Комментировать

8 Дек, 2022

Чăваш хĕрарăмĕ 48 (1276) № 08.12.2022

«Савăнатăп. Йăл кулатăп. Пурăнатăп»

«Ырă шухăш-ĕмĕтпе кăна пурăнмалла. Çынна усал сунма юрамасть. Унсăрăн йăлтах хăв патна каялла çаврăнса çитет. Санран тухнă кирек мĕн те — эсĕ. Ырри — ырăпа, усал — усалпа тесе ваттисем те ĕлĕкех каланă», — хăй те пурнăç çулĕпе самай — 85 çул — утса аслă ÿсĕмрисен йышне кĕнĕ Зинаида Васинева çапла чĕнÿпе пурăнать. Кирек кама та йăл кулса ăшă туйăм парнелеме тăрăшать вăл.

Тĕттĕм каçхине

«Пĕррехинче атте ĕçрен таврăннă та: «Амăшĕ, паян Раиса Дормидонтовна учителĕн упăшкине тытса кайрĕç. Ыран ман пата килеççĕ-тĕр», — тенĕ. Хайхи вĕрентекен хĕрарăмăн мăшăрĕ кам пулса ĕçленĕ-тĕр — пĕлместĕп. Пĕчĕк çынах пулман ахăр. Атте вара шкулта тăрăшнă, ачасене вĕрентнĕ. Кама-тăр юрайман пулĕ…

Капла лару-тăрура мĕн тумалла-ха? Маларах илсе кайнисен йĕрĕ те çухалнă-çке. Ăçта вĕсем? Нумай шухăшласа тăмасăр каçхине кукаçи лаша кÿлсе килет те аттене Сăр урлă каçарса Чулхула облаçне илсе каять. Ирхине килеççĕ — кил хуçи çук. Ăçта? Арăмĕ нимĕн те пĕлмест. Çапла кил хуçи хыççăн майĕпен ыттисем те Хĕрлĕ Чутайри Питĕркасси ялĕнчен кÿршĕ облаçри Пильна районĕнчи Наваты салинче пурăнма пуçланă. Часах, 1937 çулхи ака уйăхĕнче, эпĕ çуралнă», — çемье историйĕпе паллаштарать Зинаида Петровна.

Вĕрентекенре тăрăшакан ашшĕ Петр Осипович шалу уйăхра кĕмĕл 3 тенкĕ илнине те ас тăвать вăл. Ĕне туянмашкăн та шăпах 3 тенкĕ кирлĕ пулни те асĕнче çырăнса юлнă. Çапла Осиповсем çĕнĕ вырăнта тĕпленсе пурăнма пуçланă. Анчах та кунта нумайлăха тымар яман. Вĕрентекенре тăрăшакан арçын, семинарире вĕренсе тухнăскер, агитатор шутланнă. Турă майлă уççăн калаçман-ха вăл, анчах та хирĕçлемен. Çакă хăш-пĕр çынна килĕшмен. «Пĕррехинче тата шăллăм Виктор «Эпĕ Турра куртăм», — тесе чупса килнĕ. Хаçатри сăна курсан Турă вырăнне хунă ăна. Çакнашкал ĕç-пуç хыççăн аттене Чулхула облаçĕнче те пире такам сăтăр тума хăтланнине систернĕ. Улатăр районĕнчи Кувакино ялне куçма сĕннĕ. Унта пире кĕтсе илессе пĕлтернĕ».

Çапла çемье каллех çула тухнă. Çĕнĕ çĕрти пурнăçа хăнăхнă. Пилĕк стеналлă çуртăн пĕр пайне тара илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене те кунтах ирттернĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Хура пÿрт ăçта пур?

Чăваш Енре туристсене илĕртекен вырăн чылай. Пирĕн вулакансем хăш тăрăхра пулса курнă-ши? Ăçта çитсе курма ĕмĕтленеççĕ?

ИРИНА, 46 çулта, Вăрмар районĕ:

— Упăшка ĕçпе пĕр хушă Куславкка районне çÿрерĕ. Вăхăт тупса Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалланă мемориал комплексне кĕрсе курнă вăл. Питĕ килĕштернĕ. Çывăх вăхăтра пире те илсе каймашкăн шантарать. Унта кашни чăвашăн çитсе курмалла тесе шухăшлать.

Пулса курнă вырăнсене аса илес пулсан, Етĕрне районĕнчи Ильин Тăвĕ çинче пулнă. Сăр ал тупанĕ çинчи пек курăннипе илемлĕ ку тăрăх. Куславкка районĕнчи «Кайăк вĕçевĕ» вырăнтан вара Энĕш илемлĕн саркаланса выртнине сăнама меллĕ. Канаш районĕнчи Мăкăр кĕперне 1993 çултах çитсе курнăччĕ. Муркаш тăрăхĕнчи чи ватă юмана ыталани те чылай пулать. Вăт ку тăрăхри шыв сикки патĕнче пулман вара. Çитсе курмаллах. Йĕпреçри этнографи музейĕнче те тĕлĕнмелли нумай теççĕ.

ЕЛЕНА, 36 çулта, Комсомольски районĕ:

— Эпĕ çамрăк пулин те хура мунча та, пĕчĕкрех чухне ватă çынсем патне кĕрсен вĕсен кĕлечĕ-хуралти еплерех пулнине те курнă. Анчах та халĕ çитĕнекен ăру — пирĕн ачасем — чăваш халăхĕ унччен еплерех пурăннине ăçтан пĕлтĕр-ха? Кил-çурта пĕтĕмпех çĕнĕлле тăватпăр, киввисене юсатпăр. Çав вăхăтрах халăх йăли-йĕркине упрасси ăна пĕлнинчен те нумай килет. Çак тĕлĕшпе Йĕпреçре этнографи музейĕ пурришĕн питĕ савăнатăп. Кунта ĕлĕкхи хура мунчана та, авалхи кĕлетсене те курма пулать. Хура пÿрт еплерех пулнине эпĕ хам та кунта кăна курнă. Унти ларсем те, кунтăксем те, савăт-сапа та — пĕтĕмпех йывăçран. Çăпата тумалли курăсĕ те, пушăчĕ те пур. Тепĕр çурта, çĕнĕреххине, кĕрсен сĕтел çинче тăмран тунă чÿлмексене тытса пăхма пулать. Шуршăлти Космонавтика музейне çитсе курас килет. Ачасем экскурсипе пулнă-ха унта. Мухтавлă ентешĕмĕр пурнăçĕ çинчен хăпартланса каласа кăтартрĕç. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Утма пуçличчен…

Утма пуçличчен калаçма юрлама пуçланă… Çакăн пек каласа тĕлĕнтеретчĕ те савăнтаратчĕ хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пепки çинчен. Халĕ вара пурнăçа урăхларах тĕлĕнтермĕшсем кĕрсе пыраççĕ. Аслисем пĕрне-пĕри пÿле-пÿлех вĕсен ачисем мĕн тери ăслă пулнине каласа кăтартаççĕ — ара, калаçма пĕлмеççĕ, телефона тыткалама вара пултараççĕ. Унтан та ытла, тĕнче тетелне халех кĕрсе «курса çÿресшĕн». Çакна кăна асра тытмасть ашшĕ-амăшĕ. Ахаль тĕнче те ансат мар, çапах та унта хутшăнăвăн чикки пур. Интернет вара — чикĕсĕр уçлăх. Унта хăрушлăх кулленхи пурнăçран темĕн чухлĕ ытларах. Пушшех те — унта хăв кампа хутшăннине тепĕр чух пачах чухламастăн та. Çакăнтан та ытларах — ашшĕ-амăшĕнчен çурри ытла вĕсен пепки интернет уçлăхĕнче мĕн ĕçленине тĕшмĕртмест. Аслисен 70% ачисен виртуаллă юлташĕсене «палламасть»…

Çакна шута илсе Чăваш Енре ачасене интернетра сыхланма вĕрентекен ятарлă проект шухăшласа кăларнă — вăл шăпах тĕнче тетелĕнче кибербуллинг тата ултавçăсен серепине лекессинчен пулăшать. Проект, ăна «Ачасем сетьре» ят панă, Вĕрентÿ министерствин Çамрăксен пуçарăвĕн центрĕн пулăшăвĕпе пурнăçланать. Ăна пуçарас шухăш вара шăпах статистика кăтартăвĕсем çинче никĕсленнĕ. Проекта хатĕрлес ĕçе çамрăксен «Перекресток» центрĕ, педагогсем, психологсем, Вĕрентÿ министерствин, Роскомнадзор, терроризмпа кĕрешекен комисси представителĕсем хутшăннă. Вĕсем ачасем виртуаллă пурнăçра тĕл пулма пултаракан лару-тăрусене шута илсе видеоквест йĕркеленĕ. Квест 40 минут тăсăлать. Унта ачасене ыйтусене хуравлама сĕнеççĕ — этикет енчен нормăна пăснинчен пуçласа компьютера вирусран хÿтĕлесси таранах. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Хĕрарăмсене тĕнче шайĕнче хÿтĕленĕ

Халăхсен ырлăхĕшĕн, патшалăхсен хушшинчи тăнăç пурнăçшăн, хĕрарăмсен правине хÿтĕлессишĕн нумай вăй хунă ентешсенчен пĕри — Зоя Миронова дипломат. Мĕнпе палăрнă-ха вăл?

Пысăк йышăнусен тапхăрĕнче

Ăна институтра вĕренсе илнĕ профессипе мар, 1959-1982 çулсенче Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ ªПНОº çумĕнчи ССР Союзĕн яланхи представителĕн çумĕнче, организацин хĕрарăмсен прависен комитетĕнче яланхи представительте тата Женевăри уйрăмĕпе пĕтĕм тĕнчери халăхсен ытти организацийĕ çумĕнчи яланхи представительте ĕçлеме шăпа пÿрнĕ. Вăл ПНО Генеральнăй Ассамблейин сессийĕсене халăхсемпе патшалăхсене пырса тивекен документсем йышăнма 1956 çултанпа хутшăннă.

Организацие (штаб-хваттерĕ Нью-Йоркра вырнаçнă) 1945 çулта туса хунă. З.Миронова хĕрарăмсен правине хÿтĕлекен, гуманитари ыйтăвĕсемпе сĕнÿсем тăратакан комиссисенче ĕçленĕ. СССР политикипе интересĕсене шута илсе СССР тата ПНО çыхăнăвне çирĕплетме тăрăшнă, организаци ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Мускава отчет çитерсех тăнă, пирĕн делегацие сессисене, ытти форума хутшăнма май туса панă, ССР Союзĕ ячĕпе ПНО ертÿлĕхĕпе калаçусем ирттернĕ, пирĕн партипе Правительствăн сĕнĕвĕсене Ассамблейăра сÿтсе явма тăратнă.

1966-1982 çулсенче З.Миронова организацин Европа уйрăмĕ çумĕнчи пирĕн яланхи представительлĕхе ертсе пынă. Аппаратра дипломатсем, опытлă экономистсем, юристсем, ют çĕршывсен чĕлхипе лайăх калаçакан-çыракан специалистсем тăрăшнă. Представительлĕх ПНО уставне пăхăнса ĕçленĕ, организаци ĕçне хастар хутшăннă. З.Миронова Нью-Йоркра тăрăшнă чухне Ассамблея Ача-пăча прависем, Хĕрарăмсене дискриминациленине пĕтересси çинчен калакан декларацисем (1959, 1967), Вĕрентÿри дискриминаципе кĕрешесси, Мăшăрланма килĕшÿ парасси, чи çамрăк чухне миçере мăшăрланасси тата арлă-арăмлă пурăнма килĕшсе регистрациленесси çинчен калакан конвенцисем (1960, 1962), Халăхсен хушшинчи экономика, социаллă пурнăç, культура, граждансен тата политика прависен пакчĕсем (1966) йышăннă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Тул çутине кĕтсе илеймен…

Паттăрсем вилсессĕн те — вилмеççĕ… Вĕсен сăнарĕ çывăх çыннисен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлать. Паттăрсен ячĕсемпе карапсем çула тухаççĕ. Вĕсен ячĕсемпех урамсем хисепленеççĕ. Чăваш Ен тĕп хулинче те çакăн пек урам, тăкăрлăк чылай. Вĕсенчен пĕри Шупашкарти Благовещени микрорайонĕнче вырнаçнă — вăл Раççей Геройĕн Николай Смирновăн ячĕпе хисепленет. Иртен-çÿрен, тен, паттăр мĕнпе палăрнине пĕлмест те пуль… Лару-тăрăва çуртсенчен пĕрин çине çакнă Асăну хăми уçăмлатать. Сăмах май, пысăк çак чыса — Раççей Геройĕн ятне — Чăваш Республикинчен чи пĕрремĕш Николай Смирнов тивĕçнĕ.

«Çухалнă ăру»

Афганистан вучĕ витĕр чĕррĕн тухнă салтак мĕншĕн-ха тепĕр хут вĕри точкăна таврăннă? Психологсем палăртнă тăрăх, чунĕсем аманнă арçынсене мирлĕ пурнăçра хăйсене тупмашкăн çăмăл мар. Чăн та, пĕрисем çемье çавăрма та вăй çитереççĕ, ача-пăча çуратса ÿстереçççĕ. Теприсем пирки вара «çухалнă ăру» теççĕ.

Тăванĕсем каласа кăтартнă тăрăх, Николай Валерьевич та киле таврăнсан ĕçе вырнаçнă. Савнă хĕрĕпе çемье чăмăртама ĕмĕтленнĕ. Ĕç-пуç туй патнех çитнĕ. Анчах хут уйăрттарма тăнă мăшăр хушшинче тахăш хушăра хура кушак чупса иртнĕ…

Обществăра пулса иртнĕ улшăнусем те чуна пăлхатмасăр пултарайман паллах. СССР, идеалсем арканни, йĕркеллĕ ĕç тупайманни… Пурнăçа лайăх енне улăштармашкăн çул курманнипех-тĕр киле таврăннăранпа ултă çул иртнĕ хыççăн каччă татах контракта алă пуснă. Хăйне çара тавăрма ыйтнă ма кайса килнĕ. Амăшне вара савнийĕпе тĕл пулса калаçма ыйтнă: «Калăр — кĕттĕр мана. Эпĕ ăна юрататăп. Таврăнсан — пĕрлешĕпĕр…» Анчах та шăпа урăхларах çырăннă. <...>

М.МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


Атте-анне пехилĕпе утатпăр пурнăç çулĕпе

Елчĕкрен Пăва еннелле каякан асфальт çултан сулахая пăрăнса 400 метр кайсан Кĕçĕн Пăла юхан шывĕн сылтăм енче вырнаçнă Акчел. Ял пуçламăшĕнчех çÿллĕ хырсен çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, унтан таврăннă хыççăн çĕре кĕнĕ фронтовиксен ячĕсене çырса хунă палăк ларать.

Ята ярасшăн мар

Фашистсемпе çапăçма ялтан 91 çын тухса кайнă: 51-шĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Палăк çывăхĕнчех — иртнĕ çул кăна виттисене улăштарнă, пластик чÿречесем лартнă клуб, ăна хирĕçех вара алăкĕ уçăласса чылай çул кĕтекен лавкка тунсăхлăн лараççĕ. Çапла, паян Акчелсен лавкка çукки чи çивĕч ыйту тесен те юрать. Пĕр çăкăр илес тесен те Патреккелне е Елчĕке утмалла. Ура хуçине итлемен чухне ай! пĕрре те çăмăл мар-çке.

Çавăн пекех тепĕр пысăк ыйту — çу кунĕсенче Çĕнĕ касра, Кĕпер кассинче /çырма хĕрринчен çÿлерех пурăнакансен/ шыв çукки. Кăçалхи ял пухăвĕнче çĕнĕ шыв башни лартасси пирки çивĕч калаçу пулчĕ-ха. Тем пекехчĕ. Унччен ял халăхĕ ытларах «Прогресс» хуçалăх уй-хирĕнче, фермисенче ĕçленĕ. Халĕ те хăшĕ-пĕри унтах тăрăшать. Район центрне, Мускава ĕçе çÿрекен те сахал мар. Унччен тата нумайрахчĕ, халĕ вара кашни килте тенĕ пекех пенсионерсем. Çамрăксем ытларах çăмăл машинăсене ларса ĕçе васкаççĕ. Çапах та Кĕçĕн Пăла урлă хывнă каçма кĕпер урлă çÿрекен те çук мар. Çу кунĕсенче уйрăмах меллĕ улăхпа утма, район центрĕ 3 çухрăмра çеç. <...> 

Валентина КИРИЛЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.