Çамрăксен хаçачĕ 37 (6436) № 22.09.2022
«Техника чăхăмласан атте манпа канашлать»
Денис Мешков Етĕрне районĕнчи Урпаш вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ транспорт шухăшласа кăларма ĕмĕтленнĕ. 11-мĕш класс хыççăн вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн инженери факультетне кĕме палăртнă.
Темиçе професси
Дениса ку професси ахальтен кăсăклантарман. Мешковсем хуçалăхра тĕрлĕ техникăпа усă курнă. Вĕсем аслă ывăлне те та кăсăклантарнă. «Çĕр тăрăх çÿрекен транспорт тата технологи хатĕрĕсем» специальноçпе вĕренме кĕмешкĕн шухăш тытнăскер хатĕрленÿ курсне çÿреме май пуррине пĕлнĕ. 11-мĕш класра чухне кашни вырсарникун, çур çул, аслă шкула çÿрени харама кайман. Ятарлă сертификата тивĕçнĕ йĕкĕте Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче пухнă балсен çумне 7 балл хушса панă.
Хальхи вăхăтра Денис Мешков — асăннă факультетăн 4-мĕш курс студенчĕ. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынине, ăс-тăна аталантармалли тĕрлĕ ăмăртура çитĕнÿсем тунине кура вăл Раççей Федерацийĕн Правительствин стипендиачĕ пулса тăнă. Унпа пĕрлех çак чыса тивĕçнисем университетра татах пур. Вĕсем
— Анастасия Немова аспирант тата инженери факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕ Виктория Чернявская.
— Пулас професси мана çав тери килĕшет. Хăш-пĕр студент суйланă професси патне чун выртманнине темиçе курс вĕренсен е практикăра пулса курсан ăнланать. Манăн шухăш вара улшăнмарĕ: проектировщик-инженерах пулас килет. Виççĕмĕш курс хыççăн Хусанти «КамАЗ» предприятие практикăна кайрăмăр. Унта пĕр уйăх формовщикра, машина деталĕсен кÿлеписене шăратнă çĕрте, тăрăшрăм. Ку ĕç кăмăла кайрĕ. Студент пулсан та пире самай укçа тÿлерĕç. Чăваш Енре те аталанса пыракан çĕнĕ предприяти чылай. Хăшĕ-пĕри хальхи йышши технологисемпе ĕçлемелли хатĕрсем кăларать. Çавăнпа диплом илсен тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупас тĕлĕшпе ыйту сиксе тухмасса шанатăп, — палăртрĕ Денис. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Маншăн выльăх мар, ывăл пĕрремĕш вырăнтаччĕ»
Лилия Григорьева виçĕ хĕрне йывăррăн çуратман. Тăваттăмĕшĕпе çăмăлланма кайсан та ытлах шикленмен, йăлтах лайăх пуласса шаннă. Анчах пепкен пуçĕ тухнă, кĕлетки хĕсĕнсе ларнă. Тухтăрсем ăна туртса кăларнă. 3,5 килограмм таякан, сывă курăнакан арçын ача çуралнă.
Лилийăпа Михаил кÿршĕ ялсем пулсан та шăпа вĕсене тăван тăрăхĕнче мар, Шупашкарта паллаштарнă. Хĕр Çĕрпÿ районĕнчи Туçире ÿснĕ, каччă — кÿршĕ Урпашра. Пĕрлешнĕ чухне вĕсем иккĕшĕ те 25-ре пулнă. Григорьевсем çемье çавăрсан Туçи ялĕнче çĕр лаптăкĕ туянса кирпĕчрен самай пысăк çурт хăпартнă. Ку иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, çăмăл мар саманара, пулнă. Çамрăк мăшăра çурт хăпартма колхоз та пулăшнă.
«Хальхи çамрăксем пĕр ача çуратнипех çырлахаççĕ. «Мĕнле пăхăпăр?» — теççĕ. Манăн шутпа, кахалсем çеç çапла калаççĕ. Эпир ача та çуратнă, çурт та хăпартнă, выльăх-чĕрлĕхне те усранă. Нимрен те хăраман. Халĕ хам та тĕлĕнетĕп», — калаçăва пуçларĕ Лилия Ираклиевна.
Григорьевсен малтан Надежда çуралнă, унтан — Марина, Татьяна. Евгений çут тĕнчене килсен çемье пуçĕ Михаил калама çук хытă савăннă. Тахçантанпах кĕтнĕ ывăл-çке-ха! Виçĕ çултан кил-йыш тата пысăкланнă: Ирина çут тĕнчене килнĕ.
«Женьăна палатăна виçĕ кунран килсе пачĕç. Пурăна киле ытти пепке пекех пуçне тытма пуçларĕ, йĕркеллех аталанса пынă пек туйăнатчĕ. Ăна педиатр пăхсах тăчĕ. «Тонус пысăк», — тетчĕ пĕрмай. Женя çулталăк тултараспа сисчĕвленме пуçларăм: вăл ларма хăнăхаймарĕ. Ун чухне вăхăчĕ урăхлаччĕ çав, халĕ ав ачан сывлăхне çуралсанах тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Упăшкан пиччĕшĕн арăмĕ Женьăна специалистсене кăтартмалли пирки калатчĕ. Унăн пĕлĕшĕсен йышĕнче тухтăрсем пурччĕ те, вĕсем пирĕн пата килсе кайрĕç. Больницăна кайма, массажа çÿреме сĕнчĕç. Массаж тума Шупашкара кайрăмăр. Женьăн пĕр ури кĕскерехчĕ. Массаж тăвакан хĕрарăмăн хăйĕн те ачи сусăрччĕ. «Сирĕн рентген тутармалла», — терĕ. Шупашкарти больницăна кайрăмăр та: «Сире вăл мĕн тума кирлĕ?» — терĕç. Кĕске урине операци турĕç. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн специалисчĕсем района килсен вĕсем патне лекрĕмĕр. Операцие килме хушрĕç. Çапла Женя операци сĕтелĕ çине виçĕ хутчен выртрĕ. Усси пулчĕ. Унччен урипе чалăш пусатчĕ, халĕ — тÿрех. Пĕр ури тепринчен пурпĕрех 1 сантиметр пек кĕскерех», — аса илчĕ 5 ача амăшĕ.
4 çул тултарсан Женьăна инвалидноç панă: ДЦП. Тĕп нерв тытăмĕ сиенленнипе ача йĕркеллĕ калаçайман. Унăн алли те ĕçлемен. «1-мĕш класа кайиччен, авăн уйăхĕнче, Калуга облаçĕнчи санаторире сипленме путевка пачĕç. Ывăлăм тумтирне хăй тÿмелеймест, пушмак кантрине çыхаймасть тесе унпа пĕрле кайрăм. Унта 4 уйăх пурăнтăмăр. Санаторире кăштах вĕренткелерĕç, киле таврăнсан Женьăна ялти шкула йышăнчĕç. «Пирĕнне лартса ан хăварăр-ха», — терĕм вĕрентекене пулăшма ыйтса. Женьăна йывăр килчĕ паллах. Класĕнчи тантăшĕсем унпа питĕ туслăччĕ. Шкултан чиперех вĕренсе тухрĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Преми, 100 пăт тырă парса хавхалантарнă
Вениамин Северов Патăрьел салине килсен МТСа йĕркеленĕренпе 50 çул çитнине халалласа лартнă трактор-палăк умне çитмесĕр, ун умĕнче пуç таймасăр нихăçан та иртмест. «Ăна çĕр-çĕр тракториста, çав шутра манăн аттене те, хисеплесе лартнă. Вĕсем ял хуçалăхне аталантарнă чухне çĕр ĕçĕпе çыхăннă йывăрлăхсене хăйсем çине илнĕ, пуçласа техникăпа усă курса халăх пурнăçне çăмăллатнă. Тульккăш кашни килмессерен сăнатăп та: трактор-палăк ватăлса та ватăлса пырать. Хамăр пекех ĕнтĕ, сăрă тĕсĕсем шупкаланаççĕ. Пирĕн йăх-несĕл ĕçĕ-хĕлне манас марччĕ. «Йăх-тĕпе манакан çын пилсĕр», — тенĕ ĕлĕкех. Çавсен шутне кĕрес марччĕ», — тет Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Вениамин Васильевич.
Пĕрремĕш кирпĕч çурт
Унăн ашшĕ Василий Никифорович ăста механизатор, инженер-механик пулнă. Унăн ячĕ 1935-1963 çулсенче Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенче кĕрлесе тăнă. 1910 çулта çут тĕнчене килнĕскер ирех, 53 çулта, пурнăçран уйрăлнă.
«Атте 9 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Асатте çил арманĕ, тимĕрçĕ лаççи тытнă. Таврари ял çыннисем валли çăнăх авăртнă, кĕрпе тунă, çу юхтарнă. Пĕр сăмахпа каласан, ытлă-çитлĕ пурăнакан хресчен пулнă. Пирĕн тăрăхра вăл кирпĕчрен çурт хăпартнă пĕрремĕш çын пулнă.
Пĕр пÿлĕмĕнче лавкка уçнă. Тавар илме Хусана, Чĕмпĕре çÿренĕ. Асатте хăех сутуçă пулнă. Вăлах ял старостин тивĕçĕсене пурнăçланă. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Лаша, ытти выльăх нумай тытнă. Асатте 70 çулта çĕре кĕнĕ. Икĕ ывăлĕ — Дмитрий тата Илларион — Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Дмитрий нимĕçсен тыткăнне лекнĕ, 1918 çулта тин яла таврăннă.
«Хĕрлĕ террор» авăрне те лекнĕ асатте. 1930 çулта кулак тесе çуртне, лавккине туртса илнĕ, пурлăхне салатнă. Асаттепе асанне пĕр хушă мунчара пурăннă. Ывăлĕсем, çав шутра манăн атте те, арестлесрен, Улатăр тĕрмине лекесрен шикленсе ялтан тухса тарнă. Пĕр хушă Ленинградра çар тухтăрĕнче ĕçленĕ Якур тетĕшĕ патĕнче пытанса пурăннă. Якур тете çĕршыври çарпа тинĕс ĕçĕсен халăх комиссарĕ тата СССР оборонин халăх комиссарĕ пулнă Климент Ворошилов патне çыру янă, Северовсем кирпĕч çурта хăйсен вăйĕпе лартни, революциччен те, хыççăн та тарçă тытманни çинчен пĕлтернĕ, çурт-йĕре тавăрса пама ыйтнă.
Климент Ефимович асатте-асанне хутне кĕрсе кам патне шăнкăравланине, ăçта çыру янине хальччен те пĕлместĕп. Анчах темиçе уйăхран çурта асаттепе асаннене тавăрса панă, ывăлĕсем Ленинградран таврăннă. Аттен пиччĕшĕсемпе шăллĕсем пурте вĕреннĕ çынсем пулнă. Пысăк хуласене тавар илме час-часах çÿренĕ асатте вĕреннĕ çыннăн пуласлăхĕ пысăк пулнине ăнланнах-тăр. Çавăнпах пуль ывăлĕсене вĕрентме тăрăшнă. Хĕрĕсем çеç пĕлÿ илеймен. Репресси аттен Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче пурăннă аппăшне Наçтука тата унăн упăшкине те инкек кăтартнă. Вĕсене Улатăр тĕрмине хупнă. Атте валли кÿршĕ ялти пĕр тăлăх хĕре тупса панă. Тăлăх хĕре качча илсен репресси авăрне çакланмĕ тенĕ-ши? Çапах ĕмĕрне аванах пурăнса ирттернĕ вĕсем, 7 ача çуратса пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Наçтук аппапа йысна тĕрмене лексен анне вĕсен ачине хăйĕн патне илсе килнĕ.
Нуша нумай курнă пулин те Северовсен ывăлĕсем çĕнĕ пурнăçа хирĕç кайман. Çиле хирĕç сурсан хăвнах пырса тивнине ăнланнă пулĕ. «Культура» колхоза чи малтан кĕнисен йышĕнче пулнă. 1933 çулта Аслă Çĕрпÿелти çамрăксем, çав шутра манăн атте те, Патăрьел МТСĕ çумĕнчи трактористсен курсĕнче вĕреннĕ. 1934 çулхи кĕркуннеччен тракторпа ĕçленĕ. Каярахпа атте Кировра бригадирсен 8 уйăхлăх курсне пĕтернĕ. Унтан таврăнсан МТС бригадине ертсе пынă. 1939 çултан пуçласа МТСăн аслă механикĕнче вăй хунă. Патăрьелти «Сельхозтехника» управляющийĕ пулнă Л.Раськин хăйĕн аса илĕвĕнче МТС тракторисчĕсене ĕçри ÿсĕмсемшĕн яланах хавхалантарни çинчен çырса хăварнă. 1937 çулта Василий Северова 4 пин тенкĕ преми, 100 пăт тырă тата алла çыхмалли сехет парнелени çинчен çырнă. Çав çулсенче ку пĕчĕк укçа пулман. Унсăр пуçне 1940 çулта аттене Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравĕн пĕчĕк ылтăн медалĕпе чысланă, 1941 çулта Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне панă. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Икĕ çулти арçын ача вăрманта 4 кун çухалса çÿренĕ
Зинаида Бурмистрова мăшăрĕсĕр вăрмана пачах кĕмест. «Тем курасси пур!» — сыхланакана Турă та сыхланине ĕненет 4 ачана ура çине тăратнă Зинаида Алексеевна. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче 2 çулти ывăлĕ вăрманта аташса кайсан вăл мĕн чăтса ирттернине сăмахпа калама та хĕн. Ăна тăваттăмĕш кунхине кăмпаçăсем тупнă. Вăйран кайнă ача кăткă тĕмми çумĕнче çывăрнă…
Трактор хыççăн чупнă та…
«Ун чухне тăван тăрăхри «Искра» совхозра сĕт-çу ферминче ĕçлеттĕм. Ĕне витисем ялтан самай аякраччĕ. Ирхи 3-ре тăрса çуран утаттăмăр. Çумăр çăвать-и, хĕлле çил-тăман алхасать-и — выльăха вăхăтра сумалла, апатлантармалла. Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче яланхиллех ир-ирех фермăна васкарăм. Мăшăрăм та çуллахи кун кайăк ыйхипе кăна çывăратчĕ: вырма вăхăтĕнче Коля комбайн штурвалĕ умне ларатчĕ. Вăл районта яланах малта пыракан механизаторсенчен пĕриччĕ. Çăва тухсан çĕр ĕçĕ нумай та — фермăрине вĕçлесен уй-хире васкаттăмăр, утă çулма тухаттăмăр. Совхоз валли мĕн чухлĕ хатĕрленине кура хамăра темиçе процентне паратчĕç. Килти хуçалăхра выльăх чылай тытаттăмăр та — чухахчĕ çав типĕ курăк.
Ирхи сăвăм хыççăн утта кайрăм. Унта кунĕпех кĕшĕлтетрĕм. Каçхи сăвăм вăхăчĕ те çитрĕ. Ĕнесене алăпа сăваттăмăр. Пĕр доярка пуçне 20 ĕне таранах лекнĕ. Хăшĕ те пулин ĕçе тухаймасан 25 те сунă. Ĕç вĕçленнĕ тĕле мăшăр мана тракторпа илме пычĕ. Хире утă тиеме каясшăнччĕ. Темшĕн чĕре вырăнта марччĕ. «Атя килех каяр-ха, тухмасан та юрĕ паянлăха», — терĕм. Пĕлĕт те хуралса килетчĕ. Çумăр вăйлă çăвасси куçкĕретчĕ. Киле çитрĕмĕр. Анне /Зинаида Алексеевна хунямăшне çапла чĕннĕ. — Авт./ урамра канăçсăррăн утса çÿрет. Ачасем те лăпкă мар. «Мĕн пулнă сире?» — ыйтрăм ырă мара сиссе. «Петя килте çук. Кăнтăрларанпах килте мар», — хăра-хăрах каларĕç.
«Петя çу-у-ук?! Кăнтăрларанпа вăхăт мĕн чухлĕ иртнĕ — пире мĕншĕн пĕлтермерĕр вара?!» — хыпăнса ÿкрĕмĕр эпир. 2 çул та 1 уйăхри ачапа темĕн те сиксе тухма пултарнине ăнланса кÿршĕ-аршăпа пĕрле ăна шырама тухрăмăр. Çумăр чашлаттарса çăвать, пĕлĕтлĕ çанталăк пулнăран хăвăрт тĕттĕмленчĕ. Эпир пурпĕрех вăрманта кăшкăра-кăшкăра ачана шырарăмăр. Хирĕç сасă паракан пулмарĕ. Киле таврăнтăмăр.
Çĕрĕпе те куç хупаймарăм. Тул çутăлсанах, виçĕ сехет иртсен, совхоз директорĕ Василий Маруськин патне килне кайрăм. Шаккаса вăратрăм. Пирĕн килте сиксе тухнă инкек çинчен каласа кăтартрăм. Хам çав кун ĕçе тухаймассине пĕлтертĕм. Ывăла шырама çын уйăрса памашкăн ыйтрăм. Василий Алексеевич лару-тăрăва ăнланса пулăшма шантарчĕ. Чăнах та, совхозра ĕçлекенсем йышлăн тухрĕç. Хамăр ялсăр пуçне Первомайски поселокĕнчен, Улатăртан килчĕç çынсем. Çапла тавралла, кашни тăваткал метра, пăхма тăрăшрăмăр. Куккурус уйĕнче те шырарăмăр», — пулни-иртнине аса илме Зинаида Бурмистровăна халĕ те çăмăл мар. Çав кун мĕн пулса иртнĕ-ха? Утмăл урлă каçнă асламăшĕ виçĕ мăнукĕнчен чи кĕçĕннине епле куçран вĕçертнĕ? Бурмистровсен килĕнчен инçе мар çырма пулнă. Мария Леонтьевна япаласем çунă та чÿхеме шыв хĕррине аннă. Шăп çав вăхăтра вĕсен урамне трактор килнĕ. Саккăрти Сашăпа улттăри Вовăна техника илĕртнĕ. Урамра выляса çÿренĕ арçын ачасем ярăнас шухăшпа ун çине ларнă. Трактор тапранса кайсан пĕчĕк Петя та ун хыççăн чупнă. Пиччĕшĕсем те асăрхаман ăна, те кăшт чупсан хăех чарăнасса, киле таврăнасса шаннă? Петя вара чупнă та чупнă. Хура вăрманах кĕрсе кайнă… <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Курск» путсан моряксене халалласа çурт хăпартнă
2000 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Баренц тинĕсĕнче «Курск» атом крейсерĕ путсан Михаил Смирнов çакна чĕре çывăхне илнĕ. Ара, хĕсметре тăнă чухне хăй те моряк тумĕпе çÿренĕ-çке-ха. Михаил Григорьевич инкек хыççăнах борт çинче пулнă 118 çынна халалласа тăван ялĕнче музей-çурт çĕклеме шухăш тытнă.
500 пин тенкĕ хывнă
Çĕрпÿ районĕнчи Вăрăмçут ялне пырса кĕнĕ çĕрте хăйне евĕр çурт ларать. Вăл дизайнĕпе ыттисенчен самай уйрăлса тăрать. Башня евĕр çуртăн пĕрремĕш хутĕнчи чÿречесем çаврака, кимĕри иллюминатора аса илтереççĕ. Пÿрт тăрринче — çил хăвăртлăхне тата хăш енчен вĕрнине кăтартакан диаграмма. Вырăсла ăна «роза ветров» теççĕ. Чи пĕлтерĕшли — çурт çине «Курск» тесе çырни. Михаил Смирнов веçех хăй шухăшласа кăларнă, ĕçе ывăлĕсемпе пĕрле пуçăннă. Малтанах вăл музей тăвас ĕмĕтпе пурăннă. Анчах кашни музейрах тĕрлĕ экспонат упранать-çке-ха. Кил хуçин вара нимĕн те пулман. Вăл путнă «Курск» экипаж членĕсене халалласа музей тăвасси пирки Çурçĕр флочĕн командующийĕ патне те çырнă, крейсерăн саппас пайĕсене те пулин ярса пама ыйтнă. «Нимĕнпе те пулăшаймастăп, кимĕ вăрттăн объект шутланнă», — хурав янă вăл. Командующи вилнисен ячĕсен списокне çеç ярса панă. Михаил Григорьевич экипаж членĕсен тăванĕсем тинĕсе кăшăлсем янине аса илнĕ те килĕнче чечексем лартма шухăшланă. Çапла вăл 118 ÿсен-тăран çитĕнтерме пуçланă. Çапах пурăна киле музей-çуртра экспонат тупăннă: пĕлĕшĕсем пулăшнипе «Курск» кимĕ çинче управленин тĕп постĕнче çакăнса тăнă номерсен табличкине килсе панă. Унсăр пуçне моряксен Андрей апостол ячĕпе хисепленекен ялавне парнеленĕ.
«Ку çурта эпĕ 2000 çултах хăпартма тытăнтăм, — аса илчĕ кил хуçи. — Çаврака чÿречесене тума бетон блокĕпе усă куртăм. Ывăлсем ыйтнипе тăваткал чÿречесем те турăм. Халĕ çакăншăн ÿкĕнетĕп. Рами çĕрет, улăштармалла. Пластик чÿрече лартмалла».
Салтака кайма ят тухсан вăл тинĕс флотне лекнĕ. Мурманск облаçĕнче службăра тăнă. Чăваш каччине уйрăм командирĕ пулма та шаннă. Вăл хăйне евĕр кимĕ çинче çар тивĕçне пурнăçланă. Салтак аттине хывсан Михаил Смирнов тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Кайран фермер ĕçне кÿлĕннĕ. Яла пырса кĕнĕ çĕрте, 11 гектар çĕр çинче, ĕçлеме тытăннă. Шăпах çакăнта «Курска» халалланă çурт вырăн тупнă та. Михаил Григорьевич ăна хăпартма купăста сутса тунă укçана — 500 пин тенкĕ — хывнă.
«Вăл вăхăтра, 2000 çулта, ку питĕ пысăк укçаччĕ. Ку çурта паян тăвас пулсан 15 миллион тенкĕ те кирлĕ пуль. 11 гектар çĕр çинчен калас тăк, ку аттепе аннен тата манăн пайсем. Хăй вăхăтĕнче унта тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерсе сутрăмăр. Кăçал пыл хурчĕсем валли 6 гектар фацели акрăм. Пĕрре сивĕтрĕ, тепре ăшăтрĕ. Вĕлле хурчĕсем ÿсен-тăранран нимĕн те илеймерĕç. Унччен пĕр вĕллерен 3 литрлă 10 банка пыл тухатчĕ пулсан кăçал 2 кăна», — малалла калаçрĕ Михаил Григорьевич. Эпир пынă вăхăтра вăл шăпах пыл хурчĕсемпе аппаланатчĕ. Çав вăхăтрах йытăсем валли апат хатĕрлетчĕ. Унăн 11 йытă. Паллах, вĕсене тăрантарма сахал мар апат кирлĕ. Пĕр йытти вара хăйне евĕр. Унăн ашшĕ — кашкăр. Михаил Григорьевич хăйĕн йыттине зоопаркра кашкăрпа чуптарнă. Çура тискер чĕр чунран çуралнă пулин те çынран шикленет, хуçисĕр пуçне никама та шанмасть. Арçын каланă тăрăх, вăрманта уçăлса çÿренĕ чухне те çынна тĕл пулсан айккинчен пăрăнать. <...>
Ирина КОШКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...