Раштавра тин вăраннăшăн яваплăх пулĕ
Çулталăкăн бюджетпа çыхăннă кăтартăвĕсене ткнтикунхи канашлура финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Метелева пĕлтерчĕ. Республикăн 2022 çулхи пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ 94 миллиард тенкĕ урлă каçнă. Тăкаксем — кăшт пĕчĕкрех. Çавна май иртнĕ çултан юлнă укçа кăçалхи ĕçсене туса пĕтерме пулăшĕ.
Олег Николаев темăна тăснă май пĕлтĕр хамăрăн тупăш ӳсĕмлĕ пулнине пайăррăн палăртрĕ. Çавна май пĕрлехи бюджетăн тăкакĕсене виçĕм çулхинчен 50% чухлех пысăклатма май килнĕ. «Ку — инфратытăма аталантармалли, тĕрлĕ проекта пурнăçламалли питĕ çирĕп никĕс», — терĕ вăл. Çавăн пекех муниципалитетсене укçан пулăшассине те 1,7 хут ӳстерме пултарнă: «çак кăтартусем шанăçа çирĕплетеççĕ». Анчах çакă — лăпланмалли сăлтав мар. Çĕмĕрле, Куславкка хулисенчи ăшăпа тивĕçтерекен инфратытăма тĕпрен çĕнетме пултарнă. Кăçалах ку енĕпе Улатăрта ĕçлеме пуçлас шанăç пур. Черетре — Сĕнтĕрвăрри хули. Çак майсемпе усă крмашкăн кашнин хăйĕн вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлемелле.
Ку мĕн пур сферăна пырса тивет. Çав шутра — тĕрлĕ категорие пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине те. Пĕлтĕр, сăмахран, тăлăхсене хваттерпе тивĕçтерес тĕлĕшпе палăртнине туллин пурнăçланă. Анчах хăш-пĕр муниципалитетра укçа перекетленнĕ. Шел те, вĕсем перекете раштавра кăна тавăрса пама йышăннă — çулталăк вĕçленнĕ май укçапа усă курайман. Перекетленесси авăн уйăхĕнчех сисĕннĕ — маларах тавăрнă тăк çав укçапа сахалтан та тепĕр ачана хваттерлĕ тума пулатчĕ. Е тата — пуçаруллă бюджет шучĕпе уйăракан укçа. Унта та перекет пулнă. Çийĕнчен хăшĕсен палăртнă проектсене пурнăçлас шухăш та пулман иккен. Çак укçана та раштавра тин тавăрса панă... Олег Николаев çакнашкал кашни проектпа çыхăннă ĕç-пуçа тишкерме хушрĕ, яваплисем тĕлĕшпе «персоналлă йышăнусем» пуласси çинчен асăрхаттарчĕ.