Сывлăх сыхлав министерстви эмел хăрушсăрлăхĕ тавра брифинг иртрĕ
Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери пациентсен хăрушсăрлăхĕн кунне паллă тăваççĕ. Паян Сывлăх сыхлав министерстви эмел хăрушсăрлăхĕ тавра брифинг йĕркелерĕ.
Сывлăх сыхлав тытăмне тĕрĕслес енĕпе ĕçлекен федераци службин Чăваш Енри органăн ертуçи Татьяна Аносова эмел туса кăларнине, упранине, сутнине сăнаса тăнине палăртрĕ. Министерствăн штатра тăман тĕп терапевчĕ Лариса Тарасова сиплеве тухтăр кăна палăртма пултарнине, çыннăн хăй тĕллĕн сипленме юраманнине каларĕ. Министерствăн штатра тăман тăп педиатрĕ Эльвира Павлова эмеле ачасем илеймен вырăнта упрамаллине аса илтерчĕ.
www.hypar.ru Марина Тумаланова сăн ÿкерчĕкĕ