Комментировать

25 Сен, 2014

Строймин тÿрĕ кăмăллисене шырать

Орфографи йăнăшĕсем Правительство шайне те çитеççĕ

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркинче Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин ĕç-хĕлĕ çинчен тунă отчет тĕп вырăнта пулчĕ. Унпа вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков паллаштарчĕ.

Çак министерство яваплăхĕ шутланакан отрасль республика экономикин тĕп пайĕсенчен пĕри тени вырăнлă. Олег Иванович палăртнă тăрăх - «строительство» тесе палăртакан ĕçсен калăпăшĕ пĕлтĕр 32 млрд тенкĕпе танлашнă. Кăçал ку кăтарту палăрмаллах ÿсмелле - 36 млрд тенкĕ урлă каçмалла. Кирпĕч, бетон, ытти материал туса кăларасси ÿснĕ. Çакăнта, паллах, çĕнĕ заводсем ĕçлесе кайнин витĕмĕ курăмлă. Вĕсен шутĕнче министр «Тус» компанин кирпĕч заводне, «Честр-Инвестăн» панель каркасĕсен заводне, ытти производствăна асăнчĕ.

Строительство индустрийĕ вăй илсе пынă май уйрăм çынсем хăйсем тĕллĕн хута яракан çурт-йĕр лаптăкĕ чакни палăрать, строительство компанийĕсен - ÿсет. Кăçал 860 пин тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр хута ямалла. Çапла вара кашни çын пуçне хута янă лаптăк виçи 0,7 тăваткал метрпа танлашĕ. Экономкласс йышши хваттерсем тăвасси çине пусăм тăваççĕ. Кăçал пĕтĕмĕшле лаптăкăн 46% шăпах çавнашкал çурт-йĕр пулĕ.

Ипотека кредичĕсемпе усă куракан çемьесен шучĕ хушăнсах пыни сисĕнет. Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе те кăтартусем аван: 2011-2013 çулсенче 694 тăлăха хваттер панă - çакăн валли 690 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал пĕтĕмпе 405 тăлăх пурăнмалли кĕтеслĕ пулĕ.

Министр хваттер тума пая кĕрсе улталаннисемпе çыхăннă ыйтăва та çĕклерĕ. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне «ыйтуллă» çавнашкал объектсем 16 пулнă, çурăк валашка умĕнче ларса юлнисем - 1,3 пин çынна яхăн. Паян ун пек 3 объект юлнă, шар курнисем - 211 çын. Çулталăк вĕçлениччен Шупашкарти Фучик урамĕнче пурăнмалли çурт хута яраççĕ, унта улталаннă 40 çын хваттер илĕ. Юлнă тата 2 объект тĕлĕшпе конкурс производстви йĕркеленĕ, строительство ĕçĕсене пурнăçлакан компанисем паллă, ку объектсене çитес çул тăвĕç.

Строительствăпа çыхăннă бюрократи чăрмавĕсене сиресси пирки те калаçу пулчĕ. Ку енĕпе Чăваш Енре чылай утăм тунă. Раççейре строительство валли ирĕк илме вăтамран 59 процедурăна пурнăçламалла. Чăваш Енре - 17, вĕсене пурнăçламалли пĕтĕмĕшле вăхăт - 220 кун.

Хăш-пĕр регионта вара çак вăхăт чылай пĕчĕкрех-мĕн - кун пирки ЧР Пуçлăхĕ каларĕ. Министр çав тĕслĕхсенче проектсем, ытти ĕç докуменчĕ пĕтĕмпех хатĕр пулнă тесе тÿрре тухма тăчĕ-ха, анчах Михаил Васильевича ку тивĕçтермерĕ:

- Пирĕн хăш-пĕр подряд организацийĕ проект тăвакансене витĕм кÿме пултарать. Вĕсем министерствăри ĕç-пуçа та, çынсене те шалтан пĕлеççĕ, çавна май конкурсра çĕнтерме малтанах хатĕрленеççĕ.

Кун хыççăн лару министрпа ЧР Пуçлăхĕн диалогнех çаврăнчĕ теме те юрать.

- Тÿрĕ кăмăллă çынсене пухăпăр-и? - кăсăкланчĕ Михаил Игнатьев.

- Тăрăшатпăр... - хуравларĕ Олег Марков.

- Тÿрĕ кăмăллисем кирлĕ - ниме пăхмасăр. Патшалăх интересĕсемшĕн çунакансем ĕçлеччĕр. Авă, Йĕпреç районĕнче конкуренци пулман - подрядчик çĕнтернĕ. Халĕ тăлăхсен хваттерсем те çук, укçа та...

Пĕтĕмĕшле илсен отчет тивĕçтерчĕ пулас. Михаил Васильевич брошюра евĕр хатĕрленĕскер илемли пирки те каларĕ. Çийĕнчен министр доклачĕ самай вăраха кайнине куратăр кăсăкланчĕ те: «Хăвăр вĕçне çитиччен вуласа тухрăр-и хăть?» «Вуламасăр! Пĕр хут кăна та мар, пĕр каç çеç те мар...» - доклада яваплăха туйса хатĕрленине палăртса пĕлтерчĕ Олег Иванович.

Правительство шайĕнче тишкерекен документсене тĕплĕ хатĕрлессипе çыхăннă тепĕр самант та пулчĕ. Пурлăх министрĕ Анатолий Кузьмин ял хуçалăх çĕрĕсене ытти тĕллев валли куçарас ыйтупа сăмах илчĕ те - Красноармейски районĕнчи çĕр уйăрмалли автоçул ятне, пурте курмалла монитор çине кăларнăскере, курсан Михаил Игнатьев та тĕлĕнчĕ. «Шипырлывах» тенĕ - мĕнле апла? «Кам çапла çырнă? Ялăн чăвашла ячĕ - Шăпăрлăвар. Вырăслинче тем тесен те йăнăш!» - терĕ Михаил Васильевич. Министр вара хăйĕннех калать: Шипырлывах - çул ячĕ çавăн пек-мĕн. Лару хыççăн ĕç пÿлĕмне çитсен çак йĕркесен авторĕ ятарласа справочнике уçса пăхрĕ: Красноармейски районĕнче Шипырлывах ялĕ çук, Шипырлывар - пур! Чăвашла ячĕ Михаил Игнатьев каланă пекех - Шăпăрлăвар! Тахăш чиновник асăрхамасăр янă орфографи йăнăшĕ мĕнле çапла Правительство шайнех çитме пултарнă - пĕлме хĕн.

Ларура республикăри пенсионерсене 2015 çулта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетрĕç - 5771 тенкĕ. «Физкультурăпа спорт çинчен» саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Çĕнĕлĕхсен пĕр пайĕ наци спорт тĕсĕсене пырса тивет. Раççейре унашкаллисем тăваттă. Пĕри - чăваш кĕрешĕвĕ. Спорт министрĕ Сергей Мельников пирĕн халăх кĕрешĕвĕн статусне ÿстерес тĕллевпе ĕçлени пирки каларĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕнчи статуса илсен спортсменсене категори-звани пама май пулĕ, саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусем шăпах çакăнпа çыхăннă.

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

ТŸРĔ КĂМĂЛЛИСЕМ, ПАТШАЛĂХ ИНТЕРЕСĔСЕМШĔН ÇУНАКАНСЕМ КИРЛĔ. АВĂ ЙĔПРЕÇ РАЙОНĔНЧЕ КОНКУРЕНЦИ ПУЛМАНРАН, ПОДРЯДЧИК ÇĔНТЕРНĔ. ХАЛĔ ТĂЛĂХСЕН ХВАТТЕР ТЕ ÇУК, УКÇА ТА...

 

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.