Çамрăксен хаçачĕ 42 (6441) № 27.10.2022
Чăваш юррине илтсен макăрма чарăннă
11-мĕш класс пĕтерсен экзаменсене ăнăçлă тытнă Анна Кузьмина ăçта вĕренме каясси пирки пуç ватман. Аслăрах тусĕсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ăс пухнă. Аня та унта кĕме ĕмĕтленнĕ. Экзаменсенче 265 балл пухса вăл юридици факультечĕн студентки пулса тăнă.
Ÿнер шкулĕнче те вĕреннĕ Кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн темиçе студенчĕ Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăчĕ. Вĕрентÿ, воспитани тата çамрăксен политикин тытăмĕнче çак чыса тивĕçнисен йышĕнче Анна Кузьмина та пур. 4-мĕш курсра вĕренекен пике мĕн ачаранах лара-тăра пĕлмест. Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралнă вăл. Пĕлÿ çуртне çÿреме тытăнсанах хастар хĕрача районти ÿнер шкулне те сукмак такăрлатнă. Вокал, фортепиано, ташă класĕсенче çине тăрсах пĕлÿ илнĕ. Юрă-кĕвĕ тĕнчи Аньăн чунне çывăх пулнине чи малтан асламăшĕ Зоя Мануиловна ăнланнă. — Пĕррехинче аттепе анне хăнана кайнă. Мана, икĕ-виçĕ çулти ачана, асаннепе хăварнă. Эпĕ йĕме пуçланă та ниепле те чарăнман. Çав вăхăтра чÿрече янахĕ çинче ларакан радиоприемникпа хитре чăваш юрри янăраса кайнă. Эпĕ шăпăртах пулнă, питĕ тимлĕ итленĕ. Çакна асанне час-часах аса илсе каласа кăтартатчĕ. Вăл инфекционистра 40 çул тăрăшнă. Пирĕн йăхра тухтăр сахал мар. Атте Владимир Андреевич районти тĕп больницăра реаниматолог-анестезиологра ĕçлет, реанимаци уйрăмне ертсе пырать. Аппа Екатерина медицина факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ, кăçал ординатура хыççăн ĕçлеме пуçларĕ. Вăл 3-мĕш курса вĕçличчен общежити пÿлĕмĕнчен тухмарĕ те пуль. Ялан вĕренсе ларатчĕ. Тен, çавăнпа мана тухтăр ĕçĕ питех илĕртмерĕ. Пĕр вырăнта ларасси кичем пек туйăнатчĕ. Манăн хреснанне — судья. Вăл хушăран хăйĕн ĕçĕ, суд ларăвĕсем çинчен каласа паратчĕ. Ку мана питĕ кăсăклантаратчĕ. Шкулта мана истори, обществознани предмечĕсем килĕшетчĕç, — 20-ри хĕр хăйĕн çулне епле палăртни çинчен каласа пачĕ. Çапла вăл юридици факультетне суйланă, унта тÿлевсĕр вĕренме кĕнĕ. — Пĕрле вĕреннĕ туссен йышĕнче пысăк хуласене каякансем те пулчĕç. Манăн вара унашкал кăмăл çуралмарĕ. Шупашкарта пурăнмалли вырăн пуррипе — пушшех те. Вăл юридици факультечĕ вырнаçнă корпусран инçе те марччĕ. Хамăрăн республикăра та пахалăхлă пĕлÿ илме май пуррине ăнланса кунтах юлтăм. ЧПУра тăватă çул вĕренсе хам тунă йышăнушăн пачах та ÿкĕнмерĕм, — палăртрĕ Аня. Шкул çулĕсенче Анна Кузьмина общество ĕçĕнчен татăлса курман. Секци-кружока, олимпиадăсене çÿренĕ, ăна тĕрлĕ мероприяти ертÿçи пулма час-часах ыйтнă. Сасси илемлĕ, кĕлетке хÿхĕм пулнăран официаллă мероприятисен ертÿçи пулма та шаннă. Ялан çын хушшинче пулнăран Аня студент ретне тăрсанах… кăштах канасси пирки ĕмĕтленнĕ. Малтан занятисене кăна çÿренĕ. Анчах хĕре çакнашкал пурнăç часах йăлăхтарнă. Кăштах вăхăт иртсен пулас юрист волонтер ĕçне кÿлĕннĕ. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Манăн вырăн мăнастирте пулмаллине ăнлантăм»
Кашни çыннăн Турă патне пымалли çулĕ тĕрлĕрен. Пĕрисем йывăрлăхсене парăнтарас тĕллевпе ун патне пыраççĕ, теприсем — тав тума. Çĕрпÿри хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕнче чун канлĕхне тупнă Валентина Бельская кунта Тольятти хулинчен лекнĕ. Унăн шăпи мĕншĕн çапла çаврăнса тухнă-ха? Ытти çын пекех вăл вăтам шкул пĕтернĕ, техникумра вĕреннĕ, çемье çавăрнă, ача çуратнă, лайăх ĕçре тăрăшнă... Пурнăçĕ кĕтмен çĕртен пач тепĕр май çаврăннă. Мăнастире киличчен унăн темĕн те курма, тÿсме тивнĕ. Питĕ уçă кăмăллă, калаçма юратакан çын пулчĕ Валентина.
Тольяттирен — Çĕрпÿ хулине — Валентина, мĕн хистерĕ сире çак çула суйлама? — Кашни çыннăн шăпи тĕрлĕрен. Лайăх пурăннă çĕртех ывăл наркомансемпе çыхланса кайрĕ. Те хам пăхса çитереймерĕм, те урăх сăлтав пулчĕ — вăл çав серепене çакланнине сиссе те юлаймарăм. Тем те туса пăхрăм — пурпĕрех ÿкĕте кĕртеймерĕм. Хамăн вăя çеç шантăм мар-и? Малтанах ку усала хамах çĕнтерĕп тесе шухăшларăм, кайран вăй çитменнине ăнлантăм. Эпĕ пĕччен нимĕн те улăштараймассине туйрăм, Турăран çăлăнăç ыйтмаллине ăнлантăм. Турă хушмасăр пĕр çÿç пĕрчи те çĕре ахаль ÿкмест. Чиркĕве çÿреме тытăнтăм. Паломниксемпе çул çÿревсене кайрăм. Тĕн кĕнекисене вулама пуçларăм. Пушă вăхăт тупăнсанах пÿлĕмре питĕрĕнсе Евангели вулаттăм. Турă çулĕ çине тăма пулăшакан тепĕр сăлтав та пулчĕ. Йывăр чирлесе ÿкрĕм, чутах вилеттĕм. Вилсе чĕрĕлтĕм темелле. Чунăм хамран тухсан вилнĕ ÿтĕме çÿлтен куртăм. Апла чун нихăçан та вилмест. Çапах пĕтĕм пурнăçа улăштарнă самант 2003 çулта пулчĕ. Ун чухне Сароври Серафимăн çĕрмен ÿтне Питĕртен Дивеевăна илсе килессине пĕлсен Тольятти хулинчи паломниксемпе çула тухрăмăр. Халăх нумай, 30-50 пин çын таран пухăннă. Çул тăршшĕпех çынсем. Миçе çухрăма тăсăлчĕ-ши черет? Эпĕ те хĕсĕне-хĕсĕне мăнастир çумĕнчи çул хĕрринче тăтăм. Çитсе пыраççĕ терĕç. Пурте малалла тинкеретпĕр. Эпĕ çÿлелле пăхрăм та — мăнастир тăрринчи хĕрес хĕп-хĕрлĕ ялкăшса çунать. Пĕлĕт çинче те — хĕрессем. Манпа юнашар тăракан çынсем пурте тĕлĕннипе çÿлелле пăхрĕç. «Курăр-ха, хĕрессем!» — терĕç. Çулăн тепĕр енчисем вара пач урăхла курчĕç. «Пирĕштисем! Турă Амăшĕ!» — тесе кăшкăрчĕç вĕсем. Хăшĕ-пĕри нимĕн те курмарĕ. Эпĕ хăранипе тĕнче пĕтсе килет пуль тесе шутларăм. Пĕшкĕнсех лартăм. Сасартăк темиçе хĕресĕ хĕрлĕн ялкăшса çунакан хĕрес патнелле пычĕ те пĕрре пулса тăчĕ. Çакна курса тĕлĕннипе йĕрекенсем те, сăмах чĕнейми тăракансем те пулчĕç. Ку 15-20 минута яхăн тăсăлчĕ. «Тата çынсене тиркесе калаçатăп вĕт-ха!» — сасартăк сасăпах каласа ятăм эпĕ. Çав вăхăтра Сароври Серафимăн çĕрмен ÿтне илсе çитрĕç те, çак курăну çухалчĕ. Кайран пурте хăйсем мĕн курни çинчен калаçрĕç. Киле кайма тухсан тепĕр тĕлĕнтермĕш куртăмăр. Анса пыракан хĕвел ташлать. Эсир вăл ташланине курнă-и? Пысăк хĕвел тавра — тепĕр виçĕ хĕвел. Ун пекки ытларах Мăнкунра пулать. Киле çитсен нумайччен тăна кĕреймесĕр çÿрерĕм. Ĕçе кайма тухсан çын çине пăхма вăтанаттăм. Ача-и е çамрăк-и, ватă-и — вĕсем пирки усал шутлама хăраттăм. Темиçе кунран ку туйăм иртсе кайрĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«63 çул пурăнса арăмран 6 сивĕ сăмах та илтмен»
«63 çул пĕрле пурăнса эпĕ арăмран 6 сивĕ сăмах та илтмен. Хам та ытлашши каламан пуль», — тет Петр Баранов. Чăннипех те юратакансем çеç нумай çул пĕрле пурăнаççĕ. Çакна çирĕплетсе параççĕ те Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче кун кунлакан Петрпа Анастасия Барановсем.
Çĕр пÿртре пурăннă Кăçал Петя тете 87-е кайрĕ, Настя аппа вара 85 çул тултарчĕ. Ялта Барановсене пĕр çын та усалпа асăнмасть. Нумай çыншăн тĕслĕх çемье вырăнĕнче вĕсем. Петр Семенович 1936 çулта Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ коллективизаци вăхăтĕнче темиçе районта колхозсем йĕркелесе çÿрекен çынсен шутĕнче пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 4 ачипе мăшăрне хăй çуралнă тăван ялне килсе янă. Тĕрĕссипе, унăн кунта хăйĕн çурчĕ те пулман. Арăмĕпе ачисене пиччĕшĕн çемйи патĕнче хăварнă. Ашшĕ вĕсемпе сыв пуллашса вăрçа тухса кайнă. Киле 1946 çул вĕçĕнче çеç таврăннă вăл. Мăшăрĕпе ачисем, çав шутра Петр та, вăрçă вăхăтĕнче тăватă çулта тăватă çын патĕнче пурăнса курнă. Ют çăварсем пур çĕрте те ытлашши пулнă-тăр çав. Юлашкинчен вĕсем çĕр пÿрт чавса унта пурăннă. Ашшĕ фронтран таврăнсан çеç хăйсене ятăн кĕтес тупнă. Çавăнта кĕçĕн йăмăкĕ çуралнă. Вăрçă вăхăтĕнче Петр 6-7 çулти ача кăна пулнă. Çапах пур йывăрлăха та лайăх астăвать вăл. «Çимелли çукчĕ. Мăян вăрри пуçтарма яратчĕç. Ăна кăштах çăнăхпа хутăштарса пашалу пĕçеретчĕç. Выçăпа аптăрани питĕ асра юлчĕ. Йăмăкăм Галя выçăпа нушаланса вилни паянхи кун та куç умĕнче. Чирлерĕ те çимелли çуккипе ниепле те ура çине тăраймарĕ. «Атте килсен сывалăп та-ха», — тетчĕ хăй ялан. Çук, пурăнаймарĕ, вилчĕ. Аннене пĕрмай е вăрман касма, е окоп чавма илсе каятчĕç. Аттене вăрçăран килсенех звеньевоя лартрĕç. Пурнăç майĕпен улшăнчĕ. Малтан ялти пуçламăш шкулта ăс пухрăм, 7 класс пĕтерсен кÿршĕ ялти вăтам шкула вĕренме кайрăм. Унта 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. 75 тенкине вир сутса турăмăр. Урăх укçа çук. Шкулта вара тÿлеме ыйтаççĕ. Кĕнекимĕнне пăрахса хăварса киле таврăнтăм. Манăн çав тери вĕренес килетчĕ. Прокопьевск хулине ФЗОна шахтăри забойщика вĕренме кайрăм. Шахтăра икĕ çул ĕçлерĕм те, çара илчĕç. 1955-1959 çулсенче Лапкă океан флотĕнче шыв айĕнче ишекен кимĕ çинче çар тивĕçне пурнăçларăм, торпедист пултăм. Салтакран таврăнсан Канашри механизаци шкулне вĕренме кайрăм. Унта хамăр ял ачипе Геннадий Торговцевпа пĕр çул вĕрентĕмĕр. Çавăнтах пулас мăшăрпа Настьăпа паллашрăм. Вăл, Канаш районĕн хĕрĕ, хулара стройкăра ĕçлетчĕ. Юлташăм та çак район хĕрĕпех туслашрĕ. Вĕренсе пĕтериччен, 1959 çулта, Генăпа иксĕмĕр те авлантăмăр. Яла таврăнсан мана комбайн шанса пачĕç. 1962 çулччен комбайнерта ĕçлерĕм. Анчах манăн малаллах пĕлÿ илес килетчĕ. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Питĕ аван ĕлкĕрсе пынăран мана ирĕксĕрех куçăн майпа вĕренме куçарчĕç. Килте çемье пур вĕт-ха манăн: мăшăр, ачасем, ватă аттепе анне. Темле пулсан та мана вĕренме чарман вĕсем, май килнĕ таран пулăшса пынă. Вĕренсе пĕтерсен ют района ĕçлеме каймаллаччĕ. Анчах ун чухнехи колхоз председателĕ техникума пырса мана яла илсе килчĕ. Çапла бригадира лартрĕç. Пирĕн ял «Гвардеец» колхозăн 1-мĕш бригадине кĕретчĕ. Бригадирта 12 çул ĕçлерĕм. Çемье пысăкчĕ, аттепе аннесĕр пуçне йăмăксем, шăллăм пулнă. Пĕр пÿлĕмлĕ çуртра пурăнаттăмăр. Выртса тăма вырăн çитместчĕ. Урайĕнче улăм е курăк тултарнă тÿшек çинче çывăраттăмăр. Пĕррехинче колхоз председателĕ чĕнсе илчĕ те колхоз çурта çĕнетме пулăшма пултарасси пирки каларĕ. Çапла 2700 тенкĕ кивçен пачĕç. Хамăрăн та кăшт укçа пурччĕ. Йĕпреç районĕнчен çурт туянса килтĕмĕр. Ăна тăвансем пулăшнипе икĕ эрнере хута ятăмăр. Паянхи кун та çав çуртра пурăнатпăр. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Хăяккăн выртса çырсан шухăшсем ытларах килеççĕ»
«Ырă каç, Шураппасем», — чăваш радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче çак сăмахсене каланă Людмила Сачковăна пĕлмен çын çук пулĕ. Вăл «Шураппасăр» пуçне тĕрлĕ кăсăклă кăларăм ертсе пынă. Вулакансем унăн «Чĕкеçĕм, чĕкеç», «Ытарайми куçсем» тата ытти кĕнекине каçăхса кайса шĕкĕлчеççĕ. Паллă çыравçă, ĕç ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ паян çамрăклăхне аса илет.
Пĕрремĕш статья «Çемьере пиллĕкĕн — 4 хĕр те 1 ывăл — çитĕнтĕмĕр. Анне пурнăç тăршшĕпе медсестрара ĕçлерĕ. Пирĕн килте ялан тирпейлĕччĕ. Пĕр ал шăлли çинче те пÿрне йĕрĕ пулман. Анне хура вырăн курсанах çуса хуратчĕ. Атте салтака кайиччен трактористра ĕçленĕ. Вăл Монголире службăра тăнă. Хĕсметре авиамеханик пулнă. Атте ял канашĕн председателĕнче, кайран техника паркĕнче тĕп инженерта тăрăшрĕ. Асанне çумĕнче ÿсрĕм. Вăл маншăн энциклопеди пекех. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан мăшăрĕпе аслă ывăлĕ, 9-мĕш класс ачи, тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Иккĕшĕ те вилнĕ. Асанне вĕсене аса илсе йĕретчĕ. Вăл темĕн те пĕр интересли каласа паратчĕ, чĕлхи пуянччĕ, архаизмсемпе калаçатчĕ. Асанне мана пурнăçа вĕрентсе пынă. Çемьере асли пулнă май мĕн тумаллине унран ыйтаттăм. Пĕррехинче, ун чухне 9-мĕш класра вĕренеттĕм, сысна ферминче комбикорм хатĕрлекен аппарата юсакан атте патне кайрăм. Вăл ытти арçынпа пĕрле ĕçлетчĕ, хайхискерсем ăна ниçтан та хускатаймарĕç. Пăхса тăнă хыççăн аппаратăн параппанĕ патне пытăм та икĕ алăпа тĕртрĕм. Атте тÿрех: «Ай-яй-яй», — тесе кăшкăрса ячĕ. Параппан мĕнле вĕри иккен! Алла пĕçертрĕм. Хам кăшкăратăп, çухăратăп. Алла сивĕ шыва чикрĕм. Атте мотоциклпа аннене илме кайрĕ. Вăл маç сĕрчĕ, тип çăва та чиксе кăларчĕ, çавах ыратни иртмерĕ. Киле çитсен асанне алла пăхрĕ те сарай тăррине хăпарса чăх айĕнчен çăмарта илсе анчĕ, унăн шуррине алă тупанĕ çине сĕрчĕ. Вăл çатма çинчи евĕр пиçрĕ. Ăна хырса пăрахрĕ. Çапла çăмарта шуррипе икĕ-виçĕ хут сĕрсен ыратни иртрĕ. Манăн пурнăç ачаранпах пултарулăхпа çыхăннă. 1-мĕш класрах «Пионер сассине» /халĕ «Тантăш»/ çырма тытăнтăм. Шкулта продленкăна юлаттăмăр. Пĕррехинче Анастасия Николаевна учитель пĕр купа хаçат илсе килчĕ те: «Ачасем, вулăр. Тен, камăн та пулин çырас килĕ», — терĕ. Эпĕ хаçатра пĕр тĕрленчĕк вуларăм. «Шăннă кăсăясем» ятлăччĕ. Çавна çырса илтĕм те редакцие ярса патăм. Статьяна хамăрăн çырмаллине пĕлмен çав. «Ку тĕрленчĕк пичетленнĕ. Çырса илсе ярса пама юрамасть», — килчĕ хурав. Çитменнине, эпĕ йăнăш тунă. «Шăннă» сăмахра пĕр «н» сиктерсе хăварнă. Çапла «Шăнă кăсăясем» пулса тăнă. Кун хыççăн хам тĕрленчĕксем çырма пуçларăм. Çырас ăсталăх мана аннерен куçнă. Унăн тетĕшĕ Иван Мешков вăрçăччен тăван Патăрьел районĕн «Авангард» хаçат редакторĕ пулнă. Ман пата редакцирен çырусем килетчĕç те аттепе пĕрле вулаттăмăр, вăл мана йăнăшсене тÿрлетме пулăшатчĕ. Кайран район хаçатĕнче пичетленме тытăнтăм. «Пионерская правда» хаçата та çыру ятăм. Вăл пичетленнĕ хыççăн Якутире, Украинăра пурăнакан хĕрачасем çыру ячĕç. «Капла конвертсем туянса укçа нумай пĕтеретĕн», — тесе атте вĕсем патне çырма чарчĕ. Кайран та купипех çыру килнĕччĕ. Почтальон куншăн вăрçатчĕ. «Сана пула çырусем салатса çÿремелле», — тетчĕ. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне район хаçатĕнче «Хĕллехи лĕпĕшсем» калав пуçласа пичетленчĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Хула хĕрĕ качака та сăвать, чăх-чĕп те пăхать
«Ача чухне кĕнеке вулама юрататтăм. Питĕ нумай хайлавпа паллашнă эпĕ. Маларах юмаххалапа килĕштереттĕм, ÿсерехпе романтикăллă повеçсене юратрăм. Вĕсем кăна мар, тĕрлĕ енлĕ кĕнеке кăмăла каять», — тет Наталия Ерлакова. Социаллă сетьре ятарлă блог уçса унта ялти пурнăç пирки çырса кăтартасси хуларан куçсан пуçланнă. Хĕллехи вăхăтра Наталия çемйипе Шупашкарта пурăнать, çулла вара — ялта. Шупашкар районĕнчи Шăнкасра унăн ашшĕпе амăшĕ тĕпленнĕ. Пысăках мар хуçалăх тытса тăраççĕ. Качакасем, чăх-чĕп пур вĕсен. Пахчара улма- çырла çитĕнет.
Каникулта — районта Наталия Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Ача чухне каникулта е аслашшĕ-асламăшĕ патĕнче, Шупашкар районĕнче, е кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче, Канаш районĕнче, пурăннă. Шăпах ача чухне çут çанталăка юратма, хаклама, хисеплеме вĕреннĕ те вăл. Ашшĕпе амăшĕ тивĕçлĕ канăва тухсан кил хуçин тĕп килне куçнă. Куншăн хĕрĕ хĕпĕртет кăна. Выльăх-чĕрлĕх патне те савăнсах тухать вăл, пахчара йăран хушшинче те хăпартлануллă кăмăлпа чакаланать. Кун пирки кайран «Контактра» хăй йĕркеленĕ «Ялти пурнăç» /«Жизнь в деревне»/ ушкăнра çырса кăтартать. «Кашни кун мĕн те пулин кăсăкли пулса иртет. Пирĕн хаваслă пурнăçа ÿкермешкĕн çамка çине видеокамера вырнаçтармалла. Каçхине выльăх-чĕрлĕхе пăхма качака витине тухрăм. Аннеçĕм… Мĕн пулса иртет унта?! Умка путек кормушка ăшне кĕрсе кайнă та хĕсĕнсе ларнă. Мĕнле майпа сиксе кĕнĕ-ха вăл унта? Тепĕр тесен, тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Качака вĕт! Пысăкраххисене паян ĕмкĕч пăрахтармашкăн тытăнтăм. Сĕте витрепе илсе тухрăм. Пĕри аван çиет, тепри кутăнлашать, ачашланасшăн, ĕмкĕч шырать. Хайхи хĕсĕнсе ларнă качакапа аппаланнă вăхăтра — вăл чарăнми мекеклетет-çке, епле пулăшмăн-ха ăна — тепри ман тавра ĕмкĕч шыраса чупрĕ. Виççĕмĕшĕ çак самантра аптăраса тăман — пуçне витре ăшне чиксе те хунă. Эпĕ çакна сиссе ĕлкĕриччен сĕте чутах ĕçсе яман. Вăл-ку юрĕ-ха — йăлтах йĕркелерĕм. Пурте лăпланчĕç. Кун хыççăн «хĕрсем» патне кайрăм. Декабристкăна суса ларатăп. Темле сасă илтĕнет. Хаа… Ватă качака алăк уçма вĕреннĕ. Белкăпа «калаçса» тăрать. Эпĕ сиккипе вĕсем патне — хĕре хăтарма. «Йĕкĕте» хăваласа ятăм, сых ятне чăмăр кăтартса юнарăм. Декабристкăна суса пĕтертĕм те Белка патне куçрăм. Пирĕн каччă алăка уçать те хупать, уçать те хупать. Эпĕ йăшăлт та туманнине ăнланчĕ пулмалла — пĕр самантрах куçсем хире-хирĕç тĕл пулчĕç. Чăмăр кăтартрăм та — çухалчĕ. Пĕр хушăран татах алăк уçать. Хальхинче шăп ларатăп. Качака хăюлланчĕ пулмалла, шăп кăна васкамасăр кĕрсе тăчĕ. Эпĕ суса та пĕтертĕм ĕнтĕ, тухма хатĕрлентĕм. Алă пушă мар паллах. Çак самантра кĕтмен çĕртен качака те апчхулатрĕ… Атте эпĕ кăшкăрнăран кÿршĕсен кил-çурчĕ те чĕтренчĕ пулĕ терĕ. <...>
Татьяна НАУМОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...