«Çут çанталăка хÿтĕлемелли меслет шухăшласа кăларасчĕ!»
– Пĕррехинче пĕр кĕске сăвă пуçа кĕчĕ те эпĕ ăна Хĕрарăмсен кунĕ- нче аннене каласа патăм. Вăл питĕ савăнчĕ, мана мухтарĕ. Çывăх çыннăм йăл кулнă чухне вара хам та хĕпĕртетĕп, – аслă çын пекех ăслă калаçать Вăрнар районĕнчи Аçăм-çырми шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен Саша Григорьев.
Çемйине яланах ырă ĕçпе, ăшă кăмăлпа савăнтарасшăн вăл. Çавăнпах шкулта лайăх вĕренет, пысăк çын пулма ĕмĕтленет. Килте вара май пур таран ĕçлесе пулăшать.
– Манăн пи-и-итĕ пысăк пулă тытас килет, – тепĕр шухăш-тĕллевне уçрĕ арçын ача. Çак ĕçе чунтан юратать вăл. Каникулта та кунсеренех пулла çÿренĕ. Хăш чухне çичĕ карас çеç çакланать унăн вăлтине, тепрехинче вара – ытларах. Пĕррехинче çекĕле пысăк пулă çакланнă, анчах вăл тухса тарма май тупнă-çке. Эх, куляннă вара Сашук! Анчах мĕн тăвăн-ха? Çырлахма тивнĕ.
Ăманпа çеç илĕрт-мест вăл пуллисене, ытти меслетне те аван пĕлет. Мачча çинче пăчкă кĕрпи пур. Унта вара вăрăм туна хурчĕ нумай. Шăпах çавсемпе карас тата уланкă тытать пĕчĕк пулăç.
– Ӳссе çитсен тĕпчевçĕ пуласчĕ, çут çанталăка хÿтĕлемелли меслет шухăшласа кăларасчĕ, – тет Саша чÿрече янахĕ çинчи чечеке тимлĕн сăнаса. – Пĕлетĕп, халех тăрăшмалла манăн. Çавăнпа эпĕ нумай вулатăп, конкурссене хутшăнатăп.
Пысăк чĕреллĕ арçын ача тăван тавралăх темипе ирттерекен конкурса хутшăннă, унта микробсем çинчен ăнлантарса панă. Çапла вăл Вăрнарта иккĕмĕш вырăна тухнă.
Нумаях пулмасть вăл М.Ю. Лермонтов вырăс классикĕ çинчен çырса ха- тĕрленĕ ĕçне конкурса ярса панă. Унта та çĕнтерес кăмăллă, хальлĕхе вара конкурс пĕтĕмлетĕвне чăтăмсăр кĕтет.
– Вăхăта интернетра ларса мар, уçă сывлăшра ирттермелле, урамра вылямалла. Атьăр-ха, сывлăха пĕтерер мар, – тет Саша мĕн пур ачана. Пысăк çын пекех тарăн шухăшлă калаçать вăл. Епле хирĕçлĕн-ха ăна?