Комментировать

6 Дек, 2022

Хыпар 138 (28017) № 06.12.2022

Шупашкарта сăра фонтанĕ пулĕ-и?

Е Чăваш Ен туризмĕн малашлăхĕ пурри çинчен

«Çынна телейлĕ пулма виçĕ япала кирлĕ: юрату, интереслĕ ĕç тата çул çÿрев. Чăваш Енре юратупа интереслĕ ĕç çителĕклĕ. Регионăн çул çÿревпе тата туризмпа çыхăннă ыйтусене вара татса памалла», — терĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.

Республикăн шалти туризм аталанăвне чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 2-мĕшĕччен Шупашкарта пĕрремĕш хут иртнĕ «Чăваш Ен туризмĕ» форумра анлăн сÿтсе яврĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева палăртнă тăрăх, çак форум пирĕн республикăра иртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл ытти регионта усă курмалли хăйне евĕрлĕ опыт пулса тăрĕ. «Федераци шайĕнчи экспертсене Чăваш Ен пирки каласа кăтартма пултартăмăр. Халĕ эпир малашлăха пысăк шанăçпа пăхатпăр: пирĕн республикăра туризмăн пуласлăхĕ пур», — терĕ вăл.

Форум вăхăтĕнче Чăваш Республикин Ял хуçалăх, Вĕрентÿ, Культура, Промышленноç, Сывлăх сыхлавĕн, Экономика аталанăвĕн, Строительство министерствисен, районсемпе хуласен представителĕсем форсайт-сессисенче хăйсен туризм маршручĕсемпе паллаштарчĕç. Тăхăр лапам: «Чăваш Ен — реабилитаци центрĕ», «Нумай енлĕ Чăваш Ен», «Промышленноç туризмĕ», «Чăваш Ен — ачасен куçĕпе», «Туризм валли кадрсем», «Аслă Атăл», «Хуласен туризм майĕсем», «Агротуризм — Ял туризмĕ», «Турист картти» — ĕçлерĕç. Çичĕ куна тăсăлнă форума Раççейри 14 регион тата Беларуç Республикин представителĕсем хутшăнчĕç. Экспертсен йышĕнче РФ Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ Шолбан Кара-оол, РФ Патшалăх Думин Туризм тата туризм инфратытăмĕн аталанăвĕн, сывлăх сыхлавĕн, транспорт тата строительство комитечĕсен депутачĕсем, Медицина туризмĕн ассоциацийĕн ертÿçисем, Стратеги пуçарăвĕсен агентствин, Раççей патшалăх туризм тата сервис университечĕн представителĕсем пулчĕç. «Федераци шайĕнчи экспертсене пирĕн пуçарусене хак пама йыхравларăмăр. Вĕсен хаклавне тишкерсе Чăваш Енĕн туризм майĕсене кăтартмалли çул-йĕре палăртăпăр, пĕрлехи вăйпа тĕллевсене пурнăçа кĕртмелли меслетсене хатĕрлĕпĕр, — ăнлантарчĕ Алла Салаева. — Мĕн пур шайри влаçа, экспертсен пĕрлĕхне пĕрлештерни — индустрие аталантармалли тĕп шăнăр. Пирĕн пĕрлехи тĕллев — Чăваш Ен туристсемшĕн интереслĕ пулнине кăтартасси». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Ача сачĕ уçăлнă, троллейбус çулне улăштарнă

Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Денис Спиринпа пĕрле Шупашкарти юлашки вăхăтри пĕлтерĕшлĕ пулăмсене тишкертĕмĕр.

Ыттисемшĕн тĕслĕх çемьесем

Кăçал Чăваш Енри çемьесене 28 миллиард ытла тенкĕлĕх 50 енлĕ пулăшу панă. «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ку ĕç малалла пурнăçланать. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Çулталăк çемйи» конкурс çĕнтерÿçисене чысланă чухне пĕлтерчĕ. 23 финалист хушшинче Шупашкарта пурăнакан çемьесем те пур. «Пултаруллă çемье» номинацире акă Семеновсем мала тухнă. Вĕсем пилĕк ача çитĕнтереççĕ. Шиловсем Пĕтĕм Раççейри конкурсра Чăваш Республикин чысне хÿтĕленĕ, «Нумай ачаллă çемье» номинацире çĕнтернĕ. Мăшăрĕпе Алексей Алексеевичпа икĕ ывăлпа тăватă хĕр ÿстереççĕ. Ачасем вĕренÿре çеç мар, пултарулăхра та, спортра та маттур. Юрату, тимлĕх, пулăшу тата хисеп — Шиловсен пурнăç принципĕ.

Республикăра ĕç династийĕсене чысласси те ырă йăла пулса тăчĕ. «Ĕç династийĕсем — юратнă ĕçе чунтан парăннине кăтартакан паллă. Кадышевсен-Свеклинсен çемйипе чăннипех те мăнаçланатпăр. Вĕсем оборона промышленноçĕн комплексĕнче тăрăшаççĕ. 27 çынран тăракан çемье династийĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 515 çул. Савинсен-Поляковсен çемйипе те, электротехника промышленноçĕн ĕçченĕсемпе, тивĕçлипех мухтанатпăр. Вĕсем Шупашкарти электроаппарат заводĕнче 370 çул вăй хураççĕ. Çакăн пек çемьесем — тĕп хулапа республика мухтавĕ, çирĕп патшалăх никĕсĕ», — терĕ Денис Спирин. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Сергей ФРОЛОВ: Кăçал тухăçлăрах ĕçлерĕмĕр

Иртнĕ эрнере ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçалхи вырмана хак пачĕ. «Хыпар» вулаканĕсене малтанласа тунă пĕтĕмлетÿпе ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Фролов паллаштарать.

— Кăткăс çанталăка пула чылай хуçалăхра вырма тăсăлса кайрĕ, тĕшĕлĕх куккуруспа çу юхтармалли культурăсене вăхăтра пухса кĕртеймерĕмĕр. Мĕншĕн тесен комбайнсене ĕçлеме çумăр чăрмантарчĕ. Нÿрĕк çĕре иртнĕ нумай çулхи вăтам виçерен авăн уйăхĕнче — 253%, юпа уйăхĕнче — 112%, чÿкĕн 28-мĕшĕ тĕлне 138% ÿкрĕ.

— Комбайнсем вырма хăш кун тухрĕç?

— Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче ªпĕлтĕр — 7-мĕшĕнчеº. Кăçал техника хăвачĕ акнă кашни 100 гектар пуçне 127,2 лаша вăйĕпе танлашрĕ ª2021 çулта — 125,5º. Республикăра ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсен техника хăвачĕ 2020 çултанпа 15% хушăнчĕ. Трактормашина туянма патшалăх пулăшу панăран чикĕ леш енчен илсе килекеннисен тÿпине ÿстермесĕр тытса тăма май килет. Чăн та, кăтарту тракторсен пĕр шайраха — 5,7%. Вăл тырă пухса кĕртмелли комбайнсен çеç пысăкланчĕ — 4,3 процентран 5,4% çитрĕ. Иртнĕ виçĕ çулта ял хуçалăх техники — 2800, çав шутра тыр-пул пуçтарса илмелли 135 комбайн тата 600 ытла трактор, туяннă. Кăçал техника тата оборудовани илсе курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма республика бюджетĕнчен 543,4 миллион тенкĕ субсиди уйăрнă.

— Кăçал миçе техника туяннă?

— 372. Çав шутра — 94 трактор. Ăна 2021 çулта 223 илсе килнĕ. Кăçалхи отчетлă тапхăрта тырă пухса кĕртмелли 13 комбайн, выльăх апачĕ пуçтарса кĕртмелли 7 комбайн туяннă. Çапла майпа республикăра вырмана 857 комбайн хутшăнма пултарать, çанталăк лайăх тăрсан ăна аграрисем 15-20 кунра вĕçлееççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Генин тăватă вĕрентекенĕ çинчен

Геннадий Волков академик çуралнăрапа 95 çул çитрĕ. Шупашкарти 12-мĕш шкулта ăна халалласа «Халăх вĕрентĕвĕн йăли-йĕрки — вĕрентекенĕн чун-чĕм культурин тĕп шăнăрĕ» ăслăлăхпа меслетлĕх конференцийĕ иртрĕ. Ăсчахсемпе вĕрентÿçĕсем академике асăнса чыслама вуннăмĕш çул пуçтарăнчĕç.

Мероприятие хутшăнма хатĕрленнĕ май ун çинчен музейре мĕн пуррине çĕнĕрен пăхса тухрăм. Малтанхи ячĕ — Гений. Çакна çирĕплетекен виçĕ документ пур пирĕн. 1939 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче çырнă хут ку ача тăваттăмĕш класран питĕ ăнăçлă вĕренсе тухнине ĕнентерет. 1943 çулта панă комсомол билетĕнче те Гений тесе палăртнă. Кени /çапла чĕннĕ ăна тăван Аслă Елчĕк ялĕнче/ çынна хисеплеме пĕлнĕ. Вăл 1945 çулхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче хаçатра хăйне вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Евгения Жирновăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят пани çинчен вуланă. Саламласа телеграмма çаптарнă. Педагогика институчĕн математика уйрăмне вĕренме кĕнĕскере Евгения Ивановна авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче хуравланă. Çыру «Гений!» тенинчен пуçланать те «Аçу-аннÿне, Тăван çĕршыва юрăхлă пуласса шанатăп» сăмахсемпе вĕçленет.

Пирĕн фондра Геннадий Волков 1949 çулта алăпа çырнă «Линейные и квадратичные формы» ĕç пур. Ку — аслă математика. Педагогика институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра вăл Гений ята пăрахăçланă, документсенче Геннадий тесе çыртарнă. Гений ятран тĕлĕнмелле мар. Çĕршывра çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пынă май çĕнĕ ятсем хума тытăннă. Хăшĕн çемьере ывăлĕ – Рево, хĕрĕ Люция ятпа çÿренĕ. Пĕрле каласан «революция» сăмаха илтетпĕр. Хĕрачасен хушшинче Сталина ятлисем тĕл пулкаланă.

2007 çулта академик сакăр вуннă тултарнă ятпа «Урăхла пулма пултараймастăп…» курав йĕркеленĕ чухне амăшĕн çырăвне вуланăччĕ. Хĕрарăм ывăлĕ валли пĕр михĕ кантук парса яни çинчен каланă. Мăнукне Тамарăна та пайсăр хăварман. Пурне те ятран асăнса салам янă. Кантук мĕнне мана юлташĕсем ăнлантарчĕç. Çĕр улми иккен. Çапла Елчĕк районĕнчи тăватă ялта кăна — Аслă Елчĕкре, Патреккелте, Акчелте, Элекçей Тимешре – калаççĕ. Акă мĕн тери пуян пирĕн чăваш чĕлхи. <...>

Галина ЕЛИВАНОВА.

♦   ♦   


Чаплă çынсемпе паллаштарать

Паллă ентешсен çулталăкне халалласа Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть «Славные имена Земли чувашской» кăларăм пичетленчĕ.

Кăларăма 240 ентеш çинчен тĕрлĕ материал /кĕнекерен, хаçатжурналтан илнĕ аса илÿ, статья е интервью сыпăкĕ, характеристика, сăн ÿкерчĕксем, документсем/ кĕнĕ. Вĕсене 13 пая уйăрнă: легенда пулса тăнă çынсем /Николай Ашмарин, Никита Бичурин, Геннадий Волков, Петр Егоров, Константин Иванов, Алексей Крылов, Иоаким Максимов-Кошкинский, Андриян Николаев, Николай Никольский, Иван Яковлев…/; патшалăх деятелĕсем /Валентин Агафонов, Анатолий Аксаков, Семен Ислюков, Николай Федоров, Даниил Элмен…/; тĕн деятелĕсем /Варнава Митрополит, Василий /Пьер Паскье/ архимандрит, Иринарх епископ, Герман епископ, Савватий Митрополит/; производство йĕркелÿçисем /Аркадий Айдак, Прокопий Ефремов, Василий Зайцев, Иван Казанков, Зиновий Таланцев…/; çар пуçĕсемпе геройсем /Александр Боголюбов, Николай Бударин, Сергей Бутяков, Иван Герасимов, Михаил Левицкий, Яков Николаев, Федот Орлов…/; ăсчахсем, изобретательсемпе конструкторсем /Глеб Абакумов, Михаил Бундин, Петр Денисов, Василий Димитриев, Василий Егоров, Василий Каховский, Михаил Кондратьев, Олег Насакин, Михаил Федотов…/; вĕренÿпе медицина йĕркелÿçисем, педагогсемпе тухтăрсем /Лев Кураков, Семен Сайкин, Петр Чернов…/; музыка искусствин деятелĕсем /Юрий Васильев, Мефодий Денисов, Николай Казаков, Герман Лебедев, Филипп Лукин, Федор Павлов, Надежда Павлова, Тамара Чумакова…/; артистсемпе режиссерсем /Геннадий Большаков, Нина Григорьева, Вера Кузьмина, Ефим Никитин, Валерий Яковлев…/; кино деятелĕсем /Алексей Айги, Андрей Градов, Анатолий Гущин, Станислав Садальский, Тани Юн…/; ÿнер искусствин мастерĕсем /Владимир Агеев, Николай Балтаев, Алексей Кокель, Анатолий Миттов, Праски Витти…/; писательсем /Геннадий Айхи, Александр Артемьев, Юрий Артемьев, Порфирий Афанасьев, Анатолий Емельянов, Ева Лисина, Никифор Мранькка…/; спортсменсемпе тренерсем /Ардалион Игнатьев, Майя Костина, Елена Николаева, Валериан Соколов…/. <...>

Ольга ИВАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.