«Тантăш» 43 (4812) № 03.11.2022
«Ялта чи лайăххисем»
«Çакă çутă тĕнчере кашни япалан пуçламăшĕ пур. Ирхине хĕвел йăл кулса вăранать те çĕнĕ кун пуçланать. Аслă юхан шыв та пĕчĕк çеç çăл куçран тытăнать. Пирĕн ачалăх вăл — пирĕн ял, тăван кил, аннен вĕри кукăлĕ тата тин сунă сĕт. Ялтан тухса кайсан та, эпир малалла тăрăшăпăр, вĕренĕпĕр, çуралнă тăрăха çĕнĕ технологисем илсе килĕпĕр. Пуласлăх технологийĕсем! Шăпах хамăртан килет те пирĕн пĕчĕк тăван кĕтесĕн тата пысăк çĕршывăмăрăн пуласлăхĕ. Вăйлă, ирĕклĕ тата пуян Раççейĕн пĕр пысăк команда пур — вăл эпир. Эпир мар пулсан тата кам?» Çак сăмахсемпе пуçланчĕ те Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче, юпан 28-мĕшĕнче иртнĕ республикăри «Ялта чи лайăххисем» ача-пăча пултарулăх форумĕ.
Хулари пекех аталанма май пур
Асăннă конкурса республикăри шкулсемпе ача сачĕсенчен 7 пин ача хутшăннă, 2,5 пин ĕç ярса панă. Чи вăйлисем, чи лайăххисем — пурĕ 42-ĕн — финала тухнă. Шăпах вĕсем, ялта чи лайăххисем, пурте пĕрле республикăра пĕрремĕш хут иртекен форума пухăнчĕç те.
Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева тата ыттисем хутшăнчĕç.
«Ÿсекен ăру хăйсене пур тытăмра та — спортра, пултарулăхра, вĕренÿре — кăтартма пултартăр тесе эпир çак тапхăрта чылай ĕç тăватпăр. Пысăк хулара та, пĕчĕк ялта та пĕрешкел условисем пулччăр тесе тăрăшатпăр. Хушма пĕлÿ паракан шкулсем, студисем уçни, конкурссем ирттерни — йăлтах ачасем валли, йăлтах малалла аталанма», — çапла палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Победить, чтобы быть готовым...
Многие дети мечтают служить в рядах МЧС, спасать жизни и быть полезными обществу. Но, несмотря на благородность подобных стремлений, нельзя не признать, что ни один спасатель не сможет выполнять свою работу без теоретической и практической подготовки. Спасатель – это профессионал, который обладает знаниями целого ряда смежных профессий: медицинской подготовкой, навыками пожаротушения, вождения, оказания не только первой медицинской помощи, но и психологической поддержки, умениями проводить подводные работы, альпинистскую подготовку…
Хорошо, что по линии различных ведомств, входящих в состав МЧС России, проводятся мероприятия, которые помогают детям закладывать и развивать необходимые навыки. 26 октября в фитнес-клубе «Джус» собрались мальчики и девочки из 12-й школы города Чебоксары. В рамках личного первенства по спасательному многоборью на закрытой воде «Юный спасатель» им предстояло проверить себя в нескольких дисциплинах: спасании условно утопающего с помощью бросания спасательного линя ªего также называют концом Александроваº, круга, в спасательном бушлате и поясе. Работой ребят руководил старший государственный инспектор центра ГИМС Главного управления МЧС России по Чувашской Республике Сергей Аршинов. <...>
Иван ДЕРЮЖИН.
♦ ♦ ♦
Паттăрăн ячĕ ĕмĕр асра
Паттăрла пуç хунисене асăнса вĕсен ячĕпе Герой партти уçни пирки «Тантăш» хаçатра чылай çыртăмăр. Акă, иртнĕ эрнере, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси шкулĕнче ăс пухакансемшĕн те çак кун нумайлăхах асра юлчĕ. Асăннă пĕлÿ çуртĕнчен вĕренсе тухнă, ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Кĕлĕмкассин мухтавлă ывăлĕ Сергей Михайлов подполковник ячĕпе Герой партти уçрĕç, ăна асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Асăннă мероприятие сумлă хăнасем, Сергей Николаевичăн çывăх тăванĕсем, çар тивĕçĕсене пĕрле пурнăçланă юлташĕсем килчĕç, шкул ачисем пухăнчĕç. Вăл çак шкулшăн, çывăх тăванĕсемшĕн пысăк мăнаçлăх, ырă та çутă тĕслĕх, чăн-чăн паттăр пулнине палăртрĕç вĕсем. Кунтах Сергей Михайловăн çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕкĕсенчен курав та йĕркеленĕ, баннер та пур. Герой парттине уçнă çĕре ку шкулта ăс пухакан ачасем, вĕрентекенсем пулăшнипе, анлă мероприяти хатĕрленĕ. Чи малтанах вĕсем Сергей Николаевичăн биографине кĕскен каласа пачĕç. Андрей Трофимов «Палăк» сăвва чуна витермелле вуларĕ, саккăрмĕш класра ăс пухакансем хурлăхлă юрă шăрантарчĕç. Чун хĕлĕхне пырса тивекен «Журавли» юрăпа хĕрачасем ташланă чухне куççульленмесĕр епле чăтăн? Татьяна Александрова «Ан пултăр вăрçă нихăçан» сăвва вуланă вăхăтра та, Евгения Сильвестрова «Кукушка» юрра шăрантарнă чухне те чунра йывăр туйăм хуçаланчĕ.
Татьяна ИШМУРАТОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...