Комментировать

21 Сен, 2022

«Хресчен сасси» 37 (2925) № 21.09.2022

Тирпей-илем кирлех

Ялсене, урамсене тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе лайăххипе пĕрлех япăххи те пур. Хыт каяшсене пухас тĕллевпе кашни ялах ятарлă контейнерсем лартса пачĕç. Килти çÿп-çапа халĕ унта йăтатпăр. Анчах пурте мар çав.

Пирĕн хушăмăрта ăнланман çынсем те пур. Сăмахран, шкул вăрманĕ çумне пăрахса хăварнă тулли пакет чылай вăхăт выртрĕ. Энехмет ялĕ енне кайнă çĕрте канавсенче çÿп-çап тултарнă пакетсене курма пулать. Шор-Пайраш ялĕ енчи çул хĕррине пĕр çын 5 кивĕ телевизор пăрахса хăварнă. Çакнашкал тĕслĕхсене пирĕн тăрăхра час-часах курма пулать. Унсăр пуçне тулнă контейнерсене вăхăтра пушатайманран ял çыннисем çÿп-çап миххисене, пакетсене юнашар лартса хăвараççĕ. Выçă йытăсем апат шыранă май вĕсене аркатаççĕ. Полиэтилен пакетсем вара çилпе вĕçсе тавралăха варалаççĕ. Çак йĕркесĕрлĕхе, ман шутпа, пуçлăхсен тĕрĕслесе тăмалла, халăха вăхăтăн-вăхăтăн асăрхаттармалла.

Çавăн пекех мана вырăнти хăш-пĕр ыйтăва татса пама васкаманни пăшăрхантарать. Тĕслĕхрен, клуб патĕнчен яла пырса кĕрекен çула маларах юсав шучĕпе ял тăрăхĕ вак чул сарса панăччĕ, халĕ вăл ванса пĕтрĕ. Çавна май автолавкăсем çуркунне-кĕркунне яла кĕрейми пулчĕç. Çула юсамалли çинчен халăх хушшинче калаçу 2-3 çул пырать. Çивĕч ыйтăва татса памашкăн Н.Орловпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен смета хатĕрлесе пама февраль уйăхĕнчех ыйтрăмăр. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ, анчах лав вырăнтан та хускалмарĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе курса калаçма май килмест.

Урапана туртма лашана мала кÿлеççĕ. «Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнса урам хушшинчи çула вак чул сарма та малтан смета хатĕрлемелле. Çавăн хыççăн çеç ĕçе пуçăнмалла. Иртнĕ çул Учитель урамĕнчи çула тирпейлеме халăхран укçа пухрăмăр. Чималтанах ял халăхĕпе пуху ирттертĕмĕр, килĕшÿ çине алă пустартăмăр. Унтан ĕçе пĕр уйăх хушшинче чыслăн пурнăçларăмăр.

Халĕ пире çитес çулхи «Пуçаруллă бюджет» программăна кĕрсе юласси кăсăклантарать.

Асăрхаттаратăп: ялсене сыхласа хăварас, унти инфратытăма улăштарас тесе патшалăх чылай ĕç тăвать. Ял халăхне асăннă программăна хутшăнма май туса панине те ырламалла. Çакна ял-йыш та туйма пуçларĕ. Ырă пуçарăва хутшăнакансен хисепĕ ÿссех пырать. Анчах та ял тăрăхĕ кирлĕ документсене ЧР Ял хуçалăх министерствине вăхăтра тăратаймасан çитес çулхи программăна кĕреймесен те пултаратпăр. Сăмахран, халĕ пире смета çукки ура хурать. <...>

Вениамин АРХИПОВ. Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.

♦   ♦   


Хăй тĕллĕн ĕçлекене — пулăшу

ЧР Правительствин соцсетьри «Чăваш Республики» страницинче ирттернĕ тÿрĕ эфирта вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăй тĕллĕн ĕçлекен фермерсене патшалăх еплерех пулăшу панипе паллаштарнă. Хушма хуçалăх тытакан граждансем хăй тĕллĕн ĕçлекенсем евĕр регистрациленме халĕ район администрацине каяççĕ, заявлени çыраççĕ, документсем тăратаççĕ. «Çитес çултан ку ĕç самай çăмăлланĕ, — тенĕ Сергей Артамонов. — Хăй тĕллĕн ĕçлекенсемшĕн патшалăх пулăшăвне информаци тытăмĕ урлă йĕркелеме палăртнă. Вăл «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕревлемелли инфратытăм организацийĕсем кÿрекен пулăшу ĕçĕсен регион реестрĕ» ятлă. Çавна май документсене дистанци мелĕпе, килтен тухмасăрах, хатĕрлеме пулать. Килти хушма хуçалăх тытакансем хăй тĕллĕн ĕçлекенсем пек пулса налук инспекцийĕнче регистрациленмелле. Çакна тума телефон е планшет çине «Манăн налук» приложение вырнаçтармалла та çавăнта регистрациленмелле. Ăна налук инспекцийĕ асăрхатех. Килте туса илнĕ продукцие сутнă хыççăн чексене унта çырса тултармалла. Кашни уйăхра мĕн чухлĕ налук тÿлемелли информаци телефон çине килсе тăрĕ. Кама-тăр çак тытăм килĕшмесен унтан тухма та пулать».

Ял хуçалăх министерстви палăртнă тăрăх, республикăра халĕ 220 пин ытла çын хушма хуçалăх тытса тăрать, вĕсенчен 25 пинĕшĕ хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. 107 çын вара заявка парса патшалăхран 9 млн та 400 пин тенкĕ пулăшу илнĕ. Ку укçа-тенкĕпе ял хуçалăх техники, ĕне выльăх, хурт-хăмăр туяннă, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх витисене юсанă. Онлайн-калаçу вăхăтĕнче патшалăх пулăшăвĕн юхăмĕсем пирки те сăмах пуçарнă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама федераци те, республика та субсиди уйăрать. Уçă вырăнта пахча çимĕç çитĕнтерсе 1 тонна сутнăшăн фермер федераци хыснинчен 2 пин тенке тивĕçет, çĕр улмишĕн — 3 пин тенкĕ.

Выльăх-чĕрлĕх тытакансене 1 ĕне пуçне — 5500 тенкĕ, 2-шĕн — 6500 тенкĕ /кашни пуçшăн/, 3 е ытларах пулсан 7500 тенкĕ параççĕ. Çавăн пекех 1 качака е 1 сурăх тытма 500-шер тенкĕ илме май пур, анчах та пĕр хушма хуçалăха 12000 тенкĕрен ытла уйăрмаççĕ. Чăн та, патшалăх ыйтнине пурнăçламалла: виççĕрен пуçласа вунă качака илме тивет. Вĕсем 1 çултан аслă пулмалла мар. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.