Тăван Атăл, 8 №, çурла, 2022 çул
Кĕрхи йĕпхÿ
Калав
Мĕн амакĕ кăçал — çăвĕпех ăшăнса кураймарăмăр! Çанталăк, тен, кĕркунне «йĕркене» кĕмĕ-ши тесе шутланăччĕ — çук, авăн уйăхĕ те çавнашкалах çумăрлă. Пĕр хушă хĕвел йăл-йăл кулса илет те, эсĕ кăкăрна сарса лайăххăн сывлама та ĕлкĕрейместĕн — тӳпене каллех хура-тĕксĕм пĕлĕтсем капланса тулаççĕ, йĕпхӳ тăкăнма тапратать...
Кăркка урам варринчех чарăнса тăчĕ: чим-ха, мĕскер мăкăртатса пыратăн эсĕ? Мĕн тума кирлĕ сана уяр çанталăк? Тупăннă синоптик! Мухмăрлă пуçна турлетесси çинчен шухăшла луччĕ. Усси пулĕ. Атту паçăр ик черкке яни мĕн вăл — пăсĕ-тĕсĕ те юлман. Типсе çуркаланнă çĕр çине темиçе тумлам çумăр ӳкнĕ пек çеç... Мĕн! Каллех... çумăр! Хĕрт-сурт тытасшĕ!
Э-э, авă мĕн! Кăркка тӳрленсе кăкăрне чышкипе хыттăн панлаттарчĕ. Ахальтен талпăнмаççĕ иккен пуçра ăмăр пĕлĕт... тьху!.. шухăшсем. Хĕрт-сурт тытĕ-и, çук-и, анчах йĕпе çанталăкра амăшĕ шăм-шак сурнипе аптранине вăл лайăх пĕлет. Апла тăк унпа калаçма çăмăлтарах пулать. Чирлĕ çыннăн чăтăмĕ хавшак. Тен, хирĕлĕ-хирĕлĕ те амăшĕ, кунпа тавлашса вĕçне тухас çук тесе аллине сулĕ, кăларса парĕ паспортне.
Ăнланмалла мар-и? Лавккара шурă эрех списокпа сутаççĕ. Хăйсенне, арăмĕпе иккĕшĕнне, Кăркка уйăх пуçламăшĕнченех ĕçсе янă-ха. Амăшĕнне те памĕç-ши тесе сутуçсенчен ыйтса пăхрĕ — яхăнне те ямаççĕ. Суйма хăтланчĕ: «Анне чармасть, ирĕк пачĕ». Лешсем — çак сивлĕк çанталăк пек: «Паспортне илсе кил, вара сутатпăр». Вăт мĕнле мульти-пульти...
Амăшĕ пĕччен пурăнать. Аслă ачисем тахçанах Шупашкарта тĕпленнĕ, çемьеленнĕ. Кăркка та тĕпкĕч мар, уйрăлса тухнă. Чи кĕçĕнни амăшĕпе юлнăччĕ-ха, анчах темиçе çул каялла юнашар республикăна ĕçлеме тухса кайрĕ те каялла таврăнаймарĕ: авланса унтах пурăнма юлнă. Яла килсе курăнманпа пĕрех. Кăркка ялтах та анчах вăл пурри-çукки... Амăшĕ патне пырсан унăн пĕртен-пĕр ыйту: «Эрех пур-и?»
Урăх нимĕн те кăсăклантармасть ăна. Ĕçтермесен /е укçа памасан/ хирĕнме тапратать — чăт кăна!
Паян та çапла пулса тухрĕ. Ывăлĕ кĕнĕ чухне ватă хĕрарăм диван çинче выртатчĕ. Чăнах та сывах мар. Кăçатă, фуфайка тăхăннă. Пӳрчĕ те самаях сивĕ. Кăркка ăна-кăна пăхмарĕ, тӳрех «ĕç» çине куçрĕ: паспорт тавай. Карчăк памарĕ — ывăлĕн мĕн шухăш- тĕллевне аван пĕлет ĕнтĕ.
— Вутă туянмалла-çке, эрехсĕр мĕн тăвайăп? — ăнлантарма пăхрĕ вăл.
Пуçланчĕ вара! Чышкисемпе сывлăша каса-каса Кăркка амăшĕ патне çывхарчĕ. Унăн çăварĕнчен сурчăкпа пĕрле сирпĕнекен сăмахĕсем «эстафетăра» тейĕн: «хыт кукар», «йӳтенĕ карчăк» хыççăн «шăтăк пуç», «вилме маннăскер» йышшисем сике-сике тухрĕç, унтан, пылчăк татăкĕсем евĕр, пачах намăссăррисем йывăррăн-тăкăскăн çатлатма тапратрĕç. Карчăк чĕнмерĕ, пĕркеленнĕ пит çăмартисем тăрăх йăпăртатакан куççульне шăлмарĕ. Тепĕр кунхине Кăркка амăшĕ патне каллех персе çитрĕ.
— Анне, каçар, ĕнер эпĕ ӳсĕр пулнă, сана темскер каласа пĕтертĕм пулас. Пар-ха пĕрер черкке...
Ватă хĕрарăм, диван çинчех çĕр каçнăскер, хуравламарĕ. Ывăлне ку килĕшмерĕ, вăл çиллессĕн мăртлатрĕ:
— Каçару ыйтрăм вĕт, мĕн кирлĕ урăх!
Амăшĕ ку хутĕнче те сăмах хушмарĕ, тути кăна хурлăхлăн хускалса илчĕ. Кĕрхи йĕпхӳ йăсланă евĕр куçĕ каллех шывланчĕ...
Аркадий КАЗАНОВ.
ПОЭТПА ПĔРЛЕ
Хĕрĕх пĕрремĕш çулхи утă уйăхĕн пуçламăшĕ.
Верукпа иксĕмĕр киноран тухрăмăр та Атăл хĕррипе иртсе пыратпăр — Петĕр Хусанкай курăнах кайрĕ. Çара пуçăн хăй, каçхи çил унăн шултра кăтрине канăçсăр вăркăштарать, кăвак костюмпа, пичĕ-куçĕ хĕвелпе пиçĕхнĕ, юлташĕсемпе шавлăн калаçса утать. Ленинградран таврăннă кăна иккен- ха вăл. Аллăма çирĕппĕн чăмăртарĕ, çумри Верука тинкеререх пăхса илчĕ.
— Кам пулчĕ ку?
— Пулас мăшăрăм… — пытарса тăмарăм эпĕ.
— Хе! Мăшăру мар иккен-ха, пуласси тет… Акă ман юлташсем, — çавăнтах паллаштарчĕ вăл хăйпе пĕрле пыракансемпе. Пĕри Анчиков Саньккаччĕ, çамрăк та чипер чăваш, иртнĕ кунсенче кăна çар тумне тăхăнма ĕлкĕрнĕскер, тепри Лида ятлăччĕ пулас, вырăс хĕрĕ. Иккĕшĕ те тухтăрсем-мĕн, фронта каяс умĕн Санькка çамрăк мăшăрне тăван ялне кайса кăтартасшăн.
Вăхăт каç еннелле сулăннă. Йăлăмра кăвак вăрман хура пĕлĕтпе карăна пуçларĕ. Сывлăш тăкăсланчĕ, ăна пулас çумăр сулхăнĕ витрĕ.
— Айтăр хам пата! — чĕнчĕ Хусанкай. — Килĕмре никам та çук, пĕрле улах тăвăпăр. Çĕнĕ сăвăсемпе паллаштарăп.
Петĕр Хусанкая унччен те куркаланăччĕ-ха эпĕ. Сăвăсем вуланине илтнĕ, пухусемпе канашлусенче тĕл пулнă, анчах хăйпе пĕр сĕтел хушшине ларса сăмахласах кайман — именерех тăраттăм унран. Хăй те çынсенчен пăрăнарах çӳреме пăхатчĕ. Кирек ăçта курсассăн та ытларах ăна хăй шухăшĕпе йăпаннине асăрхаттăн. Кулленхи ĕçĕсемпе ĕмĕчĕсем ăна самантлăха та канăç памастчĕç.
Ушкăнĕпех кайма килĕшрĕмĕр те çултан сылтăмалла пăрăнса Шупашкарăн хальхи К.Иванов урамĕпе пыраттăмăр. Хусанкай пире хăй пурăнакан пӳлĕме ертсе кĕчĕ.
— Хальлĕхе ман çакăнта тăван йăвам. Вырнаçăр, килĕрти пек пулăр, — тарават сĕнчĕ вăл пурсăмăра та.
«Хальлĕхе» терĕ Хусанкай. Мĕн калассăм пур, çав кунсенче эпир пурсăмăр та хамăр çуртсенче-хваттерсенче «хальлĕхе» кăна пурăнаттăмăр-çке. Эпĕ салтакран таврăннăранпа виçĕ уйăх кăна иртнĕччĕ-ха, хăнăхнă йăлапа хама салтак тесех тăраттăм. Вăрçă пуçланчĕ те Хусанкай та хăйне салтак тесе шутлама тытăнчĕ. Паян-ыран тенĕ пек унăн та ячĕ тухмалла. Вара юлах, тăван Шупаш-кар. Тăшмана мĕн аркатса тăкиччен, çĕнтериччен! Урăхла шухăш пулма та пултараймасть. Ахаль мар Петĕр Хусанкай вăрçă пуçланнă хыпара илтнĕ сехетрех, таса тивĕçне асĕнче тытса чун хавалĕ тăвăнса çитнĕ чĕри таппине «Хăюллăн малалла!» сăввине хывнă.
Алăк патĕнче — сар чăматан, çыхăсем. Çаксен хуçи паян кăна инçетрен таврăнни пĕрре пăхсах палăрать.
— Çиессĕмĕр килет — чăтма çук. Кĕçех пулăшакансем çитме кирлĕ, унччен хамăр пултарнă таран кĕреке ăсталаса пăхар-и? — терĕ Хусанкай.
Ай, килтерсе пырать-çке сăмахне! Сăмахĕ çеç те мар, сасси те çапла ĕмĕр- ĕмĕр хăлхара янăраса тăрас пур. Тăван чĕлхепе çавăн пек таса та тирпейлĕ калаçма ăс çитерекенсене сар çу пек ирĕлтерсе пырать теççĕ чăвашсем. Çавăн пек ăста калаçма пултаракан чăваш писателĕсенчен эпĕ тата Митта Ваçлейне астăваттăм. Вĕсем пек калаçма вĕренмеллеччĕ пуль те манăн, ăçта унта кармашма?
Хусанкай пĕр çыххине кухньăна çĕклесе кĕчĕ те хĕрарăмсене çавăнтах ĕç тупса пачĕ. Хамăр тĕрлĕрен кăлпасси хатĕрлерĕмĕр, типĕтнĕ пулă та каскаларăмăр. Экспорт майĕпе килнĕ пĕр-ик банка консерв тупăнчĕ, астивсе пăхрăмăр — сарăпласах кайман пек туйăнчĕ; «Çиме юрать», — терĕ вара Санькка тухтăр та. Ешĕл сухан та хĕрлĕ помидор тураса лартнă, хăйма ал айĕнче. Турилкке хыççăн турилкке хывăнать хайхи васкаварлă хатĕрленĕ кĕреке сĕтелĕ çине.
Петĕр Хусанкай хăй патне пынă çынсене илĕштерсе çитерме майне кӳретчĕ, вăхăтра йăпатма пĕлетчĕ: е мĕнле те пулин кулăшпа ăша хыптаратчĕ, е таçтан асне килнĕ çĕр те пĕр мыскара кала-кала култаратчĕ. Çавăнпа ун патне пынă çынсем хăйсене килти пек туятчĕç. Çав сехетсенче вăрçă пыратчĕ пулин те, часах унта хамăр та пуласса пĕлсе-кĕтсе тăнă май пире салхулăх тени пусмарĕ.
Сĕтел çинче мĕн кирли пурте пурччĕ, анчах пирĕн хушăра ун чух сыпассипе мухтанакансем тупăнмарĕç. Çав сĕтеле Мускаври «Метрополь» ресторан та хапсăннă пулĕччĕ тесе хак пачĕ Санькка.
Калаçкаласа ларнă хушăра çанталăк тĕттĕмленсе килни палăрчĕ. Тӳпере çитмĕл çичĕ хут туратланса çиçĕм çиçсе илчĕ. Тăкăскă сывлăша уçăлтарас пек йывăррăн авăтса аслати кĕрлерĕ, кĕмсĕртетрĕ, таçта инçетре шартлатса кисренчĕ те çĕкленнĕ хăватне чара пĕлмесĕр кăтăрса васкамасăр сӳнсе пӳлĕнчĕ пулас — вăхăтлăха йăмрĕ. Çумăр йăтăнса анчĕ. Чӳречерен карăнса пăхрăмăр — куçлантарса çăвать. Çавăн пек çумăр пĕр касă вирхĕнсе иртĕхет те часах лăпланать, паçăрхинчен те ырă çанталăк пуласса шантарать.
Ак ĕнтĕ çумăр лăпланса-лăпланса пычĕ, çил те ашкăнма чарăнчĕ… Çак сехет, сехет те мар — самант кăна пулсан та пурпĕрех вăл паян кунчченех асăмрах упранать. Кассăн иртнĕ шавлă çумăр Петĕр Хусанкайăн канăçа пĕлмен тав- шуйлă кун-çулне аса илтерет.
Илпек МИКУЛАЙĔ, Чăваш халăх çыравçи.