Хастар Федоровсем
Пĕр тăван Олегпа Максим Федоровсем пирки: «Пирĕн хастар паттăрсем», - теççĕ Вăрнар ра- йонĕнчи Аçăмçырми ялĕнче пурăнакансем. Чăн та, çак сăмахсене тивĕç вĕсем. Çамрăксем кăçалхи çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче хĕрĕхрен иртнĕ ар çыннăн пурнăçне çăлнă-çке.
Вăл кун хĕртсе хĕвел пăхнă. Олегпа Максим, нихăçан та ĕçсĕр ларма юратманскерсем, аслисемпе уйра утă çинче вăй хунă. Кăнтăрла иртсен ĕç пĕтернĕ те амăшне:
- Анне, утă типиччен шыва кĕме кайса килер-и? - йăлăннă хайхискерсем.
- Халь шыв ăшăнса та çитеймен пулĕ. Шăнăр туртса лартсан? Инкек курса тăрăпăр тата. Шывпа вылянма кирлĕ маррине хăвăр та питĕ лайăх пĕлетĕр-çке, ачамсем, - хирĕçленĕ самантрах Элеонора Валентиновна.
- Анне, аннеçĕм, пирĕнпе нимĕн те пулмасть. Сăмах паратпăр, - тенĕ арçын ачасем амăшĕ çине ăшшăн пăхса.
- Юрĕ-çке апла. Анчах ас тăвăр. Виçĕ сехет çурă тĕлне килте пулмалла сирĕн. Типнĕ утта тиесе кĕресчĕ, çумăр айне тăвас марччĕ, - ăнлантарнă вăл тĕпренчĕкĕсене.
Хаваслă çамрăксем плотина еннелле вас-канă. Çитнĕ те тÿрех юлташĕсемпе пĕрле шыва чăмнă. Хăваламалла вылянă. Олег амăшĕн сăмахĕсене асра тытса вăхăт çине пăхсах тăнă. Акă сехет йĕппи виççĕ тĕлне çитсен вăл çыран хĕррине тухнă, тумтирне тăхăнса шăллĕне кĕтме тытăннă.
- Максим, атя тух шывран! - чĕннĕ асли кĕçĕннине.
- Тăхта-ха, ĕлкĕретпĕр. Тепĕр кăшт киленем-ха ишсе, - хирĕçленĕ Максим.
- Юрĕ апла, тепĕр кăшт тетĕн пулсан - кĕтетĕп, - тенĕ Олег шăллĕ çине пăхса.
Çапла пăхса тăнă хушăра пĕр ял çынни Сергей шыв айне анса кайнине асăрханă Олег. Пĕр минут иртнĕ, иккĕ, виççĕ... Хайхискер шывран тухман. Ырă мара сиссе Максима:
- Сергей пичче путрĕ пулас! Чăм шыва! Шыра! - кăшкăрнă самантрах.
Нумай пулмасть çиччĕмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ Максим вăхăта сая ямасăр шыв айне анса кайнă, анчах тупайман ăна вăл. Иккĕмĕш хутĕнче вара ури пĕве тĕпĕнче выртакан Сергей кĕлетки çине лекнĕ.
- Пичче-е-е! Ак кунта вăл, ак кунта! - тесе хыттăн кăшкăрса янă.
Çыран хĕрринчи Олег хăпăл-хапăл тумтирне хывнă та шыва сикнĕ...
Хăрах аллипе Сергей хулĕнчен çаклатса çыран хĕрринелле ăнтăлнă Олег. Кĕçех ăна аслисенчен пĕри, Славик, пулăшма чупса çитнĕ. Пĕрлех çыран хĕррине илсе тухнă ăна вĕсем. Кăвак сăн çапма пуçланăскере пĕрремĕш пулăшу панă...
Килне вăхăтра çитеймен пĕр тăвансем. Палăртнинчен чылай кая юлса таврăннă. Амăшĕ ачисене курсан сассине кăшт хăпартнă.
- Мĕнле-ха çапла? Панă сăмаха тытма пĕлместĕр? Виççĕ çурăна киле çитĕр терĕм-çке сире. Ах, итлеми пулнă иккен эсир мана, - тенĕ кăмăлсăрланса.
- Анне, ан вăрç-ха пире, тархасшăн. Эпир ахаль выляса çÿремен. Çын пурнăçне çăлтăмăр, - сăмах хушнă ачисем шăппăн çеç.
- Çын пурнăçне çăлнă-ă-ă?! Ан шÿтлĕр-ха çапла. Пустуй калаçнине илтес те килмест, - ĕненме пултарайман вăл вĕсене ниепле те.
Ывăлĕсем çав ĕç-пуç пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парсан Элеонора Валентиновна сехĕр-ленсе ÿкнĕ.
- Турă çырлахтăрах! Юрать хăвăрпа нимĕн те пулман, - тенĕ çаплипех лăпланаймасăр.
Сергей больницăра вунă кун выртнă. Килне таврăнсанах Федоровсем патне каçнă, тав сăмахĕ каланă.
- Çывăхра эсир пулман тăк пĕтеттĕм вĕт çавăнтах. Пысăк тав сире! Ун чухне куç хуралса килчĕ. Урăх, урăх нимĕн те ас тумастăп, - тенĕ вăл.
Вадим Николаевичпа Элеонора Валентиновна Федоровсен ывăлĕсем мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕ. Урай та сĕрнĕ, савăт-сапа çунă, апат пĕçернĕ, пахчара тăрмашнă, кил-тĕрĕшре вăй хунă. Олег виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне вара амăшĕ çумне сухăр пек çыпçăннă.
- Анне, сана питĕ-питĕ пулăшас килет. Пар-ха витре. Ĕне сума вĕренес, - йăлăннă куçран пăхса.
Чăн та, çав кунтан пуçласа каçсерен кăпăклă сĕтпе тулнă савăта пÿртелле йăтма тытăннă. Чĕрĕ чунсене юратаканскер кушаксен тата йытă савăтне те сĕтпе тултарнă вăл.
- Çийĕр, çийĕр, ыран пирĕн ĕнесем каллех уйран сĕтпе таврăнĕç, - тенĕ вĕсене ачашланă май.
Олег çав тери лăпкăскер. Халиччен çын калаçăвне пÿлсе, пĕр сивĕ сăмах каласа курманскер пулăшу ыйтаканран нихăçан та пăрăнса иртмен. Кÿршĕре пурăнакан ватăсене уйрăмах тимленĕ вăл. Утти-улăмне те пĕрре мар турттарса панă.
- Ах, ачам, аллу-уру яланах тĕрĕс-тĕкел пултăр. Пирĕн пеккисене хавхалантарнăшăн пысăк тав, - пилленĕ ăна ватăсем.
Чăн та, унăн ĕçченлĕхĕнчен халĕ те пурте тĕлĕнеççĕ. Тĕрĕссипе, тума пĕлмен ĕçĕ те çук пулĕ унăн. Ирхине пиллĕкре тăрса ĕнесем суса апатлантарать, айсарăмне тасатать. Пăрăвĕ-сене сĕт ĕçтерет, чăххи-чĕппине, кăвакалĕсене тырă сапса парать. Кроликĕсене те тутлă апатпа савăнтарать. Кукăль-пицца, икерчĕ пĕçерме юратать тата! Тăпăрчă тăвассине те хăй çинех илнĕ. Пахча çимĕçрен амăшĕ салат тунă чухне те айккинче пăхса тăмасть.
- Анне, эпĕ хамах. Эсĕ ахаль те нумай ĕçлетĕн. Кан-ха, кан, - тесе ăшталанма тытăнать.
Кăçал авă ашшĕпе иккĕшех хуралтă тăррисене витрĕç. Утă çинче те чылай тăрмашрĕ. Выльăхĕсем валли çителĕклĕ апат хатĕрлессишĕн чунтан-чĕререн тăрăшрĕ.
Айăпа кĕнĕшĕн - икĕ ĕне!
Пиччĕшĕ пекех ĕçчен Максим. Килтисене пулăшасси - пĕрремĕш вырăнта. Выльăх-чĕрлĕхпе калаçма çав тери юратать. Ĕнисене çупăрлать, пăрушĕсене ачашлать, кроликĕсене йăтса çÿрет, чăххи-чĕппине лăпкать, кушакĕсене ача евĕр утьăкка сиктерет.
Мăр-мăр çăвăрласан ниçта кайса кĕреймест вара.
- Анне, çурисене пĕрне те пăрахмастпăр. Вĕсем те чун-çке, çакă çутă тĕнчене пурăнма килнĕ, - тет амăшне.
- Ах, капла кушак кĕтĕвĕ кăларас тетĕн-им, ачам? - хирĕçлет Элеонора Валентиновна.
- Анне, эсĕ те пире юрататăн-çке. Мĕн, кушак хăй çурийĕсене юратмасть тетĕн-им? - илтĕнсе юлать унăн сасси.
Сарă чĕпсемпе кролик çурисем те ăна хăват хуштараççĕ. Вăл вĕсене йăтса çÿле çĕклет те:
- Халĕ эсир çав тери пĕчĕк. Акă сире кунсерен тутлă апатпа сăйлăп та пы-ы-ысăк пулатăр. Аннĕрсем те савăнса пĕтереймĕç вара, - хăпартланать вĕсене ачашланă май.
Унччен вĕсен тăватă ĕнеччĕ, паян иккĕ çеç. Нумай выльăх усрасси те ăнсăртран пулнăччĕ.
Пĕррехинче Максим, лара-тăра пĕлменскер, айăпа кĕчĕ. Амăшĕ хытă ятлаçрĕ ун чухне.
- Апла-и-ха эсĕ? Вăйна ниçта хураймас-тăн пулсан тепĕр икĕ ĕне илсе паратăп. Вара ашкăнма та вăхăт юлмасть, - терĕ.
Максим хăй йăнăшне ăнланса каçару ыйтрĕ. Апла пулин те икĕ ĕнине туянса пачех амăшĕ. Арçын ача куншăн савăнчĕ çеç.
- Анне, халĕ икĕ ĕнине эпĕ, тепĕр иккĕш-не Олег сăвĕ, - мăнаçланнă выльăхĕсене çупăрласа.
...Ашшĕпе пĕрле Мускава каяс ĕмĕчĕ те пысăкчĕ унăн.
- Анне, пĕрремĕш ĕç укçинчен сана валли савăт-сапа çăвакан машина туянса парăп. Ах, хăçан палăртнă вăхăт çитĕ-ши? - ĕмĕтленчĕ вăл вăхăтра Федоровсен кĕçĕн ывăлĕ.
«Вăтăр пиллĕкрех тăлăха юлтăм»
Кăçалхи вĕренÿ çулĕ Федоровсен ывăлĕсемшĕн ăнăçлă пуçланнă. Олег тăххăрмĕш класс хыççăн Канаша пĕлĕвне малалла аталантарма çул тытнă. Максим вара Аçăмçырми шкулĕн саккăрмĕш класĕнче ăс пухма тытăннă.
Пурнăç урапи чипер куснă чухнех лакăма кĕрсе ларма пултарать иккен. Нумай пулмасть арçын ачасен ашшĕ, Вадим Николаевич, куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă.
- Вăл кунхине кунĕпех утă çинче ĕçлерĕмĕр. Каç енне çеç пушантăмăр. Кĕтÿ ансан малтан пĕрне, унтан тепĕр ĕнине сурăм та пÿртелле кĕрсе кайрăм. Мăшăрăм канам-ха тесе картлашка çине ларса юлчĕ. Акă кăштахран Максим чупса кĕчĕ: «Анне-е-е! Пирĕн атте шурса кайнă-ă-ă!» - тесе кăшкăрса ячĕ. Чупса тухрăм, чунĕ тухнă та иккен. Çав вăхăтра хама шалкăм çапнăн туйрăм. Ах, Турă, хăй вилнине сиссе те ĕлкĕреймерĕ пуль. Эпĕ пулă юратнине шута илсе лавккаран икĕ кило ытла таякан карп илсе килнĕччĕ. Ăна тасатса морозильнике чикнĕ вăл. Шел, пĕçерсе çитереймерĕ. Çав пулла хăйне пытарнă кунхине ăшаласа сĕтел çине лартрăмăр. Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ-ха унăн, ачисене ура çине тăратмаллаччĕ. Мăнукĕсене утьăкка сиктермеллеччĕ. Халь тата куç умне тепĕр самант тухрĕ. Ун чухне утă турттарнă вăхăтра мăшăра кÿршĕ: «Кунта лакăм тавраш нумай, лав çинчен ан-ха. Тем сиксе тухма пултарать», - тесе асăрхаттарчĕ. Вăл вара: «Мускавра стройкăра ĕçленĕ чухне 18-мĕш хутран ÿксе те чĕрĕ юлтăм та, ку лав пĕрре те хăратмасть», - терĕ кулкаласа та шÿтлесе. Ах, хăй вара картлашка çинчех вилсе кайрĕ. Çапла икĕ ачапа, вăтăр пиллĕк- рех, тăлăха юлатăп тесе ĕмĕрне те шухăшламан. Анчах шăпаран иртеймĕн çав. Хуçалăхра ар çын алли кирлех. Унсăрăн вăл юхăнать. Юрать ывăлăмсем вăл е ку ĕçе тирпейлĕ пурнăçлама пĕлеççĕ. Ашшĕ вĕрентсе хăварчĕ çав. Авă хам та аттесĕр ÿс- рĕм. Йывăрччĕ. Кайран та ăна аса илсе макăраттăм. Вăл конюхра ĕçлетчĕ те унпа ĕçе каяттăм. Атте урхамахсене пăхнă вăхăтра эпĕ те пĕр çĕре вырнаçса ĕçе пуçăнаттăм. Шурă хут çине утсене ÿкереттĕм. Вĕсем шыв ĕçнине, апат çинине, выляса ыткăннине, аттепе ачашланнине, тихисем хĕвел ăшшинче киленнине самантрах шурă хут çине сăнарлаттăм. Ах, юрататтăм çав лашасене. Ÿкерчĕкĕсем те пĕр альбомах пухăнса кайнăччĕ. Вĕсене никама та кăтартман эпĕ. Атте çут тĕнчерен уйрăлсан утсене хĕрхеннипех хамăр çемьепе пĕр çулталăк пăхрăмăр. Хĕллесерен çывăхри вакран та витрепех шыв ăсса вĕсене ĕçтерме ÿркенсе тăман. Хам та, Çĕмĕрле тăрăхĕнче сакăр ачаллă çемьере çитĕннĕскер, çамрăклах ĕç çумне çыпçăннă. Выльăх-чĕрлĕхне те картиш тулли усранă. Анне пĕçернĕ кастрюльти яшка самантрах пĕтетчĕ. Кăмакаран пиçсе тухнă вунă пысăк кукăль те пĕрре ларса çимелĕх çеçчĕ, - ассăн сывланă май иртнине аса илчĕ Элеонора Валентиновна.
Олегпа Максим - чăн-чăн паттăрсем!
Аçăмçырмири вун-нăмĕш класра ăс пухакан Андрей Федоров Олегпа Максим паттăрлăхĕшĕн çав тери мăнаçланать.
- Вăл кунхине эпĕ те вĕсемпе пĕрлех шывра киленеттĕм. Инкек сиксе тухсан пĕр тăвансем çухалса кайманни пушшех тĕлĕнтерчĕ. Çиçĕм-ле хăвăртлăхпа Сергей пиччене çыран хĕррине илсе тухрĕç-çке вĕсем. Эпĕ ун пек тăвайман пулăттăм ахăртнех. Çухалса кайни, шикленсе ÿк-ни ал-урана çыхлантарать-çке. Çыннăн ырă кăмăллăхне, çаврăнăçулăхне çакăн пек самантсенче уйăрма пулать те. Олегпа Максим - чăн-чăн паттăрсем! Çав инкек хыççăн шывра чăнах та асăрхануллă пулмаллине ăнланса илтĕмĕр. Хăшĕ-пĕри ун чухне: «Хальтерех шыва кĕме килместпĕр», - терĕç хăраса ÿкнĕскерсем. Пĕр тăвансене вара малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатăп. Пирĕн хушăмăрта паттăр ачасем пулни питех те савăнтарать, - терĕ Андрей.
«Малашлăх пирки шухăшламалла, ĕмĕтленмелле»
Канашра вĕренекен Олег кашни кун шăнкăравланисĕр пуçне шăмат кунсерен яла çÿрет. Пĕр кунхине, сĕтел хушшинче апатланнă чух, Олег сăмах пуçарнă.
- Анне, атте çук ĕнтĕ. Сире ялта мĕн тери йывăр пулнине питĕ лайăх пĕлетĕп. Шухăшларăм та вĕренме пăрахас пулĕ терĕм. Каялла таврăнса вуннăмĕш класа çÿрĕп. Ах, кун пек инкек пуласса пĕлнĕ пулсан Канаша кайман та пулăттăм. Çитменнине ялтах лайăх. Кунта пачах урăх тĕнче, эсир çеç мар, юратнă выльăх-чĕрлĕх те юнашарах, - тенĕ ассăн сывласа.
- Ачам, малаллах вĕрен. Санăн алла професси илсе укçа ĕçлесе илмелле пулать. Эпир кунта шăллупа мĕнле те пулин пурăнкалăпăр, ан пăшăрхан. Йывăрлăхсене епле те пулин чăтса ирттерĕпĕрех. Мĕнле пулсан та, пурăнмалла, ывăлăм, пурăнмалла. Малашнехи пирки шухăшламалла, ĕмĕтленмелле, чунпа çунатланмалла. Унсăрăн... Питех те йывăр пулĕ, - хирĕçленĕ самантрах амăшĕ ывăлне.
Максим та амăшĕпе пĕр шухăшлă пулнине палăртнă.
- Пичче, чăнах та, ан пăшăрхан. Эпир аннепе иксĕмĕр кăштăртатса пурăнăпăр. Аптăрамастпăр пулĕ-ха, акă, нумай пулмасть аннепе кролик читлĕхĕ турăмăр. Эпĕ пăта çапма пĕлмен ача мар-çке. Ĕне ку таранччен сунă, халĕ пултараймастăп-шим? - калаçăва хутшăннă Максим та.
- Анне, унччен мĕн тери пысăк ĕмĕтсем пурччĕ. Халĕ... нимĕнле хаваслăх та çук. Пуçра та арпалăх. Сире хĕрхенетĕп, - тенĕ Олег.
Çапла çав, Федоровсем пурне те хĕрхенеççĕ. Вĕсен хуçăлнă йывăç-курăкшăн та, хуçасăр кушаксемшĕн те, çумăр айне пулнă выльăх-чĕрлĕхшĕн те чунĕсем ыратаççĕ.
- Шывра Сергей пиччÿне шыранă чухне шикленмерĕн-и? - тесе Максимран ыйтсан хайхискер шухăша путрĕ.
- Хăрарăм çав... Вăл вилсе каясран, - терĕ кăштахран. - Эпĕ кирек кама та пулăшма хатĕр.
- Усал шухăшлисене те-и?
- Вĕсем те çынсемех. Кайран вăхăт иртсен хăйсен йăнăшĕсене ăнланса çынна ырă тума пуçлĕç, - терĕ Максим çирĕппĕн.
Пĕр тăван Федоровсем халĕ амăшĕшĕн чĕререн пăшăрханаççĕ.
- Анне сывă пултăрччĕ çеç, йывăр хуйха чăтса ирттерме вăй-халĕ çиттĕрччĕ. Çулсем иртнĕçемĕн хамăр ĕçлеме пуçăнсан, ăна çăмăлтарах пуласса шансах тăратпăр. Халĕ чи йывăрри уншăн - киле пĕччен юласси... Вăхăт вĕçĕмсĕр-вĕçĕмсĕр тăсăлать... Пĕртен-пĕр çăлăнăç унăн - выльăхсемпе тата пирĕнпе калаçса чунне пусарни, - терĕç Олегпа Максим шухăша путса.
Луиза ВАСИЛЬЕВА
Вăрнар районĕ,
Аçăмçырми - Канаш.
АВТОР сăн ÿкерчĕкĕсем.