Комментировать

19 Авг, 2022

Калча-хунав сутаççĕ кăна мар, сĕнÿ-канаш та параççĕ

«Кашни ӳсен-тăран хăйне евĕр илемлĕ. Вĕсем те сисĕмлĕ. Хăйсене кăмăлласа пăхнине туяççĕ тĕк çирĕпленсе ешереççĕ, çеçкене лараççĕ, çимĕç параççĕ, тымарĕпе вăйланса, вăрă тăкса сарăлаççĕ. Мĕн те пулин — çанталăк, тăпра, кун тăршшĕ, хĕвел пайăрки епле ӳкни — килĕшмесен кутăнлашасси курăкчечекĕн те, йывăç-тĕмĕн те пулать. Вĕсемпе ĕçлеме пуçăнтăн пулсан талăкри вăхăта тĕрĕс пайлама та вĕренмелле. Унсăрăн канса та кураймăн, тупăш та илеймĕн», — 10 çул ытла пухнă опытне шута илсе палăртать Элĕкри «АлиСад» декоративлă ӳсен-тăран питомникĕн ертӳçи Ирина Никифорова. Пирĕн республикăри ял-хулара пурăнакансене кăна мар, тĕрлĕ регионта тĕпленнĕ çынсене чечек калчи, курăк, тĕм, йывăç хунавĕ сутакан хуçалăх аталансах пырать. Декоративлă ӳсен-тăран ĕрчетсе унпа халăха тивĕçтерес шухăш-тĕллев патне мĕнле çитнĕ-ха Элĕк хĕрĕ?

Студент çулĕсенчех

– Элĕкри вăтам шкул хыççăн медицина енĕпе вĕренме каймашкăн ĕмĕтленеттĕм. Тĕллев лартнăран патшалăх экзаменĕсенче лайăх паллăсем илес тесе биологипе химие хам тĕллĕн те сахал мар шĕкĕлчерĕм. Шкулпа сыв пуллашма вăхăт çитсе пынă чухне, 2004 çулта, мана тухтăрта тăрăшакан тăвансем хăйсен профессийĕнчен сивĕтрĕç. «Йывăр ĕç ку», — пĕри те тепри çапла пусарсах каларĕ. Мĕн тăвас? Хатĕрленнĕ предметсемпе пĕлӳ ăçта кирлине шухăшлса илсен К.А.Тимирязев ячĕллĕ Раççей аграри университетне — Мускав ял хуçалăх академине документсем патăм. Унта манăн виççĕмĕш сыпăкри пичче Николай «иçĕм çырли çитĕнтересси» енпе пĕлӳ илнĕччĕ. Вĕренме кĕтĕм, — професси суйланă саманта аса илчĕ Ирина Владимировна.

Çĕршывĕпе паллă аслă шкулта сад-парк строительствин инженерне вĕреннĕ вăл. Ялта çитĕннĕ чухне хăйне ӳсен-тăран тĕнчи, сад-пахча илĕртнине сисмен хĕр. Пĕрремĕш курсра дендрологи вĕрентекен аспирантка кашни йывăç-курăка латинла каланине илтсен Иринăн куçĕ чарăлнă: «Çавăн чухлĕ ӳсен-тăранăн ют чĕлхери ятне епле астуса юлма пултарать вăл?» Алла диплом илме вăхăт çитнĕ çĕре терминсене хăй те пуçра тытасси пирки шухăшламан та.

— «Тимирязевкăра» вĕреннĕшĕн çав тери хĕпĕртетĕп. Совет тапхăрĕнче ĕçе пуçăннă преподавательсем тĕплĕ пĕлӳ паратчĕç. Производство çав тери пысăкчĕ: студентсене вĕренме, ĕçлемешкĕн хăнăхма аслă шкул питомниксем тытса тăратчĕ. Çавăнта малтанхи курссенчех вăй хураттăмăр. Ĕçленĕшĕн студентсене тӳлетчĕç. Çапла укçа-тенкĕ хамăнах çитсе пыратчĕ. Общежитире пурăннăран, питомникри пахча çимĕç çитĕнтерекенсем хушăран купăста-помидорпа хăналанăран, яланах лайăх вĕренсе чи пысăк стипенди илсе тăнăран укçа çителĕксĕррине туймастăм. Вĕренсе тухсан ландшафт дизайнерĕнче ĕçлеме ĕмĕтленеттĕм. Анчах ун чухне пирĕн тăрăхра калча-хунав питĕ сахал сутатчĕç. Интернет хальхи пекех аталанманнине кура таçтан аякран кӳрсе килесси кăткăсрахчĕ. Çапла ку ĕçе пуçăнас тесен чи малтан чĕр тавар кирлине ăнлантăм. Килтисене теплицăра чечексемпе лăсăллă йывăç-тĕм хунавĕ ӳстересси çинчен каларăм. Анне Людмила Вениаминовна, атте Владимир Захарович тата йăмăк Мария манăн шухăша ырларĕç. Çапла диплом хӳтĕличчен, çуркунне, 4 метр сарлакăш, 6 метр тăршшĕ икĕ теплицăна — вĕсене атте ăсталарĕ — калча акрăмăр, — тăсăлать пирĕн калаçу.

Сăнавсем ирттереççĕ

Тĕрĕссипе, Ирина Никифорова Мускавра юлса ăслăлăх ĕçне кĕрсе кайма та пултарнă. Диплом илнĕ хыççăнах пахча çимĕç ӳстерессин кафедринче аспирантурăра вĕренме тытăнни те çакна çирĕплетет. Анчах наука хăйне парăннă çынна кăна çитĕнӳсемпе савăнтарма пултарни çинчен пĕлнĕ хĕр. Чăваш Енех таврăнма шухăш тытнă вăл. Пысăк фирмăсенчен кĕл чечек хунавĕсем туянса республикăри пасарсенче суту-илӳ йĕркеленĕ.

— Ун чухне республикăри пасарсенче пирĕн пек чечекпе сутă тавакан çукчĕ. Çулла куршакра садра çитĕнекен кĕл чечеке, çеçкерисене, туянма сĕнекен урăх пулман та. Пуш уйăхĕнче вырăнта çитĕннĕ тюльпансене сутаттăмăр. Кăшт каярахпа пĕр çул ӳсекен тĕрлĕ чечекпе Элĕкри, Канашри, Çĕмĕрлери, Муркашри, Вăрнарти пасарсене çитеттĕмĕр. Çакна палăртас килет: атте-анне килĕ çумĕнчи 15 сотка çĕр çинче темĕн тĕрлĕ культура çитĕнтерме тытăнтăмăр. Пурăна киле кукамай пурăнакан Кураккассинче çĕр пайĕ çинче пысăк теплицăсем лартма май тупăнчĕ, — аталану çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ ертӳçĕ.

Паллах, ӳсен-тăран çитĕнтерессипе ятарлă пĕлӳ илнĕ çынна епле ĕненмĕн? Ирина Владимировна кашни клиента культурăсем, вĕсене мĕнле пăхмалли çинчен тĕплĕн ăнлантарса парать. Интернетпа усă курса онлайн мелпе те, телефонпа та ыйтусене уçăмлатать. Чăваш Енре пурăнакансем сад-пахчана, кил умне, урама илемлетме тăрăшнине сисет вăл. Çапах пирĕн тăрăхра ландшафт дизайнне лайăх ăнкаракан çын сахаллине, ку енĕпе кӳршĕллĕ Мари Элта пурăнакансем пирĕнтен пĕр утăм маларах пынине, çынсем тĕрлĕ хунав-калчана мĕнле ӳстермеллине ытларах пĕлнине палăртать вăл.

— Вĕреннĕ вăхăтра сăнавсем ирттереттĕмĕр. Халĕ те ку ĕç тăтăш пырать: кирек мĕнле культурăна та пĕрремĕш çулах пĕр йăнăшсăр, питĕ парка та илемлĕ çитĕнтерме хĕн. Теплицăра пурин валли те пĕр услови-çке, анчах хăшне-пĕрне мĕн те пулин килĕшменни пулатех. Пĕрне нӳрĕк ытларах кирлĕ, теприне — ăшă е çутă. Тĕрĕссипе, теори енчен пĕтĕмпех пĕлнĕ пек туйăнсан та опытсăр нихăш культура та лайăх ӳсмест, — асăрхаттарать ăста. — Сăнанă тăрăх, ялан нумай сутăнаканни — кĕл чечек. Юлашки вăхăтра гортензи, туя ыйтакан йышланчĕ. Çак чечекпе йывăç декоративлă ӳсен-тăран лартнă кашни садра тенĕ пек çитĕнеççĕ. Пион çитĕнтересси тахçанах йăлана кĕнĕ. Хитре чечек-тĕм ӳстерессипе нумай çул аппаланакансем валли çĕнни яланах пултăр тесе тăрăшатпăр. Çавăнпа Европа çĕршывĕсен селекцийĕнчи культурăсемпе кăна çырлахмастпăр, ытти патшалăхра çитĕнекен хунавсене те туянатпăр. Тата декоративлă тĕмйывăçа сыпса çитĕнтерессипе кăсăкланма тытăнтăмăр. Хальхи вăхăтра нумай çул ӳсекен культурăсем çитĕнтеретпĕр. Мускаври, пысăк ытти хулари парксенче вĕсем ытларах курăнма пуçларĕç. Шупашкарта та çакă йăлана кĕрсе пырать. Сăмахран, Атăл хĕрринче, залив çывăхĕнче, эпир ӳстернĕ чечексем ешереççĕ. Икĕ-виçĕ çул каялла лартнăччĕ вĕсене. Лилейник, ирис, очиток… — çеçкене ларакан культурăсем пирĕн патри çут çанталăк условийĕсенче аван çитĕнеççĕ. Ачаш мар вĕсем, çавăнпа ялан пăхса тăмалла мар, — тет Ирина Никифорова.

5-ри Прохор валли те ĕç тупăнать

Çуркунне питомник йĕркеленĕскерсен çемйипех ыйхă çинчен манма тивет. 16 çулти Женя амăшне çăмăлрах пултăр тесе чылай тăрăшать. Çулла, сăмахран, пушă вăхăт çукпа пĕрех унăн. Çĕр ĕçĕпе мĕн пĕчĕкрен туслаштарнă ăна. 5 çулти Прохор валли те хĕрӳ вăхăтра ĕç тупăнать.

— Аттепе аннене, тăвансене, тус-юлташа чунтан тав тăватăп: паянхи капашпа пĕччениккĕн ĕçлеймĕн. Транспорт ыйтăвĕсене мăшăр Сергей Валерьевич уçăмлатать. Вăл тăрăшнипех производствăна хальхи меслетсемпе аталантаратпăр. Калăпăр, субстрата /тăпра, хăйăр, торф/ кирлĕ шайлашупа хутăштармалли машина, хутăша контейнерсене тултармалли агрегат туянни ĕçе çăмăллатрĕ. Кашни сезонтах вун-вун пин контейнер тултармалла вĕт, — ăнлантарать 3-4 пин чечек-тĕме çитĕнтерессипе çыхăннă вăрттăнлăхсене лайăх пĕлекен ăста.

Паян «АлиСад» 6 гектар йышăнать. Питомникре çулталăкра ӳсен-тăранăн 1500-3000 тĕсне ӳстерсе сутаççĕ. Хунавсен тымарĕсем сиенленесрен сыхланса, вĕсем лайăхрах вăй илччĕр тесе сутлăха кăларакан мĕн пур хунав калчана контейнера вырнаçтараççĕ. Килен-каяна тĕрлĕ культурăна курса суйлама ятарлă лаптăк та йĕркеленĕ. Уйра иçĕм çырли, кашкăр çырли, хăмла çырли, хурлăхан тĕмĕсем çитĕнеççĕ, çĕр çырли, нумай çул ӳсекен чечексемпе тĕмсем ӳсеççĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕн партнерсем регион тулашĕнче те чылай. Чулхула, Хусан, Йошкар-Ола, Челябинск, Екатеринбург, Астрахань хулисемпе, Краснодар тăрăхĕпе çыхăну тытать вăл. Тĕрлĕ питомник хуçипе канашласа ĕçлени вара аталанма, вăхăтпа тан утма пулăшать.

«АлиСад» питомникре:
Раççейĕн вăтам тăрăхĕнчи çут çанталăк условийĕсенче лайăх ӳсекен культурăсене сĕнеççĕ.
Ӳсен-тăрана мĕнле çитĕнтермеллине тĕплĕн ăнлантараççĕ.
Калча-хунав хатĕрлес тата ландшафт дизайнĕ енĕпе професси пĕлĕвĕ илнĕ ăста специалист кирек хăçан та тĕплĕ сĕнӳ-канаш парать.
Питомник адресĕ: Элĕк районĕ, Кураккасси ялĕ.
Вырсарникунсăр пуçне куллен 9 сехетрен пуçласа 16 сехетчен ĕçлет.
Çыхăнмалли телефон: 8/987/ 760-04-40.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.