Комментировать

15 Дек, 2022

Тантăш 49 (4818) № 15.12.2022

Пур ачашăн та ырă тĕслĕх

Паттăрла ĕç тăвакансен йышĕнче шкул ачисем пурри калама çук савăнтарать. Хăйсен юлташне, йăмăк-шăллĕне е пачах палламан ачана пĕр-пĕр инкекре çăлнă тĕслĕх чылай пулнă. Авăн уйăхĕнче эпир «Тантăш» хаçатра Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Макар Мушков çинчен çырса кăтартнăччĕ. Вăл çуллахи каникулта кукамăшĕ патĕнче каннă вăхăтра шывра путакан арçын ачана çăлнăччĕ. Паян сире кăçалхи çу уйăхĕнче паттăрлăх кăтартнă Даниил Порфирьевпа паллаштарасшăн. Тăххăрмĕш класс арçын ачи хăйĕн икĕ йăмăкне пушартан çăлнă.

Урамра тĕтĕм явăннă, хăрушă сасăсем илтĕннĕ

Порфирьевсен туслă çемйи малтан Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăннă, кайран райцентра куçнă. Даниил çиччĕмĕш класран пуçласа Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта вĕренет. Çавăн пекех унăн икĕ йăмăкĕ пур: Валерия пиллĕкмĕш кадет класĕнче ăс пухать, Оля иккĕмĕшĕнче вĕренет.

Çу уйăхĕн 19-мĕшне Даниил хальхи пек лайăх астăвать. Çак кун вăл килĕнче пĕччен пулнă. Икĕ йăмăкĕ юлташ хĕрачисемпе подћездра вылянă. Сĕтел хушшинче апатланнă хушăра арçын ача урамра сĕрĕм тухнине асăрханă.

— Куç хăех чÿрече енне пăхрĕ-ши?.. Малтан кÿршĕсем мунча хутаççĕ пуль тесе шухăшларăм. Анчах тĕтĕм вăйланса та вăйланса пычĕ. Çав вăхăтра темĕнле хăрушă сасăсем те илтĕнме тытăнчĕç. Кайран тем пулман-ши тесе урама чупрăм. Подћезд алăкĕнчен тухнă-тухманах «хĕрлĕ автан» ялкăшнине куртăм — кÿршĕсен сарайĕ çунать, шифертан тунă тăррийĕ те ишĕлме тытăннă, — иртнине куç умне тепĕр хут кăларчĕ Даниил. Порфирьевсем икĕ хутлă çуртра пурăнаççĕ. Çунакан йывăç сарай шăпах унпа çумăн ларнă, вĕсен хушшинче 1 — 1,5 метр кăна пулнă. Урама чупса тухнă Даниил «хĕрлĕ автан» алхаснине курсан çынсене пушар ĕçченĕсене чĕнме сĕннĕ. Анчах кÿршĕре пурăнакансем шăнкăравлама ĕлкĕрнĕ те. Хыççăн вăл подћезда чупса кĕнĕ, вылякан йăмăкĕсене тата вĕсен юлташ хĕрачине хăвăртрах урама тухма хушнă. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Чем же украсить новогоднюю елку?

Наверное, нет человека, который в преддверии «зимних выходных» не думает о праздничном столе и нарядной зеленой ели. Раньше в России Новый год праздновался 1 сентября, и не было никаких украшенных заснеженных елок. Вместо них древние славяне наряжали дубы и березы. Традиция встречать смену года с пушистой красавицей зародилась в Германии в XV веке. Благодаря Петру I в 1700 году этот обычай дошел и до России. На народных празднествах он пользовался переменной популярностью. Однако сейчас ель – главный атрибут Нового года!

Роспись елочных шаров

Так зачем же мы украшаем елки? По мнению детей, чтобы поддержать дух празднования и создать новогоднюю атмосферу. Дети считают, что если не будет елки, то Деду Морозу некуда будет складывать подарки! Может, он их вовсе не оставит и, обидевшись, сбежит в окно. Поэтому дерево необходимо украшать, а еще лучше делать эти украшения самостоятельно. <...>

Надежда МАКАШИНА.

♦   ♦   


Письмо и посылка солдату

Учащиеся нашей школы написали письма российским бойцам, участвующим в военной спецоперации на Украине.

Дети с нарушениями слуха рассказывают о себе и желают солдатам вернуться домой живыми и здоровыми. Это простые, искренние слова. Трогательные детские послания упаковали вместе с теплыми шерстяными носками, которые ребята связали сами под руководством педагогов. Посылку собирали старшеклассники. Инициативу своих детей поддержали и родители на собрании. За судьбу бойцов искренне переживает весь коллектив нашего учреждения.

Отправить весточку в Донбасс решили через добровольца, волонтера, координатора движения «Цивильск - ZА победу!» Александра Алексеева. Его пригласили в школуинтернат, где за круглым столом прошла завораживающая до глубины души беседа. Гость рассказал старшеклассникам много интересного и захватывающего из того, что ему пришлось увидеть и пережить в течение последних двух месяцев при посещении мобилизованных и солдат на передовой. <...>

Людмила РЫБАКОВА.

♦   ♦   


«Кÿршĕ ачине чĕкеç йăви парнелерĕм»

Рубрикăн паянхи хăни — Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши тата ытти преми лауреачĕ Светлана Асамат юрăç, композитор, прозаик, сăвăç, журналист. Светлана Васильевна Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăшра, Василий Степановичпа Александра Андреевна Степановсен туслă та ĕçчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ нумай çул шкулта ачасене вĕрентнĕ, амăшĕ медицина ĕçченĕ пулнă. Иккĕшĕ те Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Баян, купăс, шăхлич калакан, халăх юратакан юрăçăн ачалăхĕпе паллашар паян.

ПАЧĂШКĂ СУХАЛĔ. 1 Эпĕ ун чухне 4-5 çулсенче. Кукамай мана тата Альбина йăмăкăма Çĕрпÿ районĕнчи Чиркÿллĕ Ямаша Турă шывĕ сыптарма илсе кайнă. Эпĕ кукаçин сухалĕнчен туртса выляма юрататтăм. Пирĕн пата пачăшкă çывхарчĕ. Вăрăм сухаллăскер. Кукамай мана йăтса илчĕ те пачăшкă хĕрлĕ шĕвек сыптарчĕ. Тарăхнипе ăна сухалĕнчен хытах туртрăм. Вăл пуçне пăркаларĕ те: «Иртсе кайăр малалла, иртсе кайăр», — терĕ кукамая ăшшăн кулкаласа. Чиркÿре хитре юрлатчĕç, татах та итлес килетчĕ.

2 «КУШАК». Аттепе анне, асанне сĕтел хушшинче калаçса лараççĕ. Эпĕ вĕсен тавра явăнса çÿретĕп. Манăн та пĕрле ларас килет, çине-çинех пырса çулăхатăп. «Светлана, итлемесен кăмака хыçне тăрататăп. Ан чăрмантар, кай та тăр», — терĕ атте. Кайса тăтăм, хушнă та. Кăмака хыçĕнче — тĕттĕм, шиклентерет. Атте ирĕк памасăр тухма юраманнине пĕлетĕп. Мĕн тумалла? Тутăра салтрăм, пуçран витĕнтĕм, тăватă ураланса, кушак пек мăрлатса сĕтел айне кĕтĕм. «Мăр, мăр!» — тетĕп ачашланса. «Мĕнле кушак çÿрет кунта?» — теççĕ. Нихăшĕ те тапса ямаççĕ. Атте сĕтел хушшинчен тухрĕ те: «Кам ку? Айта тух-ха, тух», — терĕ. Тухрăм. Вăл мана икĕ аллипе çĕклерĕ те: «Ку пирĕн маттурскер иккен», — тесе ытамне илчĕ. Аттепе анне те, асаннепе кукамай та пире нихăçан та çапман, усал сăмахпа вăрçман. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.