Комментировать

16 Сен, 2022

Хыпар 104-105 (27983-27984) 16.09.2022

Ял хуçалăхĕнче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă кураççĕ

Кăçалхи çур çулта Чăваш Енре продукци туса илесси 3,4 процент ӳснĕ. Апат- çимĕç промышленноçĕн кăтартăвĕсем пĕлтĕрхи шая кăшт кăна çитеймен — 99,6 процент. Улатăрти сĕт-çу комбиначĕ ĕçлеме пăрахнипе çыхăннă-мĕн ку. Çапла пĕлтерчĕ ЧР вице-премьерĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ЧР Патшалăх Канашĕн аграри ыйтăвĕсемпе, çут çанталăкпа усă курассипе тата экологипе ĕçлекен комитечĕн Улатăр районĕнче иртнĕ ларăвĕнче.

Сергей Геннадьевич каланă тăрăх, пахча çимĕç çитĕнтерессинче те ӳсĕм пур. Республикăри теплицăсенче кăçал баклажана — 1,9, томата 1,2 хут ытларах пухса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцине те нумайрах туса илнĕ. Тĕслĕхрен, виçĕ-тăватă çул каялла пĕр ĕнерен 5300 литр сĕт суса илнĕ тĕк кăçал — 6835 литр. Ку кăтарту ăратлă ĕнесен йышĕ /46%/ пысăкланнипе çыхăннă. Министр тепĕр ыйтăва та хускатрĕ: аграрисем валли çĕр çитмест. Сухалас тĕлĕшпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче — пĕрремĕш вырăнта, Раççейре — 6-мĕш. Ултă çул каялла республикăра усă курман çĕрсем 50 пин гектар пулнă, вĕсенчен 76 пинĕшне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Хăш-пĕр çĕр тырă лартса ӳстерме юрăхсăр. Вĕсене йĕркене кĕртнĕшĕн патшалăх компенсаци /ĕçĕн 90 процентне/ парать. Çавăн пекех Чăваш Енре çĕрсене фосфорласа тăкакланнин 80 процентне саплаштараççĕ. Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр фермер япăх вăрлăх акать, çавăнпа тырă тухăçĕ пĕчĕк. «Пирĕн тĕллев — элита вăрлăхпа усă курассине 20 процента çитересси, халĕ — 19. Элита вăрлăх туяннăшăн та тăкака /80 %/ саплаштаратпăр», — терĕ министр. Сăмах май, вăл агропромышленноç комплексĕн пулăшу мерисем çинчен те каласа кăтартрĕ. Ял территорийĕсене хăтлăлатмашкăн кăçал 5,1 миллиард текнĕ пăхса хунă, вĕсенчен 1,3 миллиарчĕ Ял хуçалăх министерствин программисемпе тӳррĕн çыхăннă. Кăçал ялсенче 900 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă.

Ларура Улатăр районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Нина Шпилевая та сăмах илчĕ. Вăл каланă тăрăх, ял хуçалăхĕнче 9 предприятипе 20 фермер тăрăшать. Кăçал вĕсем 25 пин гектар çинче тырă акнă. Тыр-пул кăçал лайăх пулнине палăртрĕ ертӳçĕ. Улатăр районĕнчи «КиПиАй» агрохолдингра та тырă тухăçĕ пысăк: пĕр гектартан 50 центнер тухнă. Предприяти 18 пин гектар çинче /районти акнă çĕрсен 78 проценчĕ/ тырă акса ӳстернĕ. Агрохолдинг управляющийĕн заместителĕ Виктор Журба пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çултанпа акмалли лаптăка тăватă хут пысăклатнă. Тĕслĕхрен, пилĕк çул каялла 4,2 пин гектар пулнă. «Ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă куратпăр, уя хальхи йышши техника тухать. Тăпрана тĕрĕслесех тăратпăр, фосфорпа тата извеçпе хутăштарса йĕркене кĕртетпĕр. Çĕрсене кĕркуннех сухаласа хăваратпăр, çуркунне тӳрех акат-пăр. Ку нӳрĕклĕхе упраса хăварма пулăшать. Калча шăтса тухиччен çум курăка пĕтеретпĕр, кайран калчине апатлантаратпăр», — каласа кăтартрĕ Виктор Викторович. Депутатсем агрохолдингра вырма епле пынипе паллашрĕç. Тулă тата куккурус уйĕсене çитсе курчĕç. Предприятие аталантарма патшалăх укçа-тенкĕ енĕпе сахал мар пулăшнă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр тăпрана лайăхлатмашкăн, элита вăрлăх туянмашкăн субсиди панă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чăваш Ен тата Тутарстан: туслăх çирĕпленет

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тутарстанри Кивĕ Çĕпрел ялĕнче Чăваш тата Тутар республикисен Патшалăх Канашĕсен Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен тата Вĕрентӳ, культура, наука, наци ыйтăвĕсен комитечĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енпе Тутарстан парламенчĕсен ертӳçисем Леонид Черкесов тата Фарид Мухаметшин хутшăнчĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Тутарстанпа Чăваш Ен чиккинче Çĕпрел райадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Ярухин, Çĕнĕ Ишлĕ тата Хурăнвар Шăхаль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Радик Мухаметзяновпа Марина Денисова, Çĕнĕ Кахăрлă шкулĕн директорĕ Шамиль Абдрахманов тата районти чăвашсен пĕрлештернĕ юрă-ташă ушкăнĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Çĕпрел районĕнче тутарсен йышĕ — 57,5%, чăвашсен — 41,1%, вырăссен — 1,1%, кунта 52 ял.

Чăваш Ен делегацийĕ Упи ял тăрăхне çитрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Алексей Ярухин тата Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ярухин кунти Çĕнĕ Упи, Турхан Упи, Пасарлă Упи, Кивĕ Упи, Тутар Упи ялĕсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Депутатсем вĕсенчен 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, ку тăрăхра çуралса ӳснĕ Социализм Ĕçĕн Геройĕ, ССР Союзĕн авиаципромышленноçĕн министрĕ пулнă Петр Дементьев музейне кĕрсе историпе этнографи экспоначĕсене курчĕç. Культура çуртĕнче «Хĕлхем» фольклор ушкăнĕ /пултарулăх ертӳçи Людмила Сердцева/ вырăнти чăвашсен юрри-ташшипе савăнтарчĕ.

Делегаци районтан тăван çĕршыва хӳтĕлеме хутшăннисене сума суса район центрĕнче — Кивĕ Çĕпрел ялĕнче — лартнă палăк умне те чĕрĕ чечексем хучĕ. Депутатсене культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Вĕсене кунта фольклор ушкăнĕсем тутарпа чăваш юррисене шăрантарса кĕтсе илчĕç, ача-пăчан ташă студийĕ тата ал ĕç искусствин ăстисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Чăваш тумтирĕ, тĕрри-эрешĕ тĕп вырăн йышăнчĕ. Тутарстанăн культура эткерлĕхĕн электрон каталогне презентацилерĕç. Кӳршĕсен паллă фотографĕн Рамиль Галин крешĕнсен Питрав праçникне халалланă куравне уçрĕç.

Пĕрлехи анлă ларура «Культура: йăла-йĕркене упраса хăварасси тата хальхи технологисене ĕçе кĕртесси» ыйтăва сӳтсе яврĕç. Раççей халăхĕсен культура эткерлĕхĕн çулталăкĕнче вăл çĕршывĕпех пĕлтерĕшлĕ. Ларăва депутатсем çеç мар, культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем те хутшăнчĕç. Чăваш Ен тата Тутарстан парламенчĕсем, çав шутравĕсен комитечĕсем, тачă çыхăну тытаççĕ. Пĕрле ĕçлесси пирки 1995 тата 2012 çулсенчех килĕшӳ çирĕплетнĕ, Патшалăх Канашĕсен Председателĕсем çывăх вăхăтра çĕнĕ килĕшӳ тума палăртнине пĕлтерчĕç. Республикăсен гуманитари, культура, наука, пултарулăх учрежденийĕсем хутшăнаççĕ, паха опытпа пĕр-пĕрне паллаштараççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Вырăнти хăй тытăмлăх çĕнĕ йышпа ĕçе кÿлĕнет

Протоколсен 100% тишкернĕ хыççăн суйлав иртнĕ тесе йышăннă, унăн кăтартăвĕсем вăйра тесе çирĕплетнĕ. Сасăлав кăтартăвĕсене палăртакан мĕн пур протокол тĕлĕшпе комиссисен членĕсен иккĕленӳ çуралман — вĕсене пĕр саслăн алă пуснă, уйрăм шухăшсем пулман. Çакăн çинчен ытларикун Общество канашĕпе пĕрле вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме журналистсем валли ирттернĕ пресс-конференцире ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров пĕлтерчĕ.

Пин ытла кандидатăн пĕр тĕллев

Республикăра сасăлав правиллĕ çынсен шучĕ 915 пинрен те иртет. Вырсарникунхи суйлавра 405 пине яхăн çын сасăлама пултарнă. Геннадий Федоров пĕлтернĕ тăрăх, çак правăпа 202301 çын, суйлавçăсен 49,89%, усă курнă. Паллах, халăх питĕ хастар пулнă тееймĕн. Анчах халăхăн 99% хутшăнакан суйлавсем пирки манма вăхăт пуль. Геннадий Федоров 2020 çулхи суйлавра та çак кăтарту 55% пулнине аса илтерчĕ те — япăх теме те çук. Сăмах май, икĕ çул каяллахи сасăлавра республика Пуçлăхне суйланă — пĕлтерĕшлĕрех суйлав пулнă темелле.

Çапла вара республика çĕнĕрен йĕркеленĕ 19 муниципалитет округĕн пухăвĕсенче камсем пулассине тата пилĕк муниципалитет, çав шутра тĕп хула пухăвĕсенчи вакансисене камсем йышăнассине татса пачĕ. Сăмах май, хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир сасăлав 385 мандат хуçине палăртнă тенĕччĕ. Вулакана кăшт улталанă иккен. 384 депутат суйланнă, Етĕрне районĕнчи 20-мĕш округра вара регистрациленнĕ пĕртен-пĕр кандидат çителĕклĕ сасă пухайман, çавна май унта çитес виçĕ уйăхра тепĕр хут сасăлав йĕркелеме тивĕ.

ТСК ертӳçи суйлав конкурентлă никĕс çинче иртнине палăртрĕ. Çапла, пилĕк округра пĕрер кандидат кăна пулнă — саккун альтернативăсăр сасăлав ирттерме чармасть, çапах кашни мандат пуçне вăтамран виçшер кандидат тивнине шута илсен кĕрешӳ самай çивĕч пулни каламасăрах паллă.

Кĕрешĕве 1234 кандидат тухнă. Анчах 143-шĕ дистанцирен тухса ӳкнĕ. «Хыпар» корреспонденчĕ çакăн сăлтавĕсем çинчен ыйтнине хуравланă май Геннадий Семенович вĕсем объективлă пулнине палăртрĕ: «Регистрацилеме хирĕçлени, кандидат статусне çухатни... Калăпăр, кандидата тăратнă, анчах нимĕнле документ та паман — ун пек чухне, паллах, статус çухалать». <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чи маттуррисем республика илемĕпе киленĕç

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра курса çӳрени, тăван тăрăхпа, кӳршĕллĕ республикăсемпе, хитре вырăнсемпе паллашни, тем тесен те, питĕ лайăх. Çапла, паян сăмахăм шкул туризмĕ çинчен. Мĕнлерех йĕркелĕç-ха çак ĕçе? Ятарлă турсене камсем кайма тивĕçĕç? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне пĕрле уçăмлатăпăр.

7 пин тенкĕ уйăрĕç

Чăваш Енре пурăнакан 3 пин ытла шкул ачи кĕçех çул çӳреве тухĕ. Регионта «Турист продукчĕсемпе усă курассине ӳстересси» çĕнĕ проект пурнăçа кĕнĕ май çакăн пек май пулĕ вĕсен. Проект «Туризм тата хăнасене йышăнас индустри» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланать. Çакна йăлтах шкул туризмне аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Пирвайхи çул çӳревсене шкул ачисем авăн-чӳк уйăхĕсенчех тухĕç. Федераци программипе килĕшӳллĕн, 5-9-мĕш классенче ăс пухакан пĕр ача пуçне 7 пин тенкĕ уйăрĕç. Çак тĕллевпе 22 миллион тенкĕ пăхса хунă.

«Ман шутпа, ку пуçламăшĕ кăна. Малашне майсем тата ытларах пулĕç. Туризма аталантарас тата хăнасене йышăнас енĕпе пирĕн план нумай. Туризма аталантарни инвесторсене илĕртме пулăшĕ. Вĕсем самана ыйтакан чаплă объектсем тума пулăшĕç», — хăйĕн шухăшне палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Республикăна курса çӳремелли ятарлă турсене 5-9-мĕш классенче вĕренекен 3178 ача кайĕ. Вĕсен шутĕнче — вĕренӳре, спортра, искусствăпа культурăра, общество ĕçĕнче палăрнисем. Çавăн пекех — «Сăр чикки» патриот проектĕнче призерсем пулнисем. Сывлăх енчен хавшакраххисене те, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене те айккинче хăвармĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Лариса Рафикова палăртнă тăрăх, турист продукчĕ шутне тӳлевсĕр апатланни, хăна çуртĕнче пурăнни, «Пушкин картипе» усă курса экскурсисенче, ăсталăх сехечĕсемпе музей программисене хутшăнни кĕрет. Экскурсисен вăхăтĕнче шкул ачисем «Чăваш вăрманĕ» наци паркне, «Ясна» этнокомплекса çитсе курĕç, Шупашкарти музейсемпе, Улатăрти, Çĕрпӳри, Сĕнтĕрвăрринчи паллă вырăнсемпе тата ытти объектпа паллашĕç.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 çулта Чăваш Республикинче 2030 çулччен туризма аталантармалли концепцие çирĕплетнĕ. Унта çитес вунă çулта тумалли ĕçсене палăртнă. Кунсăр пуçне «Туризма тата хăнасене йышăнмалли индустри» патшалăх программине йышăннă.

Сăмах май, çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пултаруллă тата маттур ачасене суйласа илес ĕç пуçланнă. 5-9-мĕш классенче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн «Чăваш Республикин социаллă порталĕнче» харпăр хăйĕн кабинетĕнче ыйтса çырнă чухне ачисен дипломĕсемпе Хисеп хучĕсене кăтартмалла.

«Заявленисене йышăнма пăрахнă хыççăн тепĕр 3 кунран балсене кура вĕренекенсен рейтингĕ йĕркеленĕ. Йăлтах уççăн пулĕ. Суйласа илнĕ ачасем сертификатсем илĕç. Вĕсем пирĕн туроператорсем сĕнекен программăсенчен хăйсене килĕшекеннине суйласа илме пултараççĕ», — пĕлтернĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çемье телейĕ хăш наци çыннипе пĕрлешнинчен килмест

«Мана чăваш ялĕнче ытларах килĕшет», — чылай шухăшланă хыççăн пĕлтерчĕ Ильнара Васильева.

Пĕр-пĕрне уйăрман

Ăнсăртран çакăн пек каламарĕ вăл. Унăн пурнăçĕнче танлаштармалли сахал мар.

Ильнара вырăссен хушшинче ӳснĕ, тутар тата чăваш ялĕсене хăнана кайса çӳренĕ. Унăн амăшĕ чăваш, ашшĕ тутар. «Анне — Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнчен. Атте — Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнчен», — пĕлтерчĕ Ильнара.

Надежда Александровнăпа Ильдус Халимович И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пĕр-пĕрне наци паллисене пăхса уйăрасси йăлара пулман. Вырăс-и, чăваш-и, эрмен-и, тутар-и, калмăк-и — аслă шкулта пĕлӳ илекен çамрăксем килĕштерсе туслă пурăннă. Çавăнпа чăваш хĕрĕ тутара качча тухни, ахăртнех, никамшăн та тĕлĕнмелле пулăм шутланман.

Паллах, халăхра тутарăн тутар хĕрне качча илмелле текен сăмах çӳрет-ха. Анчах Ильдус Халимовичăн ашшĕ-амăшĕ те, тăванĕсем те хирĕçлесе нимĕн те каламан, пулас кинне хапăл туса йышăннă. «Студентсен столовăйĕнче туй тунă вĕсем. Çав çулсенче пурнăç чылай сăпайлăрах пулнă вĕт», — терĕ Ильнара. Вахитовсен туйне, сăмах май, курсри пĕтĕм студент пухăннă. Чăнах та, çамрăксене телейлĕ пулма нумай та кирлĕ мар. Килĕшӳ, туслăх тĕпре пулнă.

Вахитовсене диплом илнĕ хыççăн Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри шкулне ĕçлеме янă. Çемье унтах тĕпленнĕ. Кĕçех пĕрин хыççăн тепри виçĕ хĕр çуралнă… «Пирĕн ялта чăвашсем те, вырăссем те пур. Вĕсен хушшинче атте — пĕртен-пĕр тутар», — терĕ Ильнара.

Ильнара палăртнă тăрăх, вĕсен çемйинче нихăçан та тутар е чăваш çине пайлани пулман. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Унăн сăввисем – шухăшлакан вулакан валли

Ун пекки чăваш поэзийĕнче урăх çук, вăл пĕртен-пĕрре, пирĕн халăхшăн ахах-мерчен вырăнĕнче. Çапла хакларĕç Марина Карягина поэтессăна унăн икĕ кĕнекин — «Вăхăт тараси» тата «Урăх ăру» — хăтлавĕнче. Тӳрех палăртмалла: курма пынисем йышлăччĕ. Эппин, унăн пултарулăхне хисеплекен, юратакан нумай. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн доценчĕ Николай Осипов: «Эпĕ студентсене те илсе килесшĕнччĕ. Анчах халĕ пăхатăп та: кунта вĕсемсĕрех çын нумай», — терĕ çакна çирĕплетсе.

Пĕр çулта тӳрех икĕ кĕнеке кăларакана часах тĕл пулаймăн. Çавăншăн ЧР Профессионал писательсен союзĕн ертӳçи Ольга Куликова /Улькка Эльмен/ Марина Федоровнăна мухтарĕ. «Унăн сăввисем ваттисен сăмахĕ евĕрлĕ, тарăн шухăшлă. Хайлавĕсенче ытлашши сăмах пачах çук, пурте хăйĕн вырăнĕнче», — терĕ Ольга Геннадьевна Марина Карягина вулакана питĕ кирлĕ çын пулнине палăртса.

Пултарулăхне хакласа ырă сăмах калакансене поэтесса: «Эпĕ кунта хĕлĕх пек кăна. Мана кам сĕртĕнет — лăпкăлăх хăвармасть. Çав канăçсăрлăх сăвă пулса çуралать», — терĕ. Çакна та палăртма манмарĕ: сăвă çырасси — пĕр япала, кĕнеке кăларасси вара — пачах урăх, кăткăсрах ĕç. Икĕ кĕнеке пĕр çулта тухни вĕсене пĕр вăхăтра хатĕрленине пĕлтермест имĕш. Пĕринпе чылай маларах ĕçлеме пуçланă, эппин, вăл маларах тухма та пултарнă.

«Марина Федоровна çыракан сăвăсем хурал пӳртĕнче е ытти çĕрте пуçтарăнакан пинпин аудитори валли мар. Унăн сăввисем шухăшлакан вулакан валли. Чăваш пуласлăхĕ, менталитечĕ шухăша ярать ăна», — палăртрĕ Юрий Артемьев литература тĕпчевçи сăвăçăн пултарулăхне çӳллĕ шайра хакласа. Чăнах та, тĕслĕх вырăнне «Кĕмĕл тумлă çар» сăвăллă трагединех илер. Ăна Çамрăксен театрĕн сцени çинче те лартнă, çак спектакльпе таçта та çитнĕ.

«Тăван Атăл» журнал редакторĕ Арсений Тарасов Марина Карягинăна кăштах «хулиган» терĕ, мĕншĕн тесен хăнăхнă йĕркерен пăрăнса çĕнĕлĕхсем кĕртмесен сăвăçăн пултарулăхĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмĕ-çке. Марина Федоровна вара тĕрлĕ формăпа çырать. Унăн палиндромĕсем вулаканшăн чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулса тăраççĕ. Малтан та, хыçалтан та пĕрешкел вуланмалла çырма, çавăнта ăслă шухăш вырнаçтарма мĕнле пултармалла-ха? «Эпĕ хам та палиндром çырма хăтланса пăхнăччĕ, — терĕ Арсений Алексеевич Марина Карягинăпа тăван пулнине палăртнă май. — Анчах кайран хам мĕн çырнине вуларăм та кулса вилеттĕмччĕ. Пурин те пулмасть вăл». <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Алексей Логунов: «Тĕллев — ăста специалистсем хатĕрлесси»

«Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине пуçлăх тăвасшăн. Унăн ăс-хакăлĕпе вăл мĕн пултарнине никам та шута илесшĕн мар», тет Патăрьелти агропромышленноç техникумĕн директорĕ Алексей Логунов. Пирĕн сăмах яла юлакан çамрăксене кирлĕ профессисем çинчен.

Кунта çăмăл машинăна юсакансене хатĕрлеççĕ

— 2024 çулта Агропромышленноç техникумĕ кун çути курнăранпа пĕр ĕмĕр çитĕ. Унăн аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарăр-ха…

— Пирĕн техникум 1924 çулта ĕçе тытăннă. Чи малтан вăл тимĕрçĕсен шкулĕ пулнă. Пурăна киле, пурнăç улшăнса пынă май çĕнĕ специальноçсем хушăнса пынă. Ветеринарсене, механизаторсене, столярсене хатĕрлеме тытăннă. Паян пирĕн патра 630 ача вĕренет. Куçăн мар майпа пĕлӳ илекенсем те пур. 8 тĕрлĕ професси тата специальноç алла илеççĕ çамрăксем. Вĕсен ретĕнче — ял хуçалăх техникипе оборудованине юсакан та, тракторист-машинист та. Çăмăл машинăсене юсакан мастера вĕренмешкĕн кашни çул 25 ачана илетпĕр. Каччăсем хапăлласах килеççĕ. Ветеринари енĕпе те пĕлӳ паратпăр. Питĕ кирлĕ професси вăл паян. Ялта выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ, кушакран тытăнса лаша таранах. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем аталанаççĕ, хушма хуçалăхра та темиçешер ĕне тытаççĕ. Вĕсене сиплекен, пăхса тăракан кирлех. Повар-кондитер та хатĕрлетпĕр, логистика енĕпе те вĕрентетпĕр. Пĕлтĕр строительство ĕçĕнче вăй хуракан мастерсене хатĕрлеме тытăнтăмăр. Ытларах ку арçын ачасене илĕртет. Техникумра вĕсем каменщик, сварщик профессийĕсене алла илеççĕ. Кунсăр пуçне вĕрентӳ учрежденийĕнче тӳлевлĕ курссем те пур: трактористсене, водительсемпе комбайнерсене хатĕрлетпĕр. Хушма специальноçсем те илме пулăшатпăр. Калăпăр, арçыннăн трактор прави пур, вăл тата комбайнпа çӳреме хăнăхасшăн. Тархасшăн! Экскаваторпа та ĕçлеме хăнăхтаратпăр. Студентсене вĕрентме техника çителĕклĕ пирĕн. Пĕлтĕр Агрос-550 çĕнĕ комбайнпа тивĕçтерчĕç. Лада - Веста машина, МТЗ-82 трактор, сеялка, пресс-подборщик туянтăмăр. Кашни çул кирлĕ оборудовани валли укçа-тенкĕ уйăраççĕ, мастерскойсене те çĕнетме тăрăшатпăр.

— Техникума республикăн кăнтăр районĕсенчи çамрăксем кăна вĕренме килеççĕ-и?

— Студентсен йышĕнче Тутар Республикинчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи çамрăксем те пур. Вĕсен йышĕ — 14 процент. Аякран килнисем валли виçĕ хутлă, 150 вырăнлă общежити пур. Унта нумаях пулмасть юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр.

— Сирĕн патра тĕрлĕ наци çамрăкĕ вĕренет…

— Çапла, пĕлӳ илекенсенчен çурри ытла — тутар ачисем. Шăнкăртам ялĕ мĕншĕн сарăлса, аталанса пырать тетĕр? Ачисене вĕсем аякка ямаççĕ, килĕсенче хăвараççĕ. Вĕсем валли çурт лартаççĕ, çĕр лаптăкĕсем туянаççĕ. Тутарсем ача нумай çуратаççĕ. Ялĕнче те икĕ шкул. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Хирти Пикшикре шуçăм яланах хитре:

е Кунта çемçе сыр та кăларма ĕмĕтленеççĕ

Яла аталантарас тесен чи малтан производство хута ямалла, çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем тумалла. Çакна лайăх ăнланать Патăрьел районĕнчи «Сĕт шуçăмĕ» («Молочные зори») кооперативăн председателĕ Зульфир Алигберов. Хирти Пикшик ялĕнче нумаях пулмасть сыр, çу, типĕтнĕ сĕт тăвакан çĕнĕ цех уçăлнă. Çак кунсенче эпир те унта пулса куртăмăр. Зульфир Рафаиловича ĕçе епле йĕркелени çинчен каласа пама ыйтрăмăр.

Шкулта истори вĕрентнĕ

«Эпĕ Хирти Пикшик шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти строительство техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. 2003 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри истори факультетне пĕтертĕм. Аслă Арапуç шкулĕнче çулталăк çурă истори предметне вĕрентрĕм. Вăл вăхăтра мана шкул директорĕ пулма та сĕннĕччĕ, анчах эпĕ хам çине ун пек пысăк яваплăх илме тăхтарăм. Каярах Мускава ĕçлеме тухса кайрăм. Унта инженер- геодезистра вăй хутăм. 2010 çулта мана Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхне суйларĕç. 2014 çулта отпускра Санкт-Петербург хулине ачасемпе курма тухса кайрăмăр та аварие лекрĕмĕр. Сусăрланнă хĕрĕмĕре сиплеме виçĕ çуллăха Китая кайма тиврĕ. Халĕ вăл Хусанта пурăнать, бухгалтерта ĕçлет. Ывăлăмăр Никольский ячĕллĕ колледжра пĕлӳ илет. Кĕçĕнни 7-мĕш класра вĕренет. Калама маннă: 1992 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕн членĕ пулнăччĕ. Атте Рафаил Шарипович Патăрьел тăрăхĕнче хресчен-фермер хуçалăхне чи малтан уçакансен йышĕнчеччĕ. Вăл Патăрьел районĕнчи фермерсен ассоциацийĕн пĕрремĕш ертӳçи шутланать. Пуçаруллăскер Раççейри фермерсен пĕрремĕш сћездне те хутшăннă.

Китайран таврăнсан бизнес енĕпе кайрăм. Елчĕк тăрăхĕнче сĕт пуçтарма пуçларăм. Çав вăхăталла район ертӳлĕхĕ сĕте тирпейлекен пĕр-пĕр предприяти уçма сĕнчĕ, пулăшма шантарчĕ. 2019 çулта конкурса та хутшăнтăмăр, анчах грант илеймерĕмĕр. 70 миллион тенкĕ паратчĕç ун чухне. 2020 çулта 40 миллион пачĕç», — çапла пуçларĕ калаçăва Зульфир Рафаилович. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Тĕрĕслĕхе хÿтĕлеме те — пĕрле

2022 çулхи авăн-юпа уйăхĕсенче Чăваш Енре, Чĕмпĕр облаçĕнче, Пушкăртстанра «Çĕнтерӳ чиккисем» регионсен хушшинчи патриотлăх марафонĕ иртĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вăй хунă тыл ĕçченĕсене, хӳтĕлев чиккисем тунă ĕç паттăрĕсене асра тытас, çамрăк ăрăва истори пулăмĕсене уçса парас тĕллевпе йĕркелеме шухăшланă. Ĕнер Чăваш патшалăх филармонийĕнче марафон старт илчĕ.

Кар тăрса кĕрешĕве тухнă

Историе тишкерсен, Раççейре пурăнакан халăхсем хăрушлăх çывхарнине туйсан яланах пĕр-пĕринпе туслă, кар тăрса кĕрешĕве тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан усала хирĕç пурте пĕрле тăнă. Паян тĕнчере пулса иртекен вăрçă-харçă Раççей çыннисене тĕрĕс марлăхпа кĕрешес ĕçре чăмăртанма хистет. 81 çул каялла çĕршыва хăрушă инкек килсе çапсан Чăваш Ен тылра тăрса юлнă. Фронт çывăхĕнчи нумай предприятие кунта хăрушсăртараххине кура пирĕн тăрăха эвакуациленĕ. Çапла хĕвел анăç енчен тата çĕршыв центрĕнчен 20 ытла промышленноç хуçалăхне вăхăтлăх куçарса килнĕ. Тылра та Çĕнтерĕве çывхартассишĕн чунтан тăрăшнине ĕнентерекен тĕслĕх чылай. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сăр тата Хусан чиккисем тума тытăнмашкăн йышăннă. Республикăри патшалăх архивĕсенче упранакан документсенчен пысăк çак строительствăна 200 пин çын таран — халăхăн мĕн пур йышĕн виççĕмĕш пайĕ — хутшăнни паллă. 1941 çулта Чĕмпĕр тăрăхĕ те тĕпрен улшăннă. Кĕркунне çитнĕ тĕле ку хулана хăрушă çапăçусем пынă облаçсенчен 15 промышленноç об˜ектне, çынсене эвакуациленĕ. Чĕмпĕрти Володарский ячĕллĕ патронсем кăларакан завод вăрçă малтанхи кунĕсенченех фронта çар хатĕрĕсемпе тивĕçтерме тытăннă. Атăл чиккине тума, ăна Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи промышленноç пысăк центрĕсене хӳтĕлес тĕллевпе никĕсленĕ, ку тăрăхран 120 пин çынна явăçтарнă.

Пушкăрт АССРĕ те иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче çарпа промышленноç хăватне ӳстерме пĕлтерĕшлĕ тӳпе хывнă. Урал хутлăхне куçарнă 667 предприятирен 172-шĕ асăннă республика территорийĕнче ĕçлеме пуçланă. Кĕске тапхăрта, 1941-1943 çулсенче, çĕнĕ нумай завод, фабрика, цех — пурĕ 360 таранах — хута янă пушкăртсем. Ĕпхӳре, Ишимбайра гимнастеркăсемпе шинельсем çĕленĕ, çак хуласенчи тата Çтерлĕри атă-пушмак фабрикисем кунашкал хатĕре çар валли янтăлама тытăннă. Металлургсем авиаци тата танк производстви валли хурçă шăратса кăларнă.

— Эпир, мăнаçлă çĕршывăн субъекчĕсем, тĕрлĕ саманара яланах вăйсене пĕрлештернĕ. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура Атăлçи тăрăхĕнчи округсем каллех çĕршыв интересĕсене пĕр пулса хӳтĕлетпĕр. Марафона кӳршĕ регионсемпе ирттерес шухăш ахальтен çуралман: çамрăксене патриот пулса çитĕнтерес ĕçре пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни тата усă курни пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн историе пĕлни, ăна кӳршĕсеннипе танлаштарни тавра курăма тата та анлăлатать, — палăртрĕ марафона уçнă май Чăваш Ен культура министрĕ Светлана Каликова.

Чĕмпĕр 1941 çулта Куйбышев облаçне кĕнĕ. Уйрăм облаç туса хума йышăнни шăпах вăрçă пуçлансан Атăл çинчи çав хулана нумай предприяти эвакуациленнипе çыхăннă. Çакăн çинчен аса илнĕ май Ульяновск облаçĕн культура министрĕ Евгения Сидорова хĕрарăмсен тылри паттăрлăхне уйрăммăн палăртрĕ.

— Чĕмпĕр çĕрĕ тăрăх иртекен хӳтĕлев чиккисен тăршшĕ — 300 километр. Вĕсен строительствинче тар тăкнисен 70 проценчĕ — хĕр-хĕрарăм. Çакă Çĕнтерĕве вĕсем те арçынсенчен кая мар çывхартнине çирĕплетет. Паян старт илекен марафон истори тĕрĕслĕхне асра тытма хистекен ăнăçлă проект. Çывăх вăхăтра пирĕн регион та хăнасене йышăнĕ. Эпир те хамăрăн паттăрсем çинчен каласа кăтартăпăр, — терĕ вăл Чăваш Ен çыннисене Чĕмпĕрсене хапăлласа йышăннăшăн тав тунă май. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.