Комментировать

26 Сен, 2014

Пурне те шута илĕç: хуçалăхсене, выльăхсене, сад-пахчана...

2016 çулта Пĕтĕм Раççейри ял ху-çалăх çыравĕ иртĕ. Чăвашстат çак пысăк ĕçе хатĕрленсе ирттерме штатра тăман ятарлă ушкăн туса хунă.

Хальхи вăхăтра вĕсем ял хуçалăх объекчĕсен списокне хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Çулталăк вĕçлениччен республикăра правительство комиссийĕ тата районсенче çырав комиссийĕ туса хурĕç.

Аса илтерер: Пĕтĕм Раççейри ял ху-çалăх çыравĕ 2016 çулта июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен пырĕ, çитме йывăр уйрăм вырăнсенче – сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 15-мĕшĕччен. Çыравăн малтанхи кăтар-тăвĕсене 2017 çулхи IV кварталта пичетлĕç, пĕтĕмĕшле кăтартусене вара 2018 çулхи IV кварталта.

Юлашки хут пирĕн çĕр-шывра çакнашкал пысăк калăпăшлă ĕçе 2006 çулта ирттернĕ. Ун чухне Чăваш Республикинче 1101 ял хуçалăх организацийĕ пулнă, 2064 – хресчен (фермер) хуçалăхĕпе уйрăм предприниматель* 272,1 пин харпăр хăй тата уйрăм хуçалăх* 733 – сад, пахча коллективĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен тата дача евĕр коммерциллĕ мар пĕрлешÿ.

Елена Николаева.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.