Хыпар 1 (28029) № 10.01.2023
Тăхăр пин ытла тутар чăвашла пĕлет
Чăваш халăхĕн шучĕ 350 пин ытла çын чакнă. Росстат Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн пичетленĕ çырав пĕтĕмлетĕвĕнчи кăтартусем, шел те, çакăн пек салху.
Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи çырав 2021 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен иртрĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие каяраха куçарни çĕршывра çав вăхăтра коронавирус сăрăлнипе çыхăннă. Çырав çĕнĕлĕхĕсен шутĕнче электрон хатĕрсемпе анлă усă курни пулчĕ. Çавăн пекех граждансем ыйтусене хăйсем тĕллĕн онлайн мелпе хуравлама пултарчĕç. Паллах, çырав пĕтĕмлетĕвне чылай кĕтме тиврĕ. Чăваш халăхĕн йышĕ чакнă-и е ӳснĕ-и? Çак ыйту, ахăртнех, нумайăшне пăлхантарчĕ. Шел те, савăнмалли сахалрах. 2020 çулхи çырав Раççейре 1067139 чăваша шута илнĕ. 2010 çулхи çырав кăтартăвĕ — 1435872. Вунă çулта халăх йышĕ 25 процент чакнă. Федерацин Атăлçи округĕнчи ытти халăх шăпи те çакнашкалах. Раççейри халăхсен шутĕнче йышĕпе иккĕмĕш вырăнта тăракан тутарсем, сăмахран, çак тапхăрта 600 пин çын чакнă. Ирçесемпе çармăссем те /22 процент/, мăкшăсем те /34 процент/, удмуртсем те /30 процент/ сахалланнă. Пушкăртсен йыш 13 пине яхăн пĕчĕкленнĕ. Чăвашсен шучĕ чакнăран Чăваш Республикинче пурăнакан нацисен тытăмĕ те улшăннă. Раççейре ирттернĕ мĕн пур çырав кăтартăвĕ тăрăх, титуллă наци — чăвашсем — 67-72 процент шайĕнче тăнă. Халĕ вара 57 процента анса ларнă. Çав вăхăтрах статистикăн салху кăтартăвĕсене «çутă сĕм» кĕртекен пулăм та пур. Ун тăрăх пăхса хакласан «чăваш пĕтет» тесе чан çапма иртерех. Чăваш Енре пурăнакан 100 пин ытла çын çырав хучĕсенче хăйсен нацине палăртман. Çак хисепе çыравра «чăваш» тесе кăтартнисен çумне хушас тăк 2010 çулхи кăтартупа — 800 пине яхăн — танлашать те. Çак шухăш тĕрĕссине респондентсем тăван чĕлхе пирки хуравлани те çирĕплетет. Пĕлтĕрхи çыравра 800100 çын чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе палăртнă. Çав вăхăтрах урăх наци çыннисем те чăвашла пĕлнине пĕлтернĕ. Çак шутра 28 пин ытла вырăс, 9 пин ытла тутар, 14 чечен, 1079 пушкăрт, 1 авар, 98 эрмен, 200 украин… Сăмах май, респондентсем наципе çыхăннă ыйтăва хуравлама килĕшменни — хальхи çыравăн хăйне евĕрлĕ паллисенчен пĕри. Маларах кун пеккисем çĕршывра 5 миллион çын пулнă тăк хальхи вăхăтра — 16 миллион. Тата 1,4 миллион çын ку ыйтăва хăйне майлă хуравланă. Мĕнле? Росстат, шел те, уçăмлатмасть. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Çав районсемех – каллех электричествăсăр…
Шартлама сивĕ çанталăк халăха электроэнерги, ăшă, газ, шыв парса тăрассин шанчăклăхне тивĕçтерессин пĕлтерĕшне пушшех ӳстерет. Шел те, ку енĕпе пăтăрмахсăр мар. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура çакăн çинчен каланă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев электричество сечĕсене тытса тăракансене ӳпкелерĕ. Хăш-пĕр районта потребительсене электричество парса тăрас енĕпе чăрмавсем тухса тăнă. Пăрлă çумăр çунă чухне ăçта ыйтусем пулнă — каллех çав районсенчи ялсенче çутă сӳннĕ...
Пушар кăтартать тип шар
Çакна ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов та, уявкану кунĕсенчи лару-тăрăва пĕтĕмлетсе сăмах илнĕскер, палăртрĕ. Калăпăр, Вăрмар округĕнче чӳк уйăхĕнче, раштавра электричество парса тăрасси «такăннăччĕ». Халĕ вара каллех унти 11 ялта çутă сӳннĕ. Энергетиксем темиçе сехетренех электричество панă пулин те — шанчăклăх тĕлĕшпе пурпĕр ыйтусем юлаççĕ. Етĕрне тата Пăрачкав округĕсенче икĕ ялта потребительсене газ парса тăрас тĕлĕшпе чăрмавсем пулнă... Çынсем шăнса вилнĕ тĕслĕхсем пур — 5 çын пурнăçĕ татăлнă. Раштавăн 31-мĕшĕнчен тытăнса кăрлачăн 8-мĕшĕччен республикăра 33 пушара шута илнĕ. Вĕсенче 3 çын вилнĕ, 9-ăн суранланнă. Тăвай районĕнче 74 çулти ватă электроприборпа усă курнă май асăрханманнипе тухнă пушарта вилнĕ, Çĕмĕрлере 1974 çулта çуралнă арçын пирус туртнă чухне асăрханман. Вăл та, ку та ӳсĕр пулнă-мĕн. Кăрлачăн 5-мĕшĕнче кăнтăрла Шупашкарти Шевченко урамĕнчи нумай хутлă пурăнмалли çуртра, общежитире, пулнă пушар вара — хулари чрезвычайлă лару-тăру шайĕнчи инкек. Пушар хуралне усал хыпар 13 сехет те 43 минутра çитнĕ. Пушарнăйсем, çăлавçăсем унта çитнĕ май çуртран 26 çынна эвакуациленĕ. Вĕсен пĕр пайне госпитализацилеме тивнĕ. Шел, тĕтĕм-сĕрĕмпе антăхнă çынсенчен пĕрне çăлса хăварма май килмен — вăл больницăра тепĕр кунне вилнĕ. Пушара сӳнтернĕ, анчах нумай хваттерлĕ çурт хальлĕхе пурăнма юрăхсăр. Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин пĕлтернĕ тăрăх, çак çуртра пурăннă 83 çынна вăхăтлăха маунтинбайк центрне тата хулари техникумсенчен пĕрин общежитине вырнаçтарнă. Çуртăн çӳлти хучĕсем вăйлах сиенленмен. Пушар 2-мĕш хутри хваттерсенчен пĕринче тухнă та — 2-3-мĕш хутсен хушшинчи плита та ишĕлсе аннă-мĕн. Çав хутсенчи хваттерсене хуçисем пушшех часах таврăнаймĕç. Унти юсав ĕçĕсем, Денис Вадимович шучĕпе, тăватă уйăхах тăсăлма пултараççĕ. Администраци çынсене маневр фондĕнчи хваттерсене вырнаçтарĕ. Паян пушар сиенленĕ çуртра юсав пуçарас ыйтусене татса памалла. Малтан, паллах, пĕтĕмпех тĕплĕ тишкерсе хакламалла — специалистсем ĕçе пуçăннă. «Хальлĕхе эпир лифт хăш хутра чарăннине те пĕлместпĕр-ха», — терĕ Спирин. Шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков çулсем çинче авари чылай пулнине палăртрĕ. 13 аварие шута илнĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 28-ăн суранланнă. Çав шутра — «Шупашкар — Сăр» автоçул çинче кăрлачăн 5-мĕшĕнче пулнă инкек. «Киа» автомобиль автобуспа çапăннă май çăмăл машинăн пĕр пассажирĕ вилнĕ, иномаркăпа автобусăн тата вунă пассажирĕ аманнă. Министр çак тĕслĕхпе асăннă çула тасатса-пăхса тăрассишĕн яваплă организаци тĕлĕшпе хăрушсăрлăха тивĕçтермен пулăшу ĕçĕсем кӳнĕшĕн уголовлă ĕç пуçарни çинчен пĕлтерчĕ. Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре квадрокоптер вĕçтернĕ 42-ри арçын та яваплăхран хăтăлаймĕ. Полици тытса чарнăскер квадрокоптерпа хулана çӳлтен ӳкерес тĕллев пулни çинчен пĕлтернĕ. Терроризмран сыхланас енĕпе право хуралĕн органĕсем паян пушшех тимлĕ те – сывлăш анлăшĕпе усă курмалли правилăсене пăснăшăн, паллах, ăна пуçран шăлмĕç. Пĕтĕмĕшле илсен вара Çĕнĕ çулпа, Раштавпа çыхăннă кану кунĕсем йĕркеллĕ иртнĕ. Министр лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă пулнине палăртрĕ. Çавна май Олег Николаев та тивĕçлĕ службăсене оперативлăхшăн, тивĕçлĕ мерăсене вăхăтра йышăннăшăн тав турĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Иван АЛЕКСАНДРОВ: Ÿнерçĕ ялан çĕннине шырать
Унăн пултарулăхĕнче тавралăх илемĕ, çын сăнарĕ, ял сăнĕ, наци пуянлăхĕ тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вăл чиркӳсене ӳкерчĕксемпе хитрелетес ĕçе те пысăк тӳпе хывать. Картинисем тĕрлĕ музейпе галерейăсенче упранаççĕ. Пултаруллă ӳнерçĕн Иван Александровăн мастерскойĕнче те музейри пекех — стенасене вун-вун картина илем кӳрет.
— Иван Васильевич, халĕ мĕнле картина ӳкеретĕр? — Вăл чăваш хресченĕн çăмăл мар пурнăçне кăтартĕ. Унта лашапа суха тунă вăхăт сăнланнă. Ăна «Аслă Атăл» курав валли хатĕрлетĕп. Çав выставкăна тăватă çулта пĕрре ирттереççĕ. Кăçал ăна çуркунне Йошкар-Олара йĕркелĕç. Хăйне евĕр курава темиçе çул каялла Чăваш Ен те йышăннăччĕ. Ĕçре тĕрлĕ сăрăпа усă куратăп: акрил, акварель… Çуллă сăрă пир çине лайăх выртать, чиркӳсене силикат сăрăсемпе хитрелететпĕр. — Чиркӳсене илемлетес енĕпе хăçантанпа ĕçлетĕр? — Тĕнпе çыхăннă ĕçсем тăвасси, турăшсем ӳкересси — хăйне уйрăм ăсталăх. Ăна ӳнер академийĕнче вĕрентĕм. Çавăн чухнех чиркӳ стенисене илемлетес ĕçе хутшăнма пуçларăм. Пĕрле вĕренекен юлташсемпе мастерской йĕркелерĕмĕр. Пĕрремĕш ĕç тĕн академийĕн чиркĕвĕ пулчĕ. Ăна пуянлатас тесе икĕ çул ĕçлерĕмĕр. Çав чиркĕве Кирилл Патриарх килсе сăвапланăччĕ. Ку хăвăрт пулакан ĕç мар. Кăткăслăхĕ самай. Тĕслĕхрен, маччисене чылай чухне выртса ӳкеретпĕр. Пусмасене вырнаçтарма вăхăт нумай кирлĕ. Пĕр об˜ект тума темиçе çул кирлĕ. Христосшăн асапланса вилнĕ çĕнĕ çветтуйсене асăнса Шупашкарта лартнă чиркӳре пилĕк çул ытла вăй хунăччĕ. Мускаври, Чикмери /Козьмодемьянск/, Ленинград облаçĕнчи, Питĕрти, Мари Элти тата ытти çĕрти об˜ектсене хута ятăмăр. Комсомольски районĕнчи Тукай чиркĕвне хитрелетнинче те манăн тӳпе пур. Пĕлтĕр çулла Владикавказра ĕçлерĕм, иртнĕ çулах Челябинскри чиркĕве илемлетме пуçларăмăр. Чиркӳсем валли эрешсем, турăшсем ӳкеретĕп. Çавăн пекех тĕн çурчĕсене реставраци тăватпăр. Ку та çăмăл ĕç мар. Чиркĕве илемлетме пуçличчен священниксенчен пил илетпĕр, типĕ тытса сыпатпăр. Унта Турра ĕненекен, тĕн йăлине пăхăнса пурăнакан çын кăна ĕçлеме пултарать. Турăш ӳкерес тесен те нумай пĕлмелле. Турăш тăвасси йӳнĕ ĕç мар, çавăнпа халĕ ытларах копилеççĕ, компьютерпа хатĕрлеççĕ. Паллах, алăпа ӳкернĕ турăш чĕрене çывăхрах. Художник ĕçĕ урлă ĕненекен çын патне турăшăн хăвачĕ куçать. Турăш килте çакăнса тăнипе кăна усă кӳмест, ун умĕнче кĕлтуни пĕлтерĕшлĕ. Турăш ӳкерме тытăниччен эпир те кĕлтăватпăр. — Кăçал эсир ытти художникпа пĕрле «Чăваш Ен сăнĕсем» проекта пурнăçа кĕртрĕр… — Паллă ентешсен çулталăкне халалласа республикăри сумлă çынсен портречĕсен куравне хатĕрлерĕмĕр. ЧР Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе 20 ĕç турăмăр. Çав çынсем пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Çитĕнекен ăру вĕсен ĕçĕсене курса ӳсет. Ку проектпа малалла ĕçлĕпĕр. Тĕрлĕ учрежденире куравсем йĕркелесшĕн. Портретсемпе ыттисем те паллашчăр. Уйрăм галерея йĕркелесен те аван пулмалла. Патшалăх ӳнерçĕсене пулăшса пыни вăй-хал кӳрет. Ӳнерçĕсене хавхалантарас тĕллевпе конкурссем ирттеретпĕр. Кăçал çуркунне Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа курав уçасшăн. Кĕркуннехи выставкăна Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе çыхăнтарăпăр. Вĕсем валли художниксене картинăсем тума хушатпăр. Малтанхи çулсенче «Чăваш Енри чиркӳ искусстви» проекта пурнăçа кĕртнĕччĕ, тĕнпе чиркӳ ыйтăвĕпе ĕçленĕ чăваш ӳнерçисен куравне йĕркеленĕччĕ. Пĕлтĕр туристсем валли «Чăваш Ен — художниксен куçĕпе» кăларăм кун çути курчĕ. Унта республикăри паллă вырăнсене сăнлакан ĕçсем кĕчĕç. — Хăвăра ятăн курав час-час йĕркелетĕр-и? — Юлашки хут 2019 çулта ӳнер музейĕнче уçнăччĕ. Пысăках мар выставкăсем Правительство çуртĕнче, коопераци институтĕнче, ял хуçалăх академийĕнче, суту-илӳпе промышленноç палатинче, тĕрлĕ хулапа районта иртнĕччĕ. Пĕрлехи куравсене те хамăн ĕçсене тăрататăп. Питĕрте курав хатĕрлесшĕн. Уйрăм çын выставкисене пилĕк е вунă çултан йĕркелесен аванрах. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Чăваш юрăçи чăвашла юрласан чăваш пĕтмест»
Чăваш эстрадине аса илсенех пирĕнтен чылайăшĕн куçĕ умне Алексей Московский чи малтисен йышĕнче тухать ахăртнех. Сцена çинче яланах килĕшӳллĕ тумпа вăл, халăхăн чунне тыткăнлакан юрăсем шăрантарма ăста. Пин-пин кураканăн хисепне тивĕçнĕ. Ахальтен мар 2020 çулта Çĕнтерӳ юррине чăвашла пĕрремĕш хут юрланă чухне те пуçламашкăн Алексее шаннă.
— Юрăç пулма ĕмĕтленнине хăçан ăнланса илтĕн? — 7-8-мĕш классенче вĕреннĕ чухне гитара калама вĕрентĕм. Шкулти, районти тĕрлĕ конкурса хутшăнма тытăнтăм. Çав вăхăтрах юрă-кĕвĕпе çыхăннă республика шайĕнчи ăмăртусене те тухрăм. — Эсĕ ăçта пĕлӳ илнĕ? — Шкулпа сыв пуллашсанах ялта вокалпа инструмент ансамбльне çулталăк çӳрерĕм. Ун хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Çакăнпа çеç çырлахмарăм, кăштах вăхăт иртсен çав аслă шкултах «культура тытăмĕнчи менеджмент» специальноçа алла илтĕм. — Юрăçăн ĕçĕ çавнашкал: ялан гастрольсем, çемьепе пулма вăхăт сахалрах. — Темиçе çул каялла республика тулашĕнче концерт ытларах йĕркеленĕ. Час-часах тухса çӳреме тиветчĕ. Юлашки вăхăтра регионсенче чăваш сахалланса пыни сисĕнет, халăх вырăсланать. Концерта çамрăк сахал пуçтарăнать. Хальччен эрниэрнипе гастрольсенче пулнă тăк паянхи саманара Мускавра, Питĕрте, Самарта, Пушкăртстанра, Хусанта, Тольяттире икшер-виçшер кун кăна пулатпăр. — Аякри йăхташăмăрсем епле кĕтсе илеççĕ? — Вĕсене чăвашла калаçу çитмест. Хамăр патри халăхран ăшшăнрах кĕтсе илнине туятăп. Аслă ӳсĕмрисен йышĕнче чăваш халăхĕн тĕп хулине килсе курманнисем пур. Республика çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Концертсене пысăк хак параççĕ. — Юрăç пулма лайăх-и? Çак çула суйланăшăн ӳкĕнместĕн-и? — Нумай çын паллать, калаçасшăн, ыйтса пĕлесшĕн, пĕрле сăн ӳкерĕнет — çакă кăмăла çĕклет. Анчах артист та ыттисем пекех çын. Юрăç вăл — роль. Шалта, чунра хăть те мĕн пулса иртсен те артистăн пурпĕрех йăл кулса, халăх çинчен шухăшласа юрра чун витĕр кăлармалла, куракана савăнтармалла. Вырăссен вăл урăхларах, пирĕн те менталитет — расна. Куракана хăв çумрах тытас тесен ялан сăпайлă, яваплă пулмалла. Киревсĕр, япăх ĕçсене кăтартмалла мар, пушшех те, тумалла та мар вĕсене. Артистăн тĕслĕх пулмалла. Пире ачасем те пăхаççĕ-çке. Тĕрлĕ соцсете тишкереççĕ. — Сцена çине тухас килменни, çак ĕçе вуçех пăрахас шухăш пулнă-и? — Çемье çавăрсанах пулнă кун пек шухăш. Ăнланманлăх. Чылайăшĕ юрласси микрофон тытса сцена çине тухасси кăна тесе шухăшлать. Çакăн патне çитме самаях тар кăлармалла, тăкакланмалла. Халĕ гастрольсене пуйăспа е самолетпа çӳретпĕр пулсан иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çул çинче автобус лакса ларни, ăна пылчăкран тĕртсе кăларни пĕрре мар пулнă. Хĕл варринче çил-тăман çула хӳсе лартни, «Газельре» шăнни… Пĕррехинче хĕлле Çыр Чаллăна кайнăччĕ. Таврăннă чухне «Газель» çĕмĕрĕлчĕ. КАМАЗ чарса буксирпа килтĕмĕр. «Кăмака» ĕçлеменрен кантăк шăннă. Эпĕ, водительпе юнашар ларнăскер, ăна кассета хупăлчипе хырса-тасатса пытăм. Пĕр-пĕр чăваш ялне кайнă чухне асфальт çул пĕтсен аппаратурăна лаша урапи çине куçарса илсе çитерни те пулнă. Çавăнпа чăн-чăн юрăç пулма чылай тапхăр витĕр тухмалла, йывăрлăхсене парăнтармалла. — Çитĕнӳ картлашкипе хăпарма ăнланакан туссем, вĕрентсе пыракансем пулчĕç ахăртнех? — Олег Викторов Шупашкарта Елчĕксен ентешлĕхĕн уявне ирттеретчĕ. Ун чухне вăл ЧПУ проректорĕччĕ, ентешлĕх ертӳçиччĕ. Олег Николаевич çамрăксемпе тачă çыхăнураччĕ. Тăван районти пултаруллă çынсене çул уçса пама унăн тĕллевĕ пулнă ахăртнех. Маншăн пулăшакан пĕрремĕш çын шăпах вăл пулчĕ, пысăк сцена çине кăларчĕ. ЧПУра 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурса хутшăнма ЧНКн вице-президенчĕ Валентин Абрамов сĕнчĕ. Иван Иванович, Захар Иванович преподавательсем пулăшрĕç. Юрăçсенчен Сергей Павловпа мăшăрĕ, Анатолий Никитин, Станиславпа Верония Толстовсем, Александр Васильев… <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Чун канăçне ăслăлăх ĕçĕнче тупнă
Чăваш Енĕн мухтава тивĕçлĕ ентешĕмĕрсен чыс-хисепĕ ӳссех пырать. Çапла, ĕçне кура — ят-сум. Халăхăн кун- çулне тата пултарулăхне тĕпчекен ăсчах, истори наукисен докторĕ Антон Салмин та сумлă çынсемпе пĕр ретрех.
Тăван халăха сума суни, унăн ăс-хакăл пуянлăхĕпе еткерлĕхне упраса хăварас тата Тăван çĕршыва тухăçлă ĕç- хĕлпе пархатар кӳрес туртăм Антон Кирилловича ăслăлăх çул-йĕрне суйласа илме хистенĕ. Наука ыйтнă пек çырнă ăс-хакăл ĕçĕсем-и е тăван халăх йăли-йĕркине, мăн асаттесен аваллăх мешехине çутатакан хайлавĕсем-и… — кашниех наука тупри, тарăн тишкерӳ, тĕплĕ тĕпчев. Тĕрĕссипе, чăваш халăхĕшĕн кăна мар, вĕсем çавăн пекех Çурçĕр Еврази, авалхи Кавказ çĕрĕсемшĕн те усăллă. Антон Салминăн паха тишкерĕвĕсенчен пĕрне асăнам. «Акатуй — пĕтĕм халăх уявĕ. Терминĕ хăех унăн семантикине кăтартать: ака — сев, туй — свадьба. Урăхла каласан, суха пуç кунта каччă вырăнĕнче, çĕр — çураçнă хĕр. Çапла вара çĕр-аннен кăкăрĕ çине вăрлăх сапса хăварать, унран тухăç кĕтет. Çакăн пек уяв ĕмĕртен çĕр ĕçĕпе пурăнакан халăхăн çеç пулма пултарать. Акатуй йышши пысăк уяв чăвашсен тата пур: Çăварни, Учук, Вăйă. Тăваттăшне те халăха пухса ирттереççĕ. Халĕ Акатуй пĕлтерĕшне те манса пыратпăр. Сăмахран, чăвашсем ăна ака хыççăн питĕ анлăн уявлаççĕ. Тĕрĕссипе вара кирек мĕнле йăла-йĕркене те ĕç ăнăçлă пултăр, акана, туя, суту-илĕве лайăх ирттерсе ярас тесе пуçăнас умĕн йĕркеленĕ. Вăл пĕр кун мар, пĕр эрне пынă. Акатуя тухас умĕн мунча хутса кĕнĕ, таса тум тăхăннă. Акатуйра çынсем çерем çине апат-çимĕç те илсе тухнă: пашалу, çăмарта, пăтă, хур какайĕ. Пашалусене сăмсаллă тунă. Çав сăмси-кăвапине касса ана айне тунă. Акатуя пĕр ялпа çеç мар, юнашарти темиçе ял пуçтарăнса ирттернĕ. Пĕр-пĕр аслă çерем çине е уçланка пухăннă. Кунта тĕрлĕ ăмăрту ирттернĕ: çуран, лашапа чупнă, çӳллĕшне, тăршшĕне сикнĕ, кĕрешнĕ. Çĕнтерӳçĕсене парнесем — ал шăлли, тĕрленĕ тутăр, çăмарта — тыттарнă. Кĕрешсе çĕнтерекен арçынна вара така панă. Унтан юрă-ташă пуçланнă», — çырнă вăл. Несĕлтен пултаруллă пулнăран-ши — Антон Салминăн кун-çул утти те хăйне евĕрлĕ. Хăй калашле, никамăн ăраскалĕ-шăпипе те тӳр килеймĕ. Вăл 1949 çулта Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕ Кулине пĕр ялти Энтюкпе /хут çинче — Антун/ çемье çавăрнă. Пурăна киле хайхискерсен вунă ача çуралнă. Шел, темĕнле сăлтава пула пурте пĕчĕклех вилнĕ, йăха тăсакан та юлман. Энтюк Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Вăрçă хыççăн Кулине ывăл çуралсан ăна упăшкин ячĕпе хушаматне панă. Аслă шкулăн 4-мĕш курсĕнче вĕреннĕ вăхăтра Антон Салмин ашшĕн ятне те улăштарнă. Çапла вара Антон Кириллович пулса тăнă. «Эпĕ çураличчен анне кӳршĕ район ачине Тольăна усрава илнĕ, — аса илет Антон Кириллович. — Тетепе эпир питĕ туслă пурăнатпăр». Вăл 1975 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Аслă шкул хыççăн ăслăлăх степенĕ илес шутпа диссертаци çырнă, СССР Ăслăлăхсен академийĕн этнографи институтĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. «Ӳркенмен ăста пулнă», — теççĕ халăхра. Пулас тĕпчевçĕ те çак шухăша картса хунă: диссертаци хӳтĕлеме хатĕрленнĕ вăхăтрах паттăрсем çинчен хывнă чăваш юмахĕсене тишкерме те мехел çитернĕ. Калама кăна! Ĕçне тума пайтах тар тăкнă. Каярахпа истори ăслăлăхĕсен докторĕн ятне те тивĕçнĕ. Чăваш халăхĕн кун-çулĕпе йăли-йĕркине тĕпчесси уншăн пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Шăпах ăслăлăх ĕçĕнче чун канăçне тупнă Антон Салмин. <...>
Людмила СМОЛИНА, Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...