Тантӑш № 39 (4808) 06.10.2022
Килĕнче чăвашла кăна калаçаççĕ
Çĕнĕ Шупашкарти Севриковсен çемйинче чăвашла кăна калаçаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ тăван чĕлхепе çеç хутшăннине илтсе ÿсекен Карина та мĕн пĕчĕкрен чăвашла чĕвĕлтетет. «Ырă ир пултăр, атте-анне!», «Апачĕ тутлă пултăр!» – куна çак каларăшсемпе пуçлать хĕр пĕрчи. Шкула тухса утиччен телефонпа çыхăнса Канаш районĕнчи Сиккассинче пурăнакан кукашшĕ-кукамăшĕн, Елчĕкри аслашшĕ-асламăшĕн сывлăхĕпе те кăсăкланма манмасть Карина. «Мĕнле сирĕн сывлăхсем? Чиперех-и? Упрăр хăвăра», — аслă ăрури çывăх çыннисене ырă сунса кашни кун савăнтарать хĕрача.
Мускавра та тĕлĕнтернĕ Карина Севрикова Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре 7-мĕш класра вĕренет. Пĕрремĕш класран мĕн пур «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырать маттурскер. Конкурссемпе олимпиадăсене, фестивальсене хутшăнма юратать. Хула, республика, регионсен шайĕнче çĕнтерсе пĕрре мар çитĕнÿ тунă. Республикăра мала тухнă Карина Мускава та çитнĕ. «Ачасен пултарулăхĕ — тăван тата вырăс чĕлхисемпе» конкурсри «Литература пултарулăхĕ — тăван чĕлхепе» номинацире 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ вăл. «Тăван чĕлхем — чунри хĕлхем» эссене чуна витермелле вуласа тĕлĕнтернĕ хĕр пĕрчи. «Эпĕ хулара пурăнатăп пулин те, урамра чăвашла калаçма вăтанмастăп. Пĕчĕкренех чăвашла сăвăсем калама, юрă юрлама юрататăп. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнатăп. Амăшĕн чĕлхине хисеплемен çын хăйĕн çывăх çыннисене те, тăван халăхне те, çĕрне-шывне те юратма пултараймасть», — çивĕччĕн те хăюллăн калаçакан хĕрачан сăмахĕсем жюрире ларакансен чĕри витĕр тухнă. Тата ăçта кăна çĕнтермен-ши вăл: «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальте, «Çăлтăрчăк» конкурсра, «Ача-пăча Акатуйĕ» фестиваль-конкурсра, «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра тата ытти çĕрте. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Мое вдохновение – в родных и близких»
Все лето лента новостей 20-й школы города Чебоксары упорно выдавала имя ученицы 11-го класса Валерии Лыткиной. 9 июня девушка приняла участие в фотовыставке «Я и моя страна». 20 июня в качестве члена волонтерской группы «Апельсин» прошла школу «Волонтеров культуры» в Московском политехе. 28 июня как член медиагруппы отработала на торжественном мероприятии «Выпускной вечер – 2022». В те же дни в Чебоксарах проходила I Всероссийская детская фольклориада, которая вновь не обошлась без участия ученицы 20-й школы. Стоит отметить, что это лишь часть списка мероприятий и достижений, которые девушка может занести себе в актив. В надежде узнать секрет бесконечной жизненной активности девушки, мы пообщались с самой Валерией Лыткиной, которая с удовольствием согласилась уделить нам время.
Летом Валерия работала на открытии мемориального комплекса «Строителям безмолвных рубежей» у села Байгулово Козловского района. Это мероприятие стало вехой культурной летописи Чувашии. Команда волонтеров, среди которых была и она, состояла из 13 человек. В ходе работы Валерия помогала художникам по костюмам. Ученица 20-й школы отмечает, что больше всего на празднике ей понравились атмосфера, интересные и приятные люди. Позже Валерия вошла в число победителей конкурсного отбора и стала участницей форума «Территория Успеха». Предполагалось, что за этим последует поездка в Международный детский центр «Артек», но попасть в Крым, к сожалению, не получилось. Но Валерия надеется, что поехать на полуостров получится по результатам конкурса «Большая перемена». Девушка считает, что, несмотря на все успехи, ставить себя выше остальных не стоит. И обĕясняет она это так: – Главная надежда школы – это слишком громкая фраза. В нашей школе учится много талантливых ребят, покоряющих вершины с таким же успехом. Себя она характеризует как достаточно упрямого, порой нетерпеливого, но энергичного и уверенного в себе человека. Как и любому подростку, ей присущи любовь к музыке, страсть к шопингу и к чтению книг, а также активность в социальных сетях. Кроме того, Валерия любит аттракционы. − Мне нравится заниматься тем, чем я занимаюсь сейчас. Все началось еще в седьмом классе. Я была замкнутым ребенком с огромными мечтами и планами на жизнь. Приняв решение вступить в ряды активистской организации, я начала получать удовольствие от общения с людьми и работы в команде. Именно эти составляющие позволяют мне поддерживать свою деятельность на высоком уровне, – поделилась Валерия. Стоит отметить, что Валерия занимает несколько должностей и чувствует свою ответственность. Сейчас она вицепрезидент Детского школьного обĕединения «Кристалл» и тим-лидер в Городском волонтерском центре. Кроме того, она занимается журналистикой и пишет в школьную газету «На трех этажах». Журналистика − это именно та сфера деятельности, которая интересует ее как профессия. Поэтому уже сейчас она начала изучать различные тонкости этой профессии. 24 сентября Валерия приняла участие в записи передачи «Точка Роста» на ГТРК «Чувашия». Ее пригласили как победителя регионального этапа Всероссийского конкурса «Ученик года» в номинации «Общественник года». Вот что об этом рассказала сама Валерия: − Да, это был мой первый радиоэфир. Было довольно необычно, но интересно. Ведь я будущий журналист, и, находясь там, я чувствовала себя в своей тарелке, хотя и посетила это место впервые. Безусловно, мне приятно, что за мои достижения у меня берут интервью, но звезду я не «схватила». Скорее, я просто делюсь опытом и впечатлениями. Сейчас девушка учится в 11-м классе. По собственным словам, у нее получилось реализовать все, о чем она мечтала, и даже то, о чем мечтать не могла. Сейчас Валерия понимает важность предстоящей сдачи экзаменов, хотя и занята во внеурочной деятельности. У Валерии есть свой секрет успеха. Он заключается в поддержке педагогов, а также близких и родных людей. Как рассказывает активист, директор школы /20 Любовь Леванова и заместитель директора Ирина Елизарова лично интересуются ее проблемами. Классный руководитель Татьяна Никифорова понимающе относится к ее внеурочной деятельности, а старшая вожатая школы Юлия Молчанова поддерживает ученицу не только в учебном, но и в психологическом плане. <...>
Иван ДЕРЮЖИН.
♦ ♦ ♦
«Атте-анне халалне пурнăçа кĕртсе пыратăп»
Екатерина Романова Трак вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Тăххăрмĕш класс хыççăн Шупашкарти Николай Никольский ячĕллĕ педагогика колледжне çул тытнă. Ăна аван паллăсемпе вĕçлесе 2019 çулта тĕп хулари 122-мĕш ача садне ĕçе вырнаçнă.
— Хам ĕçпе, педагогика колледжĕнче илнĕ специальноçпе, питех те кăмăллă эпĕ, — тет Катя. — Кăна эпĕ мĕн пĕчĕкрен хăнăхса пытăм темелле. Манăн аттепе анне Юрий Зиновьевичпа Татьяна Ивановна — педагогсем. Кил хуçи хăйĕн кун-çулĕн пысăк пайне хаçатра ĕçлесе ирттерчĕ. Анне Иван Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе графика факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн малтан Кÿкеçри, унтан Красноармейскинчи ача-пăча ÿнер шкулĕнче тăрăшрĕ, çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Çывăх çыннăм пушă вăхăтра мана та хăй йĕркелесе ирттерекен занятисене йыхравлатчĕ. Кунта эпĕ ÿкерчĕксем тума хăнăхрăм. Çакă вара мана каярах питех те кирлĕ пулчĕ. Пирĕн тăвансен хушшинче вĕрентекен профессине илнисем сахал мар. Акă, аттен куккăшĕ, Пантелеймон Борисов, Хусанти патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр утса тухнă. Мирлĕ вăхăтра Беларуçри пĕр облаçре вăтăр çула яхăн шкул директорĕнче тăрăшнă. Аннен аппăшĕ Галина Томасова Трак вăтам шкулĕнче чылай тапхăр ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Унăн хĕрĕ Татьяна Иван Яковлев ячĕллĕ ЧППУра педагога вĕренсе тухнă. Астăватăп, шкул сакки çинче ларнă тапхăрта улттăмĕш классен вожатăйĕ пулма çирĕплетрĕç мана. Уроксем хыççăн кĕçĕн çулхисемпе мĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркелеместĕмĕрччĕ пулĕ. Çав çулсенче шăпах малашне ачасемпе ĕçлес кăмăл çуралчĕ те. Тата атте-анне: «Санăн ачасемпе ĕçлемеллех, Турă пани пĕтĕмпех пур. Кайса вĕрен çак специальноçе», — каларнине пурнăçа кĕртме тăрăшрăм пулас. Екатерина Романова виççĕмĕш çул ĕнтĕ ача садĕнче тăрăшать. — Хуларине ялтипе танлаштараймăн ĕнтĕ, — тет Катя. — Хăй вăхăтĕнче хам та ялти «Звездочка» ача сачĕн сукмакне такăрлатнă-çке, вăл сывлăшпа сывланă. Пирĕн патра паян пĕтĕмпе 12 ушкăн. Вăл мана нумай чухне вĕлле хурчĕн çемйине аса илтерет. Эпĕ вăтам ушкăнрисемпе ĕçлетĕп, 36 арçын ачапа хĕрача ман патра. Ача сачĕн ертÿçи Ольга Алексеева кĕçĕн çулхисене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парассишĕн мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать, хăйĕнчен тата ăна пăхăнакансенчен çирĕп ыйтать. Çавăнпа пирĕн патра яланах ăшăлăх, çирĕп дисциплина хуçаланать. Екатерина Юрьевна коллективри кашни ĕçчен пирки ăшă сăмахсем тупать. Кунта паян хăйĕнпе пĕрле педколледжра вĕреннĕ Арина Егорова, Анастасия Петрова тата Ксения Захарова тăрăшаççĕ. — Ача садĕнче ĕçлеме кăмăллă. Аслăрах юлташсем яланах сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Мĕн пĕлменнине тус-тантăшран ыйтса пĕлетĕп. Вĕсем вара ялан пулăшма хатĕр, — тет Екатерина Романова. Катя коллективра, район шайĕнче йĕркелекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнма тăрăшать, ача сачĕн ятне çÿллĕ шая çĕклеме пулăшать. Общество ĕçĕнче те яланах хастар. — Кăçалхи çул уйрăмах асра юлчĕ, — палăртать вăл. — Эпĕ «Портфолио молодого педагога» тупăшăва хутшăнтăм, унта лауреат пулса тăтăм. Нумаях пулмасть «Прорыв 2021-2022» ятлă конкурс иртрĕ. «Чĕрене ачасене парнелетĕп» номинацире çĕнтерсе каллех лауреат ятне тивĕçрĕм. Çакăншăн епле савăнмăн! <...>
Юрий БОРИСОВ.
♦ ♦ ♦
«Пирĕн ĕçе тавар туянакан хаклать»
Роза Афанасьева Красноармейски районĕнчи Красноармейски Райповĕн Упи лавккин заведующийĕнче тăрăшать. Çак тытăмра çĕнĕ çын мар вăл. Кун-çулĕн пысăк пайне суту-илÿпе çыхăнтарнăшăн савăнать те, хĕпĕртет те.
Роза Васильевна калаçăвĕнче амăшне малти вырăна кăларчĕ. Çапла пулмасăр. Хаклă çынни ăна пурнăç\парнелесе анлă çул çине тăма пулăшнă-çке. — Анне Нина Герасимова тăван тăрăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, — тет хĕрĕ. — «Гигант» хуçалăхăн Туçи Чуракассинчи сысна ферминче ĕмĕрне ирттерчĕ. 15 çула яхăн выльăх пăхрĕ, 10 çула яхăн ферма коллективне ертсе пычĕ. Аттепе иккĕшĕ пире, йышлă ачине, çитĕнтерме, вĕрентсе воспитани пама ăçтан вăй-хал çитернĕ-ши? Хаклă çыннăн кунĕ фермăрах иртнĕ-çке. Эпир ирех ĕç патне туртăннă. Аслисем кĕçĕннисене пулăшса пынă. Тăван киле пухăнма май килнĕ самантсенче сĕтел хушшине ларсан иртнине пĕтĕмпех куç умне кăларатпăр. Упи ялĕнче Шкул урамĕнче пурăнать вăл. Кун- çулне Упи тăрăхĕпе çыхăнтарнă Туçи Чуракасси хĕрĕ. Виçĕ ачипе — Машăпа, Наташăпа тата Дашăпа — туллин савăнать. Асли Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи колледжĕнче пĕлĕвне тăсать. Кĕçĕннисем ялти шкул сукмакне такăрлатаççĕ, спортпа туслă. Темиçе çул ĕнтĕ Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Григорьев ертсе пыракан ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿреççĕ, ăмăртусенче япăх мар кăтартусемпе савăнтараççĕ. Роза Афанасьева лавккара чылай çул ĕнтĕ Янмурçинти Алена Сергеевăпа пĕрле тăрăшаççĕ. Тахçанах иккĕшĕ пĕр чĕлхе тупса ĕçлеççĕ. — Ытти çĕрти евĕрех пирĕн патра та конкуренци пур çав. Хамăрăн суту-илÿ çурчĕпе юнашар темиçе çул ĕнтĕ уйрăм çыннăн лавкки ĕçлет. Пытарма кирлĕ мар: паян ял çынни йÿнĕрех, пахалăхлăрах тавар туянма васкать. Çапах та пирĕн ĕçе тавар туянакан хăй хаклать, — палăртать Роза Васильевна. — Вăл сутуçăн ырă енĕсене — тĕрĕслĕхе, çепĕçлĕхе, хăйне мăнна хуманнине, вашаватлăха юратать. Халăх умĕнче çав ырă енсене кăтартма тăрăшатăп та. Темиçе çул каялла Упи лавккине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Халĕ вăл харпăр хăйне тивĕçтересси йĕркепе ĕçлет. Çак сутуçăсене те, тавар туянакана та меллĕ. Халĕ лавккана килекенĕн вăл е ку тавара туянас тесен нимĕнле черет те тăмалла мар. Пĕтĕмпех сентре çинче. Мĕн кирлине суйласа ил те — таваршăн укçапа е карточкăпа тÿлесе хăвар. — Халĕ эпир тавар çеç сĕнместпĕр. Халăхран сĕт пухатпăр, чĕр тавар йышăнатпăр. Урăхла каласан, Упи лавкки Райпон хатĕрлев кантурĕн филиалĕ пулса тăнă тесен те йăнăш мар пулĕ. Паян ял çыннисенсенчен вăл е ку тавара илсе килсе пама заявкăсем те йышăнатпăр, — сăмахне тăсать сутуçă. <...>
Юрий БОРИСОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...