ТĔРЛĔ ЧИРТЕН - ПЫЛ ПАШАЛУ
Пыл чи усăллă çимĕçсенчен пĕри пулнине, сипленме пулăшнине пурте пĕлетпĕр-ха. Унпа тулаш сиплевре те анлă усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, пыл пашалу питĕ паха.
Унпа сипленнин тĕллевĕ - чирлĕ органа сиенлĕ энергирен тасатасси. Пыл пашалу чирлĕ органран япăх энергие 20-40 минутра туртса илет. Унтан ăна кăларса пăрахмалла.
Пĕр пашалу хатĕрлеме 2 апат кашăкĕ пыл, 2 апат кашăкĕ çăнăх, 1 çăмарта кирлĕ. Пысăкрах пашалу валли вĕсене икĕ хут ытларах илмелле. Чуста вăтам çăра, пиçĕ пулмалла, йăваланă чухне вăл ан тĕпрентĕр, саланса ан кайтăр.
Пыл пашалăва ыратакан тĕле /тĕслĕхрен, пĕвер тĕлне/ хураççĕ, целлофанпа тата пир пусмапа витеççĕ. Кирлĕ пулсан пластырьпе çирĕплетме пулать. Пашалăва кунне темиçе те хума юрать, анчах кашнинчех çĕнĕрен хатĕрлемелле.
Пашалу ыратнине лайăх ирттерет, мастопати, пÿрлĕ шыçă, фурункул, ÿпке шыççи, синусит, ангина, ытти амак аптратсан çăмăллăх кÿрет. Унпа пиçсе кайсан, тăм тивсен, ал-урана кастарсан, шăйăрттарсан сипленеççĕ. Сăмах май, пыл пашалу псориазран, урари тромбсенчен пулăшать. Шăмă хуçăлсан хăвăртрах сывалма гипса илнĕ хыççăн çак пашалăва хураççĕ. Вăл мышцăсене çемçетет, ÿтĕн çу сийне çĕнетет.
Ÿслĕкрен уйрăмах витĕмлĕ. Кун пек чухне чуста валли çăнăх вырăнне горчица порошокĕ илеççĕ. Пиçĕлĕхне лайăхлатма ăшăтнă шурă эрех е çу кăштах хушма юрать. Хатĕр пашалăва темиçе сий марльăпа чĕркесе кăкăр варрине хумалла, икĕ сехет тытмалла. Унтан ытларах мар, унсăрăн ÿте пĕçертсе яма пулать.