Комментировать

14 Дек, 2022

Хресчен сасси 49 (2937) № 14.12.2022

Ĕç чуна канлĕх кÿтĕр

Республикăри ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ умĕн Чăваш Енри АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн хастарĕсем ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнăччĕ. Унта вĕсем агроклассенче вĕренекенсемпе пĕрле хуçалăхсене çитсе курма ĕмĕтленнине пĕлтернĕччĕ. Шăпах çак ĕмĕте пурнăçларĕç. Иртнĕ эрнере Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулти 11-Т класра вĕренекенсем вырăнти «Коминтерн» хуçалăхра пулчĕç: машинăпа трактор паркĕнче çĕнĕ техникăпа паллашрĕç, фермăна та çитсе курчĕç. Çак пуçарăва асăннă районти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем те ырларĕç.

Курни пĕлтерĕшлĕрех

«Коминтерн» ЯХПК пирки республикăра илтмен-пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл хăватлă аталанакан хуçалăхсенчен пĕри шутланать. Ăна РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Новикова 28 çул ертсе пырать.

Кăçалхи ноябрь уйăхĕнче унта — 500 пăру, малтанхи çулсенче вара 600-шер ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ икĕ вите тунă. Сĕт залĕнче — «карусель» оборудовани. Унта харăсах 36 ĕне сăвăнать. Çавăн пекех сĕт пахалăхĕн лабораторийĕ, ĕне выльăха компьютер тĕрĕслевĕпе палăртакан пÿлĕм пур.

Хуçалăх пиллĕкмĕш çул выльăхчĕрлĕх отраслĕнче инвестици проектне пурнăçа кĕртет. Çавна май асăннă тапхăрта 310 млн тенкĕлĕх расхутланă. Паллах, çакнашкал ĕçсене пурнăçлама патшалăх курăмлă пулăшу панине каласа хăвармалла. Унсăр пуçне коллектив маттур пулнине те. Сăмах май, çакнашкал инвестпроектсене пурнăçа кĕртнĕ чухне тăкакланнă укçа-тенке субсидипе тавăрса параççĕ. «Коминтерн» хуçалăха кăçал çеç 37 млн тенкĕ ытла тавăрнă. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене — пулăшу

Республикăри хушма хуçалăхсем АПК аталанăвне курăмлă тÿпе хываççĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илнĕ çĕрте вĕсен тÿпи — 41%. Кăçалтан уйрăм хуçалăхсене аталантарма тата тăкаксене саплаштарма федераци шайĕнчен те пулăшма палăртнă. Унпа усă курас тесен хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленмелле, çынна тара тытмасăр хăй тĕллĕн вăй хумалла, ятарлă йĕркепе налук тÿлемелле. Çулталăкри налук 2,4 млн тенкĕрен иртмелле мар.

Патшалăх пулăшăвне район муниципалитечĕсен, округсен администрацийĕсем урлă параççĕ. Субсиди илмешкĕн заявлени тăратмалла.

2021 çулхи микроçырав кăтартăвĕпе Чăваш Енре 234 пин хушма хуçалăх. Малтанлăха палăртнă тăрăх, кăçал хушма хуçалăха аталантаракан 25 пин çынна программăна явăçтармалла. Хальхи вăхăтра пурĕ 7 пин çын хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленнĕ е палăртнин — 28%. — Халăха пĕлтермелле, пулăшу мерисем пирки ăнлантармалла. Сирĕнтен хăшĕ 100 çын пурăнакан яла çитсе хушма хуçалăхсене ĕне туяннăшăн 70 пин тенкĕ тавăрса панине ăнлантарнă? Çак ĕçе вăйлатмалла, — тенĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район ертÿçисемпе иртнĕ канашлура. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Çĕр сывланине курнă-и?

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Хăмарккари Игорь Кочеганов çирĕм çула яхăн ял хуçалăхĕнче тăрăшать. Хастар та ĕçчен çын кăçал «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Ачаран тăван тăрăха юратса, ял хуçалăхĕнче вăй хурса çитĕннĕ çамрăк кун-çулне те унпах çыхăнтарнă.

— Çĕр ĕçне килĕштернĕрен Етĕрнери училищĕре механизатора вĕренсе тухрăм. Совет çарĕнче пулнă хыççăн Мăн Хăмаркканах таврăнтăм. Аннене те пĕччен хăварас килмерĕ. Малтанхи вăхăтра «Урпаш» колхозра вăй хутăм. Пĕрремĕш хутчен «ЮМЗ6» тракторпа çĕр ĕçне пуçăнни те асрах-ха. Ун чухнехи тракторсене хальхипе танлаштараймăн. Акасуха вăхăтĕнче кабинăна куç курми тусан кĕрсе тулатчĕ. Шăрăхра тарланипе чăм шыва ÿкнĕ, сивĕре вара шăннă. Çапах юратнă ĕçре йывăрлăх та сисĕнмест. Çамрăк чухне уйрăмах, — терĕ Игорь Кочеганов.

Унăн тĕрлĕ предприятире вăй хума тивнĕ. 2015 çултанпа вăл «Нива» ЯХПКра тăрăшать. Пысăк хуçалăхра ĕç те пайтах. Кунта усă куракан çĕрсем кăна 2 пин гектара яхăн. Игорь Владимирович малтанах Т-150К тракторпа кĕрхи, çурхи культурăсем акмашкăн хирсене сухаласа хатĕрленĕ.

— Пулса çитнĕ çĕр сухаланă май агрегат хыççăн хăйăр пек юхса пырать. Çакна курсан татах хавхаланса ĕçлетĕп, кăмăл та çĕкленет. Кун пек çĕр çинче культура та аван çитĕнет, апла тухăç та лайăх пулĕ. Çулпа çул пĕр пек килмест. Кăçал çуркунне хирсем йĕркеллĕ типейменрен самай нушалантăмăр. Йĕпе вырăнсенче путса ларни те пулкаларĕ. Мĕн тăвăн, вăхăтра акмаллах. Апла лаптăксене хатĕрлемелле, — пĕлтерчĕ вăл.

Механизатор тăрăшса вăй хунине кура икĕ çул каялла ăна çĕнĕ «Кировец К-424» трактор шанса панă. Хăватлă техникăпа ĕç условийĕсем те палăрмаллах лайăхланнă. Кабинăра кондиционер пулнăран шăрăхра сулхăн. Паллах, ĕç тухăçлăхĕ те ÿснĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Ял çыннин савăнăçĕ

Çулталăк вĕçленсе пынă май хресченĕн ĕçĕхĕлне, ÿсĕмне, йăнăшĕсене пĕтĕмлетме вăхăт.

Кăçал çанталăка кÿренме кирлĕ мар. Тыр-пула, пахча çимĕçе çитĕнме çумăр та, ăшă та çителĕклех пулчĕ. Хушма хуçалăхсене те тухăç савăнтарчĕ. Хăш-пĕр çулхине помидора йăран çинче çитĕнтерме кансĕр: е чирчĕр тапăнать ăна, е сивĕпе пĕтет. Кăçал вара тухăç лайăх пулчĕ, аври çинчех пиçрĕ, анчах вырнаçтарма йывăр. Республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем те ÿсен-тăран отраслĕнчен пысăк тухăç илчĕç. Ку пурне те савăнтарать.

Çулталăк Мартынкассинче пурăнакансемшĕн ырă пулăмсемпе асра юлĕ. Икĕ çул ытла хупă тăнă хыççăн ялти лавкка тепĕр хутчен алăкне уçрĕ. Элĕк райповĕ суту-илÿ çуртне хута янине çынсем ырласа йышăнчĕç. Ватăсемшĕн чăннипех савăнăç. Унччен яла автолавкăсем килнĕ, анчах эпĕ вĕсенчен тавар туянман. Сăлтавĕ вĕсенче тавар хаклă тата ассортимент чухăн пулнипе çыхăннă. Мĕн тăвăн, пысăках мар машинăпа пурне те тиесе килеймĕн. Кирлĕ япаласем илме Элĕке каяттăм. Лавккара сĕт-турăха 60 тенкĕпе илме пулать, автолавкăсенче вара 80-90 тенкĕпе сĕнеççĕ. Вĕсен те тăкаксене саплаштармалла-çке. Бензин кирлĕ, сутуçа, водителе ĕç укçи тÿлемелле тата ыт.те. Аякри ялсем пушанса пынишĕн, ĕçлекен юлманнишĕн эпир, тăван тăрăхра тĕпленнисем, айăплă мар. Вырăнта тивĕçлĕ йĕрке тума пултарайманни тĕлĕнтерет. Пурнăçа хăй юхăмĕпе яракансенчен ыйтмалла-тăр кун пирки. <...>

Вениамин АРХИПОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.