Комментировать

29 Сен, 2022

Çĕр-çĕр миллион тенкĕ «перекетлесшĕн»

Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникунхи ларăвĕнче тишкерне ыйтусенчен пӗри – преступлени туса илнĕ укçана легализацилесрен сыхланасси. Федерацин налук службин республикăри управленийӗн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Петрова налукçăсен иккĕленӳллĕ операцисене тăрă шыв çине кăлармалли информаци ресурсĕсем çителĕклине çирĕплетрĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра çавнашкал тĕслĕхсемпе тӳлеттернĕ хушма налук виçи 200 миллион тенкĕпе танлашнă. Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсемпе пĕрле вырăна тухса ирттернĕ тĕрĕслевсем вара бюджета 650 миллион тенкĕлĕх пуянлатнă.

Çакна Марина Валерьяновна уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Калăпăр, электрооборудовани сутнипе çыхăннă тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Саккасçă ултав çулĕ çине тăнă май Шупашкарти завод продукцине производительтен мар, ятарласа урăх фирма урлă туяннă та — хак чăннинчен вунă хут ытларах пулса тухнă. Ултавлă схемăпа усă курса тӳленĕ укçана уйрăм çынсен шучĕсем урлă илсе хăйсен кĕсйине чикнĕ. Следстви вĕсен Мускаври, Мускав облаçĕнчи пурлăхне те арестленĕ.

79 миллион тенке «çухатнипе» çыхăннă тепĕр уголовлă ĕçре те Мускавсем пирки сăмах пынине кура ăна тĕпчеме тĕп хулана панă. Налукçăсем интересленме пуçласан 10 компанипе предприниматель хăйсем тĕллĕнех «тӳрленнĕ» — 59 миллион тенкĕ патнелле налук хывнă. Пĕтĕмпе вара республикăри налук инспекцийĕсем кăçал сакăр тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарма материалсене Следстви комитетне панă — шыраса илмелли налуксен виçи 514 миллион тенкĕпе танлашать.

www.hypar.ru

Рубрика: