Комментировать

22 Ноя, 2022

Проектсене пурнăçа кĕртеççĕ

Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн кăçал 21 миллиард тенкĕ ытла пăхса хунă, 9 уйăхра палăртнă ĕçсен 63 процентне пурнăçланине пĕлтерчĕç стратеги аталанăвĕпе проектсем енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Дмитрий Краснов вице-премьер каланă тăрăх, пирĕн республикăра регионăн 11 проекчĕ валли 7,6 миллиард тенкĕ /61 процентне усă курнă/ уйăрнă. Нацпроектсене пурнăçлас тĕлĕшпе юпа уйăхĕнче 93 процентпа танлашнă. Иртнĕ уйăхра «Демографи», «Культура», «Туризм» нацпроектсен кăтартăвĕсем аван пулнă, экологи, экспорт, пурăнмалли çурт-йĕр енĕпе палăртнă ĕçсене пурне те пурнăçлайман.

Владимир Степанов вице-премьер «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Кăçал ун валли 4 миллиард тенкĕ ытла пăхса хунă. Пĕрремĕш медпулăшупа, медстрахованипе çыхăннă ыйтусемпе уйрăмах йывăрлăхсем сиксе тухнă. Çавăн пекех «Ача-пăча сывлăхĕ», «Чĕре-сыпă чирĕсемпе кĕрешесси» проектсене пурнăçлас тĕлĕшпе кăлтăксем пур-мĕн. Владимир Геннадьевич медицина организацийĕсене кадрсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Вăл каланă тăрăх, тĕрлĕ программа пулăшнипе кăçал 92 тухтăра, 207 медсестрана ĕçе вырнаçтарнă. Специалитет енĕпе вĕренмешкĕн 131 çынпа, ординатурăра пĕлÿ илекен 130 çамрăкпа, медколледжри 134 çынпа килĕшÿ тунă. Кадрсен ыйтăвне лайăхлатас тĕллевпе вакансисен ярмăрккисем, ăсталăх сехечĕсем, тĕлпулусем ирттернĕ. 26 сотрудника служба хваттерĕпе тивĕçтернĕ, темиçе специалиста пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшнă. «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăпа килĕшÿллĕн больницăсемпе ФАПсене 173 медик ĕçлеме пынă.

Рубрика: