Страхлакан представительсем
Камсем вĕсем тата мĕнпе пулăшаççĕ?
Чăваш Республикинче çынсен сывлăхне упрас тата вĕсен ырлăхне тивĕçтерес тĕллевлĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пурнăçланать. Проектпа килĕшÿллĕн страхлакан медицина организацийĕсен страхланă граждансен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă пĕлтерĕшне ÿстерес, халăха информаципе тивĕçтерессине лайăхлатас, çав шутра вĕсем сипленессине вăй парас тĕллевпе 2016 çултанпа обязательнăй медицина страхованийĕн /ОМС/ тытăмĕнче страхлакан представительсен службине йĕркеленĕ.
Страхланă кашни гражданин хăйĕн страхлакан медицина организацине /малалла — страхлакан компани/ тата хăйĕн страхлакан представительне пĕлме тивĕç. ОМС полисне хатĕрленĕ хыççăн страхлакан представитель — сирĕн медицина пулăшăвĕпе усă курнă чухнехи шанчăклă пулăшуçă. Вăл сирĕн интерессене тĕпе хурса ĕçлет, медпулăшу илнипе çыхăннă кашни тапхăрта, çав шутра профилактика мероприятийĕсен вăхăтĕнче информаципе тивĕçтерет, çавăн пекех сирĕн ОМС сферинчи правасене тата саккунлă интерессене хÿтĕлет.
Поликлиникăна килнĕ май пулăшу пахалăхĕ тĕлĕшпе ыйту çуралсан, медпулăшупа усă курмалли йĕрке пирки камран ыйтмаллине граждансенчен кашниех пĕлмест. Нумайăшĕ ОМС тытăмĕнче хăйсен прависене хÿтĕлемешкĕн саккунсене пĕлсе пĕтереймест. Кун пек чухне страхлакан представитель пулăшать. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — страхланă çынсене ОМС ыйтăвĕсемпе консультаци парасси, медпулăшу илме пулăшасси.
Страхлакан медицина организацийĕсем ОМС тытăмĕнче граждансен прависене хÿтĕлемелли виçĕ сыпăклă система йĕркеленнĕ. 1-мĕш сыпăкри страхлакан представительсем — страхлакан компанин колл-центрĕн специалисчĕсем, урăхла каласан, «хĕрÿ лини» операторĕсем. Вĕсем граждансене тăтăш тĕл пулакан ыйтусемпе справкăпа консультаци информацийĕпе тивĕçтереççĕ. Вĕсенчен тÿлевсĕр телефон номерĕпе талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулăшу ыйтма пулать. Шăнкăравсене чăн вăхăт режимĕпе те, «электрон секретарĕн» мелĕпе те йышăнаççĕ. Операторсем обязательнăй медицина страхованийĕпе, ОМС полисне илессипе /çĕнĕрен тăвассипе/, медицина организацине тата врача суйласа илессипе çыхăннă ыйтусене хуравлаççĕ, сирĕн ОМС полисĕ вăйра пулнине тĕрĕслеççĕ.
2-мĕш сыпăкри страхлакан представительсен ĕçĕ страхланă çынсене медицина пулăшăвĕ панă чухне информаципе тивĕçтерессине, ертсе пырассине тĕпе хурать. Вĕсем страхланă çынсем ыйтнипе медпулăшу кÿнĕ чухне сиксе тухакан тавлашуллă ыйтусене васкавлăн татса пама хутшăнаççĕ, практика енĕпе пулăшаççĕ.
3-мĕш сыпăкри страхлакан представительсем /эксперт тухтăрсем/ страхланă çынсем медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ тĕлĕшпе çырса панă ыйтусемпе ĕçлеççĕ, тĕрĕслевпе экспертиза мероприятийĕсем йĕркелесе ирттереççĕ. Кирлĕ пулсан сире кÿнĕ медицина пулăшăвĕн пахалăхне тĕрĕслемешкĕн çак адрессемпе ыйтса çырма пултаратăр:
— «Чувашская МСК» АОна: 429955, Çĕнĕ Шупашкар хули, Комсомол урамĕ, 21;
— «Чувашия-Мед» СК» АОна: 428000, Шупашкар хули, Кооператив урамĕ, 6.
Çак проекта пурнăçланин усси пур — граждансем страхлакан компанисенчен вăл е ку ыйтăва уçăмлатма, хăйсен прависене хÿтĕлеме ыйтаççĕ. Ыйтусен шучĕ çуллен ÿсет. 2020 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр вĕсем 15% нумайланнă, кăçалхи 9 уйăхра та 11875 ыйту йышăннă.
Чăваш Республикинче пурăнакансем страхлакан представительсен службинчен чăннипех пулăшу илеççĕ. 2021 çулта 1753 гражданина медпулăшупа усă курма пулăшнă, кăçалхи 9 уйăхра вара — страхланă 2912 çынна. Страхлакан представительсен ĕç вырăнĕсене страхлакан компанисен офисĕсенче кăна мар, республикăри медицина организацийĕсенче те йĕркеленĕ. Çакă вĕсене пациентсене çывăхрах пулма, ертсе пырассипе çыхăннă тивĕçе витĕмлĕ пурнăçлама май парать. Чăваш Енре страхлакан представительсен 37 постне йĕркеленĕ. Медицина пулăшăвĕпе усă курнă чухне тавлашуллă ыйту çуралсан эсир хăвăрăн страхлакан компанин — «Чувашская МСК» АОн е «Чувашия-Мед» СК» АОн — страхлакан представителĕнчен пулăшу ыйтма пултаратăр. Çавăн пекех граждансемшĕн меллĕ тата страхлакан компани представителĕпе калаçасси хăвăрт пултăр тесе ыйтусене инфомат урлă /«тÿрĕ çыхăну» телефонĕсемпе/ парассине йĕркеленĕ, вĕсене «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 21 медицина организацийĕн фойисенче е регистратура патĕнче вырнаçтарнă.
Чăваш Енĕн ОМС территори фончĕ аса илтерет: енчен те медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чухне сирĕн правасене пăсрĕç тĕк — хăвăра ОМС полисĕ панă страхлакан компанин «тÿрĕ линийĕпе» пулăшу ыйтăр:
— «Чувашская МСК» АОран — 8 800 20195 46, /8352/ 730 442 номерсемпе;
— «Чувашия-Мед» СК» АОран — 8 800 250 02 26, /8352/ 709 875 номерсемпе.
Çавăн пекех эсир Чăваш Республикинче ОМС ыйтăвĕсемпе контакт-центрпа çыхăнма пултаратăр: 8 800 770 09 55 номерпе шăнкăравлăр /«Чувашия-Мед» СК» АОра страхланнă пулсан «1» суйласа илĕр, «Чувашская МСК» АОра тăк — «2»/, енчен те хăвăрăн страхлакан компание пĕлместĕр тĕк — оператор хуравласса кĕтсе илĕр. Асра тытăр: страхлакан представительсем пациентсен интересĕсен хуралĕнче тăраççĕ!
Ульяна ПЧЕЛКИНА, Чăваш Республикин ОМС территори фончĕн ОМС йĕркелĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ