Лайăх улшăну нумай
Чăваш Енре пурăнакансене 2023 çулта социаллă сферăра мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ? Çак ыйту хуравне ЧР ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова уçăмлатрĕ.
Кăçалхи тĕп улшăнусен шутĕнче — пенси, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе тата МРОТ индексацийĕ. Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 6,3 процент ӳснĕ. Малтанхи 15279 тенкĕ вырăнне малашне 16242 тенкĕ пулĕ. «Çак кăтартупа ĕçсĕрлĕх пособине, амăшĕ пулма хатĕрленекенсене тата ача çуратнăшăн паракан тӳлевсене шутланă чухне усă кураççĕ», — ăнлантарчĕ Алена Геннадьевна. Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе те 3,3 процент хăпарнă. Ĕçлекен граждансен — 15669, пенсионерсен — 12363, ачасен 13944 тенке çитнĕ. РФ Ĕçлев министерстви пенсин страховани пайĕн индексацийĕн çĕнĕ йĕркине çирĕплетнĕ. Çапла майпа çулсерен пенси вăтамран 6,8 процент ӳсĕ. 2023 çулта чи пĕчĕк пенси 12363 тенкĕ пулĕ.
Ачасен тата амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсен пĕрлехи пособийĕ çинчен калакан саккун вăя кĕнĕ. Алена Елизарова палăртнă тăрăх, çĕнĕ тӳлев унчченхи ултă тĕрлĕ пулăшăва пĕрлештерет. Ăна çемьен тупăшне пăхса çирĕплетĕç. «Сăмах май, кивĕ йĕркепе çирĕплетнĕ пособисем те вăйне çухатмаççĕ. Вĕсене граждансене палăртнă вăхăт иртиччен парса тăрĕç. 2023 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен çуралнă ачасемшĕн паракан тӳлеве /вĕсем виçĕ çула çитиччен/ куçăм тапхăрĕнче унчченхи йĕркепех шутлаттарма юрать, — ăнлантарчĕ министр. — Çĕнĕ çултан Раççейре Социаллă фонд ĕçлеме пуçларĕ. Çавна май унччен Пенси фончĕ тата Социаллă страховани фончĕ панă пулăшу мелĕсемпе халĕ пĕр чӳрече майĕпе усă курма пулать. Заявленисене онлайн йышăнаççĕ. Социаллă фонд Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче 100 ытла тĕрлĕ пулăшу ĕçĕпе тивĕçтерет».
Çавăн пекех ниçта та ĕçлемен, амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене паракан тӳлеве 6700 тенке çити ӳстернĕ. «Çак пособие чылай вăхăт индексацилеменччĕ, — терĕ Алена Геннадьевна. — Паллах, çемьешĕн пысăк пулăшу пулĕ. Çавăн пекех кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсен пособийĕ те хăпарнă. Унччен унăн виçи 100 тенкĕ пулнă, халĕ — 1800 тенкĕ. Икĕ-виçĕ çулсенчи ачасен апатланăвĕн компенсацийĕ 1600 тенке çитнĕ».
Алена Елизарова кăçалхи çĕнĕлĕхсен шутĕнче нумай ачаллă çемьесене транспорт налукĕнчен хăтарнине, сусăр ачасене çитĕнтерекен ашшĕ е амăшĕ çулталăкра пĕр харăс 24 кун тӳлевлĕ отпуск илме пултарнине палăртрĕ.
Чăваш Енре халăхăн 2021 çулхи тупăш кăтартăвĕсемпе чухăнлăх шайĕ — 15,9 процент. Çак кăтартăва пĕчĕклетме май параканни социаллă контракт пулнине палăртрĕ Алена Елизарова.
Ĕçсĕрлĕх 0,74 процент шайĕнче. Пĕлтĕр 30,2 пин ытла çынна ĕçе вырнаçтарнă. Ĕçлев центрĕсенчи вакансисен шучĕ вара пĕчĕк мар. Ĕçсĕр пĕр çын пуçне 5 ĕç вырăнĕ лекет. «Пирĕн специалистсем граждансене ĕç тупма пулăшассишĕн тăрăшаççĕ, — терĕ министр. — Предприяти-организацисемпе те тачă çыхăну йĕркеленĕ. Вĕсене ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма пулăшас тĕллевлĕ тĕрлĕ мера пурнăçланать».
РФ Ĕç министерстви Раççей субъекчĕсенчи ĕçлев центрĕсен тытăмĕсене модернизацилеме пуçланă. Чăваш Ен, Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, пилотлă 17 регион шутне кĕнĕ. Çавна май «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн кăçал республикăри мĕн пур центра юсаса çĕнетмелле, ĕç йĕркипе тытăмне улăштармалла. Çак тĕллевпе 170 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Маларахри çулсенче Чăваш Енри виçĕ учрежденирен пĕрлехи брендбуклă кадр центрĕсем туса хунăччĕ.