Комментировать

26 Сен, 2014

“Тренер ĕçĕ питĕ килĕшет”

Михаил Андриянов Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Г.Н.Смирнов ячĕллĕ спорт шкулĕнче иккĕмĕш çул ĕçлет. Михаилăн ашшĕ фирма уçнă, амăшĕ санитаркăра тăрăшать. Каччă шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă, ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе иртнĕ нумай ăмăртура малти вырăнсене йышăннă. Михаил ЧР Пуçлăхĕн стипендине ун чухне те тивĕçнĕ. Вун пĕрмĕш класс пĕтерсен яш çара кайнă. Малтан - Алтай тăрăхĕнче, унтан Иркутск облаçĕнче хĕсметре тăнă. Çартан килсен Михаила спорт шкулне тренера чĕннĕ. Çав вăхăтра вăл Канашри педагогика колледжне физкультура учительне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Халĕ вăл - спорт мастерĕн кандидачĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.