Комментировать

23 Ноя, 2022

Транспорт çÿревĕ пассажиршăн меллĕ пулмалла

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕ Патшалăх Канашĕн сессине аса илтерчĕ теме те юрать: Правительство сакăр саккун проектне тишкерчĕ. Парламентра тишкерÿ тепĕр чух хивре калаçу çуратать, кунта вара проектсене тавлашмасăр ырларĕç — уйрăмлăхĕ çавă çеç.

Хулара пассажирсене илсе çÿрессипе çыхăннă полномочисене çĕнĕрен пайласси çинчен калакан саккун проекчĕпе транспорт министрĕ Владимир Осипов паллаштарчĕ. Сăмах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар пирки пырать — полномочисене вырăнти хăй тытăмлăх тата республика влаçĕн органĕсен хушшинче уйăрассине çĕнĕ çулччен вĕçлеме пăхнă. Çакă, министр палăртнă тăрăх, тариф енĕпе пĕрлехи меню çирĕплетме, пĕр транспортран теприне куçса лармалли «60 тата 90 минут» абонентсене, пĕрлехи çул çÿрев билечĕсене ĕçе кĕртме май парĕ, муниципалитесенчи тата муниципалитетсен хушшинчи маршрутсем пĕр килессинчен хăтарĕ. Çак ĕçе йĕркелемешкĕн республика бюджетĕнчен хушма укçа уйăрма тивĕ. 

Министрсен Кабинечĕ çавăн пекех муниципалитет округĕсене субвенцисемпе тивĕçтермелли методика, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине ырларĕ. Чăваш Республикин патшалăх граждан служби çинчен калакан саккунăн 13-мĕш статйи, çулленех улшăнакансер, çак шăпаран кăçал та хăтăлаймарĕ. Чиновниксене пурăнмалли çурт-йĕр туянма субсиди парассине палăртакан пункт вăйра пулассине каллех тата çулталăклăха, 2024 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен, чарса лартма йышăнчĕç.

2023 çул — Педагог тата наставник çулталăкĕ, ăна йĕркелесе ирттерекен комитет çинчен калакан положение çирĕплетрĕç. Комитет йышне ĕç тăвакан тата саккун кăларакан влаç органĕсен, общество пĕрлешĕвĕсен, ытти тытăм представителĕсене кĕртĕç. Çывăх вăхăтра Педагог тата наставник çулталăкне халалланă мероприятисен планне хатĕрлесе йышăнмалла. Унта педагогика ĕçченĕсене хавхалантармалли, çамрăк вĕрентекенсене пулăшмалли мерăсене те палăртасшăн.

Шомикри психоневрологи интернатне çĕнĕлле йĕркелес ыйту та нумай калаçтармарĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова Шомикри интернат çуртпа Каршлăхри вăрçă тата ĕç ветеранĕсен интернат çуртне пĕрлештересси çинчен пĕлтерчĕ. 

Граждансене кÿрекен тÿлевсĕр медпулăшăва гарантилемелли программа кăшт хакланать — ОМС территори фончĕн бюджетне пысăклатнă май 27,4 миллион тенкĕ хушăнать. Çапла вара 2022 çулхи программăн пĕтĕмĕшле хакĕ 21,9 миллиард тенкĕпе танлашĕ.

Министрсен Кабинечĕн граждансем театрсемпе концертсене тÿлевсĕр çÿрессине палăртакан йышăнăвĕ ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленĕ çынсен çемйисемшĕн кăмăллă пулмалла — вĕсем çак çăмăллăхпа усă курма пултарĕç. Оперăпа балет, Вырăс драма, Çамрăксен, Пукане театрĕсем, филармони хăйсен мероприятийĕсене кĕмелли билетсене тÿлевсĕр парĕç, Сăнавлă драма театрĕ, Юрăпа ташă ансамблĕ — çур хакпа. Чăваш патшалăх драма театрĕн билечĕсем вара — 100 тенкĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: