Комментировать

3 Ноя, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 43 (6442) № 03.11.2022

Ютшăнчăк арçын ача ÿссен лидер пулса тăнă

14 Çулта чухне Николай Ждановăн аллине Тимоти Феррисăн «Четырехчасовая рабочая неделя» кĕнеке лекнĕ. Аслисем валли Çырнăскере вăл ун чухне лайăх ăнланайман та пуль, анчах Çын тăрăшсан пурнăÇĕ те ăнăÇлă йĕркеленессине ăнланнă.

Вăтанчăклăхпа кĕрешнĕ

— Николай, общество ĕçне ялан хутшăнатăн. Санра вăй-хал тапса тăнине куратпăр. Эсĕ ачаранпах лара-тăра пĕлмен йăрă çын пулнă-и?

— Ачалăхăм Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте иртрĕ. 14 çула çитиччен эпĕ ютшăнчăк ача пулнă. Астмăпа аптăранăран физкультура урокĕсене çÿреместĕм. Хам кăшт туллирехчĕ. Вăтам классенче кĕлеткене пиçĕхтермеллине, кăмăла çирĕплетмеллине ăнлантăм. Шиклĕх, вăтанчăклăх туйăмĕсемпе кĕрешме тытăнтăм. Хăшпĕр сас паллине тĕрĕс кăларайманнине пăхмасăр шкулти мероприятисене ертсе пыма пуçларăм. Çак ĕçре мана шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Екатерина Гунина пулăшса пыратчĕ. Кĕнеке нумай вулама тытăнтăм, спортпа туслашрăм. Гитара калама вĕренмешкĕн кăмăл çуралчĕ. Сăвă та çырма пуçларăм.

— Тăрук «куçа уçнин» сăлтавĕ такам пек пулас килнипе çыхăнман пулĕ те?

— Кĕнекесем, вĕсенчи сăнарсем маншăн тĕслĕх. Çакна ăнкартăм: иртен пуçласа каçчен тăрăнса кайиччен ĕçлемесĕр те, «ĕç чурине» çаврăнмасăр та çитĕнÿ тума май пур. Çакнашкал шухăш пуçа кĕрсе вырнаçнăран аттестат илсен тÿрех аслă шкул алăкне уçма васкамарăм. Атте Алексей Иванович ун чухне юсав предприятийĕн пуçлăхĕччĕ. Ун патĕнче система администраторĕнче стажер пултăм. Мана мĕн пĕчĕкрен информаци технологийĕсем илĕртетчĕç. Пĕр вăхăт киберхакер пулас килетчĕ. Пĕр çул ĕçлесен компьютера пĕлме пуçларăм. Çакă малашлăхра питĕ кирлĕ опыт пулчĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Çапăçу хирĕнче арçын чăтмалла мар йывăрри нимĕн те çук»

«2018 çулта çара лексенех ку ман валли пулнине ăнлантăм. Маншăн веçех çĕнĕччĕ, веçех интереслĕччĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра автомата сÿтсе пуçтарса курнă-ха. Хĕсметре вара вăл мĕн иккенне лайăхрах ăнланатăн, персе пăхатăн. Веçех тытса курас, хамăн туса пăхас килетчĕ. Арçын ачасем пурте çапла пуль. Чăн та, каччăсем салтака кайсан çеç хăйсем чăн-чăн арçын пулнине туяççĕ. Веçех курса вĕренсе пыма çулталăк çеç çителĕксĕр. Çавăнпа 2019 çулта, служба вĕçлениччен 2 уйăх маларах, ăна тăсма контракт çыртăм. Инçет Хĕвел тухăçĕнче артиллерист пулса салтак тивĕçне пурнăçларăм. Çар машинипе, хăй тĕллĕн çÿрекен установкăпа, çÿреттĕм. Эпĕ унăн командирĕччĕ. Тата 6 салтака çав машинăпа усă курма вĕрентеттĕм. Килĕшетчĕ мана салтак пурнăçĕ», — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Захаров. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаканскерпе вăл пĕр уйăхлăха тăван ялне килсен калаçма май килчĕ.

Никам та тĕлĕнмен

Захаровсен çемйинче пурте салтаксем пулнă тесен те йăнăш мар. Ашшĕн пиччĕшĕ Евгений салтакра чухне прапорщиксен шкулĕнче вĕренсе хĕсметре юлнă. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та çар тивĕçне пурнăçлать. Иккĕмĕш пиччĕшĕ Леонид хăй вăхăтĕнче Афганистанра службăра пулнă, «Хĕрлĕ çăлтăр» орденпа медальсене тивĕçнĕ. Ашшĕ Владимир çар тивĕçне Алексей пекех Инçет Хĕвел тухăç чиккинче пурнăçланă. Ашшĕн шăллĕ Дмитрий 1997-2004 çулсенче Чечня Республикинчи хирĕç тăрăва хутшăннă. Икĕ хутчен Паттăрлăх орденне тата медальсем илме тивĕç пулнă. Паянхи кун та çар ретĕнче. Пĕр сăмахпа, Захаровсем — чăн-чăн паттăрсем. Çавăнпа Алексейĕн тĕслĕх илмелли çынсем юнашарах пулнă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


«Манăн блокнотра Мускаври пин-пин чăвашăн номерĕ пур»

Татьяна РАСТОРГУЕВА — Мускаври чăвашсен культура обществи çумĕнче йĕркеленнĕ «Вучах» наци клубĕн ертÿçи. Вăл — виçĕ ача амăшĕ, волонтер, уявсен сценарисчĕ тата режиссерĕ. Пĕр сăмахпа, хастар чăваш хĕрарăмĕ. Татьяна иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Мускаври чăвашсен культура обществине йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Вăл Шупашкара ĕçпе килнипе усă курса ăна «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне йыхравларăм.

Пускил хĕрарăмĕ сăмах сарсан

— Татьяна, калаçăва санăн кун-çулунтан пуçлар-и?

— Атте Етĕрне районĕнче çуралнă, учитель. Анне Çĕрпÿ районĕнче ÿснĕ, вăл тухтăр, 68 çул тултариччен поликлиникăра вăй хучĕ. Пĕрре аттене Мускава аттестацие янă. Анне те пĕрле кайнă. Эпĕ унта кун çути курнă. Эпĕ çуралсан акушерка аннене: «Хĕрÿ пултарулăх çынни пулать-тĕр, ытла та уçă саслă», — тенĕ. Мана Ульяна ят хурасшăн пулнă, анчах мамак хирĕçленĕ. Атте 50 çултах çĕре кĕчĕ, кун хыççăн Шупашкара куçрăмăр. Вăл шкулта вырăс чĕлхипе литературине, нимĕç чĕлхине, историе вĕрентнĕ. Ун енчи тăвансем пурте учительсем. Ăна пытарма ют çĕршывра пурăнакан хурăнташсем те килчĕç. Аттепе анне килĕштерсе пурăннă. Анне ăна аса илсе пĕрмай макăратчĕ. Вăл пĕлтĕр ку тĕнчерен уйрăлчĕ, 86 çул тултараймарĕ. Атте баян калама ăстаччĕ. Манăн пичче Александр пур. Вăл анне пекех медицина çулне суйларĕ. Шăллăм Лева аттерен 11 çулта юлчĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ.

♦   ♦   


«Усал шыçă пирки пĕлсен пурнăç улшăнмасть»

Шупашкарти Елена Хрусцелевская 4 çул каялла кăкăр шыççипе чирлине пĕлнĕ. Кун хыççăн вăл пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçланă: икĕ пĕлÿ илнĕ, спортпа, вокалпа кăсăкланма тытăннă. Пĕлтĕр вăл онкологипе кĕрешекенсене пĕр тĕвве пухма шухăшланă. Çапла «Çывăх çынсем» пĕрлешÿ йĕркеленнĕ. Хăрушă диагноз пирки пĕлнисене тĕрлĕ специалист пулăшать, çав шутра — пачăшкăсем те. Çак кунсенче пĕрлешÿ детектив жанрĕпе çыракан Дарья Донцовăпа онлайн тĕлпулу йĕркелерĕ. Хăй вăхăтĕнче кăкăр шыççипе чирлесе каварлă чире çĕнтерме пултарнă çыравçă пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ, кирлĕ сĕнÿсем пачĕ, пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

— Дарья Аркадьевна, хăрушă диагноз пирки пĕлсен пурнăç улшăнать-и?

— Çук. Çын чирлет, сывалать — унăн çавăн пекех çемье, ачасем, ĕç юлаççĕ. Пурнăç мĕнле пуласси чиртен мар, хамăртан килет. Çын хăрушă чирпе тĕл пулать тĕк — эппин, вăл унччен пурнăçра темĕн тĕрĕс мар тунă. Сиенлĕ йăласемпе туслă пулни, тĕрĕс мар апатланни, хăвна тĕрĕс мар тытни чир патне илсе çитерме пултараççĕ. Çын ăшĕнче пĕрмай тарăхать, кĕвĕçет пулсан çакă унăн чунне «кăшлать». Çын онкологипе мĕншĕн тĕл пулать-ха? Вăл пурнăçне улăштартăр, тĕрĕс мар тунине ăнлантăр тесе. Православие ĕненекенсем халалсем пирки пĕлеççех. Çын çак çĕр çинче мĕншĕн пурăнать? Вăл хăйне ĕмĕрхи пурнăç валли хатĕрлет. Çăтмаха лекме вара вĕчĕрхенÿ, чапшăн çунни, йăвашлăх çукки, мăн кăмăллăх чăрмантараççĕ. Турă çын лачакара путнине курать те ăна туртса кăларма хăтланать. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Атте вăрçăран янă юлашки çырăвĕнче те пире вĕренме ыйтнă»

«Ачасем, вĕренме тăрăшăр. Пĕлÿ — йывăр кутамкка мар, çурăм хыçне çакса çÿрес çук. Вăл сирĕн утас çула уçса пырать. Вĕренме çăмăл мар паллах, анчах тăрăшсан ăс та, пĕлÿ те пĕчĕккĕн пухăнаççĕ», — тетчĕ аçăр. Ан манăр унăн сăмахĕсене. Хам вĕренеймерĕм. Шкула 3 кун та çÿремен. Мана атте ямарĕ. «Санран кĕçĕнни килте пилĕк ывăл. Аннÿ пĕччен вĕсен çи-пуçне çуса, кил-çуртра тирпейлесе епле ĕлкĕрĕ?» — терĕ. Шкулĕ ялтахчĕ, анчах унăн алăкне уçса курмасăрах ватăлатăп ĕнтĕ. Хăть эсир вĕренсе савăнтарăр. Мана, пĕр сас палли те палламан аннĕре, пăхса ан тăрăр, ман пек суккăр ан пулăр», — тетчĕ анне», — ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илме пуçларĕ чăваш çыравçи, «Саланнă кĕлте», «Караслă пыл», «Сапаскар хĕрĕ», «Вĕрене шывĕ те пылак», «Атте сасси» кĕнекесен авторĕ Ангелина Павловская.

Йывăр, анчах хаваслă ачалăх

«Анне, Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси хĕрĕ, Пĕчĕк Енккассине качча килнĕ. Унта пуçламăш шкул çеç пулнă. Манăн аппасемпе пиччесем 4-мĕш класс хыççăн Аслă Чакри пĕлÿ çуртне çÿренĕ. Эпир çемьере 9 пĕртăван ÿсрĕмĕр. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Атте вăрçа кайнă чухне эпĕ 3-ри ача пулнă. Унран пурĕ те 3 çыру çеç килнĕ. Виççĕмĕш çырăвĕнчи сăмахсем нихăçан та асран тухмĕç: «Эпир Мускавран инçе мар. Ноябрь вĕçленсе пырать. Çанталăк сивĕтрĕ, анчах пире çуллахи пекех вĕри. Тăшман Мускав хапхинчен вирхĕнсе кĕресшĕн тапаçланать, пирĕн çине вĕçĕ-хĕррисĕр хĕрÿ вут-çулăм тăкать. Ачасем, ан шикленĕр, ан хăрăр. Эпир вĕсене пурпĕрех Мускава кĕртмĕпĕр. Эпир çĕнтеретпĕрех. Марье /аннене çапла чĕннĕ/, темле йывăр пулсан та ачасене вĕренме ан пăрахтар. Ку вут-çулăмра нумай ăслă çын пĕтет. Вăрçă хыççăн çĕршыва ура çине тăратма вĕреннĕ çынсем кирлĕ пулĕç. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.