Хресчен сасси 48 (2936) № 07.12.2022
«Пирĕн çăнăха Мускавра та килĕштереççĕ»
Кăçал «Чăвашçăкăрпродукт» акционер обществи йĕркеленнĕренпе — 90, унăн филиалĕ — Шупашкарти элеватор — 35 çул çитрĕ. Юбилей çулĕ вĕсемшĕн мĕнпе асра юлчĕ-ши? Малашлăхри ĕмĕт-шухăш еплерех-ши? Çакăн пирки калаçма «Хресчен сасси» хаçат тĕпелне обществăн ертÿçине Юрий Степанова чĕнтĕмĕр.
Çитĕнÿсем куç умĕнчех
— Юрий Витальевич, кăçалхи çула мĕнле çитĕнÿсемпе ăсататăр? Çулталăк вĕçленесси нумай та юлмарĕ-çке.
— Кăçал пирĕншĕн çеç мар, пĕтĕм çĕр ĕçченĕшĕн тухăçлă çул пулчĕ. Иртнĕ çул республикăра 573 пин тонна тĕш тырă пуçтарса илнĕ пулсан, кăçал вара икĕ хут ытларах — 1 млн ытла. Эпир те çулталăкра 180 пин тонна тырă авăртатпăр. Кăçал 203 пин тонна ытла тĕш тырă кÿрсе килтĕмĕр, авăртмашкăн пуçтарса хутăмăр. Çакă питĕ лайăх кăтарту.
Иртнĕ çул Шупашкар элеваторĕнче пысăк юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, тырă пахалăхне палăртакан «Инфраскан-3150» экспресс-анализатор, машина кузовĕнчен тырра ĕмсе илекен «Сторк-440» оборудованисем туянтăмăр. Çавăн пекех вырма вăхăтĕнче машинăсенчен тырра хăвăрт йышăнса юлма Шупашкар элеваторне юсаса çĕнетрĕмĕр, ĕç процесне икĕ хут хăвăртлатрăмăр. Унсăр пуçне армана та тĕплĕ юсарăмăр. Маларах талăкра 500 тонна тырă авăртма пултарнă унта. Пĕлтĕр юсаса çĕнетнĕ хыççăн тепĕр 100 тонна ытларах авăртмалла турăмăр. Урăхла каласан, Турцирен кÿрсе килнĕ оборудованисем вырнаçтартăмăр. Паллах, хăй вăхăтĕнче чылай тăкаклантăмăр. Çав вăхăтрах кăтартусем те куç умĕнчех. Вĕсене 20% ÿстерме пултартăмăр. Çитĕнÿсене ĕçченсем тăваççĕ. Эппин, пĕтĕм коллектив тăрăшса ĕçленине асăнса хăвармаллах. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ĕне пулмасан ял пушанать
ТАСС пресс-центрта Росстат 2021 çулхи микроçырава пĕтĕмлетрĕ. Онлайн мелĕпе йĕркеленĕ прессконференцие РФ, ЧР тата ытти регионти Ял хуçалăх министерствисен представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем хутшăнчĕç.
Раççейре
Росстат ертÿçин заместителĕ Игорь Васильев палăртнă тăрăх, 2021 çулхи августри микроçырав кăтартăвĕпе çĕршывра ял хуçалăх таварне туса илекенсем 17 млн шутланаççĕ. Çав шутра ял хуçалăх организацийĕсем, фермер тата уйрăм хуçалăхсем, пайтаçăсем, коммерциллĕ мар юлташлăхсем. Микроçырав тĕллевĕ — отрасльти улшăнусене тишкересси, ял хуçалăх таварне туса илекенсем пирки сведенисем пуçтарасси, хальхи статистикăпа танлаштарасси.
2021 çулхи ял хуçалăх микроçыравне çĕнĕ технологипе усă курса ирттернĕ. Çыруçăсем сведенисене планшета вырнаçтарнă ятарлă программăна кĕртнĕ. Çĕнĕлĕх ĕçе, сведенисене пуçтарассине хăвăртлатнă, йăнăшассине чакарнă. Раççейри 6 регионта вара хушма хуçалăхсем пирки информаци пуçтарма БПЛА /пилотсăр вĕçекен аппарат/ явăçтарнă. Çакă пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ, çав шутра ял хуçалăх культурисем /çĕр улми, пахча çимĕç/, сооруженипе хуралтăсем, теплицăпа парниксем, выльăх-чĕрлĕх пирки тĕрĕсрех информаци пуçтарма май панă. Спутник тытăм ял хуçалăх çĕрĕсем пирки /сухаласа акакан лаптăксем, утă туса илекен тата кĕтÿ çÿретекен вырăнсем/ ларутăрăва уçăмлатнă. Дрон хуçалăхсен чиккине палăртма, акнă лаптăксене хаклама, хушма хуçалăхсен хуралтисемпе сооруженийĕсене, теплицăсемпе парниксене шута илме, вĕсене тĕрĕслеме пулăшнă. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
«Тăвар вырăнне чул тыттарчĕç»
Вăрнар районĕнчи Петр Андреев çартан таврăннăранпа шыв-шур сахал мар юхса иртнĕ. Ĕнтĕ мăнукĕсем те чупса çÿреççĕ. Афганистанра службăра тăнă вăхăтсем час-часах куç умне тухаççĕ. Ют çĕршывран аманса таврăнни те ăна салтак çулĕсене манма памасть, аса илтерсех тăрать.
1982 çулхи сентябрьте 18 çулти йĕкĕт çар ретне тăнă. Çак саманта вăл хавхаланса кĕтсе илнĕ. Тинех хăйне тăван йăваран вĕçсе тухса пурнăç çулĕ çине тухнăн туйнă.
— Салтак тумне тăхăнсан пире Таджикистана виçĕ уйăхлăха вĕренĕве илсе кайрĕç. Кунтах присяга тытрăмăр. Декабрьте вара вертолетпа Афганистанри Кундуз хулине вĕçрĕмĕр. Эпĕ ют çĕршывра службăра тăракан çар çыннисене апат-çимĕçпе, ытти таварпа тивĕçтерекен батальона лекрĕм. Унччен Афганистанри çивĕч лару-тăру пирки пĕлнĕ-илтнĕ темелле. Анчах çамрăк пулнăран хăрама та пĕлмен. Хăв курса ĕненмесен сас-хура хыççăн каяс килмест, — аса илчĕ иртнине Петр Михайлович. — Ушкăнри 560 салтакран 180-шĕ Чăваш Енренччĕ, пурте водительсем. Присяга хыççăн пире службăна тĕрлĕ çĕре сапаласа ячĕç: Туркменистан, Таджикистан, Узбекистан тата ытти те. Эпир пысăк «Урал» машинăпа çÿреме хăнăхрăмăр. Ача чухне кун пеккисене курман. Йĕпе-сапара путман, çирĕп техникăна вăл вăхăтра çар валли кăна хатĕрлесе кăларнă. Каччă çине тăрсах хăватлă машинăна алла илнĕ. Вăл ытти водительпе Афганистанăн çурçĕр енче çарта тăракансем валли таварсем турттарма тытăннă. Малтанах кунти шăрăх çанталăка хăнăхма çăмăл пулман. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Тăван çĕр хăвачĕ
Паянхи кун районта кăна мар, республикăра та ун пек аслă, чылай çул ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçинче ĕçлекен çук. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Сăкăтри «Красное Знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕнче тăрăшакан Петр Никифоров пирки. Петр Николаевичăн пĕрлехи ĕç стажĕ 47 çул: çав шутран 31 çулне хуçалăх ертÿçи пулса вăй хурать. Маларах вара ертÿçĕ çумĕнче, зоотехникра тимленĕ. Сăкăтра çуралса ÿснĕскер хăйĕн пурнăçне тăван тăрăха: «Красное Знамя» хуçалăха халалланă.
— Ял ачи ялаллах туртăннă пуль ĕнтĕ. Мĕн пĕчĕкрен хуçалăхра ĕçленĕ. Атте чылай çул ферма заведующийĕнче, анне вара пăру пăхнă çĕрте, бригадăра тăрăшнă. Вĕсене пулăшма нумай çÿренĕ. Ун чухне ĕç условийĕсем те йывăрччĕ. Пĕчĕк пăрусем валли кашни кун яшка пĕçеретчĕç. Шыва çырмаран йăтмаллаччĕ, хĕлле вак касма тиветчĕ. Тислĕке те алăпа тăкнă. Çуллахи каникулта пĕр кун та килте ларман: пай çумланă, утă-улăм турттарнă. Пирĕн вăхăтри ачасем пурте хирте çитĕннĕ, — аса илчĕ ачалăхне Петр Николаевич.
Сăкăтри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Петр Никифоров Шупашкарти ял хуçалăх институтне çул тытнă. Аслă пĕлÿ илсен икĕ çул салтакра службăра тăнă. <...>
Ольга ПАВЛОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...