Комментировать

27 Окт, 2022

Чăваш хĕрарăмĕ 42 (1270) № 27.10.2022

Ăс-хакăла та, чуна та «апат» кирлĕ

«Хĕрĕх пилĕк çул хĕрĕх пилĕк кун пек иртсе кайрĕ», — тет Комсомольски салинче пурăнакан Мария Васильевна мăшăрĕпе Евгений Авдеевичпа килĕштерсе пурăннине палăртса.

Чăн та, Мокеевсем нумай çамрăкшăн тĕслĕх вырăнĕнче. Савса пĕрлешнĕскерсем ваттисем пилленине ăша хывса пурăннă ахăртнех. Упăшкипе арăмĕ савăнăçа та, хуйха та пайлама вĕреннĕ. Пĕрпĕрне пулăшасси, тĕревлесси, хавхалантарсси халĕ те йăлара. — Ăçта та пулин пуçтарăннă чухне миçере таврăнассипе кăсăкланать Евгений. Эпĕ тухса кайма та ĕлкĕреймен-ха — вăл вара пĕччен тунсăхлама та пуçланă, — шÿтлесе те чăнласа палăртать кил ăшшин управçи. Пĕр-пĕрне шанни, ĕненни çемьене чылай çирĕпрех никĕслеме май панине палăртать Мария Васильевна. Çакнашкал сĕнÿсем паянхи\çамрăксемшĕн епле ырă канаш ан пулччăр-ха? Мокеевсем хăйне евĕр паллашнине каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Ĕмĕрне библиотекăра ĕçлесе ирттернĕ-ха Мария Васильевна. Анчах та унăн ĕç биографийĕнче «районти больницăра санитаркăра тăрăшнă» тесе çырни те пур. Шăпа темелле-тĕр çакна. Ара, шăпах çак вăхăтра пулас мăшăрĕпе паллашнă та Мария Вершкова. Комсомольски районĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕскер шкул саккипе сыв пуллашнă хыççăн çыхăну техникумне каясшăн пулнă. Анчах та балл çитеймен. Кулянса ÿкмен пике. Çитес çул вĕренме кĕмешкĕн тепĕр хутчен ыйту çырма тĕллев лартнă. Çулталăка алă усса ирттермен вăл. Хуçалăхри кĕрхи ĕçсем вĕçленсен хĕр тусĕпе Шупашкара çул тытнă. Трикотаж фабрикине вырнаçнă. Ĕçĕ кăмăла тивĕçтерсех пĕтереймен темелле-тĕр — яла таврăннă. Кунран та ытла, аякра пурăнакан тăванĕсем хăнана чĕннĕ, хупă хулана кĕме хут та туса хунă. Çапла ашшĕн аппăшĕпе иккĕшĕ Кронштадта çула тухнă. Хăнаран таврăннă хыççăн районти больницăра терапи уйрăмĕнче санитарка вырăнĕ пушаннă ун валли. Çулталăк тăрăшнă кунта. Хĕрсен кăмăлĕ хаваслă пулнă — шÿтленĕ те, кулнă та. Ахальтен мар ырă аса илÿсемпе çырăнса юлнă ку тапхăр. Пĕррехинче больница умĕнче Мария çамрăк каччăна тĕл пулнă. Терапи уйрăмĕ ăçта вырнаçнине ыйтса пĕлнĕ лешĕ. Санитарка тĕллесе кăтартнă. Хĕр каялла таврăннă чухне алăк патĕнчех тăнă хайхи каччă. «Тухаймарĕç-им-ха?» — чĕнмесĕр иртмен Мария Васильевна йĕкĕт такама кĕтет пулĕ тесе. Евгений Авдеевич пулнă ку. Больницăна сипленме килнĕ иккен вăл. Пĕр-икĕ кун иртсен каччăран хĕр патне çыру çитнĕ. Куçран пăхса калама хăйман туйăмсене вă-ă-ăрăм çырура палăртнă йĕкĕт. Çакăнтан туслă хутшăну йĕркеленме пуçланă та. 1977 çулхи кĕркунне çамрăксем туй кĕрлеттерсе пĕрлешнĕ. Çемье çавăрсан та вĕренес ĕмĕтне пăрахăçламан Мария Васильевна. Çĕрпÿри çут ĕç училищинчен кăна мар, вăхăт иртнĕ май Хусанти культура институтĕнчен те вĕренсе тухнă. Пĕр тапхăр районти ĕç тăвакан комитетра машинисткăра тăрăшнă. 1982 çулта кĕнеке тĕнчине путнă темелле. 34 çул районти библиотекăра вăй хунă. Ачапăча вулавăшĕн ертÿçинче те тăрăшнă. Район библиотекин директорĕн тилхепине тытма та шаннă ăна. Сумлă та яваплă ку тивĕçе 5 çул пурнăçланă. Пенси ÿсĕмне çитсен те ĕçрен кайма васкаман вăл, библиотекарьте тăрăшнă. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Арçынсен те кăкăр шыçать

Кăкăр парĕн шыççипе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа иртнĕ эрнере Чăваш Енри сывлăх сыхлав министерстви брифинг йĕркелерĕ. Тĕрлĕ ыйту хуравне тупмашкăн Республикăри онкологи диспансерĕн пай пуçлăхĕ Сергей Агафонкин, реабилитаци уйрăмĕн ертÿçи Надежда Шаржанова тата «Çывăх çынсем» организаци ертÿçи Елена Хрусцелевская пулăшрĕç.

Асăннă амак паянхи кун тухса тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса пырать. Сергей Александрович палăртнă тăрăх, Раççейре кăкăр шыççи çуллен 70 пин ытла çынна аптратать. Пирĕн республикăра, сăмахран, кăçалхи 9 уйăхра кăна 414 тĕслĕхе шута илнĕ. — Кăкăр парĕн шыççине малтанхи тапхăрта тупса палăртнă тĕслĕхсем йышланнă. Кунашкаллисем — 75,1 процент. Кунта, паллах, хĕрарăмсем профилактика мероприятийĕсене вăхăтра хутшăнни витĕм кÿрет. Паянхи куна республикăра маммографи 28 комплексĕ ĕçлет. Куçса çÿрекеннисем республикăри районсемпе хуласене çитеççĕ. Кăçал кăна çапла майпа 5968 хĕрарăм сывлăхне тишкернĕ. 215-шĕн улшăнусем пуррине кура тĕплĕ тĕрĕсленме янă, — палăртать Сергей Агафонкин. Надежда Шаржанова каласа кăтартнă тăрăх, Республикăри онкологи диспансерĕнче пациентсене комплекслă майпа сиплеççĕ. Хирурги, пайăрка, гормон тата химиотерапи тапхăрĕсене палăртмалла. Анчах та чылай чухне кунашкал сиплев хыççăн çын вăйран каять. Организма вăйхал кĕртме, çав шутра кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен те, реабилитаци пулăшать. — Пациентсемпе диагноз палăртсанах ĕçлеме пуçлатпăр. Физиотерапи, сиплев физкультури, массаж, психологи тата социаллă пулăшу кÿретпĕр, — тет Надежда Александровна. 2021 çулта Чăваш Енре «Çывăх çынсем» общество йĕркеленнĕ. Елена Хрусцелевская пуçарса янă ăна. Кăкăр шыççипе чирленĕскер хăй тавра усал шыçăпа куçа-куçăн тĕл пулнисене пухнă. Пĕрлĕх çынсене нумай енлĕн пулăшма тăрăшать. Тĕрлĕ специалистран консультаци илме май пур. Онколог, невролог, кардиолог, терапевт, психотерапевт калаçать çынсемпе. Психологи тренингĕсем те витĕмлĕ. Пĕрле театра, кинона, курава çитсе килеççĕ — ку та вăй-хал хушать, пурнăç илемне курма май парать. Шупашкар епархийĕн пачăшкисемпе йĕркеленĕ тĕл пулусен пĕлтерĕшĕ те пысăк. Пĕрлешĕвĕн тĕллевĕ çав тери ансат, анчах та капашсăр — усал шыçă пырса çакланнисене кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен пулăшасси, алă усасран сыхласси. — Диагноз палăртнă хыççăн çын хăйне пĕччен тесе шухăшлама тытăнать. Тĕрĕссипе вара кунашкал лару-тăрăва лекнисем татах та пур. Çавăнпах вĕсемпе вăхăтра ĕçлеме пуçлани пĕлтерĕшлĕ. Хăйсене тăлăх туратăн ан туйччăр вĕсем. Тĕрлĕ информацие: ăçта каймалла, мĕн тумалла кун пек чухне — каласа кăтартакан та кирлĕ, — тет Сергей Александрович та. Сăмах май, кăкăр парĕн шыççи хĕрарăмсен кăна мар, арçынсен те тĕл пулать. Паллах, сайра. Чирлисен 1 проценчĕ темелле. Чăваш Енре ку цифра 3-4-çынпа танлашать. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Наци апачĕпе хисепе тивĕçнисем

Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелте çуралса çитĕннĕ Наталия Панфиленкăна шăпа Тольяттие илсе çитернĕ. Автозавода ĕçе вырнаçнă вăл. Çемье çавăрнă, йыш хушнă. Халĕ медицина центрĕнче бухгалтер-кассирта тăрăшать.

Чÿклемене хăнасем пухăнĕç Тăван тăрăхран аякра тĕпленме пÿрнĕ хĕрарăма вырăнти чăвашсемпе çывăхрах паллашас шухăш канăç паман. Ахальтен мар «Шанчăк» ансамблĕн пултарулăхĕ илĕртнĕ ăна. Пĕррехинче янкăр саслăскерне Тольяттире пурăнакан Тутарстан чăвашĕ Владимир Левуков хăйĕн виççĕмĕш кĕнекин хăтлавне ертÿçĕ пулма чĕннĕ. Ун чухне йăхташăмăрсем чаплă концерт йĕркеленĕ. Çакăн хыççăн «Шанчăк» халăх фольклор ансамблĕнче чун киленĕçне тупнă вăл. Унтанпа 15 çул çав йышра ăсталăхне туптать чăваш хĕрĕ. Халĕ вырăнти артистсен коллективне хăй ертсе пырать. Йăхташăмăрсем çул çÿреме ÿркенмеççĕ. Самар облаçĕнче, Чăваш Енре, Тутарстанра, Эрĕнпур, Чĕмпĕр облаçĕсенче… хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Çитес вăхăтра, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче, йăхташăмăрсем Тольяттире Чÿклеме ирттересшĕн. Ытти тăрăхри чăвашсене те хăнана чĕннĕ вĕсем. «Малтанхи çулсенче тыр-пул туса илнине çĕре сухаланинчен пуçласах кăтартаттăмăр. Хĕрарăмсем сцена çине çурлапа тухатчĕç. Кăçалхи программăна улăшăну кĕртрĕмĕр: Çĕр-анне тĕп сăнар пулса тăчĕ», — ăнлантарать Наталия Викторовна. Сăмах май, Тольяттири чăвашсен общество организацийĕн культура пайĕн ертÿçинче те ĕçлет вăл. Чÿклеме программи пуян. Йăхташăмăрсем ал ĕçĕсене кăтартасшăн. Наталия Панфиленко ăнлантарнă тăрăх, юлашки вăхăтра хĕрарăмсем пукане валли чăвашла çипуç çĕлеççĕ. Тухьяна та, капăрлăха та хăйсемех ăсталаççĕ. Сăмахран, Галина Толстова ыттисене тĕслĕх кăтартать. Владимир Левуков çыравçă çармăс хĕрарăмĕпе çемье çавăрнине палăртас килет. Унăн арăмĕ пуканесене чăвашла кăна мар, çармăсла та, тутарла та… тумлантарать. Унсăр пуçне килĕшÿллĕ çав мăшăр «Хĕлхем» дуэт йĕркеленĕ. Владимирпа Зинаида Левуковсен репертуарĕнчи юрăсене халăх яланах ăшшăн йышăнать. Çармăс хĕрарăмĕ чăваш чĕлхине тахçанах ăса хывнă. Çавнашкалах чăваш апат-çимĕçĕн конкурсне ирттерме палăртнă. Кил хуçи арăмĕсем шăрттан, хуплу пĕçерĕç, кăпăклă сăра вĕретĕç. Сĕтел çинче чăкăт та, турăх та, тăварланă купăста та пулĕ. Мĕн калăн, чăваш, чăнах, хăна пăхма пĕлет. «Шанчăк» ушкăнри Николай Кудряшовăн пахчари кавăнĕ çулленех ăнса пулать. Чÿклемене пухăнакансем çав çимĕçе тĕлĕнсе сăнасси иккĕлентермест. Кăçалхи курава 800 грамм таякан сухан илсе килме шантарчĕç», — ку тăрăхри чăвашсемпе тивĕçлипех мухтанать Наталия Панфиленко. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Çутă вылявĕ те пĕлтерĕшлĕ

Юпа уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Пукане театрĕсен пĕтĕм тĕнчери «Юмахсен каруселĕ» фестивалĕ иртрĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе чăваш кураканне Раççей тĕрлĕ регионĕнчен çитнĕ хăнасемпе пĕрлех онлайн мелпе чикĕ леш енчи пуканеçĕсем те паллаштарма пултарчĕç.

Фестивале артистсем Донецк халăх республикинчен те килнине çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вĕсем хатĕрленĕ «Безымянная звезда» спектакле «аслă ÿсĕмрисем валли» тесе палăртмалла. Çав вăхăтрах пĕчĕккисене кăтартма аякри çула кĕскетсе вĕсем кушак çурипе çăлтăр çинчен хывнă юмах илсе килнĕ. Чăн та, ку таранччен пысăк йышпа çакăн пек вăрăм çула тухманнине палăртрĕç Донецкран çитнĕ пуканеçĕсем. «Çутă, цифра, иммерси — паянхи пукане театрĕ» — шăпах çапла ятпа иртрĕ фестиваль. Пурнăç шав малалла аталанса пырать. Çĕнĕрен те çĕнĕ технологисене алла илсе пыратпăр. Пукане театрĕсем те паянхи юхăмран юлмаççĕ. Куракана çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсах тăраççĕ. Ача-пăчашăн кăна мар, аслисемшĕн те кăсăклă вĕсем. Çакна фестиваль тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ. Паянхи пурнăç аталанăвĕпе тан пыни куракана тата та ытларах илĕртме май парать паллах. Пуканеçĕсем вара чи малтан çитĕнекен ăру кăмăлне тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Ывăл-хĕре юмаххалап урлă воспитани пама ăнтăлаççĕ. Кирек мĕнле спектаклĕн те тĕшши, тĕп шухăшĕ пур вĕт. Кашниех ырра вĕрентет. Новосибирскри пукане театрĕ ачасемшĕн хальхи саманара чăннипех те çывăх темăна хускатнă. Гаджетсемпе виртуаллă вăйăсем çинчен кибертриллер хатĕрленĕ вĕсем. «GAME OVER: атака темного бота» спектакле Чăваш патшалăх пукане театрне пухăннă куракансем те хапăлласа йышăнчĕç. Ачасем кăна мар, аслисем те хаваспах тимлерĕç ăна. Тĕрлĕ çутăпа илемлетнĕскер виртуаллă тĕнчене илсе каять. Кăсăкли, илĕртекенни нумай, паллах, унта. Анчах асăрханулăх, хăрушсăрлăх пирки пĕр самантлăха та манмалла мар. Унсăрăн тĕп сăнар Андрей пек усал вăйсен капкăнне те çакланма пулать. Ят-хушамата, ăçта пурăннине тата ытти информацие палламан çынсене кăна мар, интернетри тĕрлĕ сайтра та пули-пулми палăртма юраманнине аван кăтартса парать ку триллер. Владимир облаçĕнчи Пукане театрĕ хатĕрленĕ «Тэдди» спектакль те виртуаллă тĕнчен усал енĕсене палăртать. Компьютер ăшĕнчен тухма пĕлмесĕр кунĕн-çĕрĕн унта ларсан мĕн пулатьха? Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме çакна ăша хывма пулăшать спектакль. Ĕç-пуç малашлăхра, çывхарса пыракан малашлăхра, пулса иртет. Макс — программист. Виртуаллă пурнăçа тĕслĕх шайне хурать вăл. Савнийĕ пăрахсан, юлташĕ пăрăнсан хăйне валли урăх тус тупать — упа-теттене компьютер урлă чун кĕртет. Анчах та çакă хăрушлăх кăларса тăратасса ăша та илмест. Аякран килнĕ хăнасем кăна мар, пирĕн пуканеçĕсем те спектакльсене çĕнĕ технологисемпе усă курса тĕрлĕ çутăпа, ÿкерчĕкпе илемлетме аван пĕлеççĕ. Çакна Чăваш патшалăх пукане театрĕнче юлашки вăхăтра хатĕрленĕ ĕçсем те çирĕплетеççĕ. Г.-Х.Андерсен çырнă «Снежная королева» юмаха нумайăшĕ вуланă. Ку произведени тăрăх мульфильм та, кино та сахал мар ÿкернĕ. Светлана Дорожко /Санкт-Петербург/ режиссер ăна хăйне май хатĕрленĕ темелле. Сцена çинче тĕрлĕ çутăпа выляни спектакле хăйне май илем кÿрет. Шăпăрлансене кăна мар, ашшĕ-амăшне те асамлăх тĕнчине илсе каять вăл. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.