Комментировать

25 Янв, 2023

Хресчен сасси 3 (2942) № 25.01.2023

Пирĕн те паха сортсем пур

Мартăн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарта «Каскад» суту-илÿ центрĕнче «Çĕр улми – 2023» курав иртет. Унта çĕр улми, пахча çимĕç вăрлăхĕсемпе те паллаштараççĕ. Пирĕн тăрăхра «иккĕмĕш çăкăрăн» хăш сорчĕсем тухăçлăрах-ши? Кун пирки Раççей ял хуçалăх центрĕн регионти филиалĕн заместителĕ Ольга БЕЛОВА каласа парать.

— «Çĕр улми — 2023» курав çывхарнă май пирĕн тăрăхри тухăçлă сортсемпе паллаштараймăр-ши?

— Отрасль куравĕнче çулсерен вун-вун çĕнĕ сортпа паллашма, туянма май пур. Чăваш Енре тухăçлă çитĕнекенни сахал мар. Юлашки вăхăтра пирĕн тăрăхра «Ред Скарлет», «Гала», «Королева Анна», «Ред Леди», «Ирбитский» тата ытти сорт анлă сарăлма тытăнчĕ. «Ред Леди» текенни мана уйрăмах килĕшет. Ăна çитĕнме 45-50 кун кирлĕ. Тути лайăх, пĕçерме, ăшалама аван. Республикăра та çĕнĕ сортсем кăларма тытăнчĕç. Çĕрпÿри ял хуçалăхĕн сăнавпа тĕпчев институтĕнче унччен «Аван» сорт кăларнăччĕ. Пĕлтернĕ тăрăх, ку çĕр улми шултра çитĕнет, йышĕ нумай. Институтăн «Гулливер» сорчĕ те ăнăçлă пулса тухнă. Ăна 60-70 кунран кăларса пуçтарма юрать. Сăмах май, ку сорта çулсеренех пахчара лартатăп. Унăн тухăçĕ пысăк. Пĕлнĕ-пĕлмен сорта мар, регионти çанталăк условийĕсенче тĕрĕсленĕ, ăнăçлисене туянма сĕнесшĕн çынсене. Енчен çĕннине лартса пăхас тесен малтанлăха пĕр йăранлăх илсен те çителĕклĕ.

— Ольга Петровна, çĕр улмин тăшманĕ — колорадо нăрри. Вĕсенчен хăпма им-çам сапнипе пĕрлех вăрлăха «Престиж» препарат шĕвекĕнче шÿтерсе лартма тытăнчĕç. Çакă сывлăхшăн сиенлĕ мар-ши?

— «Престиж» препарат çĕр улмине 60 кун сăтăрçăсенчен сыхлать. Çак тапхăрта ÿсен-тăрана нăрă тапăнмасть. Хыççăн культурăна кăларса пуçтарма та вăхăт çитет. Анчах препаратра сиенлĕ хими хутăшĕ пур. Вăл сĕткенпе пĕрле ÿсен-тăран тăрăх куçать. Палăртнă вăхăт иртнĕ май культура унран тасалать е çук — никам та пĕлмест. Çимĕç унран тасалса пĕтеймесен организма куçать, сывлăха сиенлет. Эпĕ ку мелпе нихăçан та усă курмастăп. Сăтăрçăсенчен сыхланма хурт тухнă вăхăтра «Актелик», «Карате», «Танрек», «Актара» препаратсене шывпа хутăштарса сапмалла. Хăшĕ-пĕри ана çинче нăрă вĕçсе çÿренине курсанах им- çам сирпĕтме васкать. Анчах нăрри те, çăмарти те пĕтмест. Мĕншĕн тесен çăмартин хуппи çирĕп, наркăмăш ăна сиенлеймест. Унран пĕчĕк, хура хуртсем тухма пуçласан тин çÿлерех асăннă шĕвексемпе ÿсен-тăрана лайăх сапмалла. Кун пек тусан 20 кун ытла çĕр улмине сăтăрçăсем тапăнмаççĕ. Çăмартаран тухаканнисем те вилсех пыраççĕ. Лартас умĕн вăрлăха «Актара» шĕвекĕнче им-çамлама пулать. «Престижпа» танлаштарсан вăл вăйсăртарах. Им- çам ÿсен-тăран сĕткенĕ тăрăх çÿресе сăтăрçăсене пĕтерет. Наркăмăшлă çĕр улми çине хурт-кăпшанкă лармасть. Пахчаçăсене асăрхаттарасшăн: ир пулакан сорта лартас умĕн им-çамлама юрамасть. Асăнтăм ĕнтĕ, «Престиж» препарат хăватлăхĕ 60 куна пырать. Ир пулакан çĕр улмине 45- 50 кунранах кăларса çиме пуçлаççĕ. Çак вăхăт тĕлне хими хутăшĕ сирĕлеймест, çимĕçрех юлать. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Ентешсене — автомашина, кăмака…

Республика çыннисем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене укçан, япаласемпе, апат-çимĕçпе пулăшма тăрăшаççĕ.

Акă Шăмăршă округĕнчи Карапай Шăмăршăри Аркадий Столяров вара вĕсене «УАЗ452» автомобиль парнеленĕ. Унăн шăллĕ Алексей хальхи вăхăтра шăпах унта. «Шăллăм машина кирли пирки пĕлтерчĕ. Çавна май ăна леçме кайрăмăр, ялтан тăваттăн çула тухрăмăр. Ял-йыш, юлташсем, тăвансем салтаксем валли кучченеçсем парса ячĕç. Пĕтĕмĕшле 6 кун çул çинче ирттертĕмĕр. Пире лайăх кĕтсе илчĕç. Шел, шăллăмпа, ентешсемпе 2 сехет çеç пулма тÿр килчĕ. Парнене, Алексей ячĕпе илсе кайнăскере, алăран парса хăвартăмăр», — пĕлтерчĕ Аркадий Валерьевич.

Аркадий Столяров хальхи вăхăтра пушар хуралĕнче тăрăшать. Шăллĕне пулăшас тĕллевпе вăл Ульяновск облаçĕнчен автомашина туянса юлташĕсемпе пĕрле тĕпрен юсанă ăна, çирĕплетнĕ. Çавна май «УАЗ-452» автомобиль çар операцине шанчăклăнах хутшăнма пултарни куçкĕретех. Çакăн пек ырă тĕслĕхсене чылай асăнма пулать. Ватă çынсем те самана таппипе тан утаççĕ. Комсомольски округĕнчи Йăлмахва ялĕнче пурăнакан 92 çулти Елизавета Рыжова салтаксене пулăшу кÿрес тесе çăм нуски çыхать. Асăннă тăрăхри Хирти Мăнтăрти Герман Крылов вĕсем валли 60 кг пыл панă. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   


Хаклă парне

Раççей ял хуçалăх банкĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕн библиотекине эксклюзивлă бизнес-кăларăм парнеленĕ.

Аслă шкул «Фермер ĕçне пуçăнакансем валли» пособипе пуянланнă. Банк илемлĕ справочника фермер ĕçне тытăнакансем — профессие улăштарас е çемьен йăли-йĕркине малалла тăсса çĕр çинче вăй хурас кăмăллисем — валли хатĕрленĕ.

Кăларăм ял бизнесне тĕрлĕ енлĕ аталантарма çул кăтартать. Пособире фермер хуçалăхне çĕнĕлле йĕркелессине, агростартапăн çул карттине тĕплĕ çырса кăтартнă. Фермерсен опычĕпе паллашма та кăсăклă. Кĕнекере бизнес-план хатĕрлессипе, ĕç-хĕле регистрацилессипе, налук тÿлессипе, тавара вырнаçтарассипе, маркетинг тата ăна цифра платформипе те усă курса аталантарассипе сĕнÿсем пур.

Вĕренÿ пособийĕшĕн явапли — Раççей ял хуçалăх банкĕн «Агрокредит-Информ» издательство. Ăна хатĕрлесе кăларма отраслĕн специалисчĕсем те хутшăннă. — Раççей ял хуçалăх банкĕ çамрăк ăрăва аталанма пулăшать. Яшкĕрĕм несĕлсен çĕрĕ çинче пурăнма, ĕçлеме кăмăл тунине, ял хуçалăх ĕç-хĕлне çĕнĕлле йĕркеленине ырласа йышăнатпăр. Эпир Чăваш патшалăх аграри университечĕпе пĕрле йĕркеленĕ «Фермер шкулĕ» пĕрлехи проекта нумайăшĕ пĕлет. Ăна Ял хуçалăх министерстви пурнăçа кĕртме пулăшать. Иртнĕ çул унта 32 пайтаçă вĕреннĕ. Çав шутра нумайăшĕ грант илсе регионта çĕнĕ бизнеса пуçăннă, — палăртать Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Савăнăçпа тунсăх юнашар

Ялсем пушанса юлни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пирĕн урам чылай вăрăм. Çуллахи вăхăтра унта нумай çын пурăнать. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен хĕл каçма пурте тенĕ пекех хулана тухса каяççĕ.

Эпĕ пурăнакан енче 20 килтен 12-шĕнче кăна пĕрер е икшер ватă кун кунлать. Пушанса юлнă ялсенче уявсем ĕлĕкхи пек савăнăçлă иртмеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте Çĕнĕ çул каç клуба сахалтан та 200 ытла çамрăк пухăнатчĕ. Кÿршĕ ялсенчен те килетчĕç. Тул çутăличченех ташласа, юрласа савăнатчĕç. Тĕлĕнетĕп: хаваслă пурнăç аякри ялсенче пĕр самантрах сÿнчĕ. Çакăншăн чун ыратать. Халĕ кÿршĕ ялсенчен килсе çÿреме çул пур, çăмăл машина чупать. Анчах çамрăксем çук. Ирĕке тухса кайнисем яла уява та килесшĕн мар.

Культура çуртне юсаса çĕнетнĕ хыççăн ăшă, илĕртÿллĕ, кĕвĕ- çемĕ хатĕрĕсем те çителĕклĕ. Унтах сĕтел çи теннис вăййине те выляма пулать. Çамрăксем кăçал Çĕнĕ çул уявĕнче самаях савăннă. Мероприятисене А.Ильина клуб ертÿçи йĕркелесе пынă. Эпир, хÿтлĕхсĕр юлнă ватăсем, вара тунсăхласа лартăмăр, ĕлĕкхи пурнăçа аса илтĕмĕр. Çĕнĕ çула кÿршĕсемпе, хăтатăхлачăсемпе, кумасемпе, хăйматлăхсемпе, тус-юлташпа пĕрле кĕтсе илеттĕмĕр. Юрăри пек тутлă çисе, йÿçĕ ĕçсе савăнаттăмăр. Тепĕр кун ир-ирех ĕçе каяттăмăр. Паянхи пек вунă кун таран ĕç пăрахса ларман. Килĕрен эрех ыйтса çÿрекен пулман ун чухне. <...>

Вениамин АРХИПОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.