Комментировать

24 Сен, 2014

Çĕр улмине ку эрнере кăларса пĕтересшĕн

Кĕрхи ĕçсенче Куславккасем те маттур

Кăçал карчăк ăшши хресчене савăнтарчĕ: уй-хирте ĕç шавĕ самантлăха та чакмасть.

Республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсем авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне 258601 гектар çинчен /99,4%/ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илнĕ. Улатăрпа /88,2%/ Шупашкар /97,3%/ районĕсемсĕр пуçне ыттисем вырмана вĕçленĕ.

565443 тонна тырă тĕшĕленĕ. Кăçал тухăç пысăкраххи /21,9 ц, пĕлтĕр - 18,2 ц/ сухалакан лаптăка хушăнтарнинчен /264611 га, 2013 ç. - 226380 га/ килнĕ. Çав вăхăтра аграрисен хастарлăхне те, технологие тĕрĕс те çирĕп пăхăннине те асăнмалла.

Тырă нумай туса илессипе 4 района палăртмалла, вĕсем 40 пин тоннăран иртнĕ: Вăрнарсем /44739/, Çĕрпÿсем /44113/, Патăрьелсем /42765/, Елчĕксем /41514/. Тата çиччĕшĕн кăтартăвĕ 30 пин тонна ытларах.

Çĕр ĕçченĕсем авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне 7987 га çĕр улми кăларнă /90,7%, пĕлтĕр - 44,4%/. Вăтам тухăç 157 центнер /152,8 ц/. Çанталăк лайăх тăнăран хăвăртлăх кунсерен ÿсет. Юлашки 4 кунра Комсомольскисем 258 га /22,4%/, Патăрьелсем 184 га /10,4%/, Куславккасем 139 га /15,1%/ "иккĕмĕш çăкăра" уй-хиртен пуçтарса кĕнĕ. Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсем плана тултарнă.

Тунти кун Куславкка тăрăхĕнче пултăмăр. Ку ен республикăра чи пысăк лаптăксенче çĕр улми туса илекенсенчен пĕри. Патăрьелсемпе /1768 га/ Комсомольскисем /1153 га/ çеç вĕсенчен нумайрах лартнă.

- Пирĕн 888,8 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хальлĕхе ĕçе 785 гектар çинче пурнăçланă. Çанталăк чăрмантармасан ку эрнере кăларса пĕтеретпĕр, - терĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Юрий Забраев.

"Иккĕмĕш çăкăра" ял хуçалăх предприятийĕсенчен "Куснар" агрофирма çеç туса илет. Унăн лаптăкĕ 189 га йышăнать, хальлĕхе 134 га кăларнă. Ыттине - 700 гектара яхăн - хресчен-фермер хуçалăхĕсем çитĕнтереççĕ. Геннадий Сорокин, Василий Семенов, Олег Мыков, Елена Васильева тата хăш-пĕр ХФХ тĕллеве пурнăçланă.

Фермер Куснар ял тăрăхĕнче уйрăмах йышлă. "Ял хуçалăх производствинче вĕсен тÿпи чăнласах пысăк", - калаçăва хутшăнчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Утемов.

- Кăçал пирĕн тăрăхра çу типĕ тăчĕ: çумăр пĕр пĕрчĕ те ÿкмерĕ. Çавăнпа çĕр улми туса илекенсем лаптăксене шăварчĕç, вăл шутра "Куснар" агрофирма та, - терĕ Юрий Александрович.

Эпир райадминистрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕпе Алексей Андреевпа "Куснар" хуçалăха çул тытрăмăр. Кунта "Колобок" сорт лартнă. Шурă вăл, шултра çитĕннĕ. Хальлĕхе унăн тухăçĕ 180,7 ц, республикăри тата районти вăтам кăтартуран пысăкрах.

- Районта хире çĕр улми кăларма 22 комбайнпа 30 копалка тухнă. Копалкăллисем палăртнине пурнăçланă. Агрофирма уйĕнчи комбайнсене Павел Арланов, Анатолий Бильтяев, Юрий Ефремов механизаторсем пĕр тикĕссĕн ĕçлеттереççĕ. Кăларнă çимĕçе автомашинăсем йĕтеме турттараççĕ.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.