çук. Пĕлтĕр Раççейре халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕ пулнă. Пирĕн республика та унта хăйĕн тӳпине хывнă. «Раççейĕн пĕрлештернĕ картти» пирĕн пысăк та мăнаçлă çĕршывăн пĕтĕм регионне пĕрлештерчĕ. Карттă Чăваш Ене Пĕтĕм Раççейри «Нумай енлĕ Раççей» туризм маршрутне кĕртме май панă. Халĕ ав Чăваш Ен Раççей регионĕсен тĕрленĕ карттисен фестивальне йĕркелеме сĕннĕ. РФ Культура министерстви ку пуçарăва ырланă. Çавна май ЧР Правительствин çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие тĕплĕн хатĕрленмелле.

Шкулсем

Кăçал республикăра — Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ. Çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем хута яраççĕ, хăшнепĕрне çĕнетеççĕ. Ача-пăча лагерĕнче каннăшăн путевка хакĕн пĕр пайне тавăрма пулать, «Пушкин картти» программа ĕçлет… Пĕр сăмахпа, ачаллă çемьесене пулăшас тесе нумай тăрăшаççĕ. Кăçал Шупашкарти «Садовый» микрорайонта тата Сĕнтĕрвăрринче шкулсем хута каймалла. Унсăр пуçне тĕп хулари «Университет» микрорайонта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кӳкеçре шкулсем тума тытăннă. Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăкра, Канаш округĕнчи Янкăлчра тата Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта пĕлӳ çурчĕсем тума пуçлĕç. Шупашкарта тепĕр 4 шкул хута ярасшăн. Вĕсене строительство программине кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Правительствăна пуçланă проектсене маларах вĕçлессишĕн çине тăрса ĕçлеме хушрĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Пурте ыйха путсан калав çыраттăм»

Наталия Клементьевăн сăввисем хаçатра тăтăшах пичетленеççĕ. Вăл Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Алешкин Саплăк ялĕнче пурăнать. Наталия ялти культура çурчĕн заведующийĕнче ĕçлет. Поэзи анинче те çитĕнӳсем тăвать. Наталия Клементьева Алешкин Саплăк тăрăхне Патăрьел районĕнчен Именкасси ялĕнчен килнĕ.

— Наталия, чи малтанах çемйӳпе паллаштар-ха. — Эпĕ культура тытăмĕнче ĕçлеме пуçличчен Çĕпрел районĕн «Тăван Ен» хаçатĕнче вăй хутăм. Мăшăрпа 6 ача ӳстеретпĕр. Асли Женя ялтах ĕçлесе пурăнать. Иккĕмĕшĕ Дима — салтакра. Виççĕмĕшĕ Николай 8-мĕш класра вĕренет, Кирилл 6-мĕш класа çӳрет, Мария — 3-мĕш класа. Чи кĕçĕнни Давид 1-мĕш класра ăс пухать. Упăшка Алексей Çĕпрел районĕнчи «Прогресс» предприятире сварщикре тата электрикре вăй хурать. Унăн алли ылтăн. Çĕмĕрĕлнĕ япалана тытса тума чăтăмлăхĕ те, ăсĕ те çитет. — Ачалăху еплерех иртрĕ? Ахăртнех, шкулта вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхипе литератури юратнă предметсем пулнă? — Ача чухне питĕ шухă пулнă эпĕ. Мĕн тăвас тетĕн: çамрăклăх вĕт. Чăнах та, чăваш чĕлхипе литературине питĕ юрататтăм. — Пĕрремĕш сăввуна миçе çулта çыртăн? Вăл мĕн пиркиччĕ? Унпа чи малтан кама паллаштартăн? — Ача чухнех сочинени çырма юрататтăм. Каçсерен пурте ыйха путсан калав çыраттăм. Вĕсем кашни эрнере тенĕ пекех «Тантăш» хаçатра пичетленсе тухатчĕç. Ун чухне сăвă çырсах кайман. Пĕрремĕш сăвва 15-ре чухне хайларăм. Вăл тăван тавралăх пиркиччĕ. Ăна ача-пăча хайлавĕсен пуххинче пичетлесе кăларчĕç. Ун чухне Шупашкара та чĕннĕччĕ, анчах кайма май пулмарĕ. — Камран куçнă-ха сана çак пултарулăх? Сирĕн йăхра, тен, сăвă çыракансем пур? — Аппа çыратчĕ, ăна курса эпĕ те алла ручка тытаттăм. Мана хавхалантараканни вăл пулнă. Аппа манран икĕ çул аслă. — Сăвă çырма çăмăл мар, рифмăсене тупма ăсталăх кирлĕ вĕт. — Чăнах та, çăмăл мар. Хушăран хавхалану таçта кайса кĕрет. Ун пек чухне хамра айăп шырама пуçлатăп. «Чун арчинчен мĕншĕн нимĕн те тухмасть?» — тесе пăшăрханатăп. Кăшт вăхăт иртсен сăвă йĕркисем çырана пысăк хум пырса çапнă пек шăрçаланма пуçлаççĕ. — Мĕн вăл саншăн поэзи? — Чун киленĕçĕ. Маншăн поэзи — уйрăм тĕнче. Сăмахсем сывлăшра вĕçеççĕ, чĕре çине хурăнаççĕ, çĕр çинче пурăнаççĕ. — Сăвăç пулма лайăх-и? Санăн «Хĕвел» хушма ят пур. Мĕншĕн ăна суйларăн? — Сăвăç пулма килĕшет. Йĕркесем çырăнман чухне тем çитмест пек туйăнать. Эпĕ хĕвел пек яланах кулатăп. Çынсене хамăн йăл кулăпа ăшăтас килет. — Сăвăсем, ахăртнех, килте шăплăх хуçаланнă вăхăтра çуралаççĕ. — Тĕрлĕрен пулать. Çулла кĕтӳ янă хыççăнах çырма ларатăп. Халĕ, сăмахран, каçхине, çемье çывăрнă чухне, йĕркесем пуçа килеççĕ. Пурте ыйха путсан та поэт çывăрмасть. Хавхалану мĕнрен килет-ха? Турă панинчен пуль. — Хăш тема ытларах çывăх? — Ытларах çемье, пурнăç, ачасем, ырăпа усал пирки шăрçалатăп. Юрату пирки вара çырма юратмастăп. Мĕншĕн? Хам та пĕлместĕп. <...>

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

♦   ♦   ♦


Юпа айăплă мар: «ярăнма юрамасть» тесе ахальтен çырмаççĕ

Ача-пăча алли-урине амантасси часах. Вĕсене асăрханма хăнăхтарасси вара — аслисен тивĕçĕ. Ачасем ытларах мĕнле сăлтава пула аманаççĕ-ха? Республикăри ача-пăча клиника больницин травматологипе ортопеди уйрăмне çитсе куртăм.

Аллине икĕ хут хуçнă

— Юлташсемпе пĕрле каток çине кайрăмăр. Хоккейла выляма кăмăллатпăр. Тахăш самантра такăнтăм та шуса ӳкрĕм. Туссем тăма пулăшасшăнччĕ. Анчах кăкăр тĕлĕнчен питĕ хытă ыратнине пула хускалаймарăм. Сылтăм хулпуççи çине хытах ӳкрĕм çав. Коньки çине тăрсан персе анни унччен те пулнăха, анчах капла вăйлă ыраттарманччĕ, — çак уйрăмра выртакан 13 çулти Александр кунта мĕнле майпа лекнине каласа кăтартрĕ. Елчĕк тăрăхĕнче пурăнаканскер йĕлтĕрпе те ярăнма юратать. Физкультура вĕрентекенĕ хăрушсăрлăх мерисемпе паллаштарнине каларĕ арçын ача. Çулла Саша, ялти тантăшĕсем пекех, велосипедпа ярăнма кăмăллать. Унпа «çил ачине» хăваланă чухне руле вăхăтра пăрса ĕлкĕрейменнипе çĕре лаплатса ӳкнине манман-ха вăл. Телее, ун чухне суранланман. — Коньки велосипедран хăрушăрах, — шухăшне пĕлтерчĕ 7-мĕш класра пĕлӳ пухаканскер. — Йĕтес шăмми часах тӳрленмĕ ĕнтĕ, çавăнпа хальлĕхе хоккей çинчен ĕмĕтленмелли кăна юлать. Улатăр округĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан15-ри Матвей хăрушсăрлăх правилисене асрах тытнине каларĕ: — Тантăшсемпе хĕлле «пӳремечпе» е çунашкапа çул хĕрринче ярăнмастпăр. Велосипед çине ларсан çул çине тимлĕ пăхмалли пирки килтисем пĕрре мар каланă. Марина Çĕмĕрле округĕнчи Вăрманкасран. 10 çулти хĕрача конькипе ярăннă чухне шар курнă. — Пирĕн кӳршĕ каток турĕ. Канмалли кун юлташпа çавăнта ярăнма кайрăмăр. Канма тăтăм та — ура шуса кайрĕ. Çав вырăнта пăр тикĕс пулман. Шăмă шатăртатни илтĕнчĕ. Анне патне шăнкăравларăм та: «Эпĕ ӳкрĕм. Ура çине тăраймастăп», — терĕм. Вăл килсен конькие ураран хыврĕ, пушмак тăхăнтартрĕ. Анчах пурпĕрех ура çине тăраймарăм. Анне килтен «пӳремеч» илсе килчĕ те мана ун çине лартса кайрĕ. Кайран иккĕмĕш сыпăкри пичче патне шăнкăравларĕ. Унпа пĕрле Çĕмĕрлери больницăна кайрăмăр. Урана рентген турĕç. Ун хыççăн васкавлă медпулăшу машинипе Шупашкара ăсатрĕç, — хăйĕнпе мĕн пулса иртнине каласа пачĕ хĕрача. Марина ун пек инкеке унччен те лексе курнă. Йăрăскер велосипедпа ярăнса аллине икĕ хутчен хуçнă. — Ун чухне 1-мĕш класра вĕренеттĕм. Каникул пуçланмаллаччĕ, юлашки вĕренӳ кунĕнче уроксем хыççăн уя кайрăмăр. Сăртлă вырăнта иккĕмĕш сыпăкри пичче хăвăртлăхлă велосипедпа анса кайрĕ, эпĕ — ун хыççăн. Ман хыçра тепĕр хĕрача пыратчĕ. Ӳкнĕ хыççăн аран утрăм, лавкка умне мĕкĕлтетсе çитрĕм. Юлташ сутуçа манпа инкек пулнине каласа панă. Хайхискер мана медпункта илсе кайрĕ.

Ирина ИВАНОВА.


Сусăр тесе нихăçан та ĕçлемесĕр ларман

«Ман мĕн лайăххи каласа памалли пур? Çын пек савăнса, саркаланса çӳрейместĕп, пулăшаймастăп. Хама та çын пулăшăвĕсĕр пурăнма йывăр», — тесе кĕтсе илчĕ мана Патăрьел округĕнчи Çĕньял ялĕнче пурăнакан Катерина Захарова. Вăл — пĕрремĕш ушкăнри сусăр.

Çине-çине операци

Тĕрĕссипе, çурчĕ умне çитсен те, шала кĕрсен те унта утайман сусăр çын пĕччен пурăнать теме çук. Йывăç çурта илемлĕ сайдингпа çапнă. Çенĕке кĕрсенех çыхнă савăтсемпе чечексем куçа курăнчĕç. «Тĕрĕсех кĕтĕм-ши?» — тесе те шутларăм малтан. Мана икĕ хĕрарăм хапăлласа кĕтсе илчĕ. Чей ĕçсе лараканскерсем эпĕ кам иккенне ыйтмасăрах сĕтел хушшине чĕнчĕç. Куçпа сусăр çынна шырарăм. Иккĕшĕ те питĕ чипер. Палламан çынна кун пек хапăл тунине, тĕрĕссипе, эпĕ нихăçан та курман. Мĕн тĕллевпе çӳренине пĕлсен мана хайсемпе паллаштарчĕç. Пĕртăвансем, Марийăпа Катерина Захаровăсем, иккен. Катерина мĕн ачаран сусăр ӳснĕ. Вăл 1958 çулта йĕркеллех çуралнă. Анчах 6-7 уйăхра чухне сăпкари ачана шалкăм çапнă. Катерина утма хăнăхайман. 5-6 çулта чухне ашшĕ-амăшĕ ăна таçта та илсе кайнă. Шупашкарти больницăра 3 çулта 6 хутчен операци тунă. Çавăн хыççăн хĕрача костыльпе уткалама пуçланă, кил хушшине, урама тухкаланă. Шупашкарта больницăра выртнă вăхăтра вăл ун çумĕнчи шкулта 3 çул вĕреннĕ, вулама, çырма, шутлама хăнăхнă. Яла таврăнсан учительсем киле вĕрентме çӳренĕ. Катеринăна аппăшĕпе пиччĕшĕ нумай пулăшнă. Çемьере улттăн ӳснĕ вĕсем. Катерина — варринчи. Ун хыççăн икĕ шăллĕ тата йăмăкĕ çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Катерина амăшĕпе ӳснĕ самантсене нихăçан та манмĕ. Амăшĕ унран тĕреклĕ те сывлăхлă çын тăвассишĕн тăрăшнă. «Эпĕ ютшăнчăк ӳсесрен вăл мана яланах çын хушшинче пулма ыйтатчĕ. Çулла çамрăксем урамра ларатчĕç. Вĕсем патне кайма калатчĕ. Аппапа тете клуба çӳретчĕç. Пĕррехинче урамра çамрăксемпе çур çĕрчченех лартăм. Кайран пурте саланса пĕтрĕç, эпĕ костыльпе кил умне çитиччен вăхăт аванах иртнĕ ĕнтĕ. Алăка уçса ятăм та — умра, картиш варринче, шурă юпа тăрать. Кăшкăрса ятăм. Костыльпе хапхаран мĕнле тухса тарнине те астумастăп. Анне сиксе тухрĕ, мĕн пулнине каласа патăм та — нимĕнле шурă юпана та курмарăмăр. Сиксе чĕтресех çывăрса кайрăм. Тепĕр ирхине тете кӳршĕ каччипе вăрăм патак çумне шурă чаршав çакса аппана Марьене хăратма шутлани çинчен хăра-хăра каласа пачĕ. Анчах Марье çитиччен эпĕ кĕрсе тăнă. Эпĕ кăшкăрса янине илтсен тете хăй те хăранипе лупас хыçĕнчен тухса тарнă», — ачалăхĕнчи саманта аса илчĕ Катерина. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Индире туйра 1 пин çын савăнать»

Вăл пурăнакан тăрăхра нихăçан та юр çумасть. Çавăнпа Шакти Чандан Найак хĕвеллĕ Индирен Раççее килсен, ура айĕнче кăчăрт-кăчăрт тăвакан юр тăрăх пĕрремĕш хут утса курсан, калама çук савăннă. Халĕ вăл Шупашкарта пиллĕкмĕш çул пурăнать. Ăна кунта мĕн илсе çитернĕ-ха?

Тухтăр Турă вырăнĕнче

«Намасте», — хиндилле сывлăх сунтăм ăна Шупашкарти пĕр кафере тĕл пулсан. Шакти Чандан вара вырăсла сăмах хушрĕ. Çав кун каччă сессие ăнăçлă вĕçленине, юлашки экзамена тытнине каласа кăтартрĕ. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Шăпах тухтăр пулас ĕмĕт ăна Раççее илсе çитернĕ те. — Тухтăр ĕçĕ питĕ сумлă, хисеплĕ. Шурă халатлă çынсем чире тупса палăртса унпа кĕрешеççĕ, çынна çăлаççĕ. Индире тухтăр Турă пекех. Ку профессие мĕншĕн суйларăмха? Эпĕ ун чухне ача кăначчĕ. Пирĕн килте уявччĕ, тăвансем пуçтарăннăччĕ. Вĕсенчен пĕри чирлесе ӳкнĕччĕ. Тепĕр тăван ăна çăлса хăварчĕ. Çав кунранпа тухтăр профессине алла илетĕп тесе шухăшлама тытăнтăм. Эпĕ çемьере пĕрремĕш врач пулăп. Индирен Раççее тухтăра вĕренме килекен нумай. Вĕсем ытларах Мускавра, Хусанта, Волгоградра пĕлӳ илеççĕ. Диплом илсен вара Индие каялла таврăнаççĕ. Эпĕ те вĕренсе пĕтерсен тăван тăрăха кайма, хам пурăнакан штатри больницăра ĕçлеме тĕллевленетĕп. Манăн кардиохирург пулас килет, — каласа кăтартрĕ çамрăкскер. Унăн çемйи пысăках мар. Ашшĕ — акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ, амăшĕ — кил хуçи хĕрарăмĕ. Шăллĕ пур. Çемье Индин хĕвел тухăç енче вырнаçнă Одиша штатри Дхенканал районĕнче тĕпленнĕ. Одиша — çĕршыври чи пысăк штатсенчен пĕри, унта 41 миллион ытла çын пурăнать. Тĕп хули — Бхубанешвар. Шакти Чандан колледжра вĕреннĕ вăхăтра пĕр вăхăт унта пурăннă. — Пирĕн патра ачасем шкула 4 çулта çӳреме тытăнаççĕ. Садик çук. Шкулта 10 çул вĕренеççĕ, кайран колледжра ăс пухаççĕ. Ун хыççăн аслă шкула çул тытаççĕ. Пирĕн патшалăх тата харпăр университетинститутсем пур. Патшалăх аслă шкулне вĕренме кĕрсен укçа нумай тӳлемелле мар. Харпăрринче пĕлӳ хаклăрах. Чăваш Республикинче икĕ патшалăх чĕлхи иккенне пĕлетĕп. Эпĕ пурăнакан штатра — виççĕ. Тĕрĕссипе, Индире кашни тăрăхра хăйсен чĕлхи пур. Пирĕн штатра хинди, акăлчан тата ория чĕлхисемпе калаçаççĕ. Санскрит авалхи Инди чĕлхи шутланать. Шăпах унран ытти чĕлхе йĕркеленнĕ. Хăй вăхăтĕнче Инди Аслă Британин колонийĕ пулнă. Çавăнпа эпир акăлчанла та лайăх пĕлетпĕр. Унсăр пуçне эпĕ вырăсла та, бенгали чĕлхипе те калаçатăп. Чăвашла вара «салам» теме пĕлетĕп. Урамра çынсем çапла сывлăх суннине илтрĕм, — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. Шупашкара килсен Шакти Чандан малтан вырăсла калаçма хăнăхнă. Вăл университетра акăлчанла вĕренет. Раççее килсен каччă нимĕнле йывăрлăхпа та тĕл пулман. Хăй çиме хăнăхнă апата пĕçермешкĕн кирлĕ çимĕçсене тупма çăмăл маррине шута илмесен паллах. Каччă палăртнă тăрăх, Чăваш Енри халăх ăна пĕр-пĕрне яланах пулăшма тăрăшнипе килĕшет. Преподавательсем те, тухтăрсем те сахал мар пулăшнă. Уйрăмах вăл Елена Драндровăпа Светлана Павлова доцентсене, Лидия Васильева ассистента, Республикăри кардиологи диспансерĕнче ĕçлекен Ольга Николаевăна тав тăвать. Инди каччи больницăра практика тухать, медбрат пулса тухтăрсене пулăшать. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Нумай та мар, сахал та мар: чылай юрăç 3 ача ӳстерет

Хăшĕ-пĕри икĕ пепкепех çырлахать. Анчах эстрада артисчĕсем мар. Чылайăшĕн кил-çурчĕ ача-пăчан хаваслă сассипе тулнă. Кăçал республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнă май шоу-бизнесри нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕн ТОПне йĕркелерĕмĕр.

Çемйипех сцена çинче

Пирĕн рейтингра пĕрремĕш вырăнта — Андрей Кузнецов юрăç. Вăл мăшăрĕпе Алевтинăпа пĕрле 4 ачана — Максима, Ульянăна, Матвея, Платона — пурнăç парнеленĕ. Кузнецовсем пĕр вăхăт сцена çинче «Телейлĕ çемье» юрра юрлатчĕç. Чăваш тумне тăхăннă ашшĕ-амăшне тата ачисене халăх ытараймасăр пăхатчĕ. Музыкăна юратакан çемье хамăр республикăра кăна мар, тулашра та палăрма ĕлкĕрчĕ. Кузнецовсем 2017 çулта «Çулталăк çемйи» конкурсра çĕнтерсе Чăваш Ен чысне федерацин Атăлçи тăрăхĕнче хӳтĕлерĕç. Ун чухне пултаруллă çемьене шпиц ăратĕнчи йытă парнеленĕччĕ. Сăмах май, темиçе çул каялла «Çуралнă кун», «Манăçми тус-тăван» тата ытти юрра шăрантаракан Андрей Кузнецов Пĕрремĕш каналти «Асамлăх уйĕ» кăларăма хутшăннăччĕ. Аслă ывăлĕ Максим унта чăвашла юрланăччĕ.

Икĕ арçын ача хыççăн — хĕрача

Икĕ ывăл çуралнă хыççăн çемьере хĕр пĕрчи тупăнни пысăк телей мар-и? Алена Силпи çамрăк юрăç чăннипех те телейлĕ хĕрарăм. Пушкăртстанра çуралса ӳснĕ чăваш хĕрĕ пĕрремĕш мăшăрĕпе Александрпа икĕ ывăла — Савелипе Мирослава — пурнăç парнеленĕ. Вĕсем Алена Пушкăртстанра иртнĕ «Чăваш пики» конкурса хутшăннă вăхăтра туслашнă. Ун чухне жюрире ларнă арçын чиперккепе çывăхрах паллашас тесе сцена хыçне пынă. Кун хыççăн вĕсем чăваш йăлийĕркине пăхăнса туй кĕрлеттернĕ. Мускавра Гнесинăсен ячĕллĕ Раççей музыка академийĕнче вĕреннĕ Алена 2021 çулта тепĕр хут çемье çавăрнă. Туя Пушкăртстанра наци йăли-йĕркине пăхăнса кĕрлеттернĕ. Унта Чăваш Енри юрăçсем, музыка училищин студенчĕсем те хутшăннă, халăха купăс каласа ташлаттарнă. Халĕ Алена мăшăрĕпе çĕршывăн тĕп хулинче пурăнать. Çапах Чăваш Енре йĕркелекен концертсене час-часах хутшăнать. Пĕлтĕр, Çĕнĕ çул умĕн, мăшăр хĕрĕ Авелина çулталăк тултарнине уявланă. <...>

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.