Комментировать

23 Дек, 2022

Хыпар 145-146 (28024-28025) № № 23.12.2022

Перекетлĕ технологисем йÿнĕ кăна мар, хăвăрт та, меллĕ те

«Чи кирли — çынсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе ансат майсемпе хăвăртрах усă курма пултарни. Вĕсемшĕн ку халĕ ăнланмалларах тата меллĕрех», — çапла хакларĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре «Эффективлă регион» проекта ĕçе кĕртнин уссине. Çакă, унăн шухăшĕпе, ку ĕçе малалла тăсмаллине ĕнентерет.

Проект — çĕр-çĕр

Асăннă проекта пурнăçлакан ĕç ушкăнĕн ытларикун Правительство çуртĕнче иртнĕ ларăвĕнче сăмах илнĕ май Олег Николаев «Росатомпа» пĕрле çак проектпа республикăра çулталăк çурă каялла ĕçлеме пуçланине аса илтерчĕ. Вăхăт нумай та иртмен пулин те Чăваш Енре перекетлĕ технологисене пурнăçа кĕртес енĕпе чылай ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Тата ытларах тумашкăн вара Олег Алексеевич «Эффективлă регион» проект «çимĕçĕсене» ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçне хакламалли критерисен, çавăн пекех муниципалитетсене инвестици хывассине хавхалантарма паракан грантсен виçине палăртнă чухне тĕпе хумалли кăтартусен шутне кĕртме те сĕнчĕ.

Хальччен мĕн тунипе вара экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра «Эффективлă регион» проекта пурнăçлама 332 проектпа 54 организаци хутшăнать. Вăл хăйĕн ăнăçлăхне тĕрлĕ сферăра çирĕплетет — патшалăх управленийĕнчен тытăнса муниципалитет пулăшăвĕсем таран. Тĕп кăтарту — проект Чăваш Ене хальлĕхе 93 миллион тенкĕлĕх перекет кÿни. Министр иккĕленмест: ку енĕпе ĕçленин усси пысăк. Республикăра çак тĕллевпе компетенцисен центрне туса хунă. Раççейре «перекетлĕ кĕпĕрнаттăрсен» клубне йĕркеленĕ май унта виçĕ теçетке ытла регион ертÿçи кĕме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Унăн ертÿлĕхĕ тапхăрсерен улшăнать — темиçе уйăх тилхепе Чăваш Енре пулнă. Клуб йышне кĕни перекетлĕх технологийĕсемпе ытти регион мĕнле ĕçленипе паллашма, вĕсен опычĕпе хамăр патра усă курма май парать.

Грантсен фончĕ те пур. Ятарласа «Перекетлĕ пуçару» конкурс йĕркеленĕ, унăн регион шайĕнчи тапхăрне тăратнă вунвун проектран 24-шне суйласа илнĕ, вĕсем валли пĕтĕмпе 13,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав шутра — тĕслĕх вырăнне йышăннă тăватă проект. Вĕсем — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн, Экономика аталанăвĕн министерствин, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн тата нумай функциллĕ центрсен проекчĕсем. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


«Паттăрлăх урокĕсене тăтăшах ирттермелле»

«Луганск облаçĕнчи Лисичанск, Харьков облаçĕнчи Изюм хулисенче, Изюм районĕнчи Сухая Каменка салинче тата чылай ял-хулара пурăнакансене неонацистсен пусмăрĕнчен хăтармашкăн хутшăнма тиврĕ. Тăшман снарячĕ тÿпере вĕçĕ-хĕррисĕр вĕçни халĕ те куç умĕнче», — отпуска килсен каласа кăтартрĕ Муркаш районĕнчи Катькасра çуралса ÿснĕ Сергей Тямин.

МУСКАВ УНИВЕРСИТЕЧĔН ÇАР КАФЕДРИНЧЕ. Муркаш районĕн каччи мăшăрĕпе Аньăпа, Чулхула облаçĕн хĕрĕпе, çемье çавăрса ывăлпа хĕре пурнăç парнеленĕ. Çамрăксем Санкт-Петербургра паллашнă та мăшăрлансан Мускав облаçĕнчи хулара хваттер туянса тĕпленнĕ. «Калайкасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан, 2015 çулта, салтак аттине тăхăнтăм. Тепĕр çулталăкран виçĕ çуллăха контракт килĕшĕвĕ çыртăм, çав вăхăтрах Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм. Çар юрисчĕ пулма ĕмĕтлентĕм. Çар кафедринче куçăн мар майпа юрист профессине алла илтĕм», — хăйĕнпе паллаштарчĕ 25-ри юстици капитанĕ. 2019 çулта Сергей каллех контракт çырнă, хальхинче — вунă çуллăха. Мĕнле çуралнă-ши унăн çак тĕллевĕ? «Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин юрисчĕ пулма ĕмĕтленни çак контракта çырма хистерĕ. Шăпах çарта вунă çул службăра пулни кирлĕччĕ, — аса илчĕ çамрăк арçын. — Эпĕ виçĕ уйăхрах аттесĕр тăрса юлнă. Анне Светлана Павловна ун чухне 32 çулта пулнă. Мана пĕччен пăхса ÿстернĕ. Атте Анатолий Венедиктович авиаци çарĕн çынни пулнă. 2002 çулта черетлĕ командировкăна кайсан хыпарсăр çухалнă. Анне ун çинчен час-часах каласа кăтартатчĕ. Тăван çĕршыва юратни те, атте çар çынни пулни те патриотлăх туйăмне вăратрĕ». <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Ял халăхне юмах тĕнчи парнелеççĕ

Шупашкар районĕнчи Вăрманкассинчи Селедкинсем раштав уйăхĕнче куллен журналистсене йышăнаççĕ. Кăнтăрла мар, каçхине... Мĕншĕн тесен пĕтĕм илеме ун чухне курма пулать.

Юр сахалли чăрмантарнă

Каçхи ĕнтрĕк çапнă тĕле акă эпĕ те Вăрманкассине пырса кĕтĕм. Çурт ăçтарах ларнине ыйтсан: «Тÿррĕн кайсан тупатăр унта…» — терĕ кил хуçи арăмĕ Ирина. Урам тăрăх капмар çуртсене пăхса халăх пуян пурăннинчен тĕлĕнсе утрăм. Кĕçех анатра йăлтăрялтăррăн йăмăхакан çутăсем курăнчĕç. Ку — Селедкинсен çурчĕ. Иринăпа Саша мана кĕтме урама тухнăччĕ. Вĕсен килĕ умне çитичченех гирляндăпа капăрлатнă аркăран кĕтĕм те юмах тĕнчине лекрĕм. Пĕтĕмпех çутатать, йăлăртатать, илĕртет.

12 çул каялла, Ирина çак яла пурăнма килсен, вĕсем Çĕнĕ çул умĕн кил умне капăрлатма тытăннă. Пĕтĕмпех çурт кĕтессинче ÿсекен чăрăш /30 çултан иртнĕскер икĕ хутлă çуртран та çÿллĕ/ çине гирлянда çакнинчен пуçланнă. Гирляндине ахаль лампочкăсенчен /пурĕ 24/ акварельпе сăрласа хăйсем ăсталанă. «Халĕ вăл пирĕн талисман. Эпир унпа типтерлĕ усă куратпăр. Çĕнĕ çул каçĕнче тата журналистсем килсен кăна çутатпăр», — терĕ Ирина. Тепĕр çулхине балкон карлăкне гирляндăпа илемлетнĕ. Кунран ытла тек нимĕн те хитрелетме май пулассăн туйăнман ăна. Анчах кашни çулах унăн пуçне çĕнĕ шухăш пырса кĕнĕ, кил умĕ капăртан та капăртарах пулса тăнă. Хĕл ларсанах Селедкинсем ĕçе пуçăнаççĕ. Илем кĕртес ĕç виçĕ эрнене яхăн тăсăлать. Çултан-çул теттесемпе капăрчăксен арчи пуянлансах пырать. Халĕ вĕсен 50-а яхăн гирлянда. Пĕтĕмĕшле тăршшĕ 300 метртан та иртнĕ. Вĕсем пурте диод лампăллă. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


«Мускавринчен те лайăх пурăнатпăр»

Шупашкара куçса киличчен вĕсем кунта «разведкăра» пулман та темелле. Дима ĕçпе пĕр-икĕ хутчен килсе кайнă-ха, анчах вăл ункун пăхса çÿремен.

Икĕ уйăхри пепкипе…

Дарья Берестовăпа Дмитрий Останин — çул çÿреме хапăл, çăмăл шăм-шаклă мăшăр, иккĕшĕ те вырăс. Вĕсем тĕрлĕ хулана, çĕршыва çитнĕ. Çавăнпа ăçта лайăххине уйăрма пултараççĕ. Çемьен тепĕр чун киленĕçĕ — видеокамера. Лавккара та, транспортра та, канура та… пур çĕрте те пĕрле вăл. /Акă хваттерне кĕрсен мана та, пирĕн хаçата та ÿкерчĕç!/ Вĕсен халăхран нимĕн те пытармалли çук та — мĕн ÿкернине пĕтĕмпех медиауçлăха кăлараççĕ. Видеороликсене ывăлĕсем Степăпа Лева та хутшăнаççĕ. «Контактра», ТикТокра, дзенра тата ытти çĕрте Дарья Берестовăн «Семейство» каналĕ пур. Пурĕ 25 пин ытла çын пăхса тăрать вĕсене. Блогер ĕçĕ патне кăшт каярахпа таврăнăпăр. Халĕ вара уçă чунлă çемье Шупашкара епле майпа лекнине каласа кăтартар-ха.

Даша Хакас Республикинчи Саяногорскра çуралнă. Ашшĕамăшĕ ир вилнĕрен ăна кукамăшĕ Марфа Михайловна хăйĕн патне Алтай тăрăхне илсе кайнă. Хĕрача ун чухне çулталăк та тултарман. Çапла Даша Волчиха ялĕнче ÿснĕ, унти шкулта вĕреннĕ. 17 тултарсан Алтай крайĕн тĕп хулине Барнаула вĕренме тухса кайнă. Аслă шкулсенче хĕр 7 çул куçăн майпа вĕреннĕ. Дарьăн — икĕ аслă пĕлÿ. Вăл — маркетолог тата стратеги управленецĕ. Барнаулта вăл декрет отпускне кайиччен маркетологра ĕçленĕ. Димăпа студент чухнех туслашнă, кайран вĕсем çемье çавăрнă. 12 çул пĕрле пурăнаççĕ. Дима — ИТ-специалист, вăл та çав хуларах пĕр фирмăра программистра ĕçленĕ, сайтсем тунă. Хăйĕн тивĕçĕсене килĕнченех дистанци мелĕпе пурнăçланă. Кайран ăна пысăкрах должноçа куçарнă. Анчах ĕç условийĕсем улшăннă — Димăн куллен офиса çÿремелле. Вăл вара — Шупашкарта. /Фирмăн филиалĕ кунта вырнаçнă./ Дашăпа Дима çав самантрах ниепле те çула тухайман — вĕсен иккĕмĕш пепки çут тĕнчене килнĕ. Кесарево мелĕпе çăмăлланнă Даша кăштах вăй илнĕ хыççăн икĕ уйăхри тата икĕ çулти ывăлĕсемпе çемье çула пуçтарăннă. Вĕсемпе пĕрле Дашăн кукамăшĕ те килнĕ. Çапла 5 çынран тăракан çемье 2019 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкара куçса килнĕ. Малтанах вĕсем «Волжский-3» микрорайонта хваттер тара илнĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


Лупашкана кĕрсе ÿкни ывăлĕнче те хăйне курать

Арçын ачапа хĕрачана воспитани парасси уйрăлса тăрать-и? Вĕсенчен тÿрĕ кăмăллă çын тăвас тесен чи малтан мĕне асра тытмалла? «Хыпарăн» яланхи рубрики валли черетлĕ статья хатĕрленĕ май Чăваш Енри кинематографистсен союзĕн хастарĕпе, «Чăваш Ен» ПТРК режиссерĕпе Николай Семеновпа çак ыйтусен хуравĕсене те шырарăмăр. Ахальтен мар. Николай Анатольевичпа Алевтина Мефодьевна виçĕ хĕрпе икĕ ывăл ÿстереççĕ. Кăçал вĕсем республика шайĕнче иртнĕ «Çулталăкри çемье» конкурсăн «Пултаруллă çемье» номинацийĕнче те çĕнтернĕ.

Ялта çутă пулман та...

Элĕк районĕнчи Анат Татмăшра çуралнă Николай Семенов хăй те пысăк çемьере ÿснĕ. Килте пилĕк ача тĕпĕртетнĕ: Коля, Марина, Ирина тата йĕкĕреш Сашăпа Алеша. Кĕçĕннисем 1987 çулта çут тĕнчене килнĕ. Çав çулхине Анат Татмăшра ача уйрăмах нумай çуралнă. Мĕншĕн тесен кăшт маларахри вăхăтра ялта электричествăпа çыхăннă ĕçсене пурнăçланă. «Сашăпа Алеша вĕренекен класра 27 ачаччĕ. Ыттисенче 10-12 шăпăрлан кăна пулнă. «Вăт ку çутă çуккипе çыхăнман», — тесе кала ун хыççăн», — йăл кулчĕ Николай Семенов.

Вăл мĕн ачаран ашшĕ пек электрик пулма ĕмĕтленнĕ. Анатолий Николаевич халĕ тимĕрпе ĕçлет, сварка тăвать, электричество схемисене пуçтарать. Амăшĕ Елена Леонидовна маларах вулавăшра ĕçленĕ. Паянхи кун — ял тăрăхĕн специалисчĕ. «Эпĕ музыка енĕпе кайма шухăшламан. Йăлтах ăнсăртран пулчĕ. Вутланта клуб шкулпа юнашарах вырнаçнă. Юрий Пантелеймонов музыка шкулне чылай çул ертсе пычĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне те тивĕçрĕ. Унта нумай ача çÿренĕ. Çакă йăлара пулнă. Музыка шкулĕнче тăватă çул пĕлÿ илнĕ хыççăн ачасем свидетельство илнĕ. Вĕт-шакăр ялти эстрада ушкăнĕнче юрламаташлама ĕмĕтленнĕ. Паян сăнав тăвас тăк купăс, баян илмелле те пирĕн тăрăха каймалла. Анат Татмăш, Вутлан, Вăрманкас çыннисенчен кашни иккĕмĕшĕ купăс калать. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Пурнăç йывăçне эрешленĕ май йăх-несĕлне аса илнĕ

Шупашкарта пурăнакан Светлана Андреева тĕлпулăва тĕрĕллĕ çи-пуçпа килчĕ. «Чăваш эрешне управ палли вырăнне йышăнатăп. Çавăнпах пурнăçăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсенче, йывăр вăхăтра тĕрĕллĕ тумтир тăхăнатăп. Ку паллă чуна ăшăтни куçкĕрет. Шкул ачисем те мана тĕрĕллĕ çи-пуçпа курма хăнăхнă. Çакă наци культурине сарма тĕллев тытнипе çыхăннă. Халăх тупри урлă тăванлăх туртăмĕ вăйланать», — ăнлантарать Шупашкарти 61-мĕш шкулти вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Светлана Викторовна. Ал ĕçĕ унăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнни калаçуран палăрчĕ.

Çуралнă кун парни

«Тĕрре хаклама пĕлекен çемьере çуралса çитĕннĕ эпĕ. Анне Тамара Безносенкова — Патăрьел салинчен. Унăн тĕрленĕ япалисене — турăш каррине, вырăн таврашне — сарăхнине пăхмасăр типтерлĕ упратăп. Çав эрешсене манăн та тĕрлесе пăхас килет. Пултарăп-ши?

Ачалăха таврăнас тăк, анне тĕпренчĕкĕсен Çĕнĕ çул çи-пуçне те тĕрĕ-эрешпе илемлетме май тупатчĕ. Çакна йăлана кĕнĕ пулăм пек йышăнаттăм. Вунă çула çитсен хам та тĕрĕ кружокне çырăнтăм. «Паха тĕрĕ» фабрикăн кураври эрешĕсене тетрадь çине ÿкереттĕмĕр. Ара, ун чухне урăх çĕртен пăхса тĕрлеме май пулман. Ĕç тетрачĕ çаплипех килте упранать. Халĕ ку енĕпе çăмăлрах. Интернет уçлăхĕнче тавра курăма анлăлатма пулать. Чăваш халăх историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе çыхăннă кĕнекесене вулама юрататăп. Çакă йăлтах тĕрленĕ чухне пулăшать», — чунне уçрĕ Светлана Викторовна.

Хĕрĕ валли туй ал шăлли тĕрленĕ вăл. «Эрешĕн кашни паллине чун витĕр кăлартăм. Пурнăç йывăçне, хĕвеле эрешленĕ май йăх-несĕле аса илтĕм, хальхи ăрăва куç умне кăлартăм, пулас ăру çинчен шухăшларăм. Çакă йăлтах вăй-хăват парса тăчĕ мана. Ĕçе вĕçлесен чун пушанса юлнăнах туйăнчĕ. Тĕнчене тĕрĕ урлă куратăп. Урамра утнă чухне те эреше куçармалли паллăсене шыратăп», — пытармасть чăн илеме уйăрма хăнăхнăскер. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.