Комментировать

19 Дек, 2022

Промышленноçра та ырă туртăм пур

Çулталăк вĕçленсе пырать, анчах бюджет укçипе усă курас енĕпе хăш-пĕр тытăм тĕлĕшпе ыйтусем пур. «Паллах, ĕç-пуç пĕлтĕрхинчен лайăхрах теме пулать, анчах ку лăпланмалли сăлтав мар», — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла каласа пуçларĕ те — «васкаманнисене» правуртарах ĕçлемелли çинчен асăрхаттарчĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту вара — социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-чÿк уйăхĕсенчи кăтăртăвĕсене пĕтĕмлетесси. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, ял хуçалăх производстви, тĕп капитала инвестици хывасси ÿсĕмлĕ пулнине палăртрĕ. Вăтам ĕç укçин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе вара Чăваш Ен Раççейре те малтисен шутĕнче – уйăхри вăтам шалу 39,8 пин тенке çитнĕ. Кама ăмсанмалли пирки калас тăк — ĕç укçипе пуçласа информаципе çыхăну отраслĕ мала тухнă. Районсенчен шалу ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Красноармейскисем малта.

Промышленноç производстви вара иртнĕ çулхи шая ниепле те çитеймест-ха. Чăн та, министр чÿк уйăхĕнче производство индексĕ кăçал пуçласа 99% урлă каçнине палăртрĕ: 99,2% танлашнă — ырă туртăм. Промышленноç тенĕрен, унăн кăтартăвĕсене лайăхлатассине чăрмантараканни — кадрсем çитменни. Дмитрий Иванович каланă тăрăх, электротехника, машиностроени, çăмăл промышленноç отраслĕсен вун-вун предприятине паянах 2,5 пин специалист кирлĕ — вĕсем вара çук.

Тулашри суту-илÿ пирки те сăмах пулчĕ. Политика витĕмĕ пысăкки куçкĕрет. Импорт 16% чакнă, экспорт 27% чухлех пĕчĕкленнĕ. Çапах, палăртрĕ министр, Чăваш Ен — пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсем тĕлĕшпе экспорт ĕçĕн кăтартăвĕсене пурнăçланă пĕртен-пĕр субъект.

Çулталăкăн бюджетпа çыхăннă 11 уйăхри кăтартăвĕсене финанс министрĕ Михаил Ноздряков хакларĕ. Çирĕплетсех каларĕ: тупăш тĕлĕшпе планпа пăхнă кăтартусен шайне шанчăклăн тухатпăр. Çав вăхăтрах федераци укçипе усă курассипе çыхăннă самант çинче чарăнса тăчĕ. Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне çак кăтарту 87,7% танлашнă. Укçана ĕçе кĕртессине вара çак эрнере вĕçлемелле. Сывлăх сыхлавĕн, Промышленноç тата Вĕрентÿ министерствисем юларах пыни сисĕнет...

www.hypar.ru
 

Рубрика: