Комментировать

16 Дек, 2022

Хыпар 142-143 (28021-28022) № 16.12.2022

Ывăлĕ аманнине суранне курсан тин пĕлнĕ

Комсомольски районĕнчи Чăваш Тукай ялĕн каччи Алексей Галкин 21 çулта çеç пулин те Украинăри ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе хутшăннă. «Юлташсене кăштах та пулин пулăшу кÿрес терĕм», — çапла пуçларĕ калаçăва çамрăк çын.

ÇАР ТУМĔЛЛĔ ЯШСЕНЕ ĂМСАНСА ПĂХНĂ. Çемьере вĕсем пиллĕкĕн ÿснĕ: тăватă хĕрпе пĕр ывăл. Алексей — чи кĕçĕнни. Пурнăçра эпир çапла калама хăнăхнă: кĕçĕнни — ачашши. Галкинсен çемйи пирки апла калаймăн. Ачаш ача Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайма пултарать-ши? Алексей ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Вăрманти Мăратра пĕлÿ илнĕ. Ашшĕ Анатолий Алексеевич ывăлне çамрăклах ĕçе хăнăхтарнă. Пĕрле Мускава та илсе çÿренĕ. Пурнăçра асли кĕçĕннине пăта çапма вĕрентни питĕ пĕлтерĕшлĕ. «2019 çулта салтака кайма повестка пачĕç. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе Чита хулинче пурнăçларăм. Артиллери çарĕн çамрăк салтаксен курсĕнче /КМБ/ çур çул пултăм. Унтан автомобиль çарне куçарчĕç. Каптерщик тивĕçне шанчĕç. Манăн пĕчĕкренех салтака каяс килетчĕ. Аттепе пĕрле паттăрсем çинчен ÿкернĕ фильмсене курса ÿсрĕм. Ялта салтак ăсатнине ăмсанса пăхаттăм. Çар тумĕпе таврăнакансем пушшех те илĕртетчĕç. Хам арçын ача пулнишĕн яланах савăннă. Атте хăй салтакри тивĕçне пурнăçлани çинчен пĕрмаях каласа паратчĕ. Вăл танкист пулнă. Асăнмалăх танкист шлемне илсе килнĕ. Ăна кăтартатчĕ. Атте шлема халĕ те упрать», — каласа кăтартрĕ Алексей.

ДОКУМЕНТА ТУПСА ĔМĔТНЕ ПУРНĂÇЛАНĂ. Çар тумне хывсан каччă Канашри строительство техникумне сварщике вĕренме кĕнĕ. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Алексей Галкин лăпкă ларайман. Юлташĕсем унта пулни пушшех канăçсăрлантарнă ăна. Çар комиссариатне хăйĕн ирĕкĕпе кайма шухăшласан килтисене пĕлтернĕ, çывăх çыннисем хирĕçленĕ. Документсене те пытарса хунă. Хĕрÿ чун-чĕреллĕ яш шухăшланинчен пăрăнман, пурпĕрех шыраса тупнă та ĕмĕтне пурнăçланă. Ашшĕ-амăшĕ ывăлне сывă таврăнма пиллесе ăсатнă. Çĕртме уйăхĕнчен унăн кĕске вăхăтлăх контракт /тăватă уйăх/ пуçланнă. Çул Оренбург облаçнелле выртнă. Мотострелоксен бригадинчи салтаксем хатĕрленÿ тухнă хыççăн самолетпа Дон çинчи Ростова вĕçнĕ.

КОНТУЗИ ХЫÇÇĂН ГОСПИТАЛЕ ЛЕКНĔ. «Луганск облаçне пуйăспа кайрăмăр. Мĕн кирлипе веçех тивĕçтерчĕç. Юлташ нумайччĕ. Туслă пултăмăр. Унсăрăн çарта йывăр. Çапăçăва пĕрремĕш хут кĕнĕ чухне хăрушă туйăнчĕ. Тухса кайиччен çакна ăнланма йывăр паллах. Унта пулса курнисем çеç тăшмана хирĕç тăрасси мĕн иккенне аван пĕлеççĕ. Малтан пĕр ялта чарăнтăмăр. Унта пурăнакансем пире лайăх кĕтсе илчĕç. Тапăнăва кайнă чухне тăшман минометсенчен пеме пуçларĕ. Çавăн чухне миномет ванчăкĕсем урана, пите лекрĕç, контузи пулчĕ. Хăлха илтместчĕ, анчах шалта шăхăрнă евĕр сасă тăратчĕ. Луганскри госпитале илсе кайрĕç. Госпиталь хыççăн Оренбург облаçĕнчи чаçе таврăнма тиврĕ, — калаçнă май тĕлĕнтĕм йывăрлăхран хăраман çамрăкран. Çар операцийĕнчи йывăр самантсем çинчен аса илес килмест унăн. Юлташĕсене çухатнишĕн чунĕ ыратать. Хăйĕн ирĕкĕпе кайнăшăн вара Алексей Галкин пĕртте ÿкĕнмест. Кăштах та пулин пулăшнине шанать. Белогоровка салине тăшманран ирĕке кăларма тивнĕ вĕсен.

ЯЛСЕНЕ КĔРСЕН ПУТВАЛСЕНЧЕ ÇĔР КАÇНĂ. «Унти ялсем, пирĕннисемпе танлаштарсан, самай пысăкрах. Белогоровкăра кашни хуçалăха тенĕ пекех кĕрсе тухрăмăр. Чылай çурта тăшман аркатнăччĕ. Салара пурăнакан çынсене пытаннă неонацистсенчен хăтарса яла йышăнтăмăр. Çынсем пĕрин хыççăн тепри тав турĕç. Унти халăх хăюллă. Тăшмана тыткăна илнĕ чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Вĕсем хăрушлăха кĕрсе ÿкнине кура хăйсене сирпĕтсе яма пултараççĕ. Ялта çăл çукчĕ. Хамăрăннисем, хыçалта пыраканнисем, шыв илсе килсе паратчĕç. Çапла перекетлеттĕмĕр. Юхса выртакан шыв курсан çăвăнкалаттăмăр та. Хăш-пĕр чухне хыçалта пыракан машинăра мунча пекки пулнă», — аса илчĕ Каçал ен каччи. Салтакăн питĕ çивĕч, вăйлă, ăслă пулмалла. Тăшманпа хире-хирĕç тăнă чухне пушшех. Тумтирне те пĕрле йăтса çÿремелле, броньлĕ жилет та тăхăнмалла. Мĕн тăвас тетĕн — унсăрăн тата хăрушăрах. Вăл вара самай йывăр. Алексей Украинăра çулла пулнă май тăварпа хытнă тумтирне юхса выртакан шывра çуса хĕвел çинче типĕтни, кăнтăрла шăрăх пулни, каçхине аванах сивĕтни пирки каласа кăтартрĕ. Ялсене кĕрсен вĕсем путвалсенче çĕр каçнă. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


Николай НИКОЛАЕВ: Çĕнĕ ыйтусене çĕнĕ майсемпе хуравлатпăр

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп тухтăрĕпе Николай Николаевпа çулталăка пĕтĕмлетес тĕллевпе курнăçрăмăр, тĕлпулу вара вăл ертсе пыракан клиникăн çĕнĕ майĕсем, Анăç санкцийĕсене парăнмасăр сиплев пахалăхне тивĕçтерни тата «тимлĕ пăхса çитĕнтермелли» врачсем тавра йĕркеленнĕ анлă калаçăва çаврăнчĕ.

Реабилитаци те, операци те – нумайрах

— Ырă çулталăк пулчĕ – палăртнине йăлтах пурнăçларăмăр, — терĕ Николай Станиславович. – Реабилитаци корпусне хута ятăмăр. Ансат пулмарĕ, анчах вăл паян ĕçлет. Çавна май унта койкăсен шучĕ хушăннине пула та 2022 çулта пациентсен йышне палăрмаллах ÿстертĕмĕр – иртнĕ эрнере çулталăкра сипленĕ 10000-мĕш пациента пуçласа регистрацилерĕмĕр. Хальччен çулталăкри чи пысăк кăтарту 9 пине кăшт çитейменччĕ. — Çулталăк вара вĕçленмен-ха… — Эппин, рекорд татах пысăкланĕ. Унсăр пуçне кăçал Центрта тунă операцисен шучĕ те самай пысăкрах пулĕ. Çĕнĕ корпус ĕçлеме тытăннине пулах РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви юпа уйăхĕнче пире тата 1 пин ытла операци хушса пачĕ. Апла тăк черет кĕтекен тата вун-вун çынна çитес çул мар, кăçалах операци тăвăпăр. Кăçалхи операцисен шучĕ вара 9080-а çитĕ. Реабилитаци корпусĕ тĕрлĕ майсем уçса пачĕ. Халĕ Спорт министерствипе килĕшÿ тума хатĕрленетпĕр: çĕршывăн пĕрлехи командисенчи спортсменсене хамăр патра ОМС тытăмĕ урлă йышăнма пуçлăпăр. Пысăк çитĕнÿсен спортĕнче суранланасси час-часах пулать — спортсменсене пулăшаятпăр, вĕсем текех черет кĕтмĕç, пирĕн патра реабилитаци тухĕç. — Театр тум çакмалли вырăнтан пуçланать, сирĕн клиника — хăнасем валли тунă автостоянкăран пулĕ… Шупашкарта çав стоянкăри пек тĕрлĕ регион номерĕллĕ нумай автомобиле урăх çĕрте кураймăн — çĕршыв географине тишкерме пулать. — Клиника уçăлнăранпа кĕçех 14 çул çитет, çавна май пурлăхпа техника базине çирĕплетес енĕпе те нумай ĕç тăватпăр. Хайхи стоянкăра çĕнĕрен асфальт сартăмăр. Чăнах та, пирĕн пата таçтан та килеççĕ: пациентсен 70% – ытти регионтан, вĕсен хăтлăхне тивĕçтересси, килĕшетĕп, автостоянкăран пуçланать. Центртах ачасем валли площадка турăмăр. Халĕ конференц-зала çĕнететпĕр: йăлтах çĕнĕ пулĕ — урайĕнчи ковролинран пуçласа сцена таран.

Вĕрентетпĕр те

— Коридорта çамрăксен ушкăнне асăрхарăм – пĕр-пĕринпе эпир пĕлмен чĕлхепе калаçаççĕ… — Вĕсем — ют çĕршывсенчен килнĕ студентсем. 2014 çултанпа Чăваш патшалăх университечĕн травматологипе ортопеди кафедрипе тачă çыхăну тытатпăр. Çак çулсенче хамăрăн профильпе вун-вун специалиста вĕрентсе хатĕрленĕ. Вĕсен пĕр йышĕ пирĕн коллектива килнĕ — Центрта ăнăçлă ĕçлет. Тĕрĕссипе, пĕтĕм реабилитацие медфак студенчĕсем кунта вĕренеççĕ. — Тунтикун Правительство çуртĕнчи канашлура медицинăна кадрсемпе тивĕçтерессин çивĕч ыйтăвне тишкерчĕç. Патшалăх Канашĕн спикерĕ Леонид Черкесов больницăсенче вĕренÿ пÿлĕмĕсем е вуçех çуккине, е путвалсенче вырнаçнине палăртрĕ. Темиçе клиникăра кăна, çав шутра сирĕн Центрта, тивĕçлĕ условисем пур-мĕн. — ЧПУн хăйĕн клиники çук, чылай медучреждени çамрăк специалистсене хатĕрлемелли клиника бази пулса тăрать. Пĕр 30 çул каялла студентсен йышĕ те хальхи пек пулман. Астăватăп: эпир 250 çын вĕренеттĕмĕр, халĕ вара 1-мĕш курса килекенсен йышĕ 900 çын патнеллех. Çавăнпа медучрежденисенчи унчченхи пÿлĕмсем çителĕксĕр. Республикăн çĕнĕ больницине хăпартрăмăр тăк унта студентсем валли вĕренÿ пÿлĕмĕсем уйăрса хăварма пулĕ. Пĕр корпуса университет клиники валли парас шухăш та пур. Мĕнле майсем пулĕç — курăпăр, анчах вĕренÿ процесне тивĕçтерме условисем кирлех. Хамăрăн клиника пирки калас тăк – кунта студентсемпе ĕçлемешкĕн пĕтĕмпех пур. Реабилитаци корпусне уçни çак майсене анлăлатрĕ: çамрăксем çĕнĕ оборудовани кураççĕ, медицина реабилитацийĕн технологийĕсемпе паллашаççĕ. Студентсен йышĕ пысăклансах пырать те – тепĕр вĕренÿ пÿлĕмĕ уçасси пирки шухăшлатпăр. Студентсем кăна мар, шкул ачисем те пирĕн патра час-часах пулаççĕ. Тин çеç шкул çулĕсенчи профориентаци форумĕ иртрĕ – республикăра «УПК-21» программа ĕçлеме тытăнчĕ. Эпир вара Шупашкарти 31-мĕш шкулпа ку енĕпе пĕр вунă çул ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Медицина класĕ пур — аслă классенче пĕлÿ илекенсем пирĕн патра практикăра пулаççĕ, чирлисене пăхма хăнăхаççĕ. Çав класран кăçал вĕренсе тухнисен 80% тĕрлĕ медицина вузне кĕнĕ. 5-мĕш гимназипе те çапла ĕçлеме пуçларăмăр, 2-мĕш лицейпе те çыхăну йĕркелесшĕн. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Халăхсен чĕри патне кĕпер хывнă

Куçаруçăсем — кĕпер строителĕсем пек. Вĕсем пĕр халăх чĕринчен теприн патне илемлĕ те çирĕп кĕперсем хываççĕ. Çавăн пек строительсенчен пĕри — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зоя Романова.

— Эсир шкул ачи чухне чăваш чĕлхи урокĕсене вĕренмен, çапах чăвашла лайăх пĕлетĕр.

— Чăвашла ятарласа ниçта та вĕренмен. Эпĕ çуралнă ялта – Шăмăршă районĕнчи Патирекре тантăш-пĕлĕш йышĕнче чăвашсем, вырăссем, тутар, ирçесем пурччĕ, çав ачасемпе пĕрле выляса ÿснĕ, шкула çÿренĕ. Класра эпĕ пĕртен-пĕр вырăсчĕ, чăваш чĕлхи урокĕсене сиктереттĕм. «Вĕренни ытлашши пулмасть» тесе мана çавăн чухне мĕншĕн никам та каламан-ши? Мария Ивановна, шкула ĕçлеме тин кăна килнĕ çамрăк вĕрентекен, хăйĕн урокне çÿреме хистеттереймен. Çапах эпĕ унта ларкалаттăм, ăна-кăна ăса хываттăм. Урокра шăв-шав тăратчĕ, мĕншĕн тесен «тăван чĕлхе» тĕп предмет шутланман. Ăна ахаль те пĕлетпĕр, апла ăна вĕренмесен те — çапларах йышăннă. Ку ачасенчен мар, «çÿлтисенчен» килнĕ. Акă мĕн патне илсе çитерчĕ вăл… Чăваш чĕлхипе аттестатра паллă пулманран пединститутри нимĕç-чăваш уйрăмне вĕренме кĕмешкĕн документсем параймарăм. Никам та ăс паман çав: тен, илетчĕç те пулĕ: чăвашла ытти ача шайĕнче калаçма пултарнă вĕт эпĕ.

— Зоя Васильевна, сире пула вырăссем чăваш литературинчи чи чаплă çыравçăсен — Хветĕр Уярăн, Илпек Микулайĕн, Трубина Мархвин, Анатолий Емельяновăн, Юрий Скворцовăн тата ыттисен — хайлавĕсемпе паллашма пултараççĕ. Нумай интервьюра çак ыйтăва хуравлама тивнĕ пулин те «Хыпар» хаçатăн хальхи вулаканĕсене те калăр-ха: куçаруçă профессине мĕнле суйларăр?

— Пединститутран вĕренсе тухсан пĕр çул вырăс чĕлхи кафедринче ассистентра ĕçлерĕм. Шалу пĕчĕкчĕ. Тумланас та, кино-театра çÿрес те килет… Эрнере 12 сехет кăна ĕçлеттĕм те тепĕр çĕре вырнаçма та хирĕç марччĕ. Кафедра ертÿçи М.Михайлов кĕнеке издательствине кайса пăхма сĕнчĕ. Вăл ун чухне института хирĕçехчĕ, 50 метрта. Çапла майпа Чăваш кĕнеке издательствин алăкне пырса шаккарăм. Вĕсене шăпах вырăс кăларăмĕсемпе ĕçлекен аслă корректор кирлĕ пулнă та — мана илчĕç. 1965 çулхи нарăс уйăхĕнче пулчĕ ку. Ман пата Герасим Харлампьев-Пилешĕн ача-пăча кĕнеки çитрĕ. Ăна Мускав çынни вырăсла куçарнă та ăнланмалла мар самантсем пурччĕ. Пĕр калавра, тĕслĕхрен, хурăн çинчен хыр йĕкелĕ ÿкни пирки çырнăччĕ. Вĕçĕ-хĕрне тухас тесе автортан чăвашла çырнă кĕнекине ыйтса илтĕм те хам куçартăм. Ун чухне аслă редакторта Хĕветĕр Уяр ĕçлетчĕ. Эпĕ чăвашла пĕлни ăна кăсăклантарнă. Вăл мана хăйĕн «Кăмака юсаттарни» калавне куçарма пачĕ. Манăн куçару ăна килĕшнĕ, малалла та ку енĕпе ĕçлеме сĕнчĕ. Малтанхи куçарусем Степан Апашăн, Анатолий Емельяновăн калавĕсемпе, повеçĕсемпе çыхăннă. Вĕсене пĕр антологие кĕртнĕ хыççăн ытти автор та хăйсен хайлавĕсене сĕнме тытăнчĕ. Унччен вĕсемпе Мускав çыннисем ĕçленĕ: тÿртен /сăмахăн-сăмахăн/ куçарнă. Чĕлхене пĕлни мана текста илемлĕн куçарма май паратчĕ.

— Ят-сумлă çыравçăсен произведенийĕсене редакцилеме хăраман-и?

— Виçĕ уйăхранах стиль енĕпе ĕçлекен редактора куçарчĕç. Пĕрремĕш яваплă ĕç хушрĕç: Петĕр Хусанкайăн «Туслăх кĕнекин» ал çырăвне редакцилемелле. Асăрхаттарусем пирки авторпа канашличчен ал çырăвне темиçе хут вуласа тухрăм. Ахаль çын мар вĕт — Чăваш халăх поэчĕ, ăна тĕнчипех пĕлеççĕ. Питĕ хумхантăм. Кăлăхах иккен, пĕтĕмпех лайăх пулчĕ, вăл кăмăллă юлчĕ, кĕнеке тухрĕ. Тĕрлĕ авторпа ĕçлерĕм. Лайăх ал çырусене куçарма çăмăлччĕ.

— Кăмăлсăррисем пулман-и?

— Виктор Ржановпа пулнă тавлашу асра юлнă. Вăл вăрçă темипе çырнă ĕç илсе килнĕ. Хĕрÿ чунлă автор хăй мĕнле çырнă, çапла хăварма ыйтать. Ку вара чĕлхе нормисемпе килĕшсе тăмасть. Унсăр пуçне те çитменлĕхсем пурччĕ. Манăн асăрхаттарусем пирки: «Эсир сивĕ чĕреллĕ, хамăн хайлава куçарма сире шанмастăп», — терĕ. Тĕрĕссипе, пĕртте кулянмарăм, савăнтăм кăна. Икĕ тĕслĕхре издательство укçине перекетлесе хăвартăм. Кун пирки мăнаçлансах калатăп. М.Белов текстне темĕнле Дугинец хăй ячĕпе кăларасшăнччĕ. Тепĕр литератор — Мускавран Андриян Николаев космонавт çинчен роман çырма килнĕ Лосев. Виçĕ уйăх Шуршăлта пурăннă хыççăн ал çырăвĕ илсе килчĕ. Мĕн асăрхарăм тетĕр? Вăл литература хайлавне илнĕ те унти сăнарсемпе ялсене чăвашла ятсем панă. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Ĕнесене халĕ роботсем сăваççĕ

Çĕнĕлĕхсемпе ăслăлăх çитĕнĕвĕсене ял хуçалăх ĕçченĕсем патне çитерес ĕçре «АгроИнновацисем» предприятин специалисчĕсен тÿпи пысăк. Аграри консультанчĕсем çĕр ĕçĕнчи тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çĕнĕ технологисемпе ĕçре паллаштарас, ахаль çынсемех вĕсене алла илме пултарнине кăтартас тĕллевпе республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çакă аграрисене çитĕнÿсем тума пулăшать.

Выльăха кăкармасăр тăратаççĕ Сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси юлашки 10-15 çулта аталанăвăн çĕнĕ тапхăрне тухрĕ. Малти вырăнта — сĕт производствин çĕнĕ технологийĕсем. Республикăра выльăха кăкармасăр тытмалли çĕнĕ йышши комплекссем хута каяççĕ. Вĕсенче выльăхчĕрлĕх ĕрчетмелли хăтлă условисем йĕркелеççĕ: микроклимат, çутăпа тивĕçтересси пысăк шайра, выльăх апатпа шыв патне ирĕклĕнех пыма пултарать, ун умĕнчен апат талăкĕпех татăлмасть. Сĕтлĕ выльăха пур хуçалăхра та кăкармасăр тăратасси вăя кĕмен пулсан та улшăнусем пур. Чылай вырăнта вĕсене кĕтĕве кăларма пăрахнă, çулталăкĕпех витере тăратаççĕ тата консервланă апатран тăракан рациона пăхăнаççĕ. «Агро-Инновацисем» предприяти ĕçченĕсем 10 çул ытла ĕнтĕ ĕне усракан предприятисемпе ĕçлеççĕ, практика консультацийĕсем ирттереççĕ. Специалистсем хуçалăхсене çитсе сĕнÿсем параççĕ, вĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăраççĕ. Çакăн пек тухса çÿрени специалистсене хуçалăхсенчи ĕçсене лайăхрах хак пама, производство тата экономика кăтартăвĕсене лайăхлатмалли тĕрĕс çул-йĕре суйласа илме май парать. Паянхи кун аграри консультанчĕсем республикăри икĕ предприятипе — Элĕк районĕнчи «Новый путь» тата Муркаш районĕнчи Суворов ячĕллĕ хуçалăхсемпе — ĕçлеççĕ. Асăннă предприятисем ăратлă ула ĕнесем ĕрчетеççĕ. «Новый путь» хуçалăхра сăвăнакан ĕнесен шучĕ — 572, Суворов ячĕллĕ хуçалăхра 300 пуçпа танлашать. Ăнăçлă ĕçлесе пыракан «Новый путь» хуçалăх тупăшăн пысăк пайне модернизаци ĕçне хывнипе уйрăлса тăрать. Унта юлашки 20 çулта 10 ытла вите хута янă, вĕсем патне пымалли çул-йĕре йĕркене кĕртнĕ. Кашни фермăра, вĕсем вара хуçалăхăн виççĕ, хальхи вăхăтри тырă упрамалли складсем, сенаж хывмалли траншейăсем тунă. Асăннă хуçалăхра пăрусене кăкармасăр тытаççĕ, айне те çителĕклĕ таран улăм сарса параççĕ. Унсăр пуçне çамрăк выльăх апат тата ăшă шыв патне талăкĕпех ирĕклĕн пыма пултарать. Кунта пăрусене пăхас ĕçе Раççей тата чикĕ леш енчи чи лайăх хуçалăхсенчен пĕрре те кая мар йĕркеленĕ. Ял хуçалăх организацийĕнче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ, курăк çулакан комбайнсем те — çĕнĕ йышшисем. 2021 çулта пĕр ĕнерен вăтамран 8362 килограмм сĕт суса илнĕ. Хуçалăх çитĕнĕвĕсенче 20 çул ертÿçĕре тăрăшнă, ЧР тата РФ ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ячĕсене тивĕçнĕ Иван Игнатьев тÿпи пысăк. Паян предприятие Сергей Майоров ертсе пырать. Çакна палăртмалла: «Новый путь» хуçалăхра робот-доярлă ĕне витине республикăра чи малтан хута янă. Хальхи вăхăтра унта ĕнесене çак меслетпе сума хăнăхтараççĕ. Витере икĕ робот-дояр вырнаçтарнă, вĕсем кашни талăкра 60 ĕне таран сăваççĕ. Хуçалăхра хальхи вăхăтра тепĕр ферма хăпартаççĕ. Вăл 200 ĕне валли пулĕ. Суворов ячĕллĕ хуçалăхпа «Агро-Инновацисем» предприяти специалисчĕсем 2021 çулта ĕçлеме тытăннă. Предприятире — сăвăнакан 247 ĕне, пĕр выльăхран 2020 çулта вăтамран 7264 килограмм сĕт суса илнĕ. Кăтартăва тата ÿстермешкĕн аграри консультанчĕсем рациона палăртса апатлану гигиенине лайăхлатма сĕннĕ. Çавăн валли выльăха 5 ушкăна пайланă, вĕсене апатлантарас ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Хуçалăх ертÿçи Алексей Воробьев та, ытти ĕçчен те «Агро-Инновацисем» предприяти специалисчĕсемпе пĕр шухăшлă пулса тăрăшнă. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Вĕрентекенсен савăнăçĕ: ача йышĕ ÿсет

Шупашкар районĕнчи Лапсар ял тăрăхне кĕрекен Çатракассине тĕп хуларан 10-15 минутрах çитме пулать. М7 автоçул хĕрринче лараканскер Шупашкартан пĕр çухрăмра кăна вырнаçнă. Хула çумĕнчи ял мĕнле пурăнать-ха? Çак ыйтăвăн хуравне шыраса Çатракассине çитсе килтĕм.

Музей кăсăклă материалпа пуян

Ялти шкулта музей пур. Ăна истори учителĕ, РСФСР çут ĕç отличникĕ Николай Иванов пуçарнипе пуçтарма пуçланă. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Людмила Николаева пĕлтернĕ тăрăх, музейĕн чи малтанхи экспоначĕсем чĕр чунсен шăммисемпе чулран тунă ĕç хатĕрĕсем пулнă. Музейре ĕлĕкхи савăт-сапа, тумтир, пир станокĕ, Çăварнире катаччи чупнă лаша çуни, шкул ачисем йывăçран касса тунă илемлĕ япаласем… упранаççĕ. Людмила Юрьевна кунта кăсăклă уроксем ирттернине, экспонатсемпе кĕçĕннисем уйрăмах интересленнине палăртрĕ. Музейри стендсене тĕпченĕ май ял, шкул, колхоз кун-çулĕ куç умне тухать. Ялта 1930 çулта «Новый быт» колхоз чăмăртаннă. 1950 çулта ку тăрăхри пилĕк ял пĕрлешсе Крупская ячĕллĕ колхоз туса хунă. Хуçалăхра кайăк-кĕшĕк ĕрчетме тытăнсан «Дружба» предприятие никĕсленĕ, каярахпа Шупашкарти чăх-чĕп фабрики йĕркеленнĕ. Унта нумай çул ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ Юлия Григорьева Çатракассинче пурăнать, халĕ хисеплĕ ветеран тăхăр теçетке çултан иртнĕ. Ялти тепĕр сумлă çын Марфа Смирнова пулнă. 1924 çулта çуралнă хĕрарăм 20 çул трактористра вăй хунă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Мĕн ĕлĕкрен ял çыннисем чăх-чĕп фабрикисĕр пуçне Кÿкеçри, Шупашкарти предприятисенче нумаййăн ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра та ял çыннисенчен чылайăшĕ тĕп хулана ĕçе васкать. Телее, автотранспорт енĕпе кунта кăткăслăх мар, Шупашкартан кашни 30-40 минутранах яла маршрутка çÿрет. Ялта пушă ларакан çурт çукпа пĕрех, дача тытакан нумай. Музей вырнаçнă çуртăн кун-çулĕ те вăрăм, ăна 100 çул каяллах тунă. Унта тăватă класлă шкул вырнаçнă. Хальхи вăхăтра музейсĕр пуçне авалхи çуртра ялти библиотека та ĕçлет. Вулавăша Вăрманкас, Ассакасси, Ойкасси, Çатракасси ялĕсенче пурăнакансем çÿреççĕ. Надежда Иванова библиотекарь каланă тăрăх, шкул ачисемпе ватă çынсем ытларах вулаççĕ. Вулавăша чăваш хаçачĕсем килсе тăраççĕ, кашни кварталта тĕрлĕ кĕнекепе /чăваш литературипе, тĕнпе çыхăннă кăларăмсем ытларах/ тивĕçтереççĕ. Библиотека шкулпа тачă çыхăнса ĕçлет, пĕрлехи мероприятисем ирттереççĕ. Вулавăш çумĕнче ал ăстисен «Ылтăн шăрçа» кружокĕ ĕçлет. Вăрманкасри Надежда Дьячкова хĕрачасене вĕтĕ шăрçапа илемлĕ япаласем тума вĕрентет. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Тимофей КИРИЛЛОВ: Тĕнче виртуаллă пурнăçа куçĕ

Виçĕ çулти ача мĕн çинчен калаçма пултарать? Наука пирки мар пуль ĕнтĕ. Анчах Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкулта вĕренекен Тимофей Кириллов çав ÿсĕмрех амăшне гравитаци çинчен ăнлантарса тĕлĕнтернĕ. Ăçтан тупнă-ха вăл ку сăмаха? Радиокăларăмсене кăсăкланса итлени, аталантаракан мультфильмсем пăхни витĕм кÿнĕ пулинех. Тимофей ăслă ача пуласси унăн пурнăçĕн малтанхи çулĕсенчех палăрма тытăннă.

Пилĕк çултах вентилятор ăсталанă

— Çулталăкра чухне, утма вĕренсен, Тимофей мĕн тытнине пĕтĕмпех пăсса пăхатчĕ. Ну, паллах ĕнтĕ, вăл ун чухне çавна каялла пухаймастчĕ. Çапла майпа тĕнчепе паллашма тытăнчĕ, вăл мĕн те пулин пăснине те лăпкăнах йышăнаттăмăр. Хăш-пĕр япалана вара унăн куçĕ тĕлне лекмелле мар тĕплĕн пуçтарса хураттăмăр. Тем те пĕр шухăшласа кăларас туртăмĕ питĕ ир вăранчĕ. Пилĕк çулта чухнех сĕтел çине лартмалли вентилятор хатĕрлерĕ. Ăна вăл кайран хĕресне амăшне парнелерĕ. Çав япала халĕ те упранать. Унтан карапсем, лаборатори валли питани блокĕ турĕ. Яланах мĕнпе те пулин аппаланать, — каласа кăтартрĕ арçын ачан амăшĕ Юлия Павловна. Юратнă тĕпренчĕкĕн çакнашкал кăсăклану ăçтан тупăннине калама пултараймасть вăл. Тен, сăнама юратни, курни-илтнине лайăх астуса юлни те хăйĕн витĕмне кÿрет? Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе вĕренекен арçын ача пушă вăхăтра тĕрлĕ техника, электроника çинчен видеороликсем пăхать, çав тери хавхаланса каять те мĕн те пулин шухăшласа кăларма, ăсталама пуçлать. Сас паллисемпе паллашиччен аслисем тавра курăма аталантармалли кĕнекесем вуласа панин те тÿпи пурах ĕнтĕ. Техникăпа, электроникăпа кăсăкланакансем хулари «Кванториум» ача-пăча паркне çÿренине пĕлсен Тимофейăн та унта каяс килнĕ. Анчах çав вăхăтра вăл ÿсĕмĕпе пĕчĕкрех пулнă, «Кванториума» вуннă тултарсан çеç çырăнма пулать. Çав çула çитессе аранах кĕтсе илнĕ арçын ача. Халĕ вара вăл хăйĕн ăсталăхĕпе, шухăшлавĕпе нумай çынна тĕлĕнтерет. — «Кванториума» çÿреме тытăнсанах Тимофей электроникăпа, радиотехникăпа питĕ туслă пулнине ăнлантăм, — терĕ хăйĕн вĕренекенĕ пирки ача-пăча технопаркĕн преподавателĕ Герман Руссков. — Унăн ÿсĕмĕнчи ачасем çавнашкал проектсем хатĕрленине час-часах тĕл пулаймăн. Мĕн-мĕн кăна шухăшласа кăлармасть-ши вăл! Акă, эсир çутă диочĕллĕ кутамкка çинчен илтнех пулĕ? Унсăр пуçне вăл хăй тĕллĕнех электромотоцикл пуçтарать. Кивĕ мопед туяннă, ăна салатнă та — халĕ питĕ хăйне евĕрлĕ проект хатĕрлет. Тимофей — анлă тавра курăмлă ача. Вăл интернетра мĕн те пулин питĕ кăткăссине тупсан çавна хăй те туса пăхать. Кутамкка пирки калас пулсан та, паллă ĕнтĕ, ку унăн идейи мар, вăл маларах та пулнă, анчах пирĕн патра ун пеккине никам та тумасть, вăл ăна хăй тĕллĕн хатĕрленĕ. Унăн пуçне яланах мĕнле те пулин çĕнĕ шухăш пырса кĕрет. Чи пысăк çитменлĕхĕ — вăхăт сахалли. Темĕн те тăвасшăн, темĕн те ĕлкĕресшĕн. Паллах, техникăна лайăх шахвăртакан ытти çын пекех, питĕ сăпайлă хăй. Эпир унпа ку таранччен таçта та çитсе килтĕмĕр, тĕрлĕ мероприяти-конкурса хутшăнтăмăр: Мускавра пултăмăр, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче… «Кванториумри» пысăк мероприятисенче те вăл кашнинчех тухса калаçать. Тĕрĕссипе, манăн вĕренекенсен йышĕнче ун пекки урăх пулман, вăл пĕртен-пĕрскер. Чирленипе килте юлсан та юратнă ĕçĕпе аппаланма ăна никам та чараймасть. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.