Чăваш хĕрарăмĕ 47 (1275) № 01.12.2022
«Пурнăçа юратма ачасем вĕрентрĕç»
Сăн-питпе ыттисенчен уйрăларах тăракан, кимоно тăхăннă çамрăксем патнерех пыма тăтăм кăна, пĕр хĕр ушкăнран хăвăрт кăна уйрăлчĕ те мана тахçанах курман тăванне ытамланă пек çирĕппĕн ярса илчĕ. Кĕтмен çĕртен пулнипе нимĕн каласа та ĕлкĕреймерĕм, Настя, хĕре çапла чĕнеççĕ иккен, хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарма пуçларĕ. Кĕрешĕвĕн тхэквондо мелне килĕштерет.
Ку енĕпе ăнăçтарнине çирĕплетсе килĕнче нумай кубок, хисеп хучĕ упраннине калать. «Маттур, — мухтатăп хĕре, — малашне татах та ытларах çитĕнÿ тумалла пултăр». Ăшă сăмахсем Настьăн кăмăлне кайрĕç курăнать. «Пар аллуна!» — тет вăл çирĕп сасăпа. Пăхăнмасăр тăрса пăх-ха… Эпĕ кулакулах алла вăл кăтартнă пек çĕклетĕп. Кам шухăшланă-ха Настя пĕтĕм вăйран суласса? Кĕçех ывтăнса каяттăм. «Лăпкăрах», — асăрхаттарать Настьăна амăшĕ. Спорт тумĕллĕ хĕрсемпе каччăсем чăнласах питĕ вăйлă иккенне çапла тÿрех ĕнентерчĕç.
Пĕтĕм тĕнчери сусăрсен кунĕ умĕн Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри инвалид ачасен ашшĕ-амăшĕн организацийĕн регионри уйрăмĕ çамрăксем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли пĕчĕк уяв йĕркелерĕ. Ыттисенчен кăшт уйрăларах тăракан ачасем юрласа та, ташласа та кăтартрĕç, тхэквондо кĕрешÿ мелĕсемпе те паллаштарчĕç. «Эпир сирĕнтен нихăш енпе те начар мар», — çак шухăша палăртрĕç вĕсем.
Пурнăçра йывăрлăх сиксе тухсан ахаль çын та çухалса кайма пултарать. Сусăрсене вара, паллах, темиçе хут йывăртарах килет. Юрать общество тĕрлĕ организацийĕ вĕсене май пур таран пулăшма тăрăшать. Пур йывăрлăх, паллах, çакăн пек ачасен ашшĕамăшĕ çине тиенет. Çавăнпа вĕсене ытларах тĕревлени кирлĕ. Çак шухăша палăртрĕ «Ашшĕ-амăшĕн тавĕ» премипе чысланă май республикăри Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова. ЧР Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçин заместителĕ Нина Глотова хăйсем те ятарлă программăпа ЧР Пукане театрĕпе пĕрле ĕçленине каласа кăтартрĕ, малашне вăйсене пĕрлештерме сĕнчĕ. ЧР Ĕçлев министрĕн заместителĕ Александр Колесников ашшĕ-амăшне, воспитательсене тав тунă май ачасен куçĕ, юрланă-ташланă чух, хĕм сапнине палăртрĕ. <...>
Рита АРТИ.
♦ ♦ ♦
Çул «патшисем»
«Чăваш Енре ÇÇХПИ инспекторĕсем суя удостоверенипе çÿренĕ водителе тытса чарнă», «Шупашкарта ÿсĕр водитель вăрланă автомашинăпа юпана пырса çапăннă», «Шупашкар хĕрарăмĕ Муркаш районĕнче çуран çынна таптаса кайнă, вилмеллех суранлатнă», — интернет уçлăхĕнчи хыпарсене вуласан хăрасах каймалла. Юлашки кунсенче пулса иртнĕ тĕслĕхсем кăна-ха кусем. Паллах, ырă та кăмăллă хыпар та сахал мар унта. Анчах та «хура» йышшинчисем те çине-çинех тĕл пулаççĕ.
Сăмаха паян çул çинчи хăрушсăрлăх тавра хускатма кăмăл тунине тавçăртăр та пулĕха. Ахаль мар. Статистика та йĕркене пăхăнмаллине аса илтерме ыйтать. Юлашки çулсенче республикăри çулсем çинче вилекенсен шучĕ чакса пынă пулсан, кăçалхи лару-тăру урăхларах-мĕн. Аварире çын пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсене час-часах шута илеççĕ. Пĕри, руль умĕнче лараканни, хăвăртлăха уямасть — çил ачипе ăмăртмалла таçта хăвалать. Ĕрĕхсе кайнă лашана пĕр самантрах епле çăварлăхлăн? Ирĕке кайнăскер юртать те юртать. Кун пек чухне çул айккине чăмасси те, малта пыракан çине пырса кĕресси те, кунран та ытла, çулăн автотранспорт хирĕç килекен енне вирхĕнсе тухасси те пулать. Ку вара пысăк инкеке çаврăнать.
Е акă тата ÿсĕр водительсем те çул çинчи чылай пăтăрмахшăн яваплисем — тĕрĕсрех айăплисем — пулса тăраççĕ. Кăçалхи кăрлачюпа уйăхĕсенчи 117 авари шăпах руль умне ÿсĕрле ларнăран пулнă. Ку тĕслĕхсенче 13 çын пурнăçĕ татăлнă, 159-шĕ аманнă. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Тĕрĕслĕх шыраса
Ун чухне эпĕ Пĕтĕм Союзри Ленин орденлĕ "Гидропроект" институтăн Куйбышев /хальхи Самар/ хулин филиалĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă 45-мĕш экспедицийĕнче, Шупашкар ГЭСне тунă çĕрте гидрологра ĕçлеттĕм. Вăл вăхăтра ĕç çыннисене хваттерсем тÿлевсĕр паратчĕç. Пирĕн предприятире те хваттерсем уйăрса пама виçĕ черетлĕ йĕрке пурччĕ: пĕрлĕхлĕ, вăрçăра пулнисен тата çамрăк специалистсен. Пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн мана та çамрăк специалистсен черечĕпе хваттер уйăрса пама вăхăт çитрĕ. Анчах та профком председателĕ саккуна пăсса, вăрттăн протокол çырса çав хваттере хăйĕн тăванне пама шут тăвать.
Çавăн хыççăн эпĕ экспедици пуçлăхĕ патĕнче пултăм. Анчах та çак пăтăрмаха çÿлти пуçлăхсем тĕрлĕ енле çавăрттарма пуçларĕç. Саккун тăрăх тĕрĕслĕх ман енче пулнă пирки эпĕ чăнлăх шыраса Мускава та кайма пултарасси пирки каларăм. Пуçлăх тимсĕррĕн: "Кай, кам чарать", — терĕ. Çак унăн туйăмсăрлă "кай" сăмахĕ чăтма çук тарăхтарса ячĕ. Темиçе кунран эпĕ ку ыйтăва хула пуçлăхĕсемпе те татса параймарăм. Вара тĕрĕслĕх шыраса СССР тĕп хулине тухса кайрăм.
Вăл вăхăтра Çĕнĕ Шупашкар енчен депутата пирĕн ентеш, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Андриян Николаев космонавт-летчик суйланнăччĕ. Паллах, Çăлтăр хули çинчен эпĕ пĕлеттĕм, анчах та вăл хула Мускав облаçĕн хăш кĕтессинчине тĕшмĕртмен. Карттă çинче Çăлтăр хулине кăтартман. Çапах та ырă çын тĕнчере нумай, çавăнпа та манăн çул çÿрев ăнса пычĕ. Космонавтсем пурăнакан Çăлтăр хулине эпĕ 1983 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнче кăнтăрлаччен çитрĕм. Пуйăсран аннă хыççăн пĕр тăват çĕр утăм вăрманти сукмак сарлакăш асфальт çулпа утма тиврĕ. Аякранах курăнса ларакан икĕ хутлă чул çурт патне утса çитсен ку КПП иккенне ăнлантăм. Дежурнăй офицера нумай шухăшласа тăмасăрах хам мĕн шухăшпа килнине ăнлантарса патăм. Вăл ман паспорта тытса тĕрĕслерĕ те:
— Эсир Андриян Николаевшăн сасăланă-и? — терĕ.
— Паллах, — тетĕп.
— Николаев хальхи вăхăтра Çăлтăр хулинче мар, — тет дежурнăй капитан.
— Ăçта вара? — тетĕп эпĕ. <...>
Вячеслав УРПАН.
♦ ♦ ♦
«Ĕмĕр атакине» чăваш та хутшăннă
Александр Маринеско «С-13» шыв ай карапĕн, чапа тухнăскерĕн, капитанĕ пулнине пĕлмен моряк çук-тăр. Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Çăлтăр» телеканалпа ун çинчен ÿкернĕ документлă фильма кăтартрĕç. Карапра Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Иванов та хĕсметре тăнă.
Базăна çитнĕ-çитнех
Вăл экипажпа пĕрле утса тухнă çулсене таврăнар-ха. Фактсем шанчăклă пулччăр тесе Раççейĕн шыв ай вăйĕсен историйĕн А.Маринеско ячĕллĕ музейĕн материалĕсемпе тата подводник тăванĕсем аса илнипе усă курăпăр.
— Асаттен кĕçĕн шăллĕне Юрий Ивановича «С-13» субмаринăра штурман электрикĕ пулма 1940 çулхи çĕртме уйăхĕнче, Ленинградри шыв айĕпе ишекенсен отрядĕнчен вĕренсе тухсан, çирĕплетнĕ, — каласа парать Ирина Сергеева. — Карап Балти флочĕн штабĕн заданине пурнăçлама пĕрремĕш хут 1942 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче П.Маланченко капитан-лейтенант ертсе пынипе çула тухнă. 11-мĕшĕнче Ботни заливĕнче Финляндин — Германи союзникĕн — «Гера» киммине, çĕр кăмрăкĕ турттарса пынăскере, асăрханă. Субмаринăн пĕрремĕш торпеди унăн çумĕпех иртнĕ. Перископран урăх транспорт курăнман. Командир карапа шывран кăларнă та — матроссем транспорта артиллери хатĕрĕнчен тĕллесе пенĕ, корпусне вун виçĕ снаряд лекнĕ, вут хыпса илнĕ. Тепĕр торпеди тăрăнса çурăлнă хыççăн кимĕ шыва путнă.
«С-13» тата виçĕ сехетрен финсен «Юсси Х» транспортне, Кенигсберг хулине /халĕ Калининград/ груз çитерме тинĕсе тухнăскере, путарать. Экипажăн 22 матросĕнчен пĕри çеç вилĕмрен çăлăнаять. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чунра ман ăшă пур!
Ялташ, Микулай Улай, Ялкас хушма ятсемпе çырнă вăл. Çапах чăваш пичетĕнче Янгер пек палăрнă.
Почтальонка килсе пачĕ
Каçхине район хаçачĕ.
Пăхрăм та çав хаçата –
Курах кайрăм хам ята.
Чун чăтмарĕ çĕкленмесĕр.
Эп, тÿрех, хам ĕненмесĕр,
Чĕнсе илтĕм пиччене:
«Кур, çул хыврăм пичете!»
Ку сăвва Николай Ершов 1956 çулта çырнă. Унтанпа унăн çĕр-çĕр хайлавĕ кун çути курнă. Ку таранччен поэт хăйĕн сăввисен 23 кĕнекине кăларса вулакан патне çитернĕ. Улттăшне — юрăсен нотисемпе. Николай Гавриловичăн 200 ытла сăввине композиторсем юрра хывнă. Нумаях пулмасть кăна «Эпир – агрохимиксем» тата «Пурнăç юрри» хайлавĕсене Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн репертуарне кĕртнĕ.
Вăл Раççей Федерацийĕн Журналистсен, Чăваш Республикин Çыравçăсен пĕрлĕхĕн, Композиторсен ассоциацийĕн пайташĕ.
Çав «Пĕрремĕш савăнăç» сăвă вара пĕрремĕш «Лайăх концерт» заметки пичетленнĕшĕн хăпартланнипе çуралнă. Вун тăваттăри çамрăка тата ун пекех çырас туртăмлă шкул ачисемшĕн пичет ĕç-хĕлне çул уçнăшăн район хаçатне пурнăç тăршшĕпех хисеплесе çырать вăл: «Ял пурнăçĕ» — халăх хаçачĕ», «Калас текене сăмах пачĕ», «Вăл сăвăçсене хăват пачĕ…»
Хăй те, паллă сăвăçа çаврăнсан, пултаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарас тĕллевпе Трак тăрăхĕнче конкурс йĕркелеме сĕнет. Ятарлă преми шкул ачисемшĕн мĕнешкел тĕрев! Пархатарлă çак тата ытти ĕçсемшĕн, çав шутра сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, тирпей-илем ыйтăвĕсене татса панă çĕре пысăк тÿпе хывнăшăн, ял тăрăхĕн пурнăçĕнче пуçарулăх тата çамрăксене гражданла патриотла воспитани парас тĕлĕшпе пултарулăх кăтартнăшăн «Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысланă ăна. «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале те тивĕçнĕ сăвăç. <...>
Надежда КУДРЯШОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...