«Чăваш хĕрарăмĕ» 32 (1260) № 18.08.2022
Асанне тимлӗхсӗр хăвармасть
Шупашкарта пурăнакан 86-ри Ирина Зубова телевизор пăхнă чухне те аллине йĕппе çип тытать. Хăйĕн ĕмĕрĕнче алсиш-нуски нумай çыхнă вăл. Ал ĕçне çаплипех пăрахман. Халĕ шарф çыхма пуçланă. Çулсем иртнине пăхмасăр çаврăнăçулăхне çухатманскер Пĕтĕм Раççейри «Асанне тимлĕхĕ» /«Бабушки на забота»/ ыр кăмăллăх акцине хутшăнать. Çапла майпа Донбасс çыннисене пулăшмашкăн тĕллев тытнă чăваш хĕрарăмĕ.
Ирина Николаевна хăй вăхăтĕнче шкулта математика вĕрентекенĕнче, комплекслă центрта социаллă ĕçченре тăрăшнă. Куç курманнисене пăхнине аса илет вăл. Çав вăхăтрах çывăхра пурăнакан ачасем математикăпа хушма пĕлÿ илмешкĕн ун патне киле çÿренĕ.
Ирина Зубова çуллахи вăхăтра ывăлĕсемпе пĕрле дачăна кайма юратать. Хальхи вăхăтра сухан, ыхра та сатса типĕтет. Авă çĕр çине ÿкнĕ пан улмине те тураса хунă. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскер пĕчĕккĕллех перекетлĕхе хăнăхнине палăртать. «Хамăр туса илекен пахча çимĕç хĕл каçмалăх çитет», — хушса калать вăл.
Пĕччен пурăнаканскерне тĕп хулари халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн ĕçченĕ пăхса тăрать. Унпа, пурнăçа юратакан ватăпа, пĕр чĕлхе тупма çăмăл.
Пулăшу илекен ытти ватă та «Асанне тимлĕхĕ» акцие кăмăлтан хутшăннине палăртас килет. Сăмахран, 80-ри Мария Хляновăпа 89-ти Анфиса Когурьева ĕçе пуçăннă. 75 çулти Ольга Олюшина та вĕсенчен юласшăн мар. Вăл алсиш-нуски çыхать. 64-ри Тамара Баранова та ыр кăмăллăх ĕçне хăйĕн тÿпине хывас шăн. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА
♦ ♦ ♦
Шурлăхăн: сăрт-тӗмескен — хăйӗн илемӗ
«Юрататăп кунти тăрăха. Хуламăр лăпкă — çĕрле те урампа утма хăрамалла мар. Çут çанталăк хăйне евĕрлĕхĕ илĕртет. Тус-тăван хушăран сăрт-тĕмескене /сопкăсене/ ÿкерсе ярса памашкăн ыйтать. Халĕ, йывăçсем çулçă айĕнче чухне, çĕр мăкăрăлчăкĕсем питех палăрмаççĕ те — вырăнти радиобашньăна, сăрт çинче илемлĕн çуталса лараканскере, таçтанах курăнаканскере, ÿкерсе яратăп. Çакăнта ĕмĕре ĕмĕрлетĕп те — епле çывăх ан пултăр-ха маншăн Биробиджан? Кунти шурлăхăн та, сăрт-тĕмескен те — хăйĕн илемĕ-çке. Тунмастăп, 10 пине яхăн çухрăм ытла инçĕшĕнчи тăван чăваш çĕрĕшĕн те çав тери тунсăхлатăп», — çитмĕл урлă каçнă Елена Данцова çапла каласа панă чухне унăн пырне темĕн капланчĕ-тĕр, вăл пĕр авăк чĕнмерĕ. Çийĕнчех хăйне алла илчĕ, дачăра ĕçлекенскер тĕттĕмлениччен темĕн те тума ĕлкĕрмеллине систерсе калаçăва урăх чухне тăсма сĕнчĕ.
«Вырăса качча каятăн»
Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче пурăнакан Черновсен çемйи йыш ă пулнă. Елена, çемьери çичĕ ачаран иккĕмĕшĕ, пĕчĕкренех хастарлăхпа палăрса тăнă. Шкулта аван вĕреннĕ вăл. Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ унăн пуплевĕ тĕрĕс те чылайăшĕн палăракан акцентсăр йĕркеленнине асăрханă. «Еля, эсĕ вырăсах качча каятăн пуль», — витĕр курса тăнă тейĕн çав учитель.
«1968 çул, çуркунне… Шкулпа сыв пуллашма вăхăт та çитрĕ. Пĕрле вĕреннисенчен кам — Канаша, кам Шупашкара пĕлÿ пухма каясшăннине пĕлтереççĕ. Манăн та ĕмĕт çунатлă, анчах… йышлă çемьере укçа-тенкĕ енчен хĕн. Ялти пĕлÿ çуртне саплăклă тумпах кайнă-ха. Вырăнтах юлас — укçа тÿлемеççĕ, ĕç кунĕ кăна лартса параççĕ колхозра. Аннене ача укçи уйăхра 12 тенкĕ тивĕçетчĕ — çавăн па пурăнаттăмăр та. Шăп çав вăхăтра районти комсомол организацийĕ Волгограда каймашкăн ушкăн пуçтарать. Тытрăм та çырăнтăм пĕрлехи стройкăна кайма. Çамрăкшăн мĕн ĕнтĕ вăл стройка? Романтика паллах!» — иртнине аса илнĕ май Елена Егоровнăн халĕ те ăшне ырă туйăмсем тулаççĕ. Пулас мăшăрне Алексей Данцова шăпах çав çулсенче, стройкăра вăй хунă чухне, тĕл пулнă-çке вăл. Алексей Волгоград облаçĕнченех пулнă. Çамрăксем пурăнмалли çуртсем, апат-çимĕç комбиначĕ çĕкленĕ.
Пĕр-пĕрин туйăмĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн вырăс каччипе чăваш хĕрĕ пĕрлешме шухăш тытаççĕ. Шăпа вĕсене тĕрлĕ тăрăха илсе çитерет. Малтанхи çулсенче — Чĕмпĕр облаçне. Елена ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илме тытăнать. Пурнăçра мĕн сиксе тухасса никам та малтан курса-пĕлсе тăраймасть. Алексей Васильевичăн Инçет Хĕвел тухăçне тухса кайма тивессе те кил-йыш пуçа илме пултарайман. Кун-çул сукмакĕ вара хăйĕн йĕрĕпе выртнă. <...>
Ирина ИВАНОВА
♦ ♦ ♦
Вӗçкӗн каччă
Ашшĕсĕр çитĕнчĕ Сашук. Кил хуçине тăванĕсем юлашки çула ăсатнă чухне пиллĕкреччĕ арçын ача. Аппăшĕпе Ирăпа иккĕшне пĕчченех çитĕнтерчĕ амăшĕ. Çăмăл та, йывăр та пулчĕ пуль хĕрарăма, анчах ачисен умĕнче пурнăçа нихăçан та хурламарĕ.
Ывăлне, тен, тепĕр чухне арçын çирĕп алли çитмерĕ те пуль. Анчах çакна нихăшĕ те палăртмарĕ. Амăшĕ ачине май килнĕ пек ÿстерчĕ. Ывăлĕ те чылай япалана хăй тĕллĕн хăнăхса пычĕ.
Кÿрши-аршине, ашшĕн шăллĕне кура пăта çапма та хăнăхрĕ арçын ача. Амăшне пулăшас тесе апат пĕçерме те вĕренчĕ, урай сĕрме те ÿркенсе тăмарĕ. Уроксем хыççăн выльăх-чĕрлĕх те пăхрĕ вăл. Кил-çуртри мĕн пур ĕçе пурнăçлама вĕренчĕ темелле. Ку тĕлĕшпе аппăшĕнчен те ирттерчĕ. Пÿрт-çуртрине кăна мар, кил-тĕрĕшрине те май килтерсе тÿрлетме тăрăшрĕ. Шкулта «пиллĕк» паллăпа вĕренчĕ теме çук ха Сашук пирки. «Виççĕ» кăна мар, ÿркеннĕ чухне «иккĕ» те çаклаткаласа килчĕ. Анчах та пуçĕ ĕçлерĕ çав. Тавçăрулăхĕ те çителĕклĕ пулчĕ. Хăй тăрăшнипе шкултан «тăваттăпа» вĕренсе тухрĕ. Ял хуçалăх институтне вĕренме кĕчĕ. Диплом та илчĕ. Анчах та специальноçпа ĕçлеме кăмăл тумарĕ. Укçа пухас тĕллевпе тĕрлĕ хулана çÿрерĕ. <...>
ТАТЬЯНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...