Хыпар 95-96 (27974-27975) 26.08.2022
Анатолий ИЛЬИН: Çамрăксене шанмалла
Çĕрпÿ районĕнче ырă йăла пур: кашни эрнере вырмара чи лайăх ĕçлекенсене палăртаççĕ, вĕсене вымпелпа чыслаççĕ тата район хаçатне çырăнса параççĕ. Чи маттуррисен йышĕнче яланах «ВДС» [Воддорстрой] хуçалăхăн ĕçченĕсене курма пулать.
Савнипе пĕрле — ĕçлеме
«Ăмăртса ĕçлени аван, пĕрне кура тепри тăрăшарах вăй хурать», — палăртрĕ акционерсен хупă обществин директорĕ Анатолий Ильин. 27-ри пуçлăх пуçри стереотипсене йăлт сирчĕ. Ара, эпир хăнăхнă-çке: председатель аслă çулсен че, туллирех кĕлеткеллĕ, шурă кĕпепе çÿрет. Анатолий Сергеевич вара футболкăпа, джинс шăлаварпа, хальхи модăпа килĕшÿллĕн сухал ÿстернĕ. Ял хуçалăхне ертсе пымашкăн çамрăк çынна шанса пани питех те кăмăллă.
Элĕк районĕнчи Тури Юлăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий шкултан вĕренсе тухсанах педагогикăна суйлас тенĕ. Биологи килĕшнĕ ăна. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна заявлени те панă вăл. Анчах йышăну кампанийĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлсан документсене илнĕ те ял хуçалăх академине кайса панă. Шухăшне тăрук улăштарнăшăн халĕ вăл пĕртте ÿкĕнмест. Ӱсен-тăран тĕнчипе кăсăкланакан каччă агронома вĕренсе тухнă. Стажировкăна Çĕрпÿ районĕнчи «ВДС» хуçалăхра тухнă та кунтах ĕçлеме юлнă. Вăл пĕччен мар, савнийĕпе пĕрле килнĕ. Анна Эдуардовна та — агроном. Çамрăк мăшăр Çĕрпÿре хваттер тара тытса пурăннă. «Ял ипотеки» программа вăя кĕрсен унпа усă курса çак хуларах пурăнмалли кĕтес туяннă.
«Ĕçлеме тытăнсанах йывăрлăхсăр пулманмар паллах. Аслăрах ĕçтешсем яланах пулăшнă. Ыйтусен хуравне кĕнекесенче, интернетра шыраттăм. Хĕрÿ ĕççи пынă вăхăтра 4 сехетре тăрса хирсене çитеттĕм. Трактористсемпе канашлу ирттерсе хушу париччен уйсене çаврăнса тухаттăм. Çураки тунă чухне çĕр пиçнине, кĕрхисем мĕнле хĕл каçнине тĕрĕслемелле. Тыр-пул акнă хыççăн вĕсем епле шăтнине курас килет. Ӱсен-тăранăн чир-чĕр нумай, кăпшанкă та тапăнать — сăнасах тăмалла, вăхăтра им-çам сапмалла», — малтанхи утăмсемпе паллаштарчĕ тĕп агрономра тăрăшнă Анатолий Ильин. Икĕ çула яхăн ĕçленĕ хыççăн, 2019 çулта, вăл хуçалăха ертсе пыма тытăннă. Агроном ĕçне пĕлни директора питĕ кирлĕ пулнине палăртрĕ вăл.
Трактор килессе кĕтеççĕ
Предприяти комбайнĕсем кăçал вырмана республикăра чи малтан, утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче, тухнă. Çĕрпÿ районĕнчи кĕрхи тулла çапса тĕшĕлеме тытăниччен пачăшкăран пил илнĕ, техникăна сăвапланă. «Паллă сăлтавсене пула вырма на кăçал 2-3 эрне каярах тухрăмăр. Тыр-пулăн 70 процентне пухса кĕртрĕмĕр ĕнтĕ. Тухăç пысăк: 1 гектартан вăтамран — 50 центнер. Çанталăк май панă чухне çанă тавăрсах ĕçлетпĕр», — палăртрĕ Анатолий Сергеевич. <...>
Алина ИЛЬИНА
♦ ♦ ♦
«Халӗ усă курма кăна мар: кайран çамрăксем валли те пултăр»
«Яла кĕрсен сулахаялла пĕрремĕш урама пăрăнса кĕмелле», — тесе ăнлантарчĕç пулин те хам тĕрĕс çулпа пыни пирки иккĕлентĕм. Çавна май хапхи умĕнче кăштăртатакан арçынран: «Музейрен иртсе каймарăм-и?» — тесе ыйтрăм. Хайхискер вăштах тÿрленсе тăчĕ, урам леш енчи çурт еннелле тĕллесе кăтартрĕ. «Юлия Константиновна патĕнче паян тĕл пулаççĕ-им?» — илтĕнсе юлчĕ унăн хавасланнă сасси...
Красноармейски районĕнчи Янмурçинти юлашки çулсенче музей пулса тăнă çуртра малтан фельдшер пункчĕ ĕçленĕ. 2014 çулта çĕннине хута ярсан вăл пушанса юлнă. «Эпĕ кунта 39 çул заведующире вăй хутăм. Маншăн вăл иккĕмĕш кил вырăнĕнчех. Хуçасăр çурта мĕнле шăпа кĕтнине пур те пĕлетпĕр: е сутаççĕ, е юхăнма пуçлать вăл… Манăн ăна никама та парас килмерĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пĕр пухăвĕнче кун пирки сăмах пуçартăм: «Çав çуртра музей уçма юрать-и?» Упи тăрăхĕн ертÿçи Надежда Димитриева: «Хăвăн кăмăлу», — терĕ», — калаçăва пуçларĕ Юлия Леонидова. Икĕ çак сăмах хыççăн ялти тепĕр хастарпа Апполинария Ивановăпа иккĕшĕ ял-йыша явăçтарса ĕçе пикеннĕ…
«Пирĕн тăрăхра мухтавлă çын нумай. Иртнисĕр малашлăх çук теççĕ. Вĕсен ырă ячĕсене, парха тарлă ĕçĕсене халăх асĕнче хăварас, çитĕнекен ăрăва кăтар тассишĕн альбом хатĕрлеме шу хăшларăмăр. Çак тĕллевпе районти «Ял пурнăçĕ» хаçат журналисчĕ Юрий Борисов патне кайрăмăр. Вăл пире альбом мар, кĕнеке кăларма сĕнчĕ. Килĕшрĕмĕр. Килĕрен киле çÿресе материал пухрăмăр. Çапла майпа «Асăмрах тăван ялăм Янмурçин» кĕнеке пулса тухрĕ. Геннадий Кузнецов Янмурçин çинчен поэма хайларĕ. Николай Ершов гимн çырчĕ, Николай Никоноров кĕввине хыврĕ. Кĕнеке презентацийĕнче ăна Валентина Рудниковăпа иккĕшĕ юрларĕç. Чĕререн тухакан сăмахсем, чуна пырса тивекен кĕвĕ — мăнаçлăн янăракан юрă — пулчĕ», — аса илчĕ Юлия Константиновна. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
Хăй çиес çăкăра вăкăра панă
Çитĕнсе çитнĕ хĕрĕсем качча кайманшăн: «Сирĕншĕн ясак тÿлемелле», — мăкăртатнă амăшĕ. Хусах налукĕ тÿлесси те нумай ачаллă çемьешĕн сисĕмлĕ пулнă. Вăл çеç-и? Вĕлле хурчĕсемшĕн, пан улми йывăççисемшĕн те куланай хунă. Çавăнпа Анфиса ÿссе çитнĕ-çитмен Мускав облаçне вербовкăпа тухса кайнă.
Хитрине килĕштермен
Электросталь хулинче 5 çул ĕçлесе пурăннă, тĕрлĕ çĕрте разнорабочире тăрăшнă вăл. Тăван яла, Комсомольски районĕнчи Вутлана, отпуска килкелесе кайнă. Пĕчĕк шалу çеç илсен те амăшĕпе йăмăкĕсене пулăшнă. Пир тĕртмелли çипсем, ăшсăр калушсем посылкăпа ярса панă. Вĕсен ялĕнче ача çурчĕ пулнă та — çавăнта ĕçлекен воспитательсене калуш сутнă амăшĕ. «Выçă та ларса курнă. Апат илме черет тăмаллаччĕ. Пирĕн тĕле çитнĕ çĕре хуран тĕпĕ тухатчĕ. Çăкăрĕ те таса марччĕ», — çамрăклăхне аса илчĕ Анфиса Морозова.
Укçа çуккипе хĕллехи ăшă çи-пуç илсе тăхăнайман вăл. Çавăнпах чирленĕ. Ÿпки шыçнипе больницăра та выртнă. Бригадир ăна ĕçе кăларас темен. Анчах Анфиса хама йĕркеллех туятăп тесе киле кайман. Кайран та ялне килесех темен. Анчах ун çумне пĕр каччă çыпăçнă та хăранипе çеç тухса килме тивнĕ.
«Патăрьел районĕн каччиччĕ вăл. Çырăнасшăн пек калаçатчĕ хăй. Шанса пĕтер ăна. Пуçĕнче мĕнле шухăш — пĕлме çук. Хитре пулсан та килĕшместчĕ. Хĕрсемпе вырăн çинче выртнине те курнă. «Хамăн каччă пур», — теттĕм те тараттăм», — каласа кăтартрĕ Анфис аппа. Каччи унăн чăнах та пулнă — 7 çул морякра службăра тăракан Микула.
Мускав облаçĕнчен питĕ нушаллă таврăннă. Пуйăса ларма билет çуккипе вокзал та виçĕ çĕр выртнă. Кайран тепĕр хула урлă тавран çаврăнса килнĕ. «Канаша çитсен хамăр ял хĕрне Зинăна, Ленинграда качча кайса унта пурăнаканскере, куртăм. Хайхискер упăшкипе яла килеççĕ. Пĕр-пĕрне курсан савăнтăмăр. Киле пĕччен епле çитмелле тесе куляннăччĕ. Эртелпе утма лайăхрах. Канашран Комсомольскине автобуспа антăмăр. Çын нумай — ура пусма вырăн çук. Хăрах ура çинче тăрса пытăм. Комсомольскинчен яла çуран утмалла. Урамра пылчăк, тĕттĕм. Зинăн çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакĕ пылчăк ăшĕнче ларса юлчĕ те ăна тем пек шырасан та тупаймарăмăр. Упăшки Зинăна алă çинче йăтса çитерчĕ. Пĕрре кутамккисене кайса хурать, тепре арăмĕ патне пырать… Вăт çавăн пек çитрĕмĕр. Хамăр кил чÿречинчен шаккасан анне сасă пачĕ. «Çул çинчен килетĕп те каç пулса кайрĕ. Малалла каяймастăп. Хваттере яраймастăр-ши?» — терĕм. Анне палласа илсе ыталарĕ. Йăмăксем тухрĕç, йĕреççĕ, савăнаççĕ... Çав каçхине Зинăсен амăшĕн мунчинче улах ларнă. Эпĕ яла килнине пĕлсен хĕрсемпе каччăсем ман пата çитсе те тăчĕç, урама илсе тухасшăн.
Алина ИЛЬИНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...