Хыпар 135 (28014) № 29.11.2022
Тĕрĕ – халăх пуянлăхĕ
Чăваш тĕрри пирĕн халăхăн чунне, унăн шалта пытарăннă кăмăл-туйăмне, тĕнче курăмне уçса парать. Чăннипех те мăнаçланмалăх пур унăн хăйне евĕрлĕхĕпе. Мĕн тери илемлĕх те чуна тыткăнлакан ăсталăх пытарăннă унра! Халăхра вăл кăткăс та пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри шутланать. Тĕррĕн икĕ енĕ те — пĕр пекки — çак ăсталăх вышкайсăр пысăк пулнине кăтартать. Ăна упраса хăварма пултарни çеç мар, аталантарса пыни — пысăк çитĕнÿ.
Çак пысăк эткерлĕхе сыхласа хăварас тата малалла аталантарас тесе 2020 çулта республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе кашни çул чÿкĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне уявлама йышăннă. Çак кун чăваш эреш-тĕрĕ ÿнерçи Екатерина Ефремова çуралнă. Вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех чăваш тĕррин тĕслĕхĕсене тĕпченĕ, вĕсене аталантарма, сыхласа хăварма пулăшнă. Раççейри урăх пĕр халăхăн та тĕрре халалланă кун çук. Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче хаваслă уяв йĕркелерĕç. Фойере чăваш юррисем янăрарĕç, чăвашсен паллă тĕрĕçисем ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Пысăк уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та килсе çитрĕ. Унта ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, депутатсем, Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева та хутшăнчĕç. Чăваш халăхĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Анчах пур çĕрте те чăвашсене пĕр чăмăра пухакан пĕрлешÿсем пур. Çав ушкăнсем чăваш халăхĕн йăли-йĕркине манма памаççĕ кăна мар, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантараççĕ. Кăçал çак тĕллевпе «Пурăн, чăваш тĕрри!» регионсен хушшинчи конкурс иртнĕ. Унта хутшăнакансем салтак тутри тĕрленĕ. Конкурса Чăваш Республикинче пурăнакансемпе пĕрлех Пушкăртра, Тутарстанра, Сургут хулинче тĕпленнĕ чăвашсем те хастарлăх кăтартнă. Çĕнтерÿçĕсен ретĕнче — 12-95 çулсенчи тĕрĕçĕсем. Акă, Антон Лаврентьев 12 çулта çеç-ха. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти 8-мĕш шкулта вĕренет. Çак конкурса хутшăнса хăйĕн хăюлăхне кăтартнăшăн пысăк парнеллĕ пулчĕ арçын ача. Çавăн пекех жюри Марина Федулова, Галина Григорьева, Раиса Васильева, Татьяна Петрова, Нина Михеева, Лариса Абакумова, Людмила Андреева, Светлана Трофимова ĕçĕсене те пысăка хурса хакланă. Конкурсăн чи пысăк парнине, Гран-прие, Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан Ирина Ефимова ÿнерçĕ тивĕçнĕ. Салтака каякан яша чăвашсем авалтан тутăр тĕрлесе парса янă. Вăл сыхласа тăракан сыхчă /оберег/ пек шутланнă. Кăçал пирĕн ентешсем те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайрĕç. Вĕсене те тĕрленĕ салтак тутрисем парса ячĕç. Канаш хулинчи çар комиссариатĕнче çапла пĕр хĕр Украинăри ятарлă çар операцине каякан йĕкĕте хăй тĕрленĕ салтак тутри парнеленĕ. Лешĕ вара хĕре аллинчен тытсах сăмах панă: «Таврăнатăп, унтан сана качча илетĕп. Кĕт!» Çапла пултăрах! Çавăн пек сыхчă Раççейĕн те пур! Шăп çулталăк каялла, 2021 çулхи чÿкĕн 26-мĕшĕнче, «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проект хăйĕн ĕçне пуçларĕ. Унта çĕршывăн 85 регионĕнчи, Камчаткăран пуçласа Калининград таранах, тĕрĕ ăстисем хутшăнчĕç. Раççей карттине тĕрлесе пĕтернĕччĕ – халĕ тата пирĕн çĕршыв çумне 4 субъект: Луганскпа Донецк халăх республикисем тата Запорожьепе Херсон облаçĕсем хутшăнчĕç. Чăваш наци музейне çак суб±ектсен 4 фрагментне тĕрлесе Раççей картти çумне хушма ярса панă. Пĕтĕмĕшле Раççей карттине раштавăн 12-мĕшĕнче Мускаври патшалăх академи театрĕнче официаллă майпа çирĕплетĕç. Унта çак проекта пуçласа яракан Надежда Бабкина халăх артистки те пулĕ. Раççейĕн тĕрленĕ картти çĕршыври пур халăха та пĕрлештерекен, ун мухтавлăхĕпе хăватне кăтартакан пысăк пулăм. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Туристсен Чăваш Ене тепĕр хут та килсе курас килтĕр
Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта «Чăваш Ен туризмĕ» регионсен хушшинчи форум уçăлчĕ. Палăртмалла, кун евĕр форум пĕрремĕш хут иртет. Вăл раштавăн 2-мĕшĕччен пырать.
Форума çĕршыври çĕре яхăн хăна килмелле. Вĕсем — влаç органĕнче, бизнесра вăй хуракансем, туроператорсем, коммерциллĕ мар организацисен представителĕсем. Федераци эксперчĕсемпе 9 сессие хутшăнса регионта туризма аталантарассине сÿтсе яваççĕ. Чăваш Ен — реабилитаци центрĕ, промышленноç тата ял хуçалăх туризмĕ, тĕп хулан наци хăйне евĕрлĕхĕ, шкул ачисен туризмĕ — акă мĕн пирки калаçĕç специалистсем. Эрнекун форума халалласа брифинг иртрĕ. Журналистсемпе РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алла Салаевăпа Михаил Кизеев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕсем — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов тĕл пулчĕç. — Кунашкал форум пуçласа иртет. Мĕншĕн ăна сессисем евĕр йĕркеленĕ? Форум вĕçĕнче мĕн кĕтетĕр? Алла САЛАЕВА: — Чăваш Ене туристсемшĕн илĕртÿллĕ тăвасси пирки чылайранпа калаçатпăр. Ку енĕпе ĕçлекен институтсем, специалистсем пур. Федераци шайĕнчи экспертсен пĕтĕмлетĕвне итлеме, ыйтусене палăртса вĕсене татса памалли план хатĕрлеме вăхăт çитрĕ. Хамăрăн вăйлă тата хавшакрах енсене тупса палăртмалла пирĕн. Форум вĕçĕнче, пленарлă сессире, унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнать, экспертсемпе программа хатĕрлетпĕр. Çĕршыва хамăр çинчен пĕлтермешкĕн, ют çĕршыв çыннисене Раççее Чăваш Ен урлă уçтармашкăн мĕн тумалла? Çак ыйтусене тĕпе хурса ĕç планĕ йĕркелемелле пирĕн. Дмитрий КРАСНОВ: — Пирĕн туристсене кăтартмалăх пур. Çапах та уйрăмах хăш енĕпе тимлемеллине, вĕсене кăтартас тесе мĕн тумаллине татăклăн палăртмалла. Сессисене тĕрлĕ отрасле халалланă. Вĕсем шăпах вăйлă енсене уçмашкăн пулăшаççĕ. Кайран пĕтĕмлетÿсем тăрăх программа йышăнăпăр. — Алла Леонидовна, эсир депутатра ĕçлеме тытăнсанах «ача-пăча туризмĕ», «çамрăксен туризмĕ» ăнлавсем кĕртрĕр. Федераци шайĕнчи депутатсем сирĕн пуçарусене епле йышăнаççĕ? — Эпĕ Патшалăх Думинче туризм енĕпе ĕçлекен комитетра тăратăп. Ăна Сангаджи Тарбаев ертсе пырать. Пурĕ 12 депутат унта. Эпир тÿрех калаçса татăлтăмăр: кашни хăйĕн ĕç йĕркипе, вăйлă енĕсемпе паллаштарать. Вĕрентÿ экс-министрĕ пулнă май мана ача-пăча туризмĕн теми çывăхчĕ. Туроператорсемпе пĕрле хатĕрленĕ «Чĕрĕ уроксем» проект Чăваш Енре те хута кайрĕ. Унпа килĕшÿллĕн 8-мĕш классем геометри урокне — Н.Лобачевский музейĕнче, Граждан вăрçин историне — В.Чапаев музейĕнче, культурăпа искусство занятийĕсене тавра пĕлÿ музейĕсенче… ирттереççĕ. Пирĕн хамăрăн паха опыта çĕршыв шайĕнче кăтартмалăх пур. «Туризм çинчен» калакан саккун проектне улшăнусем кĕртнĕ май «ача-пăча туризмĕ», «ача-пăча экскурсийĕсем» ăнлавсем кĕрĕç. Комитетри ĕçлĕ ушкăн тăтăшах канашлăва пухăнать. Унта ача-пăча туризмĕ енĕпе ĕçлекен туроператорсем хутшăнни мана савăнтарать. Хальхи форумăн сессийĕсенчен пĕрне ача-пăча туризмне халалланă. Ку ен хальхи вăхăтшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл харпăр хăй çуралса ÿснĕ тăван çĕршывăн историйĕпе тачă çыхăннă. Ăна ăша хывакан çамрăксен пуçне тĕрĕс мар идеологипе минретеймĕç. — Шупашкара çывăх вăхăтра мĕнле улшăнусем кĕрĕç: çĕнĕ обČектсем хута кайĕç-и, инфратытăм çĕнелĕ-и? Дмитрий КРАСНОВ: — «Туризм» наци программипе тата республикăра «Туризм инфратытăмне хута ярасси» программăпа килĕшÿллĕн регионта темиçе çул ĕнтĕ «Чăваш Ен — Атăл чĕри» проект пурнăçланать. Юсав пуçарнă об±ектсенче — заливра, Мускав çыранĕнче… — кăçал ĕçсем вĕçленеççĕ. Куславккари, Сĕнтĕрвăрринчи причалсен стенисене çĕнетес тĕлĕшпе проект тумашкăн укçа хывса хăварнă. Об±ектсене çĕклеме финанс çăл куçĕ тупас тĕлĕшпе федераци программисене хутшăнатпăр. Хăна çурчĕсен бизнесĕ тата туризм пĕр-пĕринсĕр пурăнаймаççĕ. Шупашкарта хăна çурчĕсенче паха номерсем çителĕксĕр. Çитес çул залив хĕрринчи «5 çăлтăрлă» хăна çурчĕ хута кайсан 168 номер хутшăнĕ. 3 ресторан пулмалла унта. Питĕ лайăх ăнланатпăр: çак инфратытăма тивĕçлĕ шайра тытса тăмасан, çĕнĕ об±ектсем хута каймасан туристсене паха сервиспа тивĕçтерейместпĕр. Ку тĕлĕшпе бизнесăн, проект пуçаруçисен, влаçăн пĕрле ĕçлемелле. — Юхан шыв туризмĕ пирки каларăр. Анчах кăçал «Валдайпа» кайма билетсем илмешкĕн çынсем сехечĕ-сехечĕпе черет тăчĕç. Туризмра цифра аталанăвĕ тĕлĕшпе лару-тăру еплерех? Онлайнсервис хута кайĕ-и? Дмитрий КРАСНОВ: — Цифра темине уйрăм сессире пăхса тухатпăр. Атăл тăрăх çÿрекен «Валдай» халăха питĕ кирлĕ транспорт пулнине кăтартса пачĕ. 19 пин ытла çын унпа усă курчĕ. Чăнах та, билета электрон майпа туянас тытăм йĕркеллĕ ĕçлесе каяймарĕ. Турист порталĕ пулăшнипе ку ыйту татăлмалла. Унта «Валдая» ларма çеç мар, музее, ытти об±екта кайма, ресторанта бонус илме ансат пулĕ. Тепĕр майлă вăл — турист картти. Ăна туянаканăн сервиссемпе усă курмашкăн бонуссем пулĕç. Юхан шыв порчĕпе пĕрле çитес çулхи сезона хатĕрленетпĕрех. — Турист картти пирки тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха. Дмитрий КРАСНОВ: — Вăл «пĕр чÿрече» евĕр ĕçлет. Унта Чăваш Ене килнĕ турист усă курма пултаракан мĕн пур сервиса хывнă: транспорт, турист продукчĕ тата ыт.те. Карттăна илмешкĕн турист порталĕнче регистрациленмелле. Вара бонуссемпе усă курма пулать. Апатлану, ресторан, хăна çурчĕ, курса çÿремелли вырăнсем... — туристшăн йÿнĕрех пулĕç. Тата ку пире унăн çул-йĕрне йĕрлеме, вăл ăçта çÿреме кăмăлланине, мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнине пĕлме май парать. Çав карттăпа тÿлемешкĕн те май туса памалла. Ку тĕлĕшпе банксемпе çыхăнса ĕçлемелле. Пирĕн тĕллев — çав карттăна илессине ансатлатасси, туристсен хушшинче анлă сарасси. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Пĕрре ларнипе чăваш тĕррине вĕренме çук
Яла килнĕ мăнукĕ тĕрĕллĕ япаласемпе кăсăкланнине курсан асламăшĕ питĕ тĕлĕннĕ. Хальхи ача-пăча тĕрĕ çумне çыпăçсах каймасть-çке. Вăрттăнлăхĕ акă мĕнре: ача «Анне эрешĕсем» тĕрĕ шкулне çÿреме тытăннă иккен. Вăл авăн уйăхĕнче Республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче уçăлнă. Занятисем вулавăшăн Контактра социаллă тетелти ушкăнĕнче видеоурок мелĕпе те, куçăн та иртнĕ.
«Республикăри паллă тĕрĕçĕсем пурĕ 28 ăсталăх класĕ йĕркелерĕç. Вĕсене 298 ача хутшăнчĕ, çав шутра тĕрĕ шкулне куллен çÿрекенсем — 51-ĕн. Контактра 28 онлайн трансляци пулчĕ. Вĕсенче чăваш тĕрри пирки çырнă кĕнекесене тишкертĕмĕр, авторсемпе, наука ĕçченĕсемпе, маçтăрсемпе паллаштартăмăр», — палăртрĕ библиотека директорĕ Тамара Григорьева. Çак ĕçсем пĕтĕмпех «Анне эрешĕсем» проектпа çыхăннă. Кăçал вăл Раççей Президенчĕн грантне — 1 млн тенке — тивĕçнĕ. Тĕрĕ шкулĕ валли çуллах видеокамера, видеомикшер, çутă комплекчĕсем, кăкăр çине çакмалли микрофонсем, кабельсем çитнĕ. Вĕсемпе видеоуроксем хатĕрленĕ чухне усă курнă. Ăсталăх класне хутшăнакан ачасем валли хатĕр-хĕтĕр те туяннă. Канва, мулине, шăрçасемпе паеткăсем, капăрлатмалли «укçасем», йĕп, каркăч /пяльцы/, хачă — пĕтĕмпех кунта пур. Проекта хутшăннă вĕрентекенсенчен пĕри — Лариса Иванова. «Библиотека питĕ лайăх проект хута ячĕ. Ачасене вĕрентнĕ май ĕлĕкхи тĕрĕсене аса илетпĕр. Хамăр та питĕ интересленсе кайрăмăр. Тахçанхи ĕçсене туртса кăлартăмăр. Ачасене каласа парса тĕрĕ ĕçĕпе çывăхрах паллаштартăмăр. Хальхи вăхăтра канва, пусма пур та тĕрлеме питĕ меллĕ. Эпир çитсă, икĕ çиплĕ пусма /двунитка/ çинче тĕрлеттĕмĕр. Икĕ уйăх питĕ хăвăрт иртрĕ. Кашни преподавателĕн 15- шер ача пулчĕ. Интересленсех çÿрерĕç вĕсем. Йĕппе çип тытсах кайман ачасене тĕрлеме вĕрентесси — питĕ кăткăс ĕç. Проект вĕçнелле хăнăхрĕç. «Занятисем вĕçленчĕç — мĕн тери шел», — текенсем те пулчĕç. Эпир вĕсене хатĕрленĕ пусмасене, схемăсене киле парса ятăмăр. Кăмăл пулсан тĕрлеме çÿреме чĕнтĕмĕр. Интереслĕ трансляцисем пулчĕç. Амăшĕсем те çак ĕçе хутшăнчĕç. Видеоуроксем пăхнă, комментарисем хăварнă. Хăйсем ача чухне мĕнле тĕрлени пирки каласа пачĕç. Яла кайсан ĕçĕсене асламăшĕсене кăтартнă. «Çак таранччен эпĕ тĕрĕллĕ япаласене тимлемен. Асанне арчинче выртнă вĕсем. Мĕн тери кăткăс ĕç пулнине халь тин ăнланса илтĕм», — терĕ шкула çÿренĕ хĕрача. Тепĕр çул та çавăн пек проект пуласса шанас килет. Унăн усси пурах. Ачасем тĕрлеме хăнăхаççĕ, тавра курăмĕ улшăнать вĕсен. Шкул программинче чăваш тĕррине халалланă уроксем пĕр чĕрĕке яхăн пыраççĕ. Чăваш тĕрри — шутласа пурнăçламалли ĕç. Кам ăна ăнкарса илет, математикăпа та туртăнать. Шкулта ĕçленĕ май пĕлетĕп: ачасене малтанах йывăр. Çавăнпах вĕсем тĕрре тытасшăнах мар. Кайран ăнланса илеççĕ те хăйсем тĕллĕн те ал ĕçĕсем туса килеççĕ. Интереслентерсе яриччен кăштах чăтăмлăх кирлĕ. Чăваш тĕррине пĕрре ларнипех вĕренме çук. Эпĕ хам та пĕрремĕш хут ăна шкул ачи чухне тĕрленĕ. Университетра вĕреннĕ чухне ку енĕпе ăса, пултарулăха ытларах туптарăм. Халĕ те ĕçрен таврăнсан каçсерен юрă-кĕвĕ яратăп, тĕрлеме ларатăп. Чунпа канатăп ун чухне», — каласа пачĕ Лариса Иванова. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Кĕлетри тырра сутма пуçламан-ха
2022 çул иртсе пырать. Ăна аграрисем пĕлтĕрхинчен лайăхрах кăтартупа вĕçлесшĕн. Вăрмар районĕнчи «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Владимир Иваншкин уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетет.
— Хăш-пĕр районта çу уйăхĕн 7-мĕшĕ хыççăн çумăр куллен чашлаттарчĕ. Эсир вара акана унчченех вĕçленĕ. Ĕнсе çинчен йывăр миххе илсе пăрахнă евĕрех туйăнмарĕ-и? — Тен, çаплах каламалла. Паллах, варăнтарса хăварнăшăн савăнтăмăр. Çуркунне пирĕн тăрăхра çумăр нумаях çумарĕ. Ытти чылай районта вара пайтах шăпăртатнă, çумăр механизаторсене ĕçлеме паман, çавăнпа вăрлăха икĕ-виçĕ эрне кая юлса варăнтарнă, калча каярахпа шăтнă. Пирĕн çурхисем маларах шăтрĕç. Кĕрхисем те лайăх çитĕнчĕç. Çумăр çу уйăхĕнче — пĕр, çĕртме уйăхĕнче — икĕ, тырă вырнă чухне пĕр хут кăна çурĕ. Çулла шăрăх кунсем тăчĕç. Ăшă 36 градуса та çитрĕ, типĕ çил 10-15 сантиметр тарăнăшĕнче нÿрĕк хăвармарĕ. Çавна пула пучахри тырă тулса çитмесĕрех хытрĕ. Апла пулин те кашни гектартан вăтамран 30 ытла центнер тырă пухса кĕртрĕмĕр. Аван тухăç илме çу-утă уйăхĕсенче калчана микроудобренипе виçĕ хутчен апатлантарни те пулăшрĕ. — сменăпа йĕркелерĕр-им? — Çук, 8-20 сехетсенче виçĕ агрегатпа акрăмăр. Чăрмав пулмарĕ. Акана, чăнах та, ытти нумай хуçалăхран маларах пĕтертĕмĕр. Мĕншĕн тесен дизтопливо-бензин, минерал удобренийĕ çителĕклĕ хатĕрленĕччĕ, техникăна юсанăччĕ, механизаторсене руль умне лартма çирĕплетнĕччĕ. Ĕç укçи лайăх тÿленĕрен, кунне икĕ хутчен апатлантарнăран вĕсем акана хаваслансах пуçăнчĕç. Çĕр ĕçĕнче пысăк опыт пухнăскерсем шăйрăкшайрăк хăвармарĕç. Трактор-машина пĕрре те çĕмĕрĕлмерĕ. Парка çĕнетсех тăратпăр. Техника иртнĕ çулсенче — чылай, кăçалхи юпа уйăхĕнче «МТЗ» трактор туянтăмăр. Хăш-пĕр районта çу уйăхĕн 7-мĕшĕ хыççăн — Темшĕн вĕсем чун-чĕрене тарăн кĕрсе юлчĕç. Çур акине ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче тухрăмăр. Çурхи культурăсене çу уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне, çумăр çăвиччен, 1150 гектар акрăмăр. Тата 50 гектара каярахпа варăнтартăмăр. Эсир акана кĕске хушăрах вĕçленĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Шупашкар ачин çырăвĕ хавхалантарчĕ»
«Çут тĕнчере 41 çул пурăнатăп. Çемье çавăрнăранпа 17 çул çитрĕ. Çак тапхăрăн пĕрре виççĕмĕш пайĕнче çемьепе пулнă-ши эпĕ? Ялан тенĕ пекех — хĕрÿ вырăнсенче. Мăшăра хĕрхенетĕп. Мĕнле чăтать-ши? Аттеанне мĕнле тÿсет-ши тата? Ачасем… Паян та эпĕ — Украинăри лару-тăрăва лăплантарнă çĕрте. Командировкăран килтĕм кăна-ха, çемьене курман. Вĕсем мана кĕтеççĕ. Çар ĕçĕсемпе çÿретĕп», — терĕ отпуска виçĕ кунлăха таврăннă Эдуард Рубцов.
«Тăшманпа чунпа, ÿтпе çирĕпленнĕ çынсен çапăçмалла. Ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнчен тин тухнă çамрăксене унта питĕ йывăр. Эпĕ те ав çар çынни пуласси пирки ĕмĕрне те шухăшламан. Хăй вăхăтĕнче мана вăрçă çапла çирĕплетрĕ, арçын турĕ», — калаçăва тăсрĕ çар çынни. Вăл Тури Туçара çуралса ÿснĕ, ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. Çемьере тăватă ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ. Рубцовсен ачисем пурте спортпа питĕ туслă. Эдуард та ăс пухнă вăхăтрах нумай енлĕн ăмăртса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Хальхи вăхăтра унăн аслă хĕрĕ кĕрешÿçĕсен ăмăртăвĕсене хутшăнать. Вăл Раççей шайĕнчи тĕрлĕ турнирта çĕнтернĕ. Олимп резервĕсен Шупашкарти спорт шкулĕнче вĕренет. Кĕçĕн хĕрĕ те кĕрешес енĕпе ăсталăхне туптать. Эдуардăн шăллĕ Павел кире пуканĕ йăтса спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. Унăн икĕ ачи те кĕрешес енĕпе çамрăксен 1-мĕш разряд нормине тултарнă. Шăллĕн Юрăн икĕ ывăлĕ те кĕрешÿçĕсен ăмăртăвĕсене хутшăнса пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Эдуард хăйĕн пурнăçне çĕрпе çыхăнтарас тĕллевпе 1998 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтне /халĕ — аграри университечĕ/ агронома вĕренме кĕнĕ. Диплом илсенех ăна çара илнĕ. Çар тивĕçне вăл Балашиха хулинче пурнăçланă. Шăпах çавăнта службăра тăнă чухне вĕсене малтан — Чечня, каярахпа Абхазипе Грузи çĕрĕсем çинче сиксе тухнă хирĕç тăрăва лăплантарма илсе кайнă. Унти хирĕç тăрусенче чăваш каччи чăнчăн çапăçу мĕн иккенне туйнă, çавăнтах Тăван çĕршыва хÿтĕлесси уншăн пĕрремĕш тивĕç пулнине ăнланнă. Çартан таврăнсан милицие ĕçе вырнаçнă. Çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Йĕрке хуралĕнче ĕçленĕ чухне Чечня Республикинче темиçе хутчен те командировкăра пулнă. Урăхла каласан, ăçта лару-тăру лăпкă пулман, унта Эдуарда та янă. Çирĕплĕхĕпе ăсталăхне кура ăна ПАИн Çĕрпÿри уйрăмĕн пуçлăхне лартнă. Питĕ çирĕп ыйтакан пуçлăх унта чылай вăхăт ĕçленĕ. Иртнĕ çулсенче тивĕçлĕ канăва тухнă. Кăçал Украинăра çар операцийĕ пуçлансан унта каймасăр юлма пултарайман вăл. Пуш уйăхĕнче çар комиссариатне кайса хăйĕн ирĕкĕпе контракт çырма кăмăл тунă, анчах 40 çула çитнĕ тесе ăна йышăнман. Тепĕр уйăхран, Раççей Президенчĕ 40 çултан иртнисене те йышăнма ирĕк парсан, тепре кайнă вăл. Хальхинче унăн ыйтăвне тивĕçтерме май пурри çинчен каланă. Кĕтме хушнă. Çапла майпа çĕртме уйăхĕнче вăл Украинăна çитнĕ. Эдуард хăйĕн çинчен питех каласа кăтартма юратмасть. Питĕ сăпайлă. Чăн-чăн салтакăн çапла пулмалла та ĕнтĕ. Сăмах вакланă хушăра ытларах паттăр юлташĕсем çинчен каласа пачĕ. Украинăна кĕриччен вĕсен чаçĕ Тоцк хули çывăхĕнче тăнă. Шăпах çавăнта вăл кÿршĕри Анат Туçа ялĕн каччине Анатолий Мартышкина тĕл пулнă, çапăçăва та вĕсем пĕр вăхăталла кĕнĕ. — Аякри çĕр çинче чăваша тăван пек йышăнатăн. Анатолий манран чылай çамрăк. Эпĕ ялтан тухса кайнă чухне вăл, 1991 çулта çуралнăскер, пĕрремĕш класа кăна кайнă. Халĕ вара мĕнле паттăр салтак! Эпĕ ăна чăн-чăн паттăрсен йышне кĕртетĕп. Ятарлă операцие те вăл хăйĕн ирĕкĕпе килнĕ. Никама систермесĕр, килтисене сунар пăшалĕ тытма медосмотр тухатăп тесе çара кайма хутсем хатĕрленĕ. Чăннипех маттур сунарçă пулнă вăл. Ялта чухне сунартан хир сыснисем тыта-тыта килнĕ. Чăн-чăн стрелок. Ахальтен мар вăл Саратов облаçĕнче мотострелоксен чаçĕнче службăра тăнă. Килĕнче мăшăрĕ виçĕ ачапа юлнă. Тухса каймалли кун кăна хăй çар ретне тăрассине каланă. Ман çинчен мар, Анатолий пек паттăрсем çинчен çырмалла, — каллех сăпайланчĕ Эдуард. — Эпир пĕр çĕрте çапăçмастпăр, çапах пĕр-пĕрне час-часах куратпăр. Анатолий Украина çарĕ усă куракан темиçе бронетранспортера хамăр енне хăваласа каçрĕ. Вăрттăн, тăшмана систермесĕр. Паттăрлăх мар-и ку? Эпир яланах малти ретре çапăçатпăр. Йывăр паллах. Хăрушă та. Анчах эпир нихăçан та хăраман, хăрамастпăр та. Пурпĕрех çĕнтеретпĕр. Турă пире сыхлать. Пĕррехинче хамăртан инçех те мар Америкăн реактивлă снарячĕ ÿксе çурăлчĕ. Мана йăлтах асфальтпа хупласа хучĕ, пĕрех аманмарăм. Юлташсем те тĕлĕнчĕç. Турă сыхларĕ. Кунта маншăн пурте кĕлтăваççĕ: анне те, арăм та, ачасем те. Çапăçу хирне пачăшкăсем те тăтăшах пырса кĕлĕ вулаççĕ иккен. Нумаях пулмасть вĕсем патне Анатолий атте пынă. — Калаçрăмăр та — Пăва районĕнчи чăваш пулчĕ тăчĕ. Пире пурне те пил парса хăварчĕ. Манăн юлташсем пурте лайăх. Çапăçу хирĕнче туссăр май çук. Мĕнле халăх çынни кăна çук-ши унта? Манпа пĕрлех бурятсем, якутсем, Хабаровск вырăсĕсем çапăçаççĕ. Бурятсем — ăста снайперсем. Акă, сăмахран, Ваня шкулта пĕр класс та вĕренмен, анчах питĕ ăста перет. Шкула мĕншĕн çÿременнипе кăсăклантăм та: «Май пулман. Мĕн ачаран аттепе сунара çÿренĕ, пулă тытнă», — тет. Çапăçу хирĕнче пурте тăван пек туйăнать. Пирĕн йышра 50-55 çулсенчи арçынсем те пур. Вĕсем пурте хăйсен ирĕкĕпе пынă. Тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кар тăма… Якутирен пынă тепĕр салтак пирки те каласа кăтартас килет. Унăн кăкăрĕ çинче «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль йăлтăртатать. Ку наградăна ăна çапăçу хирĕнчен аманнă 63 салтака /!/ пĕччен илсе тухнăшăн панă. Паттăрлăх мар-и çакă?! <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...