Тĕслĕхлисен шучĕ хушăнать
Çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курнипе тунтикунхи канашлура транспорт министрĕ Владимир Осипов паллаштарчĕ. Фонд кăçал пĕлтĕрхинчен 2 миллиард ытла тенкĕлĕх пуянрах пулнă — пĕтĕмпе 8,2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çавна май пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ те чылай пысăкрах: пĕлтĕр çулсен 468 километр тăршшĕ сыпăкĕсене юсанă пулсан кăçал çак кăтарту 538 километрпа танлашĕ.
Çулсем çинчи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Тĕпрен илсен — ăнăçлă. Çапах вăхăта тăсса янă, ĕçсене кирлĕ пахалăхпа пурнăçламан тĕслĕхсем пур. Çавна май уйрăм тĕслĕхсенче укçана урăх объектсем валли яма тивĕ. Шанăçа тÿрре кăларман компанисене, паллах, пуçран шăлмĕç — хăшĕ-пĕри тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксен реестрне кĕрет-тĕр. Министр çитес çулхи ĕçсене хатĕрленмелли çинчен каларĕ. Чылай объект тĕлĕшпе халех контракт тунă, çакă килес çул ĕçсене хăвăртрах пуçăнма май парĕ.
«Кĕр парнисем» ярмăрккăсене пысăка хурса хакларĕç — çынсем вырăнта çитĕнтернĕ çĕр улмине, пахча çимĕçе кирлĕ чухлĕ тата суту-илÿ сечĕсенчи хаксенчен йÿнĕрех хакпа туянса хума пултараççĕ. Шупашкарта кăна 90 тонна ытла çĕр улми сутнă. Çавна май çитес çул тĕп хулари Октябрĕн 50 çулĕн тата Çĕнĕ Шупашкарти Винокуров урамĕсенче çĕнĕ мини-пасарсем тума палăртнă.
Культура министрĕ Светлана Каликова кăмăллă хыпар пĕлтерчĕ: республикăра тата 6 тĕслĕх библиотека пулĕ. Çакăн валли Мускав региона 35 миллион тенкĕ парать. Комсомольски районĕн тĕп больницин проекчĕ этнобиблиотека проектне тÿрре кăларĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Н.Носов ячĕллĕ библиотека коммуникаци центне çаврăнĕ, Патăрьелти ача-пăча библиотеки «Вулав плюс» проектăн питĕ илĕртÿллĕ дизайнĕпе савăнтарĕ, Муркашсем — ачасене аталантарассине, Шупашкар районĕнчи Пархикассинчи библиотека — ял хуçалăхĕпе çыхăннă профориентацие, Шупашкарти Л.Агаков ячĕллĕ библиотека талантсемпе тата çĕнĕ идейăсемпе ĕçлессине тĕпе хурĕç. Пĕтĕмпе 12 заявка пулнă — улттăшне суйласа илнĕ. Олег Николаев шучĕпе, ыттисен те алă сулмалла мар. Пĕлтĕр кайран тата хушма укçа уйăрнăччĕ, ку хутĕнче те çапла пулма пултарать — проектсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлеме пуçламашкăн хатĕр тăмалла.