Комментировать

21 Дек, 2022

Хресчен сасси 50 (2938) № 21.12.2022

Фермăра та робот хуçаланать

Иртнĕ эрнере Элĕк районĕнчи «Новый путь» ЯХПКра 200 ĕне вырнаçмалăх сĕт-çу вити хута кайнă. Унти чылай ĕç-хĕле робот пурнăçлĕ. Кун пекки республикăра та пĕрремĕш ферма кăна-ха.

Çĕнĕ об˜ектăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 60 млн тенкĕ. Çав шутра оборудовани туянма 30 млн тенкĕ тăкакланнă. Фермăра выльăхсене шăварасси, тислĕк кăларасси, ĕне сăвасси йăлтах автоматика мелĕпе пулса пырать, çын ытлашши кирлĕ мар. Ĕнене çичĕ хутчен сунă хыççăн робот ăна «палласа» çитет: сĕт мĕн чухлĕ антарнине куллен кăтартать, тишкерет. Кашни выльăхăн ятарлă мăйкăч пур. Ăна программăпа çыхăнтарнă. Енчен те ĕне чирлет е сипленĕ вăхăт пулсан сăвăма лекеймест — автомат çула пÿлет. Сунă сĕт пăрăх тăрăх лабораторие çитет, унăн пахалăхне çийĕнчех тĕрĕслеççĕ. Çак ĕç те робот пулăшнипе пулса пырать. Енчен те чĕр тавар пахалăхĕ тивĕçтермесен автоматика сăвăма чарса лартать, кун пирки оператора пĕлтерет. Обћект уçма хутшăннă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, кун пек ферма республикăри ял хуçалăхĕсемшĕн çĕнĕлĕх-ха. Раççейре выльăхчĕрлĕх отраслĕнчи ĕç-хĕле робот йĕркелесе пыракан комплекс нумай. Çĕнĕ технологи тупăшлăха, ĕнесен тухăçлăхне ÿстерет, сĕт пахалăхне сунă вăхăтрах тĕрĕслеççĕ. Паха чĕр тавар тăкаксене чакарса тупăш ытларах илме майсем туса парать. Пурнăç таппинчен юлман, ĕçе çĕнĕлле йĕркелекен хуçалăхсене малашне те пулăшма палăртнă Олег Алексеевич. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмахĕпе предприятие пулăшма кăçал субсиди — 18,2, сĕт сăвассине ÿстерме — 12,8, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма — 3,9, техникăна тата технологие çĕнетме 1,5 млн тенкĕ куçарса панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра робот хуçаланакан сĕт- çу фермисене тăвасси ÿсет. Çакă ялсенче ĕç алли çителĕксĕррипе те çыхăннă. Патшалăх çĕнĕ технологипе обћект тума кайнă тăкака саплаштарма пулăшать. Пулас комплекс проектне хатĕрленĕ чухне ĕçре роботпа усă курассине кăтартсан патшалăх тăкакăн 40% саплаштарать. Малашне унчченхи фермăсене автомат вырнаçтарма пулăшас ыйтăва та çĕклесшĕн. Çак кунсенче Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» пĕрлешÿре те 400 пăру вырнаçмалăх вите хута кайнă. Районти чи пысăк хуçалăхра 1100 ĕне выльăх. Кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 2831,9 тонна сĕт туса илнĕ е район кăтартăвĕн 43% шутланать. Предприяти аталану çулĕпе çирĕп утни инвестици проекчĕсене пурнăçлама пулăшать. Çĕнĕ обћекта 2022 çулта тума тытăннă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 45 млн тенкĕ. Витере выльăх тухăçлăхне хăпартма условисем çителĕклех. Пăрусене кăкармаççĕ, витере ăшă шыв пур, хулăн ай сарăм. Тислĕк кăларассине те механизациленĕ. «Красное Сормово» пĕрлешÿ кăçал тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 16,4 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Çитес çул вара кунта сĕт-çу комплексĕ тума тытăнасшăн. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Çĕнĕлĕхрен хăрама кирлĕ мар

Чăваш Енре хушма хуçалăх аталантаракан çынсене 33,8 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă.

Курăмлă пулăшăва хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленнисем тивĕçнĕ. Вĕсене ĕне туянсан — 70 пин, качака илсен 5 пин тенкине тавăраççĕ. Ял хуçалăх техники, пыл хуртне ĕрчетме кирлĕ материалсем илме кайнă тăкаксен 40 процентне яхăн саплаштараççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хушма хуçалăх тытакансем пулăшу мелĕпе усă курса выльăх-чĕрлĕх ытларах туянаççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекен 220 гражданина ĕне илнĕшĕн 22,7 млн тенкĕ куçарнă. Кĕтĕве тытма кайнă тăкака саплаштарма 172 çын 3,95 млн тенке тивĕçнĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем хушма хуçалăха аталантарма техника, оборудовани те туянаççĕ. Çавна май 56-ăн 6,4 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илнĕ. Унсăр пуçне сурăх-качака тытакансене — 47,5 пин, пыл хурчĕ ĕрчетекенсене — 639 пин, минерал удобренийĕшĕн — 1,4 пин, качака илнĕшĕн 20 пин тенкĕ куçарса панă. Элĕк районĕнче те хушма хуçалăх ĕç-хĕлне çĕнĕлле йĕркелекен сахал мар. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курма тытăннă ĕнтĕ. — «Хăй тĕллĕн ĕçлекен» программăпа кăсăкланакансен, унта хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать. Ку ыйтупа Чăваш Енри «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕн специалисчĕсем районта канашлу та ирттерчĕç. Унта яваплă çынсемпе пĕрлех хушма хуçалăхпа ăнăçлă ĕçлекенсем те хутшăнчĕç. Çĕнĕлĕхпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. Декабрĕн 19-мĕшĕ тĕлне Элĕк тăрăхĕнче хушма хуçалăх аталантаракан 76 çын хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленнĕ. Вĕсенчен 56-шĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕшĕн, техника туяннăшăн патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Пурĕ вара субсиди илме /5 млн тенкĕ ытларах/ 79 заявлени тăратнă. Çав шутра ĕне /тына/ усранăшăн, ĕне, ял хуçалăх техники туяннăшăн та пур. Кăçал Элĕк районĕн администрацийĕ хăй тĕллĕн ĕçлекен 56 çынпа 95 килĕшÿ тунă. Эпир вĕсене документсем йĕркелеме пулăшатпăр, ăнлантаратпăр. Программа ялта пурăнакансене ĕçпе, тупăшпа тивĕçтерет, хушма хуçалăха аталантарма çул уçать, — пĕлтерчĕ Элĕк районĕн администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕ Людмила Якимова. Мăн Вылăри нумай ача амăшĕ Ирина Тихонова районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан центртан хушма хуçалăха аталантарма 100 пин тенке тивĕçнĕ. Укçапа выльăх апачĕ хатĕрлеме ял хуçалăх техники туяннă. — Пирĕн усă куракан çĕр 5 гектар ытла. Пурне те алă вĕççĕн пурнăçлаймăн. Трактор пур-ха, пахчара ĕçлеме мотоблок кирлĕ. Çакна шута илсе туянтăмăр та ăна. Пĕрлех утă çулса типĕтмелли хатĕрсене те илтĕмĕр, — терĕ Ирина Тихонова. Хушма хуçалăхсене пулăшма çĕнĕ программа хута кайнине пĕлсен çине тăрсах кăсăкланма тытăннă вăл. Ĕне туяннă тăкака саплаштарни тĕлĕнтернĕ те, савăнтарнă та ăна. — Май уйăхĕнче хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрацие тăтăм. Малтанах йывăр пек туйăнатчĕ. Мобильлĕ телефона «Манăн налук» приложение кĕртме специалист пулăшрĕ. Вăл лайăх ăнлантарса панă хыççăн текех чăрмантармарăм, çăмăллăнах ĕçлесе кайрăм. Ятарлă программăра тупăша кăтартсан налук хăех тытăнать. Октябрьте ĕне туянтăмăр. Уншăн пире 70 пин тенкĕ куçарса пачĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн 3 ĕне выльăх, çав шутра иккĕшне сăватпăр. Элĕк тăрăхĕнче 1 кг сĕте 24 тенкĕпе пуçтараççĕ. Нумай ачаллă амăшĕ пулнă май тивĕçлĕ канăва маларах тухрăм. Вăй пур чухне ĕçлемесĕр ларас килмест. Ватă аннене пăхнăран аякка та тухса çÿрейместĕп. Патшалăх пулăшнă чухне мĕншĕн хуçалăха аталантармалла мар? Тен, малашне фермер хуçалăхĕ те йĕркелеме пулĕ, — терĕ Ирина Германовна. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Юнкорсем министрпа тĕл пулчĕç

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Хыпар» Издательство çуртĕнче çамрăк корреспондентсемпе тĕл пулчĕ.

Мероприятие «Тантăш» ача-пăча хаçачĕн хастар юнкорĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă: Комсомольски, Йĕпреç, Елчĕк, Шăмăршă, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар районĕсемпе Шупашкар хулинчен. «Тантăш» хаçат тухма пуçланăранпа 91 çул ĕнтĕ. Çак тапхăрта вăл вун-вун çамрăка çырас вăрттăнлăха алла илме, професси суйлама пулăшнă. Ачаран хаçатпа туслă çыхăну тытнисенчен журналиста вĕренсе тухнисем, хальхи вăхăтра асăннă Издательство çуртĕнче вăй хуракансем те пур. Тĕлпулура ачасем «Тантăш» хаçатра пичетленнĕ хăйсен материалĕсемпе Сергей Артамонова та хаваспах паллаштарчĕç. Юнкорсем анлă тавра курăмлă пулни савăнтарать. Вĕсене цифра аталанăвĕпе пĕрлех ял хуçалăхĕнчи лару-тăру та кăсăклантарать. Хальхинче те министртан тĕш тырă тухăçлăхĕ, чипс хатĕрлесси пирки ыйтса пĕлчĕç. Вице-премьер ăнлантарнă тăрăх, унччен хуçалăхсен çĕр çителĕксĕр пулнă. Халĕ акакан-сухалакан лаптăксем палăрмаллах ÿснĕ, çавна май тырă туса илесси те. Ял хуçалăхĕнче çĕнĕ технологипе усă курни, çĕр ĕçченĕсем професси шайне ÿстерсе пыни те кăтартусене лайăхлатать. Çĕр улми республикăра çителĕклех çитĕнтереççĕ. Вырăнтах чипс хатĕрлесе кăларма май çук-ши? Вицепремьер вĕсене чипс валли ятарлă сорт кирлине, вăрлăхне Патăрьел районне кÿрсе килнине палăртрĕ. Апла кĕçех Чăваш Енре тутлă çимĕçе хатĕрлесе кăларма тытăнĕç. Ял ачисемшĕн çĕр ĕçĕ ют мар. Вĕсем май çитнĕ таран хушма хуçалăхра ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшаççĕ. Патăрьел районĕнчи Зот Степанов кăнтăр çимĕçĕсене пахчарах çитĕнтерет. Вăл пирĕн тăрăхра тухăç паракан культурăсемпе кăсăкланчĕ. Сергей Артамонов çутă, ăшă çитейменрен пур культура та республикăра пысăк тухăç парайманнине каларĕ. Кашни регион çут çанталăк пулăмĕсене тĕпе хурса сортсем туянать. «Ялта чи лайăххисем» форум, наци йăли-йĕрки, тăван тавралăх илемĕ, ялта кирлĕ професси, чăваш журналистики тата ытти ыйтăва хускатрĕç тĕлпулура. Форум кăçал пĕрремĕш хутчен иртнĕ. «Малашне те пулĕши?» — ыйтрĕ Ульяна Малова. Министр форум кашни çулах иртессе пĕлтерчĕ. Паллах, çакă чи малтан çамрăксенчен, вĕсен хастарлăхĕнчен килет. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ Татьяна Вашуркина юнкорсем ăсталăхне ÿстерсе пынине палăртрĕ. Çулсерен тăван чĕлхепе çыракан 100 юнкор «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспондентсен слетне пуçтарăнать. 2023 çулта слет пиллĕкмĕш хут иртмелле. Ачасем пĕрпĕринпе хутшăннипе пĕрлех паллă журналистсен опычĕсемпе паллашĕç. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Тăван çÿре мухтав кÿрекен ÿнерçĕсем

Николай Петрович Максимов Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Марфа Алексеевнăпа Петр Максимович Петровсен çемйинче 1927 çулхи майăн 17-мĕшĕнче кун çути курнă.

Унччен маларах Петровсен виçĕ ывăл та пĕр хĕр пулнă: Александр, Михаил, Варфоломей, Ефросиния. Тепĕр виçĕ çултан кĕçĕн ывăлĕ Петр çуралнă. Çемье пуçĕ йывăçран тĕрлĕ кĕлетке касса кăларма ăста пулнă, ывăлĕсене те пĕчĕкренех çак ĕçе хăнăхтарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Александрпа Михаил кил хуçалăхĕнче кирлĕ ĕç хатĕрĕсем ăсталанă, каярахпа ăста платник пулса тăнă. Микулай вара ачаранах ÿкерме юратнă. Хăйĕн ăсталăхне хут çинче туптанă. Хăй каласа панă тăрăх, унăн ÿкерчĕкĕсем шкулти стена хаçачĕсене илем кÿнĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн Николай Максимов Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан 1946- 1950 çулсенче Елчĕкри халăх сучĕн канцеляри секретарĕнче ĕçленĕ. Вăл çавна май саккунсене питĕ лайăх пĕлекен пулса çитнĕ. Çынсем унран пулăшу ыйтсан кирлĕ канашсем панă. Малашнехи кун-çулне ÿнер тĕнчипе çыхăнтарас килнĕ унăн. Çак тĕллевпе Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кайнă. 1956 çулта унтан вĕренсе тухнă хыççăн пĕтĕмпех театр ытамне кĕрсе ÿкнĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ малтанах Атăл хĕрринчи мунчала склачĕ пулнă пĕчĕк çуртра вырнаçнă. Кунтах — Вырăс драма театрĕпе Музыка театрĕ те. Николай Максимов çак театрта художник-декараторта ĕçлеме пуçланă. Çурчĕ пĕчĕк пулнăран вырăн çитменнипе çĕрĕпе ĕçленине те калатчĕ вăл. Ун чухне хальхи пек паха сăрăсем пулман, хытса тарăхтарнă. Анчах вĕсене ĕçе кĕртме майне тупнах ăста художник. 1961 çулта К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн çуртне туса пĕтернĕ, театр хăтлă кермене куçнă. Николай Максимов унта ÿнерпе декораци пуçлăхĕ, ÿнерçĕ-постановщик, 1984 çултанпа тĕп ÿнерçĕ пулса вăй хунă. Хăй ĕçлекен тата Музыка театрĕсенче пыракан спектакльсем валли çĕр ытла декораципе костюм эскизĕсене хатĕрленĕ. Вĕсен шутĕнче: «Нарспи» /1967 ç./, «Хура çăкăр» /1968 ç./, «Кушар» /1970 ç./, «Трибунал», «Кай, кай, Ивана» /1974 ç./, «Чуна кивçен илеймĕн» /1980 ç./, «Праски инке хĕр парать» /1982 ç./ тата ыт. те. Çавăн пекех «Нарспи» тата «Шывармань» опереттăсем. Николай Максимовăн пурнăçĕ театртах иртнĕ тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Ăна нихăçан та хваттерĕнче курма çукчĕ. Ялта пурăнакан Явраç аппăшĕ ман урлă çыру е кучченеç парса яратчĕ. Вĕсен хваттерĕ çул хĕрринчех вырнаçнă пулсан та тÿрех театра çул тытаттăм. Шалти туйăм улталамастчĕ. Хăть хăçан та ĕç вырăнĕнчеччĕ вăл. Шухăшласа пăхăр-ха: 28 метр сарлакăш, 12 метр çÿллĕш материал çине декораци ÿкерме мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăхăт кирлĕ пулнă! Кун пеккине вăл 43 çул хушшинче пайтах ÿкернĕ, çавăнпа кунне- çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. <...>

Мария ПЕТРОВА. Тăвай районĕ, Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.

♦   ♦   ♦


Авалхи чăнлăх — малашлăх никĕсĕ

Шупашкар районĕнчи Лакăр ялĕнчи Бронислав Федоров килĕнче музей йĕркеленĕ.

Шемшер тăрăхĕнче чăвашсен авалхи япаласен управçине аван пĕлеççĕ. Килти музейпа паллашма çÿрекен сахал мар. Икĕ пысăк пÿлĕм ĕлĕкхи хатĕрхĕтĕрпе — пичкепе, ывăспа, ларпа, çăкăр пĕçермелли, лаша кÿлмелли хатĕрсемпе, музыка инструменчĕсемпе, сăмаварпа, кĕленче тата фарфор савăт-сапапа… — тулнă. Ял хуçалăхĕнче усă курнă çава, çурла, сеялка, плуг та пайтах. Авалхинчен пуçласа çĕнни таранах. Мăлатук кăна — 15, графин 6 таран. Кашни хăйне евĕрлĕ, пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Кунтах аппăшĕ парнеленĕ çăматă та пур. Шурăскерне тĕрлесе илемлетнĕ. Уявсенче унччен тăхăнкаланă-ха ăна, халĕ хаклă парнене упрама тăрăшать кил хуçи. Бронислав Федоров И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, каярахпа Шемшерти шкулта директорта вăй хунă. Тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварассишĕн курăмлă тÿпе хывнă. Ачасене урокра ăнлантарма, кăтартма кил-тĕрĕшре ĕлĕкрех усă курнă хатĕрсене ăсталанă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕлĕкхи чăвашсен йăли-йĕркипе, культурипе кăсăкланма пăрахман. Килĕнче те авалхи хатĕр пайтах пулнă: аслă ăруран юлнисем, хăй ăсталанисем, парнеленисем. — Кил-тĕрĕше тирпейленĕ чухне вĕсене вырăнтан вырăна куçармалла. Авалхи хатĕрсене кăларса ывăтма алă çĕкленмест. Халĕ эпĕ выльăх-чĕрлĕх усрамастăп. Тыр-пул упранă ампарсем пушах лараççĕ. Хайхи япаласене пуçтарса ампара вырнаçтарма пикентĕм. Майĕпен хуралтă тулсах пычĕ. Килти музейра кукаçи-кукамай, асатте-асанне, атте-анне кил-тĕрĕшре усă курнă, пулас ăру валли упраса хăварнă япаласем пур. Çывăх çынсем ăстасем пулнă. Йывăçран хатĕрхĕтĕр касса кăларнă, çăматă йăваланă тата ытти те. Вĕсем çирĕп хуçалăх тытнă, лашасем усранă. Музей курма килекенсем час-часах мана: «Мĕн япали ку? Пĕрремĕш хут куратăп», — теççĕ. «Атăпушмак хумалли», — ăнлантаратăп вĕсене. <...>

Лариса НИКИТИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.